1 Тимофей 6:1—21
6 Ҫынсене Турӑ ячӗ пирки тата унӑн вӗрентӗвӗ пирки хурласа калаҫма парас мар тесен, чурасен хӑйсен хуҫисене чун-чӗререн хисеплемелле.
2 Хуҫисем христиансем пулсан вара, чурасен хӑйсен хуҫисене вӗсем пирӗн тӑвансем-ха тесе хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем христиансем тата хӑйсен юратнӑ тӑванӗсем пулнине кура чурасен вӗсемшӗн тата ытларах тӑрӑшса ӗҫлемелле.
Эсӗ ҫакна вӗрент, ҫапла тума ӳкӗтле.
3 Кам та пулин урӑххине вӗрентет пулсан, пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан тӗрӗс* сӑмахӗсемпе тата Турра парӑнса пурӑнма хавхалантаракан вӗрентӳпе килӗшмест пулсан,
4 вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ тата нимӗн те ӑнланмасть. Унӑн тавлашас тата сӑмахсем пирки хирӗҫес шухӑш кӑна. Ҫаксем пурте ӑмсанасси, хирӗҫесси, элеклесси* патне, ыттисене шанманни патне,
5 кирлӗ марришӗн пӗр вӗҫӗмсӗр тавлашасси патне илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫавнашкал тавлашакан ҫынсен ӑсӗ пӑсӑлнӑ, вӗсем чӑнлӑха ӑнланма пӑрахнӑ тата вӗсем Турра парӑнса пурӑннипе мӗн те пулин илме пулать тесе шутлаҫҫӗ.
6 Чӑнах, Турра парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, ҫав вӑхӑтрах хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр пулсан, эпир нумай илетпӗр.
7 Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен, унтан нимӗн те илсе тухаяс та ҫук.
8 Ҫавӑнпа пирӗн ҫимелли тата тӑхӑнмалли* пур пулсан, ҫакӑнпа ҫырлахса пурӑнӑпӑр.
9 Пуяс текенсем вара илӗртӳ хыҫҫӑн каяҫҫӗ, капкӑна лекеҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ кӑмӑл-туртӑма парӑнаҫҫӗ, вара асап кураҫҫӗ тата пӗтеҫҫӗ.
10 Мӗншӗн тесен мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ вӑл — укҫана юратни, ӑна пула хӑшӗ-пӗрисем ӗненӳрен пӑрӑнса кайнӑ тата хӑйсене нумай хӗн-асап курмалла тунӑ.
11 Эсӗ вара, Турӑ ҫынни, ҫаксенчен тар. Тӳрӗ пулма, Турра парӑнса пурӑнма, ӗненме, юратма, чӑтӑмлӑ тата йӑваш пулма тӑрӑш.
12 Ӗненӳшӗн тӑрӑшса кӗреш, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫирӗп ярса тыт. Турӑ сана ҫав пурнӑҫ валли чӗнсе илнӗ, эсӗ ҫав пурнӑҫ ҫинчен нумай ҫын умӗнче питӗ лайӑх каласа пӗлтертӗн.
13 Пурне те пурнӑҫ паракан Турӑ умӗнче тата хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫинчен По́нтий Пилата питӗ лайӑх пӗлтернӗ Христос Иисус умӗнче хушатӑп сана:
14 пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа хӑйӗн вӑйне кӑтартас вӑхӑт ҫитиччен пӗр кӑлтӑксӑр, пӗр айӑпсӑр пулса ҫак заповеде тытса тӑр.
15 Телейлӗ те пӗртен-пӗр Хӑватлӑ Пуҫлӑх хӑйӗн вӑйне палӑртнӑ вӑхӑтра кӑтартӗ. Вӑл патшасен Патши тата хуҫасен Хуҫи.
16 Вӑл ҫеҫ вилӗмсӗр. Ӑна, патне те пыма ҫук ҫутӑра пурӑнаканскере, ҫынсенчен никам та курман, курма та пултараймасть. Ӑна чыс пултӑр, унӑн хӑвачӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пултӑр. Аминь.
17 Ҫак тӗнчере* пуяннисене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсене мӑнна ан хуччӑр тата пӗтекен пуянлӑх ҫине мар, савӑнса пурӑнма мӗн кирлине ытлӑн-ҫитлӗн паракан Турӑ ҫине шанччӑр.
18 Вӗсене ыррине тума, ырӑ ӗҫсемпе пуян пулма, уҫӑ кӑмӑллӑ пулма тата хӑйсен мӗн пуррине ыттисене пама хатӗр пулма ӳкӗтле.
19 Ҫапла туса вӗсем хӑйсем валли мул пухӗҫ — пуласлӑх валли лайӑх никӗс хывӗҫ, — вара чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма пултарӗҫ.
20 Тимофей, хӑвна шанса панине упра, Турра хурлакан пуш калаҫусенчен тата пӗлӳ текеннинчен, чӑнлӑха хирӗҫлекеннинчен, пӑрӑн.
21 Ҫав пӗлӗве пысӑка хурса хӑшӗ-пӗрисем ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ.
Сирӗнпе пӗрле виҫесӗр ырӑлӑх пултӑр.