1 Тимофей 5:1—25

  • Ҫамрӑксем ҫине, ваттисем ҫине мӗнле пӑхмалла? (1, 2)

  • Тӑлӑх арӑмсемшӗн тӑрӑшни (3—16)

    • Ҫемьешӗн тӑрӑшни (8)

  • Тӑрӑшса ӗҫлекен старейшинӑсене хисеплемелле (17—25)

    • «Вар-хырӑму ыратнӑран... кӑштах хӗрлӗ эрех ӗҫ» (23)

5  Ватӑ арҫынсене ан ятла, вӗсемпе аҫупа калаҫнӑ пек ыррӑн калаҫ, ҫамрӑк арҫынсемпе пиччӳ-шӑллупа калаҫнӑ пек калаҫ,  ватӑ хӗрарӑмсемпе аннӳпе калаҫнӑ пек калаҫ, ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе аппу-йӑмӑкупа калаҫнӑ пек, таса шухӑшлӑ пулса*, калаҫ.  Тӑлӑх арӑмсемшӗн — чӑн-чӑн тӑлӑх арӑмсемшӗн* — тӑрӑш*.  Анчах та пӗр-пӗр тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пур пулсан, чи малтан вӗсем хӑйсен ҫемйинче Турра парӑнса пурӑнма вӗренччӗр: вӗсен хӑйсен ашшӗ-амӑшне, ҫавӑн пекех аслашшӗпе асламӑшне* тивӗҫлине памалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ Турра юрӑхлӑ.  Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗр пулӑшакансӑр тӑрса юлнӑскер, Турра шанать, ӑна кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнать тата кӗлтӑвать.  Хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ* хыҫҫӑн каякан тӑлӑх арӑм вара, пурӑнать пулин те, — вилнӗ.  Вӗсене* никам та ӳпкелеме ан пултартӑр тесе ҫак хушусене парсах тӑр.  Енчен те кам та пулин хӑйӗн ҫемйишӗн, уйрӑмах хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакансемшӗн, тӑрӑшмасть пулсан, вӑл ӗнтӗ ӗненӳрен туннӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах.  Пулӑшу памалли тӑлӑх арӑмсен шутне 60 ҫултан иртнӗ, хӑйӗн упӑшкине шанчӑклӑ пулнӑ* тӑлӑх арӑма кӗртме пулать. 10  Унӑн ырӑ ӗҫсем тунипе ырӑ ят илнӗ ҫын пулмалла: хӑйӗн ачисене лайӑх пӑхса ӳстернӗ, хӑналама юратнӑ, сӑваплӑ ҫынсен урисене ҫунӑ, инкеке лекнисене пулӑшнӑ тата яланах ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшнӑ ҫын пулмалла. 11  Ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене вара пулӑшу памаллисен шутне ан кӗрт, мӗншӗн тесен вӗсене ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑм Христосшӑн ӗҫлеме чӑрмантарнӑ чухне вӗсем качча каяс теҫҫӗ. 12  Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен панӑ сӑмахне пӑсаҫҫӗ*, вара ҫавӑншӑн айӑпа кӗреҫҫӗ. 13  Ҫитменнине тата вӗсем килтен киле ҫӳресе ӗҫсӗр ларма хӑнӑхса каяҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр ларма кӑна мар, элек сарма тата каламалла маррине каласа хӑйсен сӑмсине ыттисен ӗҫне чикме хӑнӑхаҫҫӗ. 14  Ҫавӑнпа эпӗ ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсем качча кайччӑр, ача ҫуратчӑр, кил-ҫуртне пӑхса тӑччӑр тетӗп, хирӗҫ тӑракансене пире айӑплама сӑлтав ан паччӑр тетӗп. 15  Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха хӑварса Шуйттан хыҫҫӑн кайнӑ та ӗнтӗ. 16  Пӗр-пӗр христианкӑн тӑван-хурӑнташӗсем хушшинче тӑлӑх арӑмсем пур пулсан, вӑл вӗсене пулӑштӑр. Вара пуху вӗсемшӗн чӑрманмӗ, чӑн-чӑн тӑлӑх арӑмсене* пулӑшма пултарӗ. 17  Пухӑва лайӑх ертсе пыракан старейшинӑсене, уйрӑмах, тӑрӑшса ӳкӗтлекенсене тата тӑрӑшса вӗрентекенсене, ытларах хисеплемелле. 18  Мӗншӗн тесен Ҫырура ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан* вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла*» тата «Ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ». 19  Икӗ е виҫӗ свидетель ҫирӗплетсе памасӑр старейшинӑна айӑпланине ан ӗнен. 20  Ҫылӑх туса пурӑнакансене, ыттисене асӑрхаттарас* тесе, пурин умӗнче те питле. 21  Сана Турӑ, Христос Иисус тата суйласа илнӗ ангелсем умӗнче чӗнсе калатӑп: никам пирки те малтанах япӑх шутласа хумасӑр, ҫынна камне кура уйӑрмасӑр ҫак хушусене тытса тӑр. 22  Никам ҫине те васкаса аллуна ан хур*, ыттисен ҫылӑхӗсене ан хутшӑн, хӑвна таса упра. 23  Шыв тек ан ӗҫ*, вар-хырӑму ыратнӑран тата хӑв тӑтӑшах чирленӗрен кӑштах хӗрлӗ эрех ӗҫ. 24  Хӑш-пӗр ҫынсен ҫылӑхӗсем пуриншӗн те паллӑ, вӗсене тӳрех айӑплама пулать, теприсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа паллӑ пулаҫҫӗ. 25  Ҫавнашкалах, лайӑх ӗҫсем те пуриншӗн те паллӑ, паллӑ мар пулсан та, вӗсем пытарӑнса юлаймӗҫ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗтӗм тасалӑхпа».
Урӑхла каласан, пӗр пулӑшакансӑр тӑрса юлнӑ тӑлӑх арӑмсемшӗн.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чыс ту».
Е «кукашшӗпе кукамӑшне».
Тен, ҫакӑнта ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑл-туртӑм пирки сӑмах пырать.
Ҫакӑнта тӑлӑх арӑмсемпе вӗсен тӑван-хурӑнташӗсем пирки сӑмах пырать пулмалла.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр упӑшкан арӑмӗ пулнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйсен пӗрремӗш ӗненӗвне сирсе яраҫҫӗ».
Урӑхла каласан, пӗр пулӑшакансӑр юлнӑ тӑлӑх арӑмсене.
Авӑн ашни — урапа е выльӑха кӳлнӗ ятарлӑ хатӗрпе таптаса тырра пучахсенчен уйӑрни.
Е «авӑн ашакан вӑкӑра ҫӑварлӑх ан тӑхӑнтарт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ыттисем хӑраччӑр».
Урӑхла каласан, никама та васкаса суйласа ан ларт.
Е «шыв ҫеҫ ан ӗҫ».