Ӳлӗмхи 22:1—21

  • Пурнӑҫ шывӗн юханшывӗ (1—5)

  • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (6—21)

    • Кил! Пурнӑҫ шывне ахалех ил (17)

    • «Кил, Иисус Ҫӳлхуҫа!» (20)

22  Ангел мана Туррӑн тата Путекӗн престолӗнчен юхса тухакан, хрусталь пек тап-таса пурнӑҫ шывӗн юханшывне кӑтартрӗ.  Вӑл хулан тӗп урамӗ варрипе юхатчӗ. Юханшывӑн икӗ енӗпе те пурнӑҫ йывӑҫӗсем ӳсетчӗҫ. Вӗсем кашни уйӑхра, ҫулталӑкра 12 хут, ҫимӗҫ паратчӗҫ. Ҫав йывӑҫсен ҫулҫисем — халӑхсене сыватмашкӑн.  Турӑ ҫак хулана нихӑҫан та ылханмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ пулӗ, Туррӑн чурисем уншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ.  Вӗсем унӑн сӑн-питне курӗҫ, вӗсен ҫамки ҫинче унӑн ячӗ пулӗ.  Унта каҫ пулмӗ, вӗсене ҫутаткӑҫ та, хӗвел ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Иегова* Турӑ ҫутатса тӑрӗ. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ.  Вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн. Иегова*, пророксем урлӑ калаҫакан Турӑ, хӑйӗн чурисене кӗҫех мӗн пулассине кӑтартмашкӑн хӑйӗн ангелне ячӗ.  Эпӗ кӗҫех пырӑп! Ҫак чӗркемри пророкла каланӑ сӑмахсене пурнӑҫра тытса тӑракан телейлӗ».  Эпӗ, Иоанн, ҫакна куртӑм та, илтрӗм те. Ҫакна илтсен тата курсан, хама ҫакна кӑтартнӑ ангела пуҫҫапмашкӑн эпӗ ун умне чӗркуҫленсе лартӑм.  Анчах вӑл мана каларӗ: «Асту, ҫакна ан ту! Эпӗ те сан пекех, санӑн пророк тӑванусем пекех тата ҫак чӗркемри сӑмахсене тытса тӑракансем пекех чура ҫеҫ. Турра пуҫҫап». 10  Тата вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ҫак чӗркемри пророкла каланӑ сӑмахсене ан пытар*, мӗншӗн тесен вӗсем пурнӑҫланас вӑхӑт ҫывӑх. 11  Тӳрӗ мар ҫын усал* ӗҫсене тусах пурӑнтӑр, таса марри те таса мар ӗҫсене тусах пурӑнтӑр. Тӳрӗ ҫын вара ырӑ* ӗҫсене тусах пурӑнтӑр, сӑвапли те сӑваплӑ пулсах пурӑнтӑр. 12  „Эпӗ кӗҫех пырӑп та кашнине ӗҫӗсене кура тавӑрса парӑп. 13  Эпӗ — А́льфа тата Оме́га*, малтанхи тата кайранхи, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. 14  Пурнӑҫ йывӑҫӗсен ҫимӗҫӗсене ҫиме ирӗк илмешкӗн тата хулана хапхаран кӗмешкӗн хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнисем телейлӗ. 15  Йӗрӗнчӗк ҫынсем*, асамлакан-тухатлакан ҫынсем, аскӑнланса пурӑнакансем*, ҫын вӗлерекенсем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем тата суяна юратакан ултавҫӑсем хула тулашӗнче юлӗҫ“. 16  „Эпӗ, Иисус, пухусене усӑ пултӑр тесе хамӑн ангела сире ҫакна каласа пӗлтермешкӗн ятӑм. Эпӗ — Давидӑн тымарӗ тата унӑн тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр“». 17  Сывлӑш тата ҫураҫнӑ хӗр: «Кил!» — теҫҫӗ. Ҫакна илтекен те: «Кил!» — тетӗр. Ӑшӗ хыпнисем пурте килччӗр. Камӑн кӑмӑлӗ пур, ҫавӑ пурнӑҫ шывне ахалех илтӗр. 18  «Ҫак чӗркемри пророкла каланӑ сӑмахсене илтекенсене пурне те эпӗ ҫапла калатӑп: „Кам та пулин ҫак сӑмахсем ҫумне мӗн те пулин хушсан, Турӑ ун ҫине ҫак чӗркемре ҫырнӑ асапсене ярӗ. 19  Кам та пулин ҫак чӗркемри сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахсан, Турӑ ӑна ҫак чӗркемре мӗн ҫинчен ҫырнӑ, ҫавна илме ирӗк памӗ: вӑл ӑна пурнӑҫ йывӑҫӗсен ҫимӗҫӗсене ҫитермӗ тата сӑваплӑ хулана кӗртмӗ“. 20  Каласа пӗлтерекен: „Эпӗ кӗҫех пырӑп“, — тет». Аминь! Кил, Иисус Ҫӳлхуҫа! 21  Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сӑваплисемпе пӗрле пултӑр.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пичетлесе ан хур».
Е «тӳрӗ мар».
Е «тӳрӗ».
Ҫаксем грек алфавитӗнчи пӗрремӗш тата юлашки саспаллисем.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «йытӑсем».