Лука 2:1—52

  • Иисус ҫуралать (1—7)

  • Ангелсем кӗтӳҫсене курӑнаҫҫӗ (8—20)

  • Ӳт кастарни тата тасални (21—24)

  • Симеон Христоса курать (25—35)

  • Анна ача ҫинчен калать (36—38)

  • Назарета таврӑнни (39, 40)

  • 12 ҫулхи Иисус храмра (41—52)

2  Ҫав вӑхӑтра Август цезарь* пӗтӗм империри халӑх йышне ҫырса тухмалли ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ.  (Сири ҫӗрне Квири́ний тытса тӑнӑ чухне халӑх йышне ҫапла ҫырса тухасси пӗрремӗш хут пулнӑ.)  Ҫырӑнмашкӑн вара кашнийӗ хӑй ҫуралнӑ хулине кайнӑ.  Иосиф та Галилейӑри Назаре́т хулинчен Иудейӑри Вифлеема, Давидӑн тӑван хулине, кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Давид йӑхӗнчен пулнӑ.  Ҫырӑнма вӑл Марийӑпа кайнӑ. Ҫав вӑхӑталла Мария унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Унӑн кӗҫех ҫуратмалла пулнӑ.  Вӗсем унта пулнӑ чухне Марийӑн ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ.  Вара Мария ывӑл ҫуратнӑ, вӑл унӑн пӗрремӗш ачи пулнӑ. Вӑл ӑна чӗркесе выльӑха апат памалли сырӑша вырттарнӑ, мӗншӗн тесен хӑна ҫуртӗнче вӗсем валли вырӑн пулман.  Ҫав таврара хирте кӗтӳҫсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ.  Сасартӑк вӗсен умне Иеговӑн* ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Иеговӑн* мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. 10  Анчах ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр. Эпӗ сире ырӑ хыпар пӗлтерме килтӗм, вӑл пур ҫынна та пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ. 11  Паян Давидӑн хулинче сире ҫӑлакан ҫуралчӗ, вӑл — Христос Ҫӳлхуҫа. 12  Эсир ӑна акӑ мӗнле палласа илме пултаратӑр: чӗркенӗ ача выльӑха апат памалли сырӑшра выртӗ». 13  Унтан сасартӑк ҫав ангел ҫумӗнче тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса ҫапла каланӑ: 14  «Тӳпере Турра мухтав пултӑр, ҫӗр ҫинче вара вӑл ырлакан ҫынсене мир пултӑр!» 15  Ангелсем тӳпене ҫӗкленсе кайсан, кӗтӳҫсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Айтӑр халех Вифлеема каяр та Иегова* пире мӗн калани мӗнле пурнӑҫланнине курар». 16  Вара вӗсем васкаса кайнӑ та унта Марийӑпа Иосифа тата сырӑшра выртакан ачана шыраса тупнӑ. 17  Ачана курсан, кӗтӳҫсем ангелран мӗн илтнине каласа панӑ. 18  Вӗсене итлекенсем пурте тӗлӗннӗ. 19  Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те хӑйӗн чӗрине хывса вӗсем мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшланӑ. 20  Унтан кӗтӳҫсем хӑйсем мӗн илтнишӗн, мӗн курнишӗн Турра мухтаса тата аслӑласа каялла таврӑннӑ. Ангел вӗсене мӗнле каланӑ пулнӑ, пӗтӗмпех шӑп ҫапла пулса тухнӑ. 21  Саккӑрмӗш кунне ачан ӳтне кастарнӑ та ӑна Иисус тесе ят панӑ. Ангел ӑна ҫак ята Мария йывӑр ҫын пулса тӑричченех панӑ пулнӑ. 22  Моисей законӗ хушнӑ тӑрӑх тасалмалли вӑхӑт ҫитсен, Марийӑпа Иосиф ачана Иерусалима Иегова* умне илсе пынӑ, 23  мӗншӗн тесен Иегова* законӗнче ҫапла каланӑ: «Малтан ҫуралнӑ кашни ывӑл ачана Иеговӑна* халалламалла». 24  Ҫавӑн пекех вӗсем, Иеговӑн* законӗнче каланӑ пек, парне кӳнӗ. Ҫав закон тӑрӑх икӗ улатӑ е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн парнене кӳмелле пулнӑ. 25  Иерусалимра Турӑран хӑракан* пӗр тӳрӗ ҫын пурӑннӑ, вӑл Симео́н ятлӑ пулнӑ. Вӑл ӗнтӗ Турӑ Израиле йӑпатас вӑхӑта кӗтнӗ. Ун ҫинче святой сывлӑш пулнӑ. 26  Турӑ ӑна святой сывлӑш урлӑ Христоса, Иегова* суйласа илнӗскере, курмасӑр вилместӗн тесе пӗлтернӗ. 27  Святой сывлӑш хавхалантарнипе Симео́н храма пынӑ. Закон хушнине тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗк Иисуса унта илсе пырсан, 28  вӑл ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29  «Аслӑ Ҫӳлхуҫа, ху каланӑ пек, халӗ ӗнтӗ санӑн чуру канӑҫлӑн вилме пултарать, 30  мӗншӗн тесен эсӗ кам урлӑ ҫӑлӑнӑҫ парӑн, ҫавна эпӗ куртӑм. 31  Ӑна эсӗ пур халӑх та куртӑр тесе янӑ. 32  Вӑл — халӑхсене хупласа тӑракан тӗттӗмлӗхе сирсе яракан ҫутӑ, хӑвӑн Израиль халӑхун мухтавӗ». 33  Иисусӑн ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ачи ҫинчен Симео́н мӗн каланине илтсен питӗ тӗлӗннӗ. 34  Симео́н вӗсене пилленӗ те ачан амӑшне, Марийӑна, каланӑ: «Ӑна пула Израильте пӗрисем ӳкӗҫ, теприсем тӑрӗҫ. Вӑл ӗнтӗ Турӑ панӑ паллӑ пулӗ, ҫапах та нумайӑшӗ ӑна хирӗҫ калаҫӗ. 35  Ҫаксем пурте чылайӑшӗн чӗринчи шухӑшӗсем паллӑ пулччӑр тесе пулса иртӗҫ. Санӑн чуну витӗр вара хӗҫ тухӗ». 36  Унта тата Аси́р йӑхӗнчен тухнӑ Фануилӑн хӗрӗ, Анна ятлӑ ватӑ хӗрарӑм пророк, пулнӑ. Качча кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн упӑшкипе ҫичӗ ҫул пурӑнсан 37  вӑл тӑлӑха юлнӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл 84 ҫулта пулнӑ. Анна яланах храмра пулнӑ. Унта вӑл типӗ тытса, хӗрӳллӗн кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. 38  Вӑл та пырса Турра тав тума тытӑннӑ тата Иерусалима хӑтарасса кӗтекенсене пурне те ача ҫинчен каласа пама пуҫланӑ. 39  Иеговӑн* законӗ хушнине пурне те тунӑ хыҫҫӑн Иосифпа Мария Галилейӑна, хӑйсен тӑван хулине, Назарета, таврӑннӑ. 40  Ача вара ӳснӗҫемӗн вӑйлӑрах та ӑслӑрах пулса пынӑ тата ӑна Турӑ та ырланӑ. 41  Иисусӑн ашшӗпе амӑшӗ кашни ҫулах Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ. 42  Вӑл 12 ҫулта пулнӑ чухне вӗсем яланхи пекех ҫав уява кайнӑ. 43  Уяв хыҫҫӑн вӗсем киле кайнӑ, анчах Иисус Иерусалимра тӑрса юлнӑ, ашшӗпе амӑшӗ вара ҫавна асӑрхаман та. 44  Вӑл ҫула тухнӑ ытти ҫынсемпе пӗрле пырать пуль тесе вӗсем пӗр кун утнӑ. Унтан вара ӑна хӑйсен тӑванӗсем, хӑйсем паллакан ҫынсем хушшинче шырама тытӑннӑ. 45  Ӑна шыраса тупайманнипе вӗсем Иерусалима каялла таврӑнса ӑна унта шырама пуҫланӑ. 46  Виҫӗ кунран вӗсем ӑна храмра шыраса тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсем хушшинче ларнӑ, вӗсене итленӗ тата ыйтусем панӑ. 47  Ӑна итлекенсем пурте унӑн хуравӗсенчен тата вӑл ҫав тери нумай пӗлнинчен тӗлӗннӗ. 48  Ашшӗпе амӑшӗ ӑна курсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ывӑлӑм, мӗншӗн эсӗ капла турӑн? — тесе ыйтнӑ Мария. — Эпир аҫупа иксӗмӗр сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр». 49  Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир мана мӗншӗн шырарӑр? Манӑн хамӑн Аттен ҫуртӗнче пулмаллине эсир пӗлмен-им?» 50  Анчах та вӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман. 51  Иисус ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Назарета таврӑннӑ, вӗсене итлесе* пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те хӑйӗн чӗринче упранӑ. 52  Иисус ӳссе, ӑслӑланса пынӑ, ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ.