Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

А3

Библи пирӗн вӑхӑта ҫитиччен мӗнле упранса юлнӑ?

Библин Авторӗ Библи пирӗн вӑхӑта ҫитичченех упранса юлтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Унӑн ирӗкӗпе Библире ҫапла ҫырса хунӑ:

«Пирӗн Туррӑн сӑмахӗ ӗмӗрех тӑрать» (Исаия 40:8).

Еврей-арамей Ҫырӑвӗсен a тата Христианла Грек Ҫырӑвӗсен пирвайхи алҫырӑвӗсем упранса юлман. Апла пулин те, Библин хальхи тексчӗ унта чи малтан мӗн ҫырса хунипе пӗр килни пирки эпир ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр. Ҫапла шутлама мӗнле сӑлтавсем пур?

ҪЫРСА ИЛЕКЕНСЕМ ТУРРӐН СӐМАХНЕ УПРАСА ХӐВАРНӐ

Еврей Ҫырӑвӗсем пирки калас пулсан, вӗсем Турӑ Сӑмахне ҫыра-ҫыра илнине b пула упранса юлнӑ, ӑна ҫырса илес йӑлана Турӑ хӑй пуҫарса янӑ. Сӑмахран, Иегова Израиль патшисене харпӑр хӑй валли законӑн копине тума хушнӑ (Саккуна астутарни 17:18). Унсӑр пуҫне, Турӑ левитсене хӑйӗн законне упрассишӗн тата ӑна ыттисене вӗрентессишӗн яваплӑ тунӑ (Саккуна астутарни 31:26; Неемия 8:7). Иудейсем Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑнсан, ҫырса илекенсен ушкӑнӗ йӗркеленсе кайнӑ, вӗсене соферимсем тенӗ (Ездра 7:6). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем Еврей Ҫырӑвӗнчи 39 кӗнекен копийӗсене питӗ нумай тунӑ.

Ӗмӗрсем хушши соферимсем ҫав кӗнекесене питӗ тӗплӗн ҫыра-ҫыра илнӗ. Вӑтам ӗмӗрсенче вӗсен ӗҫне ҫырса илекен еврейсен ушкӑнӗ туса тӑнӑ, вӗсене масоретсем пек пӗлнӗ. Пӗтӗм Еврей Ҫырӑвӗсен масоретсем тунӑ чи авалхи алҫырӑвӗ вӑл — Ленинград кодексӗ, ӑна 1008 е 1009 ҫулсенче тунӑ. XX ӗмӗр варринче вара Вилӗ тинӗс чӗркемӗсене тупнӑ пулнӑ. Вӗсен шутӗнче Библин 220 алҫырӑвӗ тата вӗсен пайӗсем пулнӑ. Вӗсене Ленинград кодексӗнчен 1 000 ҫул ытла маларах тунӑ пулнӑ. Вилӗ тинӗс чӗркемӗсене Ленинград кодексӗпе танлаштарни питӗ кирлӗ пӗтӗмлетӳ тума пулӑшать: ҫак текстсем хушшинче пӗчӗк уйрӑмлӑхсем пур пулин те, вӗсенчен пӗри те шухӑша пӑсмасть.

Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчи 27 кӗнеке пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсене Иисусӑн темиҫе апостолӗпе ытти христиансем ҫырнӑ пулнӑ. Ҫырса илекен еврейсен йӑлине тытса тӑрса малтанхи христиансем ҫак кӗнекесен копийӗсене тунӑ (Колоссӑ 4:16). Рим императорӗ Диоклетиан тата ыттисем те малтанхи христиансем тунӑ текстсене пӗтерме тӑрӑшнӑ пулин те, пин-пин алҫырупа вӗсен пайӗсем пирӗн вӑхӑта ҫитичченех упранса юлнӑ.

Унсӑр пуҫне, Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ытти чӗлхесем ҫине те куҫарнӑ пулнӑ. Библин малтанхи куҫарӑвӗсене ҫакӑн пек авалхи чӗлхесемпе те — армян, грузин, копт, латин, сири тата эфиопи чӗлхисемпе те тунӑ.

ҪАК КУҪАРӐВА ТУНӐ ЧУХНЕ ТӖПЕ ХУНӐ ЕВРЕЙ ТАТА ГРЕК ТЕКСЧӖСЕМ

Библин авалхи алҫырӑвӗсем хушшинче пӗчӗк уйрӑмлӑхсем пур. Апла пирвайхи текстра мӗн каланине мӗнле пӗлмелле?

Калӑпӑр, учитель 100 вӗренекене кӗнекери пӗр сыпӑка ҫырса илме ыйтать. Кашни вӗренекен темиҫе йӑнӑш та тума пултарать, анчах та вӗсем пурте пӗр йӑнӑшах тумӗҫ пулӗ. Оригинал текстне ҫухатсан та, ҫак 100 копине пӗр-пӗринпе танлаштарсан оригинал текстӗнче мӗн ҫырнине пӗлме пулать. Ҫавӑн евӗрлех тӗпчевҫӗсем Библин пин-пин алҫырӑвне танлаштарса ҫырса илекенсен йӑнӑшӗсене тупма тата пирвайхи текстра мӗн каланине пӗлме пултараҫҫӗ.

«Ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: авалхи нимӗнле хайлава та ҫакӑн пек тӗрӗс куҫарман»

Пирӗн вӑхӑтченех упранса юлнӑ Библин тексчӗ пирвайхи текстри шухӑшсене мӗн таран тӗрӗс парать? Еврей Ҫырӑвӗсем пирки каланӑ чухне Уильям Грин тӗпчевҫӗ акӑ мӗн палӑртнӑ: «Ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: авалхи нимӗнле хайлава та ҫакӑн пек тӗрӗс куҫарман». Христианла Грек Ҫырӑвӗсем е Ҫӗнӗ Халал пирки Библи тӗпчевҫи Фредерик Брюс ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӗнӗ Халал алҫырӑвӗсем тӗрӗс пулнипе пулманнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем классиксен нумай ӗҫӗсен ҫирӗплетӗвӗсенчен чылай ытларах, вӗсен тексчӗсем тӗрӗс пулнипе пулманни пирки никам та иккӗлентермест. Ҫӗнӗ Халал тӗнпе ҫыхӑнман текстсен пуххи пулнӑ пулсан, вӗсем тӗрӗс пулни пирки никамӑн та иккӗленӳ пулман пулӗччӗ».

Вилӗ тинӗсӗ патӗнче тупнӑ чӗркемри Исаия кӗнекен 40-мӗш сыпӑкӗ (п. эрӑч. 125—100 ҫҫ. тунӑ)

Пин ҫула яхӑн иртнӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ масорет тексчӗпе танлаштарни пӗлтерӗшлех мар уйрӑмлӑхсем ҫеҫ пуррине кӑтартнӑ, вӗсем ытларах сӑмахсене тӗрӗс ҫырассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ

Алеппо кодексӗ текен авторитетлӑ масорет алҫырӑвӗнчи Исаия кӗнекен 40-мӗш сыпӑкӗ (п. эр. 930 ҫ. патнелле тунӑ)

Еврей тексчӗ. Еврей Ҫырӑвӗсен «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗ (1953—1960) Biblia Hebraica еврей тексчӗ ҫинче никӗсленнӗ, ӑна Рудольф Киттель тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн еврей тексчӗн ҫӗнӗ кӑларӑмӗсем — Biblia Hebraica Stuttgartensia тата Biblia Hebraica Quinta тухнӑ. Унта Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсенчен тата ытти авалхи алҫырусенчен мӗн тӗпчесе пӗлнине кӗртнӗ. Ҫак кӑларӑмсенче Ленинград кодексӗнчи текста илсе панӑ, сноскӑсенче вара ытти текстсенче усӑ курнӑ сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене — тӗслӗхрен, Самаритянсен Пилӗк кӗнекинчен, Вилӗ тинӗс чӗркемӗсенчен, грек Септуагинтинчен, арамей таргумӗсенчен, латинла Вульгатӑран тата сири Пешиттинчен илнисене — лартса панӑ. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмне хатӗрленӗ чухне «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн Комитечӗ Biblia Hebraica Stuttgartensia тата Biblia Hebraica Quinta тексчӗсемпе те усӑ курнӑ.

Грек тексчӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Б. Весткотт тата Ф. Хорт тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтра ал айӗнче пулнӑ Библин алҫырӑвӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса пирвайхи текстри шухӑшсене тӗрӗс паракан грек текстне хатӗрлес тенӗ. XX ӗмӗр варринче «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн Комитечӗ хӑйӗн куҫарӑвне тунӑ чухне вӗсен кӑларӑмӗпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Комитет авалхи папируссемпе усӑ курнӑ, ҫав папируссене, нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, пирӗн эрӑри II—III ӗмӗрсенче тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ытти папируссене те тупнӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, юлашки тӗпчев ӗҫӗсене шута илсе хатӗрленӗ Нестлепе Аландӑн тата Пӗрлешӳллӗ Библи обществисен кӑларӑмӗсем тухнӑ. Ҫав тӗпчев ӗҫӗсенчен мӗн пӗлнине вара «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмне хатӗрленӗ чухне шута илнӗ.

Ҫӳлерех асӑннӑ текстсем акӑ мӗн кӑтартса параҫҫӗ: кивӗрех куҫарусенче, сӑмахран, Яков патша Библийӗнче тата Синод куҫарӑвӗнче тӗл пулакан Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчи хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене Библие ҫырса илекенсем хушса ҫырнӑ. Вӗсем Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн пайӗ нихӑҫан та пулман. Сӑмах ҫак сӑвӑ йӗркисем пирки пырать: Матфей 17:21; 18:11; 23:14; Марк 7:16; 9:44, 46; 11:26; 15:28; Лука 17:36; 23:17; Иоанн 5:4; Апостолсен ӗҫӗсем 8:37; 15:34; 24:7; 28:29 тата Рим 16:24. Библин чылай куҫарӑвӗнче ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫук, анчах та вӗсенче XVI ӗмӗрте йышӑннӑ сӑвӑ йӗркисене номерлесе тухас йӗркене тытса тӑнӑ. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗнче сиктерсе хӑварнӑ сӑвӑ йӗркин номерӗ хыҫҫӑн вӑрӑм тирепе сноска палли тӑрать.

Унсӑр пуҫне, Марк ҫырнӑ Евангели вӗҫӗнче кӗске е вӑрӑм пӗтӗмлетсе калани (16-мӗш сыпӑк, 9—20 сӑвӑ йӗркисем) тата хӑш-пӗр куҫарусенче тӗл пулакан Иоанн 7:53—8:11 сӑвӑ йӗркисенчи текст пирвайхи текстра тӗл пулманни паллӑ, вӗсене ҫак куҫарӑва кӗртмен.

Хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисенчи текста мӗнле ҫырнине тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх пирвайхи текста тӗрӗсрех паракан текстпа килӗшӳллӗн тӳрлетнӗ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр алҫырусем тӑрӑх Матфей 7:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесен аслӑ хапха тата сарлака ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ». «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн акӑлчан чӗлхипе тухнӑ малтанхи кӑларӑмӗсенче сӑвӑ йӗркин иккӗмӗш пайӗнче «хапха» текен сӑмаха ҫырман. Анчах та Библин алҫырӑвӗсене малалла тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫак сӑмах пирвайхи текстра тӑни паллӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа «хапха» сӑмаха ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑма кӗртнӗ. Ытти темиҫе сӑвӑ йӗркинче те ҫавнашкал пӗчӗк улшӑнусем тунӑ. Анчах та вӗсенчен нихӑшӗ те Турӑ Сӑмахӗнчи хыпара улӑштармасть.

2 Коринф 4:13—5:4 текстне ҫырнӑ папирус (п. эр. 200 ҫ. патнелле тунӑ)

a Малалла эпир Еврей Ҫырӑвӗсем тесе калӑпӑр.

b Алҫырусене ҫӗрекен материалсенчен тунӑ. Ҫак сӑлтава пула та алҫырусен копийӗсене тумалла пулнӑ.