16-мӗш ыйту
Пӑшӑрханса ҫӳрес мар тесен мӗн тумалла?
«Хӑвӑн ҫӗклемне Иеговӑна пар, вӑл сана пулӑшӗ. Вӑл нихӑҫан та тӳрӗ ҫынна ӳкме памӗ»
(Псалом 54:23).
«Тӑрӑшуллӑ ҫын шутласа хунӑ ӗҫсем ӑнса пырӗҫ, хыпаланакансем пурте ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнӗҫ»
(Ытарӑшсем 21:5).
«Ан хӑра — эпӗ санпа пӗрле. Ан пӑшӑрхан — эпӗ санӑн Турру. Эпӗ сана тӗреклетӗп, сана пулӑшӑп, сана сылтӑм аллӑмпа ҫирӗп тытӑп»
(Исаия 41:10).
«Сирӗнтен кам хӑйӗншӗн пӑшӑрханса хӑйӗн пурнӑҫне пӗр сехете те пулин тӑсма пултарӗ?»
(Матфей 6:27).
«Ыранхи куншӑн ан пӑшӑрханӑр, мӗншӗн тесен пӑшӑрханмалли ыран та пулӗ. Кашни кунӑн хӑйӗн те йывӑрлӑхӗ ҫителӗклех»
(Матфей 6:34).
«Мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме пӗл[ӗр]»
(Филиппӑ 1:10).
«Нимӗншӗн те ан пӑшӑрханӑр. Кирек мӗнле лару-тӑрура та кӗлтуса, йӑлӑнса, тав туса Турӑран пулӑшу ыйтӑр. Вара Турӑ сире ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх парса Христос Иисус урлӑ сирӗн чӗрене тата ӑс-тӑна хӳтӗлӗ»