Иоанн 4:1—54
4 Иисусӑн вӗренекенӗсен йышӗ хушӑнсах пыни ҫинчен, вӑл Иоанран та ытларах ҫынна шыва кӗртни ҫинчен фарисейсем илтнӗ.
2 (Тӗрӗссипе вара, Иисус хӑй мар, унӑн вӗренекенӗсем шыва кӗртнӗ.)
3 Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Ҫӳлхуҫа Иудейӑран каллех Галилейӑна кайнӑ.
4 Унӑн вара Сама́ри урлӑ каймалла пулнӑ.
5 Ҫапла вӑл Самарири Сиха́рь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне, Иосифа, панӑ хир ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
6 Унта Иаков ҫӑлӗ пулнӑ. Иисус, ҫул ҫинче ывӑннӑскер, ҫав ҫӑл патне пырса ларнӑ. Ҫакӑ кӑнтӑрла тӗлнелле* пулнӑ.
7 Пӗр Сама́ри хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. Иисус ӑна каланӑ: «Мана шыв ӗҫтер-ха».
8 (Унӑн вӗренекенӗсем ҫимелли туянма хулана кайнӑ пулнӑ.)
9 Сама́ри хӗрарӑмӗ ӑна: «Мӗнле-ха эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Сама́ри хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» — тенӗ. (Мӗншӗн тесен Иудея ҫыннисем Сама́ри ҫыннисемпе хутшӑнмаҫҫӗ.)
10 Иисус ӑна хуравланӑ: «Эсӗ Турӑ мӗнле парне панине пӗлнӗ пулсан тата „Мана шыв ӗҫтер-ха“ теекенӗ кам пулнине пӗлнӗ пулсан, хӑв унран ыйтнӑ пулӑттӑн, вара вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».
11 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, санӑн ӑсмалли витре те ҫук, ҫӑлӗ вара тарӑн. Ӑҫтан-ха апла санӑн чӗрӗлӗх шывӗ пултӑр?
12 Ҫак ҫӑла пире пирӗн мӑн асатте, Иаков, парса хӑварнӑ. Ҫак ҫӑлран вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те, унӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ӗҫнӗ. Эсӗ унран та аслӑрах-им?»
13 Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ҫак шыва ӗҫекенӗн каллех ӗҫес килӗ.
14 Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара урӑх нихӑҫан та ӗҫес килмӗ. Эпӗ парас шыв ун ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».
15 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, пар-ха мана ҫав шыва, манӑн урӑх нихӑҫан та ӗҫес ан килтӗрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ».
16 Иисус ӑна каланӑ: «Кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта».
17 Хӗрарӑм ӑна: «Манӑн упӑшка ҫук», — тенӗ. Иисус ӑна каланӑ: «Упӑшка ҫук тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн.
18 Санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ санпа пӗрле пурӑнаканни вара упӑшку мар. Ҫакна эсӗ тӗрӗсех каларӑн».
19 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, куратӑп: эсӗ пророк.
20 Пирӗн мӑн асаттесем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ, эсир вара ӑна Иерусалимра пуҫҫапмалла тетӗр».
21 Иисус ӑна каланӑ: «Ӗнен манӑн сӑмаха, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ: ун чухне те эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.
22 Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр, эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килет.
23 Вӑхӑт ҫитсе пырать, вӑл ҫитрӗ ӗнтӗ: Аттене тӗрӗс пуҫҫапакансем ӑна сывлӑшпа тата чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Атте хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать.
24 Турӑ вӑл — сывлӑш, пуҫҫапакансен те ӑна сывлӑшпа тата чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла».
25 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Эпӗ Христос текен Мессия килессине пӗлетӗп. Вӑл килсен пире пӗтӗмпех уҫҫӑн пӗлтерӗ».
26 Иисус ӑна каланӑ: «Вӑл эпӗ, хӑвӑнпа калаҫаканни».
27 Ҫавӑн чухне унӑн вӗренекенӗсем таврӑннӑ та вӑл хӗрарӑмпа калаҫнине курса тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Сана унран мӗн кирлӗ?» тесе те, «Мӗншӗн эсӗ унпа калаҫатӑн?» тесе те ыйтман.
28 Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та хулана кайса ҫынсене ҫапла каланӑ:
29 «Пӗр ҫын мана эпӗ мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ. Кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-ши вӑл?»
30 Вара вӗсем хуларан тухнӑ та Иисус патне кайнӑ.
31 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем ӑна: «Вӗрентекен*, ҫи-ха», — тесе тархасланӑ.
32 Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Манӑн эсир пӗлмен апат пур».
33 Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем пӗр-пӗрин хушшинче: «Кам та пулин ун валли ҫимелли илсе килнӗ-шим вара?» — тесе калаҫнӑ.
34 Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат — мана яраканӑн ирӗкне тӑвасси тата унӑн ӗҫне туса ҫитересси.
35 Эсир тырӑ вырас вӑхӑт тепӗр тӑватӑ уйӑхран ҫитет теместӗр-и? Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пуҫа ҫӗклесе уйсем ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ пулса ҫитнӗ*, ӑна вырмалла.
36 Ӗнтӗ выраканӗ те тӳлев илет тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать, ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнма пултараҫҫӗ.
37 Ку тӗлӗшрен ҫакӑн пек калани тӗрӗс: „Пӗри акать, тепри вырать“.
38 Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ыттисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсен ӗҫӗнчен усӑ илетӗр».
39 Хӗрарӑм: «Вӑл мана эпӗ мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ», — тесе каласа пӗлтернӗрен ҫав хулари Сама́ри ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.
40 Ҫавӑнпа Сама́ри ҫыннисем, Иисус патне пырсан, ӑна хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вара вӑл унта икӗ кун пурӑннӑ.
41 Вӑл мӗн каланине илтсен ӑна тата нумайрах ҫын ӗненнӗ.
42 Вара хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ эсӗ каласа пани тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Эпир ӑна хамӑрах илтрӗмӗр. Вӑл чӑнах та тӗнчене ҫӑлакан пулнине халӗ эпир пӗлетпӗр».
43 Икӗ кун иртсен Иисус Галилейӑна кайнӑ.
44 (Пророка тӑван ҫӗршывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус хӑех каланӑ пулнӑ.)
45 Иисус Галилейӑна пырсан, Галиле́я ҫыннисем ӑна хапӑл тусах йышӑннӑ, мӗншӗн тесен Иерусалимри уявра вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ, ҫав уявра вӗсем те пулнӑ.
46 Унтан вӑл каллех Галилейӑри Канӑна, хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ хулана, пынӑ. Капернаумра патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан пӗр пуҫлӑх пулнӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.
47 Иисус Иудейӑран Галилейӑна таврӑнни ҫинчен илтсен, ҫав ҫын ун патне пынӑ та хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма ыйтнӑ.
48 Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Эсир паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсене курмасӑр ӗненместӗр».
49 Патша ҫумӗнче ӗҫлекен пуҫлӑх ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, манӑн ачам вилсе кайиччен пырсамччӗ».
50 Иисус ӑна каланӑ: «Каях, санӑн ывӑлу сывалчӗ». Лешӗ Иисусӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ те кайнӑ.
51 Ҫул ҫинче ӑна чурисем тӗл пулнӑ. Вӗсем унӑн ывӑлӗ сывални ҫинчен калама ӑна хирӗҫ тухнӑ пулнӑ.
52 Вӑл вӗсенчен ывӑлӗ хӑш сехетре самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле* ӑна вӗрилентерме пӑрахрӗ», — тенӗ лешсем.
53 Ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне: «Санӑн ывӑлу сывалчӗ», — тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл та, унӑн кил-йышӗ те Иисуса ӗненнӗ.
54 Ҫакӑ Иудейӑран Галилейӑна килсен Иисус тунӑ иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
^ Е «уйсем шуралнӑ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫиччӗмӗш сехетре» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).