Еврейсем 6:1—20

  • «Ҫитӗнсе ҫитме васкар» (1—3)

  • Чӑн вӗрентӳсене сирсе яракансем Туррӑн Ывӑлне тепӗр хут юпа ҫине пӑталаҫҫӗ (4—8)

  • Сирӗн шанчӑк вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пултӑр (9—12)

  • Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ пурнӑҫланатех (13—20)

    • Турӑ сӑмах пани тата тупа туни улшӑнас ҫук (17, 18)

6  Ҫавӑнпа та Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсемпе ҫырлахар мар, ҫитӗнсе ҫитме васкар, каллех тӗп вӗрентӳсене вӗренме пуҫлар мар: ниме тӑман ӗҫсемшӗн ӳкӗнесси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен,  шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен тата ӗмӗрлӗх суд ҫинчен калакан вӗрентӳсене ҫӗнӗрен вӗренер мар.  Вара, Турӑ ирӗк парсан, эпир ҫитӗнсе ҫитӗпӗр.  Ҫакӑн пек ҫынсем те пур: вӗсене чӑн ҫутта кӑларнӑ, вӗсем ҫӳлтен парне, святой сывлӑш  тата Туррӑн ырӑ сӑмахне илнӗ, ҫавӑн пекех пулас тӗнчен* пиллӗхӗсене курнӑ,  ҫапах та кайран вӗсем чӑн вӗрентӳсене сирсе янӑ. Ун пеккисене каллех ӳкӗнтерме май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Туррӑн Ывӑлне тепӗр хут юпа ҫине пӑталаҫҫӗ тата ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл курмалла тӑваҫҫӗ.  Ҫынсене ҫӗрпе танлаштарма пулать. Ҫӗр тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленсе, хӑйне сухалакансем валли тыр-пул ӳстерсе Турӑран пиллӗх илет.  Йӗплӗ ӳсентӑранпа талпиҫен ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ӑна ылхан кӗтет. Юлашкинчен ӑна ҫунтарса ярӗҫ.  Юратнӑ тӑвансем, эпир ҫапла калатпӑр пулин те, сирӗн лару-тӑру лайӑхрах пулни пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен эсир мӗн туни ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. 10  Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе тата эсир ун ятне юратнине — эсир сӑваплӑ ҫынсене унччен те, халӗ те мӗнле пулӑшса тӑнине — манмӗ. 11  Сирӗнтен кашни малалла та ҫаплах тӑрӑшуллӑ пултӑр тетпӗр. Эсир ҫапла туса тӑрсан, сирӗн шанчӑк вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулӗ. 12  Ан кахалланӑр. Камсем хӑйсем ӗненнине пула тата тӳсӗмлӗ пулнине пула сӑмах панине илеҫҫӗ, ҫавсенчен тӗслӗх илӗр. 13  Турӑ Авраама сӑмах панӑ чухне, хӑйӗнчен аслӑраххи никам та пулманран, хӑйӗнпе тупа тунӑ. 14  Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пиллӗп, санӑн тӑхӑмна йышлӑ тӑвӑп». 15  Ҫапла вара Авраа́м, тӳсӗмлӗн кӗтнӗ хыҫҫӑн, хӑйне ҫавӑн пек сӑмах панине илнӗ. 16  Ҫынсем кампа та пулин аслӑраххипе тупа тӑваҫҫӗ, вара кирек мӗнле тавлашу та вӗҫленет, мӗншӗн тесен ҫапла тупа туни вӗсем мӗн калани тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать. 17  Ҫавнашкалах Турӑ та, хӑй пама шантарнине еткерлӗхе илекенсене хӑйӗн тӗллевӗ улшӑнас ҫуккине уҫӑмлӑрах кӑтартас тенӗ чухне, хӑй панӑ сӑмахне тупа туса ҫирӗплетнӗ. 18  Ҫак улшӑнма пултарайман икӗ япала тӗлӗшӗнчен Турӑ суяс ҫук. Вӗсем пире, Туррӑн хӳттине тарса пытаннисене, хамӑр умри шанчӑка ҫирӗп ярса тытма хавхалантараҫҫӗ. 19  Ҫак пирӗн шанчӑк — чуншӑн* шанчӑклӑ та ҫирӗп якорь пек. Вӑл пире чаршав хыҫне илсе кӗрет. 20  Пирӗнтен маларах унта Иисус, ӗмӗрлӗхех Мелхиседе́к евӗрлӗ чи аслӑ священник пулса тӑнӑскер, кӗнӗ. Вӑл унта пире валли ҫул уҫма тата ҫав ҫула хатӗрлеме кӗнӗ.

Сноскӑсем

Е «пурнӑҫшӑн».