Рим 5:1—21
5 Халӗ вара, ӗненнӗшӗн Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ тенӗ чухне, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа мирлӗ пулар.
2 Иисуса ӗненни пире Турӑпа ҫывӑхланма тата Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне хамӑр ҫинче туйса тӑма май парать. Пирӗн Турӑран мухтав илме шанчӑк пур, ҫавӑнпа та айтӑр савӑнар.
3 Кунпа анчах мар, хӗн-асап курнӑ чухне те савӑнар, мӗншӗн тесен хӗн-асап курни пире чӑтӑмлӑ тунине эпир пӗлетпӗр.
4 Чӑтӑмлӑ пулсан Турӑ ырлать, Турӑ ырлани шанчӑк парать,
5 ҫак шанчӑк вара намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесен Турӑ хамӑра панӑ святой сывлӑш урлӑ пире юратнине кӑтартнӑ.
6 Эпир вӑйсӑр* пулнӑ чухнех Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра Христос ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн вилнӗ.
7 Тӳрӗ ҫыншӑн вилес текен никамах та пулмӗ, ырӑ ҫыншӑн вилме хатӗрри, тен, пулӗ те.
8 Христос пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ, ҫапла Турӑ пире юратнине кӑтартнӑ.
9 Халӗ вара, Христосӑн юнне пула Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ тенӗ чухне, эпир ун урлӑ Туррӑн ҫиллинчен ҫӑлӑнасса шанма пултаратпӑр.
10 Эпир Туррӑн тӑшманӗсем пулнӑ пулин те, унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ унпа мирлешрӗмӗр. Халӗ вара, мирлешнӗ хыҫҫӑн, вӑл чӗрӗ пулнине пула хамӑр ҫӑлӑнасса тата хытӑрах шанма пултаратпӑр.
11 Унсӑр пуҫне, эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа мирлешнӗрен пирӗн хамӑрпа Турӑ хушшинче хутшӑнусем пурришӗн савӑнатпӑр.
12 Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑх урлӑ — вилӗм. Ҫапла вара вилӗм пур ҫын ҫине те куҫнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ.
13 Ҫылӑх тӗнчере закончченех* пулнӑ, анчах закон ҫук чухне никама та ҫылӑх тунӑ тесе айӑпламаҫҫӗ.
14 Ҫав-ҫавах вилӗм Адамран пуҫласа Моисейчченех, Адам тунӑ ҫылӑха туманнисемпе те, патша пек хуҫаланнӑ. Адам камӑн каярахпа килмелле пулнӑ, ҫавӑн евӗрлӗ пулнӑ.
15 Анчах та Туррӑн парни Адамӑн ҫылӑхӗ пек мар. Пӗр ҫыннӑн ҫылӑхӗшӗн нумай ҫын вилнӗ. Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ тата унӑн парни вара — пӗр ҫыннӑн, Иисус Христосӑн, виҫесӗр ырӑлӑхӗ урлӑ панӑ парне — нумайӑшне калама ҫук пысӑк усӑ панӑ.
16 Туррӑн парнипе пӗр ҫыннӑн ҫылӑхӗ пӗр-пӗринчен акӑ мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ: пӗр ҫылӑхшӑн суд тунине пула ҫынсем айӑплӑ пулса тӑнӑ, нумай ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн панӑ парнене пула вара Турӑ ҫынсем пирки тӳрӗ тенӗ.
17 Пӗр ҫыннӑн ҫылӑхӗ урлӑ вилӗм патша пек хуҫаланнӑ пулсан, камсем Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне тата унӑн тӳрӗлӗх парнине туллин илеҫҫӗ, ҫавсем пӗр ҫын урлӑ — Иисус Христос урлӑ — хӑйсем пурӑнассине тата патшара ларассине тата хытӑрах шанма пултараҫҫӗ.
18 Ҫавӑнпа пӗр ҫылӑха пула пур ҫын та айӑплӑ пулса тӑнӑ пекех, пӗр тӳрӗ ӗҫе пула Турӑ пур тӗрлӗ ҫын пирки те* тӳрӗ тет, ҫапла вӗсем пурнӑҫ илеҫҫӗ.
19 Пӗр ҫын итлеменнине пула нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ пекех, пӗр ҫын итленине пула нумайӑшӗ тӳрӗ пулса тӑрать.
20 Закона вара ҫынсем мӗн тери ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартас тесе панӑ. Анчах ӑҫта ҫылӑх питӗ нумай пулнӑ, ҫавӑнта Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне тата ытларах кӑтартнӑ.
21 Мӗнле тӗллевпе? Ҫакна, ҫылӑхпа вилӗм патшасем пек хуҫаланнӑ пекех, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ патша пек хуҫалантӑр тесе тата Турӑ ҫынсем пирки тӳрӗ теме пултартӑр тесе тунӑ. Ҫавна пула ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултараҫҫӗ.
Сноскӑсем
^ Е «ҫылӑхлӑ».
^ Урӑхла каласан, Моисей законӗчченех.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пур ҫын пирки те».