Иаков 1:1—27
1 Туррӑн тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫан чуринчен Иаковран — пӗтӗм тӗнчипе саланнӑ 12 йӑха.
Салам!
2 Тӑванӑмсем, тӗрлӗ йывӑрлӑхпа* тӗл пулсан савӑнӑр.
3 Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: сирӗн ӗненӳ ҫапла тӗрӗсленни сире чӑтӑмлӑ тӑвать.
4 Чӑтӑмлӑха хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерме парӑр, вара эсир пур тӗлӗшрен те пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр пулатӑр.
5 Сирӗнтен кама та пулин ӑслӑлӑх ҫитеймест пулсан, уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр паракан Турӑран ыйттӑр, вара илӗ.
6 Ыйтасса вара ӗненсе, пӗр иккӗленмесӗр ыйттӑр, мӗншӗн тесен кам иккӗленет, ҫавӑ ҫил унталла-кунталла хӑвалакан тинӗс хумӗ евӗрлӗ.
7 Ҫакӑн пек ҫын Иеговӑран* мӗн те пулин илӗп тесе ан та шутлатӑр.
8 Вӑл иккӗленекен ҫын, кирек мӗн тунӑ чухне те хӑйӗн шухӑшне пӗрмай улӑштарать.
9 Чухӑн тӑван хӑйне Турӑ асла кӑларнӑшӑн савӑнтӑр*.
10 Пуянни вара хӑйне кӗҫӗне хума вӗрентнӗшӗн савӑнтӑр, мӗншӗн тесен вӑл хирти чечек пекех пӗтӗ.
11 Хӗвел тухса хӗртме пуҫласан, шӑрӑх ӳсентӑрана типӗтсе ярать те, унӑн чечекӗ тӑкӑнать, вара вӑл хӑйӗн илемне ҫухатать. Пуян ҫынпа та ҫапла пулӗ: пуянлӑхшӑн ҫунса вӑл пӗтӗ.
12 Йывӑрлӑха* чӑтса ирттерекен ҫын телейлӗ, мӗншӗн тесен йывӑрлӑха тӳссе ирттерсен вӑл пурнӑҫа награда пек* илӗ, ӑна Иегова* хӑйне юратакансене пама сӑмах панӑ.
13 Йывӑрлӑх тӳснӗ чухне никам та: «Мана Турӑ тӗрӗслет», — тесе ан калатӑр. Турра усалпа тӗрӗслесе пӑхма ҫук*, вӑл хӑй те усалпа никама та тӗрӗслемест.
14 Анчах та кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне* тӗрӗсленет.
15 Унтан ҫак кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать, тунӑ ҫылӑх вара вилӗм патне илсе ҫитерет.
16 Юратнӑ тӑванӑмсем, ан улталанӑр.
17 Ырӑ та паха* парнесем пурте — ҫӳлтен, вӗсене тӳпери ҫутӑсен Ашшӗ парать, вӑл улшӑнакан ӗмӗлке пек улшӑнмасть.
18 Турӑ пире хӑй тунӑ ҫынсем* хушшинче малтанхи ҫимӗҫсем тӑвас тесе чӑнлӑх сӑмахӗпе ҫуратнӑ, ҫакӑ унӑн ирӗкӗ пулнӑ.
19 Юратнӑ тӑванӑмсем, ҫакна ан манӑр: кашнин итлеме хатӗр пулмалла, сӑмах калама тата тарӑхма васкамалла мар,
20 мӗншӗн тесен тарӑхнӑ ҫын Турӑ умӗнче мӗн тӳрӗ, ҫавна тӑваймасть.
21 Ҫавӑнпа пур тасамарлӑхран та, хӑвӑрта юлнӑ кирек мӗнле усаллӑхран та* хӑтӑлӑр. Туррӑн сӑмахне йӑвашшӑн йышӑнса ӑна хӑвӑр ӑша хывӑр, вӑл сире ҫӑлма пултарать.
22 Тӗрӗс мар шухӑшланипе хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, ӑна пурнӑҫа кӗртекенсем пулӑр.
23 Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах ӑна пурнӑҫа кӗртмен ҫын хӑйне куҫкӗски* ҫинче пӑхса тӑракан ҫын евӗрлӗ:
24 вӑл хӑйӗн ҫине пӑхать те каять, хӑй мӗнлине ҫав самантрах манса каять.
25 Ирӗклӗх патне илсе пыракан пӗр ҫитменлӗхсӗр закон ҫине тимлӗн пӑхса ӑна тытса тӑракан ҫын вара хӑй мӗн илтнине манса каймасть, вӑл ӑна пурнӑҫа кӗртет. Ҫакна тунипе вӑл телейлӗ пулӗ.
26 Кам та пулин Турра пуҫҫапатӑп тесе шутлать пулсан, анчах хӑйӗн чӗлхине чармасть* пулсан, вӑл хӑйне хӑй* улталать, вӑл пуҫҫапни усӑсӑр.
27 Пирӗн Атте Турӑ акӑ мӗнле пуҫҫапнине таса та ирсӗрленмен тесе шутлать: хуйхӑ тӳсекен тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсемшӗн тӑрӑшмалла тата ҫак тӗнчепе вараланмалла мар.
Сноскӑсем
^ Е «тӗрӗслевпе».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мухтантӑр».
^ Е «тӗрӗслеве».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пурнӑҫ пуҫ кӑшӑлне».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «никам та Турра усал тутарттараймасть».
^ Е «хӑйне илӗртмелли япалапа тытнӑ чухне».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ҫитменлӗхсӗр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑй пултарнисем».
^ Е, тен, «нумай усаллӑхран».
^ Е «тӗкӗр».
^ Е «ҫӑварлӑхламасть».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн чӗрине».