1 Тимофей 2:1—15

  • Павел пур тӗрлӗ ҫыншӑн та кӗлтума ыйтать (1—7)

    • Турӑ пӗрре, килӗшӳ тума пулӑшаканни те пӗрре (5)

    • Пур ҫынна та тӳлесе илме панӑ парне (6)

  • Арҫынсемпе хӗрарӑмсене панӑ хушусем (8—15)

    • Сӑпайлӑ тумланмалла (9, 10)

2  Чи малтанах эпӗ ҫакна каласшӑн: пурте пур тӗрлӗ ҫыншӑн та Турӑран ыйтчӑр, ӑна йӑлӑнччӑр, кӗлтуччӑр тата тав туччӑр,  пирӗн пур тӗлӗшрен те Турра чунтан парӑнса тата пурне те тӗплӗн туса лӑпкӑ та канӑҫлӑ пурӑнмалла пултӑр тесе патшасемшӗн тата влаҫра пысӑк вырӑн йышӑнакан мӗнпур ҫыншӑн та ҫапла кӗлтуччӑр.  Ҫапла туни хамӑра Ҫӑлакан Турӑшӑн аван тата кӑмӑллӑ.  Вӑл пур тӗрлӗ ҫын та чӑнлӑха пӗлтӗр*, ҫӑлӑнтӑр тет.  Турӑ пӗрре, Турӑпа ҫынсем хушшинче килӗшӳ тума пулӑшаканни те пӗрре — Христос Иисус. Ҫав ҫын  хӑйӗн пурнӑҫне пур ҫынна та* тӳлесе илмешкӗн* панӑ. Ҫакӑн ҫинчен хӑй вӑхӑтӗнче каласа парӗҫ.  Шӑп ҫак тӗллевпе мана ырӑ хыпар пӗлтерме тата апостол пулма — урӑх халӑх ҫыннисене ӗненӳ ҫинчен тата чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме — суйласа лартнӑ та. Эпӗ чӑннине калатӑп, суймастӑп.  Ҫапла ӗнтӗ, эсир пухӑнакан пур вырӑнта та арҫынсем тарӑхмасӑр, тавлашмасӑр, Турра чунтан парӑннӑ чӗрепе* кӗлтуччӑр тетӗп.  Хӗрарӑмсем те сӑпайлӑ та чипер ӑс-тӑнлӑ пулса* тирпейлӗ тумланччӑр тетӗп. Вӗсем хӑйсене илемлетессе те ҫӳҫӗсене тем тӗрлӗ майланипе* мар, ылтӑнпа, ӗнчӗпе, питӗ хаклӑ тумтирпе те мар, 10  ырӑ ӗҫсем тунипе илемлетчӗр. Турра парӑнса пурӑнакан хӗрарӑмсен ҫапла пулмалла та. 11  Хӗрарӑмсем пӑхӑнса тӑрса пӗр чӗнмесӗр* вӗренччӗр. 12  Эпӗ хӗрарӑмсене арҫынсене вӗрентме е вӗсемпе хуҫаланма ирӗк памастӑп. Хӗрарӑмсен чӗнмесӗр тӑмалла*. 13  Мӗншӗн тесен Турӑ малтан Адама тунӑ, кайран — Евӑна. 14  Унсӑр пуҫне, Адам улталанман, хӗрарӑм улталаннӑ, вара ҫылӑха кӗнӗ. 15  Ҫапах та хӗрарӑмсем малалла та ӗненсен, юратсан, сӑваплӑ пулсан тата чипер ӑс-тӑнлӑ пулсан*, ача ҫуратни вӗсене хӳтӗлӗ.

Сноскӑсем

Е «чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлсе ҫиттӗр».
Е «пур тӗрлӗ ҫынна та».
Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ мӗн ҫухатнипе танлашакан хака парассине пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чунтан парӑннӑ аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе».
Е «тӗплӗн шухӑшласа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫивӗтленипе».
Е «шӑп; лӑпкӑн».
Е «шӑп пулмалла; лӑпкӑ пулмалла».
Е «тӗплӗн шухӑшлама пӗлсен».