Вулакансен ыйтӑвӗсем
Иезекииль кӗнекери 37-мӗш сыпӑкра пророк икӗ туяна юнашар майлаштарса хуни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?
Иегова Иезекииле шанчӑк паракан хыпар пӗлтернӗ: Пама пулнӑ ҫӗре таврӑнсан израильтянсем каллех пӗр халӑх пулса тӑрӗҫ тесе шантарса каланӑ. Унсӑр пуҫне, ку хыпар Туррӑн халӑхӗ юлашки кунсенче пӗрлӗхре пуҫҫапасси ҫинчен аса илтерет.
Иегова хӑйӗн пророкне икӗ туя ҫине ҫапла ҫырса хума хушнӑ: пӗрин ҫине «Иудӑна тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене» тесе ҫыр тенӗ, теприн ҫине вара «Иосифа» тесе ҫырма хушнӑ, ку туя «Ефремӑн тата унпа килӗштерсе пурӑнакан пӗтӗм Израиль килӗн туйи пулӗ» тенӗ. Ҫав икӗ туя Иезекииль аллинче пӗр туя пулса тӑмалла пулнӑ (Иез. 37:15—17).
Сак. аст. 33:13, 17; 3 Патш. 11:26). Ҫав йӑх Ефремран, Иосиф ывӑлӗнчен, пулса кайнӑ (Йыша шутл. 1:32, 33). Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа питӗ пысӑк пиллӗх панӑ. Ҫаксене пурне те шута илсен, Ефремӑн туйи вун йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхне сӑнарласа парать. Пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта, Иезекииль икӗ туя ҫинчен пророкла каланине ҫырса париччен чылай маларах, Ассири ҫыннисем ҫурҫӗр патшалӑха ҫӗнтерсе унта пурӑнакансене тыткӑна илсе кайнӑ пулнӑ (4 Патш. 17:6). Ассири хыҫҫӑн чи хӑватлӑ патшалӑх Вавилон империйӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа пророк вӑхӑтӗнче израильтянсем ытларахӑшӗ Вавилон патшалӑхӗн пӗтӗм территорийӗнче пурӑннӑ.
«Ефрем» тени мӗне пӗлтерет? Вун йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхӗн пӗрремӗш патши Иеровоам пулнӑ. Вӑл Ефрем йӑхӗнчи, чи хӑватлӑ йӑхри, ҫын пулнӑ (Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑх ҫыннисене Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ, ҫавӑн пекех вӗсемпе пӗрле ҫурҫӗр патшалӑхӗнчен тӑрса юлнисем те тыткӑна лекнӗ пулас. Кӑнтӑр патшалӑхӗн патшисем Давид йӑхӗнчи ҫынсем пулнӑ. Ҫав патшалӑхра священниксем те пурӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иерусалимри храмра ӗҫлесе тӑнӑ (2 Ҫулс. 11:13, 14; 34:30). Ҫавӑнпа Иуда туйи икӗ йӑхран тӑракан патшалӑха сӑнарласа парать тесе калама пулать.
Ҫав икӗ туя хӑҫан пӗр туя пулса тӑнӑ? Пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта. Ҫав ҫулта израильтянсем храма ҫӗнӗрен туса лартма Иерусалима таврӑннӑ. Икӗ йӑхран тӑракан патшалӑх ҫыннисем те, вунӑ йӑхран тӑракан патшалӑх ҫыннисем те тыткӑнран тухнӑ. Ҫавӑнтан пуҫласа вӗсем пӗр халӑх пулса тӑнӑ (Иез. 37:21, 22). Израильтянсем каллех пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем пӗр халӑх пулса тӑрасси ҫинчен Исаия тата Иеремия пророксем те каласа хунӑ пулнӑ (Ис. 11:12, 13; Иер. 31:1, 6, 31).
Ҫак пророкла каланинчен Турра тӗрӗс пуҫҫапасси ҫинчен мӗн пӗлме пулать? Иегова хӑйне пуҫҫапакан ҫынсене пӗрле пуҫтарса пӗр халӑх туса хурӗ (Иез. 37:18, 19). Ҫак пророкла сӑмахсем пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланнӑ-и? Ҫапла. Иезекииль сӑмахӗсем 1919 ҫулта пурнӑҫланма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене майӗпен ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ тата пӗрлештернӗ. Сатана вӗсене яланлӑхах уйӑрса яма тӑрӑшни кӑлӑхах пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсен нумайӑшӗн пӗлӗтре патшасем тата священниксем пулса Иисуспа пӗрле ертсе пыма шанчӑк пулнӑ (Ӳлӗм. 20:6). Вӗсене Иуда туйи сӑнарласа панӑ. Каярахпа вара ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ҫынсем те вӗсемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсен шучӗ ӳссех пынӑ (Зах. 8:23). Ҫак ҫынсене Ефремӑн туйи сӑнарласа панӑ.
Пирӗн вӑхӑтра ҫак икӗ ушкӑн Иеговӑшӑн пӗр пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене пӗр патша, Иисус Христос, ертсе пырать. Иезекииль пророкла каланинче Турӑ ӑна «Манӑн Давид чурам» тенӗ (Иез. 37:24, 25). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пурте, вӑл хӑйӗн Ашшӗпе пӗр пулнӑ пекех, «пӗр пулччӑр» тесе кӗлтунӑ (Иоанн 17:20, 21) *. Ҫавӑн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен тӑракан пӗчӗкҫӗ кӗтӳ «урӑх сурӑхсемпе» пӗрле «пӗр кӗтӳ» пулса тӑрӗҫ тесе пророкла каланӑ Иисус. Тата вӗсен «пӗр Кӗтӳҫӗ» пулӗ тенӗ (Иоанн 10:16). Иисус ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗлӗтре-и е ҫӗр ҫинче пурӑнма шанаҫҫӗ-и, вӗсем хушшинче пӗрлӗх пулать!
^ 6 абз. Иисус юлашки кунсем ҫитнине кӑтартакан паллӑ ҫинчен каланӑ чухне темиҫе тӗслӗх илсе панӑ. Ҫав тӗслӗхсене вӑл мӗнле йӗркепе каласа пани те интереслӗ. Чи малтан вӑл «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансенчен тӑракан ертсе пыракан пӗчӗк ушкӑн — ҫинчен каланӑ (Матф. 24:45—47). Кайран Иисус пӗлӗтре пурӑнма шанакансем пирки тӗслӗхсем илсе панӑ (Матф. 25:1—30). Унтан вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем ҫинчен, Христосӑн тӑванӗсене пулӑшакансем ҫинчен, каланӑ (Матф. 25:31—46). Шӑпах ҫав йӗркепе Иезекииль пророкла калани пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланма пуҫланӑ. Чи малтан вӑл пӗлӗтре пурӑнма шанакансем ҫинче пурнӑҫланнӑ. Вун йӑхран тӑракан патшалӑх ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансене ытларах чухне сӑнарласа памасть пулин те, Израиль йӑхӗсем каллех пӗр халӑх пулса тӑни пӗлӗтре пурӑнма тата ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем хушшинчи пӗрлӗх ҫинчен аса илтерет.