Матфей 9:1—38

  • Иисус паралич ҫапнӑ ҫынна сыватать (1—8)

  • Иисус Матфея хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнет (9—13)

  • Типӗ тытасси ҫинчен панӑ ыйту (14—17)

  • Иаирӑн хӗрӗ; пӗр хӗрарӑм Иисусӑн ҫиелти тумтирне сӗртӗнет (18—26)

  • Иисус суккӑр ҫынсене тата чӗлхесӗр ҫынна сыватать (27—34)

  • «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал» (35—38)

9  Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫыран тепӗр енне каҫса хӑйӗн хулине килнӗ.  Ҫынсем ун патне наҫилккапа паралич ҫапнӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсен ӗненӗвне курса Иисус ӑна: «Ан хӑра, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ», — тенӗ.  Закон вӗрентӳҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем вара хӑйсен ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Вӑл Турра хурлать».  Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр чӗрӗрте ҫавӑн пек усал шухӑшсем тытатӑр?  Хӑшне калама ҫӑмӑлрах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и е „Тӑр та утса ҫӳре“ теме-и?  Ҫапах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма власть пуррине сирӗн пӗлмелле пултӑр тесе...» — тенӗ те паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Тӑр та наҫилккуна илсе килне кай».  Лешӗ тӑнӑ та килне кайнӑ.  Ҫакна курсан халӑх тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ, вара ҫынсене ҫакӑн пек власть паракан Турра мухтама пуҫланӑ.  Иисус унтан кайнӑ та налог пуҫтаракан ҫуртра Матфей ятлӑ ҫын ларнине курнӑ, вӑл ӑна каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыр». Лешӗ тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ. 10  Каярахпа Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Матфей килӗнче апат ҫинӗ. Унта налог пуҫтаракансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑн пынӑ, вара вӗсемпе пӗрле апат ҫиме пуҫланӑ. 11  Фарисейсем ҫакна курсан унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: «Мӗншӗн сирӗн вӗрентекен налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫиет?» 12  Ҫакна илтсен Иисус каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 13  Кайӑр та „Мана парне кирлӗ мар, хӗрхенни кирлӗ“ тени мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ». 14  Унтан ун патне Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ та ыйтнӑ: «Эпир те, фарисейсем те типӗ тытатпӑр. Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем типӗ тытмаҫҫӗ?» 15  Иисус вӗсене хуравланӑ: «Кӗрӳ каччӑн тусӗсем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне хуйхӑраҫҫӗ-и? Анчах вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. 16  Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пиртен саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире ҫурса ярӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. 17  Никам та ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе кивӗ сӑран хутаҫа ямасть; ҫапла тусан хутаҫӗ ҫурӑлать, вара эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять. Ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа яраҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлаҫҫӗ». 18  Вӑл вӗсене ҫакна каланӑ чухне ун патне пӗр пуҫлӑх пынӑ, вӑл ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: «Манӑн хӗр вилсе те кайрӗ пулӗ, эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ, вӑл чӗрӗлӗччӗ». 19  Вара Иисус тӑнӑ та хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ун хыҫҫӑн кайнӑ. 20  Акӑ пӗр хӗрарӑм, юн кайнипе 12 ҫул асапланаканскер, хыҫалтан пырса унӑн ҫиелти тумтирӗн аркин ҫӳҫине сӗртӗннӗ, 21  мӗншӗн тесен хӑй ӑшӗнче вӑл: «Унӑн ҫиелти тумтирне сӗртӗнсенех сывалӑп», — тенӗ. 22  Иисус ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑна курсан ҫапла каланӑ: «Хӗрӗм, ан хӑра! Ху ӗненни сыватрӗ сана». Хӗрарӑм ҫав самантрах сывалнӑ. 23  Пуҫлӑхӑн килне ҫитсен, Иисус унта флейта калакансене тата хытӑ макӑракан нумай ҫынна курнӑ. 24  Вӑл вӗсене каланӑ: «Тухӑр кунтан, хӗрача вилмен, вӑл ҫывӑрать». Вара унран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. 25  Халӑха кӑларса ярсан, вӑл кӗнӗ те хӗрачана аллинчен тытнӑ, вара лешӗ тӑнӑ. 26  Ҫак ӗҫ ҫинчен ҫав вырӑнта пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ. 27  Иисус унтан кайнӑ чухне ун хыҫӗнчен икӗ суккӑр ҫын: «Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире!» — тесе кӑшкӑрса пынӑ. 28  Иисус пӳрте кӗрсен, ҫав суккӑр ҫынсем ун патне пынӑ. Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ ҫакна тума пултарасса ӗненетӗр-и?» Вӗсем ӑна: «Ӗненетпӗр, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ. 29  Унтан вӑл вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр сире», — тенӗ. 30  Вара вӗсем курма пуҫланӑ. Иисус вӗсене асӑрхаттарнӑ: «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр». 31  Анчах вӗсем кайнӑ та ун ҫинчен ҫав вырӑнта пур ҫӗрте те каласа ҫӳренӗ. 32  Вӗсем тухса кайнӑ чухне Иисус патне демон ярса илнӗ чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ. 33  Иисус демона хӑваласа кӑларсан, чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ. Халӑх тӗлӗнсе каланӑ: «Израильте кун пекки нихӑҫан та пулман». 34  Анчах фарисейсем каланӑ: «Демонсене вӑл демонсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 35  Иисус мӗнпур хуласемпе ялсем тӑрӑх ҫӳресе синагогӑсенче вӗрентнӗ, ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗртен сыватнӑ. 36  Нумай ҫынна курсан Иисус вӗсене питӗ шелленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек пулнӑ — вӗсем суранланса пӗтнӗ тата вӗсене пӑрахса хӑварнӑ пулнӑ. 37  Вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал. 38  Ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине вӑл хӑйӗн ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ тесе йӑлӑнӑр».

Сноскӑсем