Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ЕНОХ

Вӑл «Турра юранӑ»

Вӑл «Турра юранӑ»

ЕНОХ нумай пурӑннӑ. Ҫакна пуҫа шӑнӑҫтарма ҫӑмӑлах мар пулин те, вӑл 365 ҫула яхӑн пурӑнать ӗнтӗ — хальхи вӑхӑтра тӑватӑ ӑру та ун чухлӗ пурӑнмасть! Анчах та вӑл ун чухне ватӑ шутланман. Вӑл вӑхӑтра, 5 000 ҫул ытла каялла, ҫынсем хальхинчен чылай нумайрах пурӑннӑ. Адам, пӗрремӗш ҫын, Енох ҫуралнӑ чухне 600 ҫултан иртнӗ пулнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тата 300 ҫул пурӑннӑ! Адамӑн ӑрӑвӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем тата нумайрах пурӑннӑ. Ҫавӑнпа та Енох 365 ҫулта та сӑнӗпе ҫамрӑк курӑнма пултарнӑ, унӑн пурӑнмалла та пурӑнмалла пулнӑ-ха. Анчах унӑн ҫакна тума май килмен.

Енох умне пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑнӑ. Вӑл тин кӑна Туррӑн хыпарне пӗлтернӗ ҫынсенчен тарнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫилленнипе хӗремесленсе кайнӑ. Вӗсем ӑна питӗ кураймаҫҫӗ. Вӗсем унӑн хыпарӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ, ҫавӑнпа Еноха янӑ Турра ылханаҫҫӗ. Енохӑн Туррине нимӗн те тума пултарайман пирки вӗсем унӑн ӗҫлекенӗ ҫине тапӑнаҫҫӗ. Тен, ҫав вӑхӑтра Енох хӑйӗн килӗнчисем пирки, вӗсене каллех курӑп-ши тесе шутлать. Унӑн арӑмӗпе, хӗрӗсемпе, Мафусал ывӑлӗпе тата Ламех мӑнукӗпе мӗн пулӗ-ши? (Пултарни 5:21—23, 25.) Чӑнах та вилӗм ҫитрӗ-ши?

Енох ҫинчен Библире питӗ сахал каланӑ. Библире ун ҫинчен виҫӗ хутчен кӑна кӗскен асӑннӑ (Пултарни 5:21—24; Еврейсем 11:5; Иуда 14, 15). Анчах та ҫакӑ та вӑл питӗ хытӑ ӗненекен ҫын пулнине сӑнласа пама ҫителӗклӗ. Хӑвӑр ҫемйӳне мӗн кирлипе тивӗҫтересси пирки эсир пӑшӑрханатӑр-и? Тӗрӗслӗхшӗн сирӗн кӗрешме тивнӗ-и? Ку ҫапла пулсан, Енох тӗслӗхӗ сире нумай енчен вӗрентме пултарать.

«ЕНОХ ТУРӐ УМӖНЧЕ ҪӲРЕНӖ»

Енох ҫуралнӑ вӑхӑтра этемлӗх питӗ ирсӗрленсе кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ҫӗр ҫинче Адамран пуҫласа ҫиччӗмӗш ӑру пурӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем Адампа Ева унччен ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ вӑхӑтран аякрах пулман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем нумай пурӑннӑ. Анчах та ҫынсем нравственность енчен питӗ ирсӗрленсе кайнӑ тата Турӑ курайман ӗҫсене тунӑ. Пур ҫӗрте те усал та хаяр ӗҫсем пулнӑ. Ҫакӑ иккӗмӗш ӑру вӑхӑтӗнче, Каин хӑйӗн шӑллӗне Авеле вӗлернӗ чухне, пуҫланнӑ. Каин йӑхӗнчи пӗр ҫын Каинран та усалтарах пулнипе тата хаяртарах тавӑрнипе мухтаннӑ курӑнать! Виҫҫӗмӗш ӑру вӑхӑтӗнче тепӗр усаллӑх пуҫланнӑ. Ҫынсем Иеговӑн «ятне асӑнса чӗне пуҫланӑ», анчах та ҫакна вӗсем Турра мухтас тесе туман. Вӗсем Туррӑн сӑваплӑ ячӗпе усӑ курнӑ чухне ҫав ята хисеп туман тата Турра хурланӑ пулас (Пултарни 4:8, 23—26).

Енох вӑхӑтӗнче Турра ҫавӑн пек ирсӗррӗн пуҫҫапни анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Енох мӗн суйласа илӗ-ши? Вӑл хӑйне ыттисем пекех тытӗ-ши? Е вӑл Иегова, тӳпепе ҫӗре тунӑ чӑн Турӑ, майлӑ тӑрӗ-ши? Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапнӑшӑн асаплантарса вӗлернӗ Авелӗн тӗслӗхӗ, тен, ун ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Енох та ҫавӑн пек ҫирӗп шухӑшлӑ пулма шут тытнӑ. Пултарни 5:22-мӗшӗнче каланӑ: «Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ». Ҫак тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсем Еноха ҫав вӑхӑтри Турра хурлакан тӗнчери Турра юрӑхлӑ ҫын пек сӑнласа параҫҫӗ. Библире ҫавӑн пек сӑмахсем каланӑ ҫынсенчен вӑл пӗрремӗш.

Ҫав сӑвӑ йӗркинчех Енох хӑйӗн Мафусал ывӑлӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн Иегова умӗнче ҫӳренӗ тесе каланӑ. Апла пулсан, Енох 65 ҫул тултарнӑ тӗлнелле ҫемьеллӗ ҫын пулнӑ. Библире унӑн арӑмӗ мӗн ятлӑ пулни ҫинчен, унӑн миҫе ывӑлпа миҫе хӗр пулни ҫинчен каламан. Ачаллӑ ҫын пирки вӑл Турӑ умӗнче ҫӳрет тесе каланӑ пулсан, эппин вӑл хӑйӗн ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне те, ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ чухне те Турра кирлӗ пек тума тӑрӑшать. Енох хӑйӗн арӑмне шанчӑклӑ тӑрса юлма кирлине, Иегова унран ҫавна кӗтнине ӑнланнӑ (Пултарни 2:24). Вӑл вара хӑйӗн ачисене Иегова Турра юратма вӗрентес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ паллах. Унӑн хӑйӗн ачисенче ҫавӑн пек юрату аталантарма май килнӗ-и?

Библире ҫавӑн пирки питӗ сахал каланӑ. Енох ывӑлӗ — ҫӗр ҫинчи ҫынсенчен пуринчен те нумайрах пурӑннӑ тата пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ ҫулта вилнӗ Мафусал — пирки Турра пуҫҫапса пурӑннипе пурӑнманни ҫинчен нимӗн те каламан. Анчах та эпир Мафусалӑн Ламех ятлӑ ывӑл ҫурални ҫинчен пӗлетпӗр. Ламех хӑйӗн Енох аслашшӗпе сахалтан та 100 ҫул пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. Ламех ҫитӗнсе ҫитсен, вӑл Иеговӑна хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ. Турӑ Ламеха хӑйӗн Ной ывӑлӗ ҫинчен пророкла калама хавхалантарнӑ, ҫав сӑмахсем вара пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланнӑ. Ноя, хӑйӗн аслашшӗн ашшӗ Енох пекех, Турӑ умӗнче ҫӳрекен ҫын пек пӗле пуҫланӑ. Нойпа Енох пӗр вӑхӑтра пурӑнман. Анчах Енох пуян еткерлӗх хӑварнӑ. Ной ҫав еткерлӗх ҫинчен Ламех ашшӗнчен, е Мафусал аслашшӗнчен, е, тен, Енох ашшӗнчен — Ной 366 ҫулта пулнӑ чухне вилнӗ Иаредран — пӗлме пултарнӑ (Пултарни 5:25—29; 6:9; 9:1).

Енох пӗртте Адам пек пулман. Адам, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулин те, Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, вара ҫавна пула унӑн ӑрӑвӗ ҫылӑх ҫулӗпе кайнӑ, ҫакӑ вӗсене хӗн-асап кӳнӗ. Енохӑн ҫитменлӗхсем пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн ӑрӑвне мӗнле хытӑ ӗненсе пурӑнмаллине кӑтартакан тӗслӗх хӑварнӑ. Енох 308 ҫулта пулнӑ чухне Адам вилнӗ. Адамӑн ӑрӑвӗнчи ҫынсем хӑйӗншӗн анчах пурӑннӑ мӑн аслашшӗшӗн хӳхленӗ-ши? Ҫакна эпир пӗлместпӗр. Анчах Енох ниме пӑхмасӑрах «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ» (Пултарни 5:24).

Сирӗн ҫемье пур пулсан, Енох тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫемьене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑмалла пулин те, ҫемьери ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшни чылай кирлӗрех (1 Тимофей 5:8). Ҫакна эсир сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫпе те тума пултаратӑр. Енох пекех Турӑ умӗнче ҫӳретӗр пулсан тата Туррӑн канашӗсем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшатӑр пулсан, эсир те хӑвӑр ҫемйӳ валли хаклӑ еткерлӗх — мӗнле ӗненсе пурӑнмаллине кӑтартакан тӗслӗх — хӑваратӑр.

ЕНОХ «ВӖСЕМ ҪИНЧЕН МАЛТАНАХ ПӖЛТЕРСЕ ХУНӐ»

Турра ӗненмен-хисеплемен тӗнчере Енох хӑйне тӑр-пӗччен пек туйма пултарнӑ. Анчах та ӑна хӑйӗн Турри, Иегова, асӑрханӑ-и? Асӑрханӑ. Иеговӑн хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе калаҫмалли кун ҫитнӗ. Турӑ Еноха ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсене каласа памалли хыпар пӗлтернӗ. Ҫапла Иегова Еноха хӑйӗн пророкӗ туса хунӑ. Библире ҫырса хунӑ пророксен сӑмахӗсенчен пӗрремӗшӗ Енохӑн сӑмахӗсем пулнӑ. Эпир ҫавна Иисусӑн Иуда ятлӑ шӑллӗ янӑ ҫыруран пӗлетпӗр. Вӑл Енохӑн пророкла сӑмахӗсене темиҫе ӗмӗр иртсен ҫырса хунӑ *.

Енох мӗн ҫинчен пророкла каланӑ? Акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» (Иуда 14, 15). Ҫакӑ чӑннипех пурнӑҫланассине Енох хытӑ ӗненнӗ. Енохшӑн Турӑ хӑй мӗн каланине пурнӑҫланӑ пекех пулнӑ. Ҫав сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ак ҫапла: пророк хальлӗхе пурнӑҫланман, анчах та пуласлӑхра пурпӗр пурнӑҫланакан япаласем ҫинчен пулса иртнӗ пекех калать (Исаия 46:10).

Туррӑн хыпарне Енох тӑшманла тӑракан ҫынсене хӑюллӑн пӗлтернӗ

Еноха ҫав хыпара пӗлтерме мӗнлерех пулнӑ-ши? Мӗнле вирлӗ сӑмахсемпе асӑрхаттарса каланине асӑрхӑр-ха. Енох ҫынсене, вӗсен ӗҫӗсене тата ҫав ӗҫсене вӗсем мӗнле тунине питлес тесе «йӗркесӗр», «усал» тата «чӑрсӑр» сӑмахсемпе усӑ курнӑ. Ҫапла вара ҫав пророкла сӑмахсем ҫынсене Адампа Евӑна Эдемран хӑваласа кӑларса янӑ хыҫҫӑн вӗсем йӗркелесе янӑ тӗнче пӗтӗмпех ирсӗрленсе кайни пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫав тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх пулнӑ: Иегова тӗрӗс суд тума «Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе» килмелле пулнӑ. Турӑ ҫавӑн пек асӑрхаттарни пирки Енох пӗр хӑрамасӑр пӗлтернӗ, ҫавна вара вӑл пӗччен тунӑ! Тен, ҫамрӑк Ламех хӑйӗн хӑюллӑ аслашшӗ ҫине тӗлӗнсе, ҫав вӑхӑтрах хисеплесе пӑхса тӑнӑ. Ку ҫапла пулнӑ пулсан, мӗншӗнне эпир ӑнланатпӑр.

Енохӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Эпӗ хальхи тӗнче ҫине Турӑ пӑхнӑ пекех пӑхатӑп-и?» Енох хӑюллӑн пӗлтерсе тӑнӑ суд приговорӗ Енох вӑхӑтӗнчи тӗнчепе ҫеҫ мар, хальхи тӗнчепе те ҫыхӑннӑ. Енох асӑрхаттарнӑ пекех, Иегова Ной вӑхӑтӗнчи йӗркесӗр тӗнчене шыв айне туса пӗтернӗ. Анчах та йӗркесӗр ҫынсене шыв илнипе пӗтерни кӗҫех йӗркесӗр ҫынсене пӗтӗмпех пӗтерсе тухассине сӑнласа парать (Матфей 24:38, 39; 2 Петр 2:4—6). Ун чухнехи пекех, Турӑ кӗҫех ҫак йӗркесӗр тӗнчене суд тума «Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе» килӗ. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та Енохӑн сӑмахӗсене тимлемелле те ҫывхарса килекен хӑрушлӑх ҫинчен пурне те пӗлтермелле. Тӑвансемпе туссем пирӗнтен ютшӑнма пултарӗҫ. Эпир хамӑра тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйма пултарӑпӑр. Анчах та Иегова Еноха хӑварман пекех, вӑл хӑйӗн хальхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те хӑвармӗ.

КУҪАРНӐ, ҪАПЛА ВӐЛ ВИЛӖМ КУРМАН

Енохӑн историйӗ мӗнле вӗҫленнӗ? Тӗрӗссипе каласан, унӑн вилӗмӗ унӑн пурнӑҫӗнчен те пысӑкрах вӑрттӑнлӑх. Пултарни кӗнекере ҫакӑн пек кӑна каланӑ: «Енох чӑн Турӑпа ҫӳренӗ. Вӑл пулма пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна илнӗ» (Пултарни 5:24, ҪТ). Турӑ Еноха «илнӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче Еврейсем 11:5-мӗшӗнче Турӑ Еноха тӳпене куҫарнӑ тесе каланӑ. Анчах ҫакӑн пекки пулма пултарайман, мӗншӗн тесен Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус Христос — пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ (Иоанн 3:13).

Ҫав вӑхӑтрах ытти Библи куҫарӑвӗсенче Еврейсем 11:5-мӗшӗнче Еноха куҫарнӑ, ҫапла вӑл вилӗм курман тесе каланӑ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иегова Еноха пурнӑҫран вилӗме ҫемҫен куҫарнӑ, ҫапла вара ӑна асаплӑ вилӗмрен хӑтарнӑ. Анчах та Еноха «хӑй Турра юранине... хӑйне куҫаричченех пӗлтернӗ». Мӗнле? Тен, вилес умӗн Енох Турӑран курӑну илнӗ, унта вӑл ҫӗр ҫинчи пулас рая курнӑ пулӗ. Иегова ырланине кӑтартакан ҫавӑн пек уҫӑмлӑ паллӑ илнӗ хыҫҫӑн Енох вилӗм ыйхипе ҫывӑрса кайнӑ. Павел апостол Енох ҫинчен тата Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ» (Еврейсем 11:13). Тен, ҫавӑн хыҫҫӑн тӑшмансем Енохӑн кӗлеткине шыранӑ, анчах та тупайман, мӗншӗн тесен унӑн кӗлеткине ан ирсӗрлетччӗр е унпа суя тӗне сарма ан усӑ курччӑр тесе Иегова ӑна пӗтернӗ курӑнать *.

Библире мӗн-мӗн каланине асра тытнӑ май айтӑр Енохӑн пурнӑҫӗ мӗнле вӗҫленнине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшар. Акӑ пулма пултарнӑ майсенчен пӗри. Енох тӑшманӗсенчен тарать, унӑн вӑйӗ тӑрса юлманпа пӗрех. Вӗсем ӑна хӑваласа ҫитсех пыраҫҫӗ. Енох пӗлтернӗ хыпаршӑн, суд тума палӑртса хуни ҫинчен калакан хыпаршӑн, вӗсем ҫилӗпе тулнӑ. Енох пытанас тата сывлӑш ҫавӑрса илес тесе вӑрттӑн вырӑн тупать, анчах та вӑл хӑйне пурпӗр тупасса тата нумайччен тарса ҫӳреме пултарайманнине пӗлет. Хӑрушӑ вилӗм ҫывӑх. Вӑл хӑйӗн Туррине хӗрӳллӗн кӗлтӑвать. Ҫак самантра вӑл тӗлӗнмелле лӑпкӑлӑха туйса илет. Курӑну чӑн-чӑнни пек курӑннӑран Енох хӑйне нихҫан курман ҫӗре лекнӗ пек туять.

Еноха хаяррӑн вӗлерме пултарнӑ, ҫавӑнпа Иегова «ӑна илнӗ»

Унӑн куҫӗ умне вӑл унччен мӗн курнинчен пачах урӑхла ӳкерчӗк тухса тӑрать. Вӑл хӑйне Эдем пахчине лекнӗ пек туять, анчах та унта пахчана кӗмелли вырӑна херувимсем сыхласа тӑмаҫҫӗ. Вӑл ҫирӗп сывлӑхлӑ вӑйпитти арҫынсемпе хӗрарӑмсене курать. Вӗсем хушшинче килӗшӳпе канӑҫлӑх. Унта курайманлӑх ҫук тата Турра ӗненнӗшӗн хӗсӗрлемеҫҫӗ. Енох хӑйне Иегова ырланине тата юратнине туять. Вӑл хӑйӗн ҫакӑнта пулмаллине, ку хӑйӗн килӗ пулнине ӑнланать. Унӑн ӑшӗнче сӑмахпа каласа пама ҫук лӑпкӑлӑх ҫуралать. Енох куҫне хупать те тарӑн та канлӗ ыйхӑпа ҫывӑрса каять.

Паянхи кунчченех вӑл ҫавӑн пек тӑрса юлнӑ. Вӑл вилӗм ыйхипе ҫывӑрать — Иегова Туррӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр асӗнче тӗплӗн упранать! Каярахпа Иисус сӑмах панӑ пекех, кам Туррӑн асӗнче, ҫавсем пурте Христосӑн сассине илтӗҫ те тупӑклӑхран тухӗҫ. Вӗсем куҫӗсене уҫӗҫ те питӗ илемлӗ тата мирлӗ ҫӗнӗ тӗнчене курӗҫ (Иоанн 5:28, 29).

Сирӗн ҫавӑнта пулас килет-и? Унта Енохпа тӗл пулма питӗ хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ пулӗ! Эпир унран мӗн чухлӗ интереслӗ япаласем ҫинчен пӗлме пултарӑпӑр! Вӑл пире хӑйӗн юлашки саманчӗсем эпир шутланӑ пек пулнипе пулманни ҫинчен каласа пама пултарӗ. Анчах пирӗн халех пӗр япалана пӗлмелле. Енох ҫинчен асӑннӑ хыҫҫӑн Павел апостол каланӑ: «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук» (Еврейсем 11:6). Ҫакӑ пире Енох ӗненнӗ пек ӗненме хавхалантаракан витӗмлӗ сӑлтав!

^ 14 абз. Хӑш-пӗр библеистсем Иуда хӑйӗн сӑмахӗсене Енохӑн апокриф кӗнекинчен илнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ иккӗлентерет, мӗншӗн тесен ҫак кӗнеке пулма пултарайман ӑссӑрла халапсенчен тӑрать, ҫавӑн пекех ӑна Енох ҫырнӑ тесе тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ. Унта чӑнах та Енох пророкла каланӑ сӑмахсене илсе панӑ, анчах та автор ҫав сӑмахсене сӑмах вӗҫҫӗн каланинчен илтме е пирӗн вӑхӑта ҫитмен документран илме пултарнӑ. Иуда хӑйӗн сӑмахӗсене ҫав авалхи документран илме е Енох мӗнле пурӑннине пӗлӗтрен сӑнаса тӑнӑ Иисусран пӗлме пултарнӑ.

^ 20 абз. Турӑ Моисейӑн тата Иисус Христосӑн кӗлеткисемпе те ҫавнашкалах тунӑ пулмалла, ҫапла вӑл ҫынсене вӗсен кӗлеткисене ирсӗрлетме е вӗсемпе суя тӗнре усӑ курма паман (Саккуна астутарни 34:5, 6; Лука 24:3—6; Иуда 9).