Рим 8:1—39

  • Сывлӑша пула пурнӑҫ тата ирӗклӗх (1—11)

  • «Ывӑллӑха кӗртекен сывлӑш» (12—17)

  • Турӑ тунисем пурте Турӑ ачисен ирӗклӗхне илессе кӗтеҫҫӗ (18—25)

  • Сывлӑш пирӗншӗн ыйтать (26, 27)

  • Турӑ хӑй суйласа илнисем ҫинчен малтанах пӗлнӗ (28—30)

  • Турӑ юратнине пула ҫӗнтерсе пыратпӑр (31—39)

8  Ҫапла вара, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене вӗсен вилмелле тесе Турӑ суд тумасть.  Мӗншӗн тесен пурнӑҫ паракан сывлӑш законӗ сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, ҫылӑхпа вилӗм законӗнчен ирӗке кӑларать.  Моисей законӗ сире ирӗке кӑларма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫынсем вӑйсӑр тата ҫылӑхлӑ. Турӑ ҫылӑха пӗтерес тесе хӑйӗн Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫын кӗлетки евӗрлӗ кӗлетке парса ҫӗр ҫине янӑ. Ҫапла Турӑ ҫынсенчи ҫылӑх айӑплӑ тесе йышӑну тунӑ.  Ҫавна пула эпир — хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӗлеткене мар, святой сывлӑша пӑхӑнса тӑракансем — закон хушнине пурнӑҫлама пултаратпӑр.  Ҫылӑхлӑ кӗлеткене пӑхӑнса тӑракансем кӗлеткен мӗн тӑвас килни ҫинчен шухӑшласа ҫӳреҫҫӗ, святой сывлӑша пӑхӑнса тӑракансем вара святой сывлӑш ырлакан япаласем ҫинчен шухӑшласа ҫӳреҫҫӗ.  Ҫылӑхлӑ кӗлеткен мӗн тӑвас килни ҫинчен шухӑшласа ҫӳрени вилӗм кӳрет, святой сывлӑш ырлакан япаласем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрени вара пурнӑҫ тата мир* парать.  Хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӗлеткене хамӑрӑн ӑспа хуҫаланма ирӗк панипе эпир Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен ҫылӑхлӑ кӗлетке Туррӑн законне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть.  Ҫавӑнпа та ҫылӑхлӑ кӗлеткене юраса пурӑнакансем Турра юрама пултараймаҫҫӗ.  Анчах эсир ҫылӑхлӑ кӗлеткене юраса пурӑнмастӑр. Сирӗнте святой сывлӑш чӑннипех пурӑнать пулсан, эсир сывлӑш кӑтартнӑ пек пурӑнатӑр. Камӑн та пулин Христосӑн сывлӑшӗ ҫук пулсан, вӑл Христосӑн мар. 10  Енчен те Христос сирӗнпе пӗрлӗхре пулсассӑн, сирӗн кӗлетке ҫылӑха пула вилӗмлӗ пулин те, Турӑ сирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тенине пула сывлӑш сире пурнӑҫ парать. 11  Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратаканнин сывлӑшӗ сирӗнте пурӑнать пулсан, Христос Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратаканни сирӗн ӑшри хӑйӗн сывлӑшӗпе сирӗн вилӗмлӗ кӗлеткене те чӗрӗ тӑвӗ. 12  Апла пулсан, тӑвансем, ҫылӑхлӑ кӗлеткене пирӗн пӑхӑнса пурӑнмалла мар. 13  Эсир ҫылӑхлӑ кӗлеткене пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсан, эсир вилетӗрех. Анчах та сывлӑш пулӑшнипе ҫылӑхлӑ ӗҫсене пӗтеретӗр пулсан, эсир пурӑнӑр. 14  Кама святой сывлӑш ертсе пырать, ҫавсем пурте — Туррӑн ывӑлӗсем. 15  Мӗншӗн тесен эсир чура тӑвакан тата сире каллех хӑраса пурӑнмалла тӑвакан сывлӑш илмен, ун вырӑнне эсир ывӑллӑха кӗртекен сывлӑш илнӗ. Ҫав сывлӑш пире: «А́вва*, Атте!» — тесе чӗнме хавхалантарать. 16  Ҫав сывлӑшах пире* эпир Туррӑн ачисем пулнине пӗлтерсе тӑрать. 17  Эпир унӑн ачисем пулсан, Туррӑн еткерҫисем те пулатпӑр. Эпир унран Христоспа пӗрле еткерлӗх илетпӗр. Анчах та малтан пирӗн вӑл тӳссе ирттернӗ асапсене тӳссе ирттермелле, вара унпа пӗрле мухтава тухӑпӑр. 18  Ман шутпа, эпир пуласлӑхра илес мухтавпа танлаштарсан, эпир халӗ тӳсекен асапсем нимӗн те мар. 19  Турӑ тунисем пурте вӑл хӑйӗн ывӑлӗсен мухтавне кӑтартасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. 20  Мӗншӗн тесен Турӑ тунисем ним усӑсӑр пурнӑҫа хӑйсен ирӗкӗпе мар, хӑйсене кам пӑхӑнтарнӑ, ҫавӑн ирӗкӗпе пӑхӑннӑ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл шанчӑк та панӑ: 21  Турӑ тунисем ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ирӗке тухӗҫ те Турӑ ачисен чаплӑ ирӗклӗхне илӗҫ. 22  Турӑ тунисем пурте ку таранчченех йынӑшнине тата асапланнине эпир пӗлетпӗр. 23  Эпир хамӑр та — малтанхи ҫимӗҫе, урӑхла каласан, святой сывлӑша, илнисем — хамӑра ывӑллӑха илессине чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе хамӑр ӑшра йынӑшатпӑр. Ҫав вӑхӑтра эпир, тӳлесе илме панӑ парнене пула, хамӑрӑн кӗлеткерен хӑтӑлӑпӑр. 24  Эпир ҫӑлӑннӑ чухне ҫав шанчӑка илнӗ. Анчах шанчӑк пурнӑҫлансан, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Ҫын хӑй шанса тӑнине илнӗ хыҫҫӑн унӑн малалла та шанса тӑмалла-и? 25  Анчах та эпир хамӑр шанса тӑнине илмен пулсан, ҫавна чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑратпӑр. 26  Эпир вӑйсӑр чухне пире святой сывлӑш та пулӑшма пултарать. Эпир кӗлтумаллине пӗлетпӗр пулсан та, хушӑран мӗн ҫинчен кӗлтумаллине пӗлместпӗр. Ҫавӑн пек чухне, эпир хамӑр ӑшра йынӑшса мӗн каламаллине тупаймастпӑр пулин те, сывлӑш хӑй пирӗншӗн ыйтать. 27  Пирӗн чӗресене тӗпчекен Турӑ святой сывлӑш мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлет, мӗншӗн тесен святой сывлӑш Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн сӑваплисемшӗн ыйтать. 28  Эпир пӗлетпӗр: Турӑ хӑйӗн мӗнпур ӗҫне тӑвасса та кам ӑна юратать, кама вӑл хӑй ирӗкӗпе килӗшӳллӗн суйласа илнӗ, ҫавсене ырӑлӑх кӳрес тесе тӑвать*. 29  Хӑй суйласа илнисем ҫинчен вӑл малтанах пӗлнӗ тата вӗсем хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулассине малтанах шутласа хунӑ, ҫапла вара Ывӑлӗ хӑйӗн нумай тӑванӗ хушшинче малтан ҫурални пултӑр тенӗ. 30  Вӑл суйласа илнисене чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисем пирки вӑл тӳрӗ ҫынсем те тенӗ. Кам пирки вара вӑл тӳрӗ ҫынсем тенӗ, ҫавсене мухтава кӑларнӑ. 31  Ҫакӑн пирки мӗн калама пулать? Турӑ пирӗн майлӑ пулсан, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ? 32  Вӑл хӑйӗн Ывӑлне шеллесе тӑман, ӑна пирӗншӗн пуриншӗн те вилме панӑ. Апла пулсан, вӑл хӑйӗн ырӑлӑхне пула Ывӑлӗпе пӗрле пире ыттине пурне те памӗ-и? 33  Турӑ суйласа илнисене кам айӑплама пултарать? Турӑ хӑй вӗсем пирки тӳрӗ тет. 34  Кам вӗсене айӑплама пултартӑр? Никам та. Вӗт Христос Иисус вӗсемшӗн вилнӗ тата вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Халӗ вӑл Туррӑн сылтӑм енче ларать, пирӗншӗн ыйтса тӑрать. 35  Христос юратӑвӗнчен пире мӗн уйӑрма пултарать? Йывӑрлӑхсем-и, асапсем-и, хӗсӗрлени-и, выҫлӑх-и, чухӑнлӑх-и*, хӑрушлӑх-и, хамӑра вӗлерме пултарни-и*? 36  Ҫырура ҫапла каланӑ: «Пире кашни кун саншӑн вӗлереҫҫӗ, пусмалли сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ». 37  Анчах эпир ҫаксене пурне те хамӑра юратакан пулӑшнине пула ҫӗнтерсе пыратпӑр. 38  Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурнӑҫ та, ангелсем те, патшалӑхсем те, хальхи те, пуласси те, вӑйсем те, 39  ҫӳлти те, аялти те, Турӑ тунисенчен нихӑшӗ те пире Туррӑн юратӑвӗнчен — Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартса тӑракан юратуран — уйӑрма пултараймасть.

Сноскӑсем

Е «канӑҫлӑх».
«Атте» тенине пӗлтерекен еврей е арамей сӑмахӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн сывлӑшпа».
Е «йӗркипе туса пырать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫарамас юлни-и».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗҫ-и».