ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИЕ ВУЛАМА ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
Мӗншӗн Библие вуламалла?
«Эпӗ Библие ӑнланма йывӑр тесе шутланӑ» (Жови).
«Ҫакӑ мана питӗ кичемлӗ пек туйӑнатчӗ» (Квини).
«Библи хулӑн кӗнеке пулнине курсан, манӑн ӑна вулас кӑмӑл ҫухалчӗ» (Езекиль).
Тен, сирӗн те Библи вулас тенӗ чухне ҫавӑн пек шухӑшсем пулкаланӑ. Нумай ҫынна Библи вуласси вӑл питӗ йывӑр ӗҫ пек туйӑнать. Анчах та Библи сире телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшнине пӗлтӗр пулсан, эсир мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Ҫак кӗнекене вулама интереслӗрех тума пулӑшакан майсем пуррине пӗлтӗр пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Библире мӗн каланине пӗлес кӑмӑл ҫуралман пулӗччӗ-и сирӗн?
Библи вулани мӗнле усӑ панине курнӑ ҫынсем мӗн каланине асӑрхӑр-ха.
Езекиль, 20 ҫулсенчи ҫамрӑк, ҫапла калать: «Унччен эпӗ ӑҫта каймаллине пӗлмен водитель пекчӗ. Библи мана хам ума тӗллевсем лартма пулӑшрӗ. Унта кашни кун усӑ парса тӑракан канашсем пур».
Фрида, 20-рен иртнӗ хӗр, каласа парать: «Эпӗ тӳрех тарӑхса каяттӑмччӗ. Анчах та Библие пула эпӗ хама алра тытма вӗрентӗм. Мана ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑлрах пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа халӗ манӑн туссем нумай».
Евника ятлӑ 50 ҫулсенчи хӗрарӑм калать: «Библи мана хамӑн характера улӑштарма тата япӑх йӑласенчен хӑтӑлма пулӑшрӗ».
Библи ҫак ҫынсене тата ӑна вулакан миллион-миллион ҫынна хӑйсен пурнӑҫне телейлӗрех тума пулӑшнӑ. Ҫак кӗнеке сире те пулӑшма пултарать (Исаия 48:17, 18). Библи сире 1) тӗрӗс йышӑнусем тума, 2) чӑн-чӑн туссене тупма, 3) стреса ҫӗнтерме, 4) пуринчен ытла вара Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлме пулӑшӗ. Библири канашсем — Турӑран, ҫавӑнпа та эсир вӗсене тытса тӑнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗр, мӗншӗн тесен Турӑ нихӑҫан та япӑх канаш памасть.
Чи кирли вӑл — Библие вулама пуҫласси. Ҫакна мӗнрен пуҫламалла тата вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?