Турӑ пысӑк ырӑлӑхлӑ пулнишӗн эпир пархатарлӑ
«Унӑн тулли тивлетне [«пысӑк ырӑлӑхне», ҪТ] пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр» (ИОАНН 1:16).
1, 2. а) Иисус пахча хуҫи ҫинчен каланӑ ытарӑша каласа парӑр. ӑ) Ҫак ытарӑшран эпир уҫӑ кӑмӑллӑх тата пысӑк ырӑлӑх ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
ПӖР ХУҪА хӑйӗн иҫӗм пахчинче ӗҫлеттерме ҫынсене тара тытас тесе ирех суту-илӳ тӑвакан ҫӗре каять. Вӑл хӑй сӗннӗ хакпа ӗҫлеме килӗшекен ҫынсене тупать. Ӗҫлекенсем вара ӑна нумай кирлӗ, ҫавӑнпа вӑл пасара темиҫе хутчен те каять. Кун вӗҫӗнче ӗҫлеме килекенсене те лайӑх тӳлеме сӑмах парать. Каҫалапа пахча хуҫи ӗҫлекенсене пурне те укҫа тӳлеме пухать. Кунӗпе ӗҫлекеннисене те, пӗр сехет ӗҫлекеннисене те пӗр чухлех укҫа парать. Ҫавна курсан мӗн иртенпех ӗҫлекеннисем кӑмӑлсӑррӑн калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Пахча хуҫи вара вӗсене хуравлать: «Эсир ҫак хакпа ӗҫлеме килӗшрӗр вӗт. Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? Е сирӗн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» (Матф. 20:1—15).
2 Иисус каласа панӑ ытарӑш Иеговӑн пӗр паха енӗ ҫинчен аса илтерет. Ҫав ен ҫинчен — «Турӑ тивлечӗ», е Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗ ҫинчен, — Библире нумай хутчен ҫырнӑ 1. (2 Коринф 6:1 вуласа пар.) Пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлекенсем кунӗпе ӗҫлекенсем чухлех укҫа илмешкӗн тивӗҫлӗ мар пек туйӑнма пултарнӑ. Анчах та пахча хуҫи вӗсене ырӑ тума шутланӑ. Пӗр ученӑй «тивлет» пирки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр тӳлевсӗр тата ҫынна тивӗҫлӗ пулмасӑрах панӑ парнене пӗлтерет, ҫав парне пӗр-пӗр ӗҫ тунӑшӑн панӑ награда мар».
ИЕГОВӐН ХАКЛӐ ПАРНИ
3, 4. Мӗншӗн Иегова пурне те пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ? Вӑл ҫакна мӗнле тунӑ?
3 Библире Турӑ пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне мӗнле кӑтартни ҫинчен ҫырнӑ (Эф. 3:7). Мӗншӗн Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне кӑтартать? Вӑл ҫакна мӗнле тӑвать? Вӑл пирӗнтен мӗн ыйтнине пурне те тӗп-тӗрӗс тума пултарнӑ пулсан ҫеҫ эпир унӑн ырӑлӑхне илме тивӗҫлӗ пулма пултараяттӑмӑрччӗ. Анчах та эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем. Питӗ ӑслӑ Соломон патша ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук» (Еккл. 7:20). Павел апостол та ҫавнашкал шухӑша каланӑ: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ»; «Ҫылӑх вилӗм кӳрет» (Рим 3:23; 6:23а). Эпир пурте вилӗме ҫеҫ тивӗҫлӗ.
4 Апла пулин те, Иегова ҫынсене питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн «пӗртен-пӗр ывӑлне» вӗсемшӗн вилме янӑ. Ҫапла майпа вӑл хӑйӗн чи пысӑк ырӑлӑхне кӑтартнӑ (Иоанн 3:16). Ҫавӑнпа та Павел ҫырнӑ: «Иисуса, Турӑ тивлечӗпе пирӗншӗн асапланса вилнӗскере, халӗ мухтава кӑларнине, чыслӑ-хисеплӗ тунине куратпӑр» (Евр. 2:9). Чӑнах та, «Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» — Турӑ парни (Рим 6:23ӑ, ҪХ).
5, 6. а) Ҫылӑха хамӑрпа хуҫаланма паратпӑр пулсан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерет? ӑ) Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗнчен эпир мӗнле усӑ илетпӗр?
5 Ҫылӑхпа вилӗм пурин ҫине те мӗнле куҫнӑ? Библире: «Пӗр ҫын [Адам] ҫылӑхӗшӗн... пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ»,— тенӗ (Рим 5:12, 14, 17). Телее, ҫылӑха малалла та хамӑр ҫине витӗм кӳме памаллипе памалла маррине эпир хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненетпӗр пулсан Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗнчен усӑ илӗпӗр. Павел апостол ҫырнӑ: «Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ: ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (Рим 5:20, 21).
6 Эпир халӗ те ҫылӑхлӑ пулни ҫылӑха хамӑрпа хуҫаланма памаллине пӗлтермест. Ҫылӑх тусан эпир Иеговӑран каҫару ыйтатпӑр. Павел христиансене асӑрхаттарса ҫырнӑ: «Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, тивлет аллинче» (Рим 6:14). Туррӑн тивлечӗ, е пысӑк ырӑлӑхӗ, пире мӗнле усӑ парать? Павел ӑнлантарать: «Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ; вӑл пире, Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет» (Тит 2:11, 12).
«ТУРРӐН ТӖРЛӖ ЫРӐЛӐХӖ»
7, 8. Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне тӗрлӗ майпа кӑтартнине мӗнле ӑнланмалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
7 Петр апостол ҫырнӑ: «Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр» (1 Петр 4:10). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, Иегова вӗсене ҫӗнтерме вӑй пама пултарать (1 Петр 1:6). Хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне пула вӑл пире мӗн кирлине паратех.
8 Иоанн апостол ҫырнӑ: «Унӑн тулли тивлетне пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр» (Иоанн 1:16). Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне тӗрлӗ майпа кӑтартнӑран эпир нумай пиллӗх илетпӗр. Айтӑр хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.
9. Туррӑн тивлетне, е пысӑк ырӑлӑхне, пула эпир мӗнле пиллӗх илетпӗр тата ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
9 Пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ. Эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнетпӗр пулсан тата хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхӗпе пирӗн ҫылӑхсене каҫарать. (1 Иоанн 1:8, 9 вуласа пар.) Турӑ пире хӗрхеннине кура пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулать тата Ӑна мухтав кӳрсе тӑрас килет. Павел святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти христиансем патне ҫапла ҫырса янӑ: «[Иегова] пире шуйттан ирӗкӗнчен хӑтарса, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗн — пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ Ывӑлӗн — Патшалӑхне кӗртнӗ» (Кол. 1:13, 14). Ҫылӑхсем каҫарӑннине пула эпир тата нумайрах пиллӗх илетпӗр.
10. Турӑ пысӑк ырӑлӑхлӑ пулнӑран эпир тата мӗнле пиллӗх илетпӗр?
10 Эпир Турӑпа мирлешме пултаратпӑр. Ҫуралнӑранпах ҫылӑхлӑскерсем, эпир Туррӑн тӑшманӗсем пулнӑ. Павел апостол ҫакӑн ҫинчен ҫапла каланӑ: «Эпир тӑшман пулнӑ чухнех Турӑпа ӗнтӗ Унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ килӗшнӗ» (Рим 5:10). Ҫавна пула эпир халӗ Иеговӑпа мирлӗ хутшӑнусенче пулма пултаратпӑр. Павел ҫакна Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗпе ҫыхӑнтарса каланӑ: «Эпир ӗнтӗ, ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ; ӗненнипе эпир Ун урлӑ тивлет илме пултартӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ мухтавне курас ӗмӗтпе савӑнса тӑратпӑр» (Рим 5:1, 2). Ку чӑнах та питӗ пысӑк пиллӗх!
11. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем «урӑх сурӑхсене» тӳрӗлӗх енне мӗнле ҫавӑраҫҫӗ?
11 Тӗрӗслӗх енне ҫавӑрӑннӑ. Пирӗнтен яланах тӳрӗ ӗҫсем тӑвасса кӗтме ҫук. Анчах та Даниил пророк каланӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче «ӑсчахсем» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем — «нумайӑшне тӗрӗслӗх енне» ҫавӑрӗҫ. (Даниил 12:3 вуласа пар.) Ырӑ хыпар сарса тата вӗрентсе ҫӳренипе вӗсем миллион-миллион «урӑх сурӑха» Иегова умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулса тӑма пулӑшнӑ (Иоанн 10:16). Анчах та ҫакна вӗсем Иеговӑн пысӑк ырӑлӑхӗсӗр тӑвайман пулӗччӗҫ. Павел: «Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ»,— тесе ӑнлантарнӑ (Рим 3:23, 24).
12. Кӗлтуни Турӑ нумай ырӑлӑхлӑ пулнине мӗнле кӑтартса парать?
12 Туррӑн аслӑ вырӑнӗ патне кӗлӗ урлӑ ҫывхаратпӑр. Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхӗпе пире тепӗр пиллӗх парать — кӗлӗ урлӑ пӗлӗтри аслӑ вырӑнӗ патне ҫывхарма май парать. Павел Иеговӑн аслӑ вырӑнӗ пирки «тивлетлӗ аслӑ вырӑнӗ» тенӗ тата ун патне «хӑюллӑ» пыма чӗннӗ (Евр. 4:16а). Иегова пире хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ кӗлтуса хӑйӗнпе ҫывӑхланма май парать, ҫавӑнпа «эпир ҫирӗп кӑмӑллӑн та шанчӑклӑн Турӑ патне ҫывхарма пултаратпӑр» (Эф. 3:12, ҪХ). Иегова пире ирӗклӗн кӗлтума май панипе калама ҫук пысӑк ырӑлӑх кӑтартать!
13. Иегова, пысӑк ырӑлӑхлӑ пулнӑран, кирлӗ вӑхӑтра пире мӗнле пулӑшать?
Евр. 4:16ӑ). Йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан эпир Иеговӑна йӑлӑнса пире хӗрхенсем, пире пулӑшсам тесе ыйтма пултаратпӑр. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлама яваплӑ мар пулсан та, вӑл пире час-часах пухури тӑвансем урлӑ пулӑшать, вара эпир хӑюллӑнах: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» — тетпӗр (Евр. 13:6).
13 Кирлӗ вӑхӑтра пулӑшу илетпӗр. Павел пире ирӗклӗн кӗлтуса Иегова патне ҫывхарма хавхалантарнӑ, мӗншӗн тесен «кирлӗ вӑхӑтра Вӑл пире хӗрхенсе тивлетне парса пулӑшӗ» (14. Иеговӑн пысӑк ырӑлӑхӗ пирӗн чӗре ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
14 Пирӗн чӗрене лӑплантарать. Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхӗпе пирӗн хуйхӑракан чӗрене йӑпатать (Пс. 50:19). Хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ Фессалоникӑри христиансем патне Павел ҫырнӑ: «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр» (2 Фес. 2:16, 17). Иксӗлми ырӑлӑхлӑ пулнӑран Иегова пире хытӑ юратать, ҫакӑ пирӗн чуна питӗ лӑплантарать!
15. Туррӑн пысӑк ырӑлӑхне пула пирӗн мӗнле шанчӑк пур?
15 Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур. Эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа Иегова ним те туман пулнӑ пулсан, пирӗн пӗр шанчӑк та пулас ҫукчӗ. (Псалом 48:8—10 вуласа пар.) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр» (Иоанн 6:40). Чӑнах та, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пурри вӑл — парне, Иеговӑн тӗлӗнмелле пысӑк ырӑлӑхӗ. Павел ҫавна ӑнланнӑ, ҫавӑнпа ҫырнӑ: «Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ» (Тит 2:11).
ТУРРӐН ЫРӐЛӐХӖПЕ ТИВӖҪСӖР УСӐ КУРАССИНЧЕН АСӐРХАНӐР
16. Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем мӗнле майпа Туррӑн ырӑлӑхӗпе тивӗҫсӗр усӑ курнӑ?
16 Иеговӑн пысӑк ырӑлӑхне пула эпир нумай пиллӗх илетпӗр, анчах та кирек мӗн тусан та Турӑ пире яланах тӳссе тӑрӗ тесе шутламалла мар. Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем «хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ» ӑнлантарнӑ (Иуда 4). Ҫав христиансем кирек мӗнле ҫылӑх тусан та Иегова каҫарать тесе шутланӑ пулмалла. Вӗсем Туррӑн ырӑлӑхне ним вырӑнне те хуман, ҫитменнине тата, ыттисене те хӑйсем хыҫҫӑн илӗртсе каясшӑн пулнӑ. Халӗ те ҫавнашкалах шухӑш-кӑмӑллӑ кирек мӗнле ҫын та «тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын» пулса тӑрать (Евр. 10:29).
17. Петр христиансене мӗнле канаш панӑ?
17 Пирӗн вӑхӑтра та Сатана хӑш-пӗр христиансене ҫылӑх тунӑшӑн хӗрхенекен Турӑ наказани памасть тесе ӗнентересшӗн. Хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене Иегова каҫарма хатӗр пулин те, вӑл пирӗнтен хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе пӗтӗм вӑйран кӗрешессе кӗтет. Вӑл Петра ҫапла ҫырма хавхалантарнӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр» (2 Петр 3:17, 18).
ТУРРӐН ПЫСӐК ЫРӐЛӐХӖ ПИРӖН ҪИНЕ ЯВАПЛӐХ ХУРАТЬ
18. Иегова пысӑк ырӑлӑх кӑтартни пирӗн ҫине мӗнле яваплӑх хурать?
18 Иегова ырӑ пулнишӗн эпир питӗ пархатарлӑ. Унсӑр пуҫне, эпир ун умӗнче те, ҫывӑх ҫынсем умӗнче те парӑмлӑ пулнине — пирӗн хамӑра панӑ парнесемпе Турра мухтав кӳме тата ҫынсене пулӑшма усӑ курмаллине те ӑнланатпӑр. Эпир ҫакна мӗнле тума пултаратпӑр? Павел ӑнлантарса панӑ: «Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту; ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент; ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту» (Рим 12:6—8). Иегова пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартни пирӗн ҫине яваплӑх хурать: пирӗн пӗтӗм вӑя хурса ырӑ хыпар сармалла, ыттисене Библири чӑнлӑхсене вӗрентмелле, пухури тӑвансен кӑмӑлне ҫӗклемелле тата хамӑра кӳрентерекенсене каҫармалла.
19. Тепӗр статьяра мӗнле яваплӑх ҫинчен ҫырса панӑ?
19 Туррӑн иксӗлми юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулни пире пӗтӗм вӑя хурса «Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпара» сарма хавхалантарса тӑмалла (Ап. ӗҫ. 20:24). Ку яваплӑх ҫинчен тепӗр статьяра тӗплӗнрех ҫырса кӑтартнӑ.
^ 1 2-мӗш абзац. «Понимание Писания» энциклопедири «Доброта» статьяри «Незаслуженная доброта» подзаголовока пӑхӑр.