Тӗп матералсем патне куҫӑр

«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» тӗлпулу пирки панӑ хушусем

«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» тӗлпулу пирки панӑ хушусем

Тупмалли

1. Ҫак документра ҫырса панӑ хушусем «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» тӗлпулӑва хутшӑнакансемшӗн пуриншӗн те усӑллӑ пулӗҫ. Пункта е задание хатӗрлеме пуҫличчен «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнчи тата ҫак документри хушусене вуласа тухмалла. Пур хыпарҫӑна та вӗренмелли заданисем тума хавхалантармалла. Хыпарҫӑ пулманнисем те, вӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ пулсан, Библи вӗрентӗвӗсемпе килӗшеҫҫӗ пулсан тата Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗренмелли заданисем тума пултараҫҫӗ. Хыпарҫӑ пулман ҫын вӗренмелли заданисем тӑвасшӑн пулсан, «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн яваплӑ тӑванӑн унпа унӑн мӗнле требованисем тытса тӑмаллине сӳтсе явмалла, кайран вара ӑна заданисем тума ирӗк панипе паманнине пӗлтермелле. Вӗсем калаҫнӑ чухне вӗсемпе пӗрле ӑна Библи вӗрентекен хыпарҫӑ (Иеговӑна ӗненекен ашшӗ е амӑшӗ) пулмалла. Ҫав требованисем — шыва кӗмен хыпарҫӑсем валли илсе панӑ требованисемех (od-U 8 сып., 8 абз.).

 МАЛТАНХИ СӐМАХСЕМ

2. Пӗр минут. Юрӑпа кӗлӗ хыҫҫӑн председателӗн пухушӑн чи усӑллӑ шухӑшсене суйласа илсе пулас программа ҫинчен каласа памалла, ҫапла вара пухӑва килнисене сӳтсе явмалли материалпа интереслентерсе ямалла.

«ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ»

   3Доклад (вунӑ минут). Темӑпа докладӑн планне (икӗ-виҫӗ тӗп пункта) «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнче илсе панӑ. Ҫак доклада тума старейшинӑна е пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑвана шанса памалла. Кашни эрнере Библи вуламалли график тӑрӑх Библири ҫӗнӗ кӗнекене вӗренме пуҫламалла пулсан, ҫав кӗнекепе паллаштаракан видеоролика кӑтартмалла. Сӑмах тухса калакан видеороликри шухӑшсем темӑпа мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтартма пултарать. Анчах та ҫак тӑванӑн ӗҫ тетрадӗнче илсе панӑ тӗп пунктсене уҫса памаллах. Вӑхӑт пур пулсан, унӑн ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксене ӑнлантарса памалла. Пӗр-пӗр материал планри пунктсене лайӑхрах уҫса пама пулӑшать пулсан, вӑл ҫав хушма материалпа усӑ курма пултарать.

 4Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (вунӑ минут). Ҫак пункта ыйту-хурав меслечӗпе сӳтсе явмалла. Пункт пуҫламӑшӗнче те, юлашкинчен те нимӗн те каламалла мар. Ҫак пункта старейшинӑн е пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑванӑн туса памалла. Арҫын тӑванӑн икӗ ыйтӑва та памалла. Унсӑр пуҫне, илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вуласа памаллипе памалла марри пирки тӑван хӑй йышӑну тума пултарать. Кашни комментари 30 ҫеккунтран ытлашши пулмалла мар.

 5Библи вулани (тӑватӑ минут). Ҫак задание арҫынна е арҫын ачана шанса параҫҫӗ. Вӗренекенӗн палӑртса хунӑ материала вуласа памалла. Пуҫламӑшӗнче те, юлашкинчен те нимӗн те каламалла мар. Тӗлпулӑвӑн председателӗн тӗллевӗ — вӗренекене тӗрӗс, яка, ӑнланмалла вулама тата интонацие, чарӑнусене, шухӑшсене тӗрӗс палӑртса вулама пулӑшасси. Библирен вуласа памалли пайсем вӑрӑмӑшӗпе тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа та «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн яваплӑ тӑванӑн ҫак задание панӑ чухне вӗренекенӗн пултарулӑхне шута илмелле.

 «ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР»

6. Вунпилӗк минут. Тӗлпулӑвӑн ҫак пайӗ кашнине ырӑ хыпар сарма хатӗрленме, ҫынсемпе калаҫма вӗренме, ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас тата ыттисене вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшать. Кирлӗ пулсан, вӗренмелли заданисене старейшинӑсем те тума пултараҫҫӗ. Вӗренекенсен «Ӑсталӑха ӳстер» брошюрӑри е «Ҫынсене юратӑр» брошюрӑри урока тумалла (хӑш урока тумаллине ӗҫ тетрадӗнчи заданипе ҫумӑн скобкӑра ҫырнӑ). Вӑхӑтран вӑхӑта хӑш-пӗр пунктсене пухӑва килнисемпе сӳтсе явмалла пулать. Ҫак пункта тума старейшинӑна е пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑвана шанса памалла. (Ҫак пунктсене мӗнле сӳтсе явмалли ҫинчен  15-мӗш абзацра ҫырса панӑ.)

 7Калаҫу пуҫлӑр. Ҫак задание арҫын е арҫын ача, хӗрарӑм е хӗрача тума пултарать. Задание арҫын тӑвать пулсан, ӑна арҫыннӑн е унӑн ҫемйинчи ҫыннӑн пулӑшмалла. Задание хӗрарӑм тӑвать пулсан, ӑна хӗрарӑмӑн е унӑн ҫемйинчи ҫыннӑн пулӑшмалла. Задание тӑрса та, ларса та тума пулать. (Содержани тата ырӑ хыпар сармалли майсем ҫинчен ытларах пӗлес тесе  12 тата  13 абзацсене пӑхӑр.)

 8Интереса аталантарӑр. Ҫак задание арҫын е арҫын ача, хӗрарӑм е хӗрача тума пултарать. Задание арҫын тӑвать пулсан, ӑна арҫыннӑн пулӑшмалла. Задание хӗрарӑм тӑвать пулсан, ӑна хӗрарӑмӑн пулӑшмалла (km-U 97/5 7 с.). Задание тӑрса та, ларса та тума пулать. Вӗренекенӗн унчченхи калаҫӑва малалла мӗнле тӑсмаллине кӑтартмалла. (Содержани тата ырӑ хыпар сармалли майсем ҫинчен ытларах пӗлес тесе  12 тата  13 абзацсене пӑхӑр.)

 9Вӗренекенсене хатӗрлӗр. Ҫак задание арҫын е арҫын ача, хӗрарӑм е хӗрача тума пултарать. Задание арҫын тӑвать пулсан, ӑна арҫыннӑн пулӑшмалла. Задание хӗрарӑм тӑвать пулсан, ӑна хӗрарӑмӑн пулӑшмалла (km-U 97/5 7 с.). Задание тӑрса та, ларса та тума пулать. Ҫак задание тунӑ чухне пӗр вӑхӑт хушши Библи вӗренекен ҫынпа мӗнле вӗреннине кӑтартмалла. Задани тӑваканӑн Библи вӗренес умӗн малтанхи сӑмахсене каламалли е юлашкинчен пӗтӗмлетсе каламалли уроксене тумалла мар пулсан, ҫак сӑмахсене каламасан та юрать. Пӑхса тухмалли материала пӗтӗмпех вуласа тухмасан та юрать.

 10Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр. Ҫак задание доклад пек тумалла пулсан, ӑна арҫынна памалла. Ҫак задание демонстраци пек тумалла пулсан, ӑна арҫынна та, хӗрарӑма та пама пулать. Задание арҫын тӑвать пулсан, ӑна арҫыннӑн е унӑн ҫемйинчи ҫыннӑн пулӑшмалла. Задание хӗрарӑм тӑвать пулсан, ӑна хӗрарӑмӑн е унӑн ҫемйинчи ҫыннӑн пулӑшмалла. Вӗренекенӗн задани валли илсе панӑ информаципе усӑ курса темӑри ыйту ҫине уҫӑмлӑн та хисеплӗн хуравламалла. Илсе панӑ публикаци ҫинчен каламаллипе каламалла маррине вӗренекен хӑй шутласа хума пултарать.

 11Доклад. Ҫак задание арҫынна е арҫын ачана тума памалла тата ӑна пуху умӗнче сӑмах тухса каланӑ пек тумалла. Доклада «Ҫынсене юратӑр» брошюрӑри 1-мӗш Хыҫсӑмахри пункт тӑрӑх туса памалла пулсан, вӗренекенӗн илсе панӑ сӑвӑ йӗркипе (-семпе) сӑваплӑ ӗҫре мӗнле усӑ курмаллине кӑтартмалла. Сӑмахран, вӑл ҫав сӑвӑ йӗркипе хӑҫан усӑ курмаллине, сӑвӑ йӗркин пӗлтерӗшне тата ҫав сӑвӑ йӗркипе усӑ курса ҫынпа мӗнле калаҫмаллине ӑнлантарса пама пултарать. Доклада «Ҫынсене юратӑр» брошюрӑн урокӗнчи пӗр-пӗр пункт тӑрӑх туса памалла пулсан, вӗренекенӗн ҫак пунктпа сӑваплӑ ӗҫре мӗнле усӑ курмаллине палӑртмалла. Вӑл урокӑн 1-мӗш пунктӗнче илсе панӑ тӗслӗхе илсе пама пултарать е, усӑ парать пулсан, вӑл урокра илсе панӑ кирек хӑш сӑвӑ йӗркипе те усӑ курма пултарать.

   12Содержани. Ҫак тата тепӗр абзац «Калаҫу пуҫлӑр» тата «Интереса аталантарӑр» текен заданисемпе ҫыхӑннӑ. Нимӗн те каламан пулсан, вӗренекенӗн тӗллевӗ — ҫынна Библири ансат чӑнлӑхсене каласа парасси тата ҫынпа тепре тӗл пулма калаҫса татӑласси. Вӗренекенӗн ҫав вырӑнта усӑ пама пултаракан вырӑнлӑ темӑна суйласа илмелле. Вӑл задани тунӑ чухне ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен публикаципе е видеопа усӑ курассипе курмассине хӑй шутласа хума пултарать. Вӗренекенӗн калаҫмалли майсене пӑхмасӑр вӗренес вырӑнне ҫынсемпе мӗнле калаҫмаллине — сӑмахран, ҫынсемпе мӗнле интересленмеллине тата калаҫу хӑйне хӑех пытӑр тесен мӗн тумаллине — кӑтартмалла.

   13Ырӑ хыпар сармалли майсем. Вӗренекенӗн задани валли илсе панӑ май вырӑнти лару-тӑрупа килӗшӳллӗ пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Тӗслӗхрен:

  1.  (1) Килтен киле ырӑ хыпар саратпӑр. Ҫак май шутне килтен киле (куҫа-куҫӑн, телефонпа е ҫыру ҫырса) ырӑ хыпар сарасси тата килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ ҫынпа тепӗр хут тӗл пулса калаҫасси кӗрет.

  2.  (2) Май килнӗ чухне ырӑ хыпар саратпӑр. Ҫак май ахаль калаҫӑва ырӑ хыпар еннелле мӗнле пӑрса ямаллине кӑтартса парать. Ҫак май пӗрле ӗҫлекенсене, шкулта пӗрле вӗренекенсене, кӳршӗсене тата транспортра е кулленхи ӗҫсем тунӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене Библири пӗр-пӗр шухӑш ҫинчен каласа панине кӑтартать.

  3.  (3) Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар саратпӑр. Ҫак май шутне стендпа, ӗҫлӗ территоринче, урамра, парксенче е ҫынсем ҫӳрекен урӑх вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни кӗрет.

 14Видеороликсемпе тата публикацисемпе усӑ курни. Лару-тӑрӑва шута илсе, вӗренекен видеоролика кӑтартма е публикаци сӗнме пултарать. Заданире видеороликпа усӑ курмалла тенӗ пулсан е вӗренекен хӑй видеоролик кӑтартасшӑн пулсан, видеоролика сӳтсе явмалла, анчах ӑна кӑтартмалла мар.

  «ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ»

15. Юрӑ хыҫҫӑн 15 минут хушшинче пӗр е икӗ пункт пулать. Ҫак пунктсенче пухӑва килнисене Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланипе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшакан шухӑшсене пӑхса тухӗҫ. Нимӗн те каламан пулсан, ҫак пункта старейшина е пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑван туса парать. Анчах та «Пухӑва мӗн кирлине шута илни» пункта старейшинӑсен кӑна тумалла. Пункта сӳтсе явмалла пулсан, арҫын тӑван унта илсе панӑ ыйтусемсӗр пуҫне урӑх ыйтусем те пама пултарать. Малтанхи сӑмахсем кӗске пулмалла, вара тӗп шухӑшсене уҫса пама тата итлекенсемпе сӳтсе явма вӑхӑт ҫителӗклӗ пулать. Ҫак пунктра интервью илмелле пулсан, ҫынран интервью илнӗ чухне унӑн хӑйӗн вырӑнӗнчен мар, сцена ҫинчен интервью парсан лайӑхрах.

  16Пухура Библи вӗренни (вӑтӑр минут). Ҫак пункта пултаруллӑ старейшинӑна шанса памалла. (Пухура старейшинӑсем сахал пулсан, ҫак пункта пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑвансене те шанса пама пулать.) Пухура Библи вӗреннине ирттерме старейшинӑсенчен хӑшӗсем юрӑхлӑ пулнине старейшинӑсен совечӗ йышӑну тӑвать. Пухура Библи вӗренни пункта ирттерекен тӑвансен ҫак тивӗҫе лайӑх тума пӗлмелле: вӑхӑтра пӗтермелле, илсе панӑ тӗп сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлеттермелле тата пӑхса тухнӑ шухӑшсем мӗнле усӑ панине кӑтартмалла. Сӳтсе явнине мӗнле ирттермелли пирки панӑ канашсем арҫын тӑвансемшӗн усӑллӑ пулӗҫ (w23.04 24 с., рамка). Материала тӗплӗн сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӑхӑт тӑрса юлчӗ пулсан, ҫак пункта малалла тӑсма кирлӗ мар. Май пур пулсан, Библи вӗреннине сӳтсе явма тата абзацсене вуласа пама кашни эрнере тӗрлӗ тӑвансене ыйтмалла. «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӑн председателӗ пункта кӗскетме ыйтать пулсан, вӗренӗве ирттерекен ҫакна мӗнле тумаллине хӑй йышӑну тӑвать. Тӗслӗхрен, вӑл хӑш-пӗр абзацсене вуламасӑр сӳтсе явма пултарать.

  ПӖТӖМЛЕТСЕ КАЛАНИ

17. Виҫӗ минут. Тӗлпулӑвӑн председателӗн ҫак тӗлпулура каланӑ уйрӑмах усӑллӑ шухӑшсене тепӗр хут каласа памалла. Унсӑр пуҫне, унӑн тепӗр эрнери материала кӗскен пӑхса тухмалла. Вӑхӑт пур пулсан, вӑл тепӗр эрнере вӗренмелли заданисене кам-кам тӑвассине калама пултарать. Нимӗн те каламан пулсан, председателӗн пӗлтерӳсене тата ҫырусене вуласа памалла. Анчах та ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем хӑҫан иртессине, зала камӑн тирпейлемеллине тата ытти ҫавнашкал информацие сцена ҫинчен каламалла мар, ӑна пӗлтерӳсен хӑми ҫине вырнаҫтармалла. Ҫырусемпе пӗлтерӳсем нумай пулсан, председателӗн «Христиансен пурнӑҫӗ» пайӗнче сӑмах тухса калакан арҫын тӑвансене хӑйсен пункчӗсене кӗскетме ыйтмалла ( 16 тата  19 абзацсене пӑх). Тӗлпулу юрӑпа тата кӗлӗпе вӗҫленет.

  МУХТАСА ИЛНИ ТАТА КАНАШ ПАНИ

18. Вӗренекен задани тунӑ хыҫҫӑн председателӗн, вӑл хӑш урокпа ӗҫленине шута илсе, ӑна мухтаса илмешкӗн тата канаш памашкӑн пӗр минута яхӑн вӑхӑт пур. Вӗренекенсем тӑвакан задани ҫинчен пӗлтернӗ чухне председателӗн лешӗ мӗнле урокпа ӗҫлени ҫинчен каламалла мар. Анчах та вӗренекен задание туса панӑ хыҫҫӑн председатель, ӑна ырласа илсе, вӑл мӗнле урокпа ӗҫленине калама пултарать, урокри хӑш пункта лайӑх тунине палӑртма е хӑш пунктпа ӗҫлеме кирлине тата мӗншӗн ҫавна тумаллине ыррӑн ӑнлантарса пама пултарать. Енчен те председатель вӗренекен тунӑ заданийӗн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене палӑртни вӗренекеншӗн хӑйӗншӗн е пухушӑн усӑллӑ пулӗ тесе шутлать пулсан, вӑл ҫав уйрӑмлӑхсене палӑртма пултарать. Председатель «Ӑсталӑха ӳстер» брошюра тӑрӑх, «Ҫынсене юратӑр» брошюра тӑрӑх е «Школа служения» кӗнеке тӑрӑх тепӗр канаш (тин кӑна тунӑ урок е урӑх урок пирки) парас тет пулсан, ҫав канаша пуху хыҫҫӑн е урӑх вӑхӑтра куҫа-куҫӑн тӗл пулса пама пултарать. («Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӑн председателӗн тата канаш паракан арҫын тӑванӑн мӗнле тивӗҫсем пурри ҫинчен  19,  24 тата  25 абзацсенче каланӑ.)

     РЕГЛАМЕНТ

19«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӑн кашни пайӗ палӑртнӑ вӑхӑтран иртмелле мар. Председателӗн те хӑйӗн сӑмахӗсене вӑхӑтра вӗҫлемелле. Анчах та сахалтарах вӑхӑт хушшинче темӑна уҫса пама пултарчӗҫ е материала пӑхса тухма ӗлкӗрчӗҫ пулсан, вӑхӑта тӑсма кирлӗ мар. Кам та пулин хӑйӗн пунктне вӑхӑтра туса пӗтермерӗ пулсан, «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӑн председателӗн е канаш паракан арҫын тӑванӑн унпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса ӑна канаш памалла ( 24 тата  25 абзацсене пӑх). Пӗтӗм тӗлпулу, юрӑсемпе тата кӗлӗсемпе пӗрле, 1 сехет те 45 минут пымалла.

 ПУХӐВА РАЙОН СТАРЕЙШИНИ КИЛНӖ ЧУХНЕ

20. Пухӑва район старейшини килсен, тӗлпулӑва «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнчи программа тӑрӑх ирттермелле, анчах та хӑш-пӗр улшӑнусем пулӗҫ: «Христиансен пурнӑҫӗ» пайӗнчи пухура Библи вӗренни вырӑнне район старейшини сӑваплӑ ӗҫӗн 30 минутлӑ докладне туса парӗ. Доклад пуҫланиччен тӗлпулӑвӑн председателӗ тин кӑна иртнӗ программӑна кӗскен пӑхса тухӗ, тепӗр эрнери программӑра мӗн пулассине калӗ, кирлӗ пӗлтерӳсем тӑвӗ, кирлӗ ҫырусем вуласа парӗ, унтан район старейшини сӑмах тухса калани ҫинчен пӗлтерӗ. Доклада каланӑ хыҫҫӑн район старейшини тӗлпулӑва хӑй суйласа илнӗ юрӑпа вӗҫлӗ. Пухӑва вӑл хӑй кӗлӗпе вӗҫлеме пултарӗ е тепӗр арҫын тӑвана ҫавна тума ыйтӗ. Пухӑва район старейшини килнӗ чухне хушма классенче вӗренмелли заданисем тумалла мар. Пуху пӗр-пӗр ушкӑншӑн тӑрӑшса тӑрать пулсан, ҫав ушкӑн тӗлпулӑва уйрӑммӑн ирттерме пултарать, анчах та район старейшинин докладне вӗсен пухупа пӗрле итлемелле.

 РАЙОН Е РЕГИОН КОНГРЕСӖ ИРТЕКЕН ЭРНЕ

21. Район е регион конгресӗ иртекен эрнере пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттермелле мар. Пухӑва килнисене ҫав эрнери тӗлпулӑвӑн материалне кашнин хӑй тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле пӑхса тухмалла тесе аса илтермелле.

 ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАТ УЯВӖ ИРТЕКЕН ЭРНЕ

22. Каҫхи апат уявне эрне варринче уявламалла пулсан, ҫак эрнере «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑва ирттермелле мар.

 «ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ТӖЛПУЛӐВӖШӖН ЯВАПЛӐ ТӐВАН

23. Старейшинӑсен совечӗн «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн яваплӑ тӑвана суйласа лартмалла. Вӑл ҫак тӗлпулу йӗркеллӗ тата ҫакӑнти хушусемпе килӗшӳллӗн иртессишӗн яваплӑ. Унӑн канаш паракан арҫын тӑванпа ҫума-ҫумӑн ӗҫлемелле. «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухсанах «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн яваплӑ тӑванӑн икӗ уйӑх валли программӑн пӗтӗм пункчӗсене кам тӑвассине палӑртса тухмалла. Вӑл вӗренмелли заданисене тата тӗлпулури пур пункта та камӑн тумаллине, ҫавӑн пекех старейшинӑсен совечӗ ырланӑ арҫын тӑвансенчен хӑшӗн председатель пулмаллине палӑртса хурать ( 3—16 тата  24 абзацсене пӑх). Задание кама памалли ҫинчен шутланӑ чухне тӗлпулушӑн яваплӑ тӑванӑн вӗренекен миҫере пулнине, унӑн опытне тата пӗр-пӗр темӑна уҫса пама ирӗклӗх пуррипе ҫуккине шута илмелле. Ытти пунктсене кам тӑвассине палӑртнӑ чухне те ҫаксенех шута илмелле. Заданисемпе пунктсене, вӗсене тумалли датӑччен, сахалтан та виҫӗ эрне маларах памалла. Вӗренмелли задание «„Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ“ тӗлпулура тумалли задани» (S-89) текен бланк ҫине ҫырса памалла. «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн яваплӑ тӑванӑн пӗлтерӳсен хӑми ҫинче пунктсемпе вӗренмелли заданисене камӑн тумаллине кӑтартакан график пулнипе пулманнине тӗрӗслесе тӑмалла. Ӑна пулӑшмашкӑн старейшинӑсен совечӗ тепӗр старейшинӑна е пухура пулӑшакана суйласа лартма пултарать. Анчах пунктсене кам тӑвассине старейшинӑсем ҫеҫ палӑртса хума пултараҫҫӗ.

    «ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ТӖЛПУЛӐВӐН ПРЕДСЕДАТЕЛӖ

24. Кашни эрнере пӗр старейшина пӗтӗм тӗлпулу тӑршшӗпе «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӑн председателӗ пулӗ. (Пухура старейшинӑсем сахал пулсан, тӗлпулӑвӑн председателӗ пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑван пулма пултарать.) Унӑн малтанхи тата пӗтӗмлетсе каланӑ сӑмахсене хатӗрлемелле. Председателӗн пунктсене кам туса парассине пӗлтермелле. Пухура старейшинӑсем сахал пулсан, хӑш-пӗр пунктсене, уйрӑмах унта видеона сӳтсе явмасӑр пӑхмалла пулсан, вӑл хӑй туса пама пултарать. Пӗр пунктран теприне куҫнӑ чухне питӗ сахал сӑмах каламалла. Старейшинӑсен совечӗн старейшинӑсенчен хӑшӗсем ҫак тивӗҫе тума пултарнине суйласа илмелле. Вӗсем черетпе председатель пулӗҫ. Вырӑнти лару-тӑрӑва пула, тен, «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗшӗн яваплӑ тӑван, ытти старейшинӑсемпе танлаштарсан, час-часах председатель пулӗ. Старейшинӑна пухура Библи вӗреннине ирттерме суйласа илнӗ пулсан, ытларах чухне вӑл тӗлпулӑвӑн председателӗ те пулма пултарать. Тархасшӑн, ҫакна асра тытӑр: председателӗн вӗренекенсене чунтан мухтамалла тата, кирлӗ пулсан, канаш памалла. Тӗлпулу вӑхӑтра вӗҫленессишӗн те председатель яваплӑ ( 17 тата  19 абзацсене пӑх). Председатель кӑмӑл тусан тата сцена ҫинче вырӑн ҫителӗклӗ пулсан, тепӗр микрофон стойкине тӑратма пулать, ҫапла вара председатель пункта кам тунине пӗлтерсе тӑнӑ вӑхӑтра ҫав пункта тӑвакан арҫын тӑван пюпитр патне тухма пултарать. Ҫавӑн пекех вӗренекенсем Библи вуламалли задание тунӑ чухне е «Ырӑ хыпар сарма вӗренетпӗр» пайӗнчи заданисене тунӑ чухне председатель сцена ҫинче сӗтел хушшинче ларма пултарать. Ҫакӑ вӑхӑта перекетлеме пулӑшӗ.

   КАНАШ ПАРАКАН АРҪЫН ТӐВАН

25. Май пур пулсан, ҫак тивӗҫе старейшинӑна, опытлӑ докладчика, шанса памалла. Унӑн (кирлӗ пулсан) «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулури пунктсене тӑвакана, доклад тӑвакана, «Хурал башнине» сӳтсе явакана, пухура Библи вӗреннине ирттерекене тата ҫав тӗлпулусенче вулакан старейшинӑсемпе пухура пулӑшакансене канаш памалла, анчах ҫакна кашнинчех тумасан та юрать ( 19-мӗш абзаца пӑх). Пухура докладсем лайӑх тума тата лайӑх вӗрентме пултаракан темиҫе старейшина пур пулсан, канаш парас тивӗҫе кашни ҫул тепӗр тӑвана шанса пама пулать.

 ХУШМА КЛАССЕМ

26. Пухура вӗренекенсем нумай пулсан хушма классем йӗркелеме пулать. Кашни класра канаш паракан арҫын тӑван пулмалла, вӑл старейшина пулсан аванрах. Кирлӗ пулсан, ҫак тивӗҫе пухура пулӑшакансенчен пултаруллӑ тӑван туса тӑма пултарать. Старейшинӑсен совечӗн кама ҫак тивӗҫе шанса парасси пирки тата ҫак тивӗҫе пӗр арҫын тӑванӑн е черетпе темиҫе тӑванӑн туса тӑрасси пирки йышӑну тумалла. Канаш паракан тӑванӑн  18-мӗш абзацри хушусене тытса тӑмалла. «Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр» пункт хыҫҫӑн вӗренмелли заданисене хушма класра тӑвакансене унта кайма ыйтмалла. Вӗренекенсем заданисене туса пӗтерсен вӗсен тӗп зала таврӑнмалла.

 ВИДЕОРОЛИКСЕМ

27. «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулура ҫак тӗлпулу валли хатӗрленӗ видеороликсене кӑтартмалла. Вӗсем JW Library® приложенире пур тата вӗсене тӗрлӗ электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курса кӑтартма пулать.

© 2023 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania

S-38-CU 11/23