Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ДАВИД

«Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»

«Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»

ДАВИД хӑйӗн патнелле чупакан салтаксем хушшипе хӗсӗнсе кӗресшӗн. Вӗсем хӑранипе куҫӗсене чарса пӑрахса ҫапӑҫу хирӗнчен тараҫҫӗ. Мӗн вӗсене сехӗрлентерсе пӑрахнӑ? Салтаксем пурте пӑлханса ҫине-ҫинех пӗр сӑмаха калаҫҫӗ. Ҫак сӑмах вӑл — ҫын ячӗ. Акӑ вара Давид ҫав ҫынна айлӑмра курать. Вӑл, пуринчен те ҫӳллӗскер, чӑрсӑррӑн пӑхса тӑрать. Тен, Давид ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫынна халиччен те курман.

Ку вӑл — Голиаф! Салтаксем мӗншӗн питӗ хӑрани халӗ ӑнланмалла. Голиаф питӗ пысӑк тата ту пек ҫӳллӗ ҫын пулнӑ. Вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ хатӗрӗсемсӗр те икӗ пысӑк арҫынран та йывӑртарах таять тен. Унсӑр пуҫне вӑл лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ, питӗ вӑйлӑ тата ӑста салтак пулнӑ. Голиаф чӑрсӑррӑн калаҫать. Вӑл Израиль ҫарӗнчен тата вӗсем патшинчен мӑшкӑлланӑ чухне унӑн хӑватлӑ сасси ян кайса пӗтӗм тавралӑха саланнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл хӑю ҫитерме пултаракансене пурне те ҫапӑҫура хӑйӗнпе вӑй виҫме харсӑррӑн сӗнет, ҫакӑ вара вӑрҫӑра кам ҫӗнтерӳҫӗ пулнине кӑтартӗ тет (1 Патшасен 17:4—10).

Израильтянсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Саул патша хӑрава ернӗ. Давид ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫакӑн пекки уйӑх ытла пырать иккен! Икӗ ҫар, филистимсемпе израильтянсен ҫарӗсем, вырӑнтан хускалмасӑр тӗлме-тӗл тӑраҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра вара Голиаф куллен-кун мӑшкӑлласа калаҫать. Ҫакӑ Давида питӗ кӳрентернӗ. Израиль патшипе унӑн салтакӗсем, ҫав шутрах Давидӑн виҫӗ пиччӗшӗ те, хӑранипе чӗтресе тӑни мӗн тери намӑс! Голиаф Израиль ҫарӗнчен ҫеҫ мар, Иеговӑран мӑшкӑлласа кулать тесе шутланӑ Давид. Анчах та Давид, ҫак ҫамрӑк ача, мӗн тума пултарайтӑр-ха? Унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (1 Патшасен 17:11—14.)

«ӐНА ҪУ СӖРСЕ ЯР, МӖНШӖН ТЕСЕССӖН КУ ШӐПАХ ҪАВӐ ПУЛАТЬ»

Айтӑр темиҫе уйӑх маларах мӗн пулса тухнине пӗлер. Пӗррехинче каҫхине Давид хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене Вифлеем ҫумӗнчи ту айккинче пӑхнӑ. Вӑл яштака кӗлеткеллӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ тата хитре куҫлӑ ҫамрӑк ача пулнӑ. Пушӑ вӑхӑтра вӑл кӗслепе выляма юратнӑ. Турӑ тунӑ япаласен илемлӗхӗ ӑна ҫавӑн ҫинчен мухтаса юрлама хавхалантарнӑ. Выляма вӗренме нумай вӑй хунӑ май унӑн музыка пултарулӑхӗ те ӳссе пынӑ. Анчах та ҫав каҫ ӗҫӗсене хӑварма тивнӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ ӑна хӑвӑртах курасшӑн пулнӑ (1 Патшасен 16:12).

Киле килсен вӑл хӑйӗн ашшӗ, Иессей, пӗр ватӑ ҫынпа калаҫса тӑнине курнӑ. Ҫав ҫын Самуил ятлӑ шанчӑклӑ пророк пулнӑ. Иегова ӑна Иессей ывӑлӗсенчен пӗрне Израилӗн тепӗр патши пулма суйласа лартма янӑ. Самуил Давидӑн ҫичӗ пиччӗшӗпе тӗл пулнӑ ӗнтӗ, анчах Иегова ӑна вӗсенчен пӗрне те суйласа илменнине тӳррӗн кӑтартнӑ. Давид килсен, Иегова Самуила каланӑ: «Ӑна ҫу сӗрсе яр, мӗншӗн тесессӗн ку шӑпах ҫавӑ пулать». Иессейӑн аслӑ ывӑлӗсем умӗнче Самуил ятарлӑ ҫупа тултарнӑ мӑйракана уҫнӑ та Давид пуҫӗ ҫине ҫуне кӑштах тӑкнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑннӑ. Библире каланӑ: «Ҫав кунран пуҫласа Давид ҫинче яланах Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пулнӑ» (1 Патшасен 16:1, 5—11, 13).

Давид хӑйне кӗҫӗне хурса тискер чӗрчунсене Иегова пулӑшнипе ҫӗнтертӗм тенӗ

Патша пулас шухӑш унӑн пуҫне ҫавӑрса янӑ-и? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Иеговӑн сывлӑшӗ патша пулма вӑхӑт ҫитнине кӑтартасса кӗтме хатӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн чаплах мар ӗҫне тума, сурӑх пӑхма таврӑннӑ. Давид ҫак ӗҫе чуна парса тунӑ тата унӑн ҫак ӗҫре хӑюлӑх та кӑтартма тивнӗ. Унӑн ашшӗн кӗтӗвӗ икӗ хутчен хӑрушлӑха лекнӗ: пӗрремӗшӗнче ун ҫине арӑслан тапӑннӑ, тепрехинче — упа. Давид ҫав тискер чӗрчунсене хӑваласа янӑ ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗн ашшӗн хӑйсене пулӑшма пултарайман сурӑхӗсене хӳтӗлес тесе вӗсемпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Иккӗшӗнче те вӑл ҫав тискер чӗрчунсене ҫара аллӑн ҫӗнтернӗ! (1 Патшасен 17:34—36; Исаия 31:4.)

Пӗр вӑхӑт иртсен Давида каллех чӗннӗ. Ун ҫинчен хыпар Саул патша патне ҫитнӗ. Саул ун чухне те хӑюллӑ салтак пулнӑ пулин те, Иегова хушӑвӗсене итлемен пирки Турӑ ӑна кӑмӑллама пӑрахнӑ. Саула Иегова хӑйӗн сывлӑшӗсӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та патшана усал сывлӑш — тарӑхни, ыттисене шанманни тата хаярлӑх — пӑлхатса тӑнӑ. Ҫав самантсенче ӑна кӗвӗ кӑна лӑплантарма пултарнӑ. Саул таврашӗнчи ҫынсем Давид ӑста музыкант тата хӑюллӑ салтак пулнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та Давида Саул патне чӗннӗ, вара вӑл патша ҫумӗнчи музыкант тата унӑн ҫар хатӗрӗсене йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ (1 Патшасен 15:26—29; 16:14—23).

Эпир пурте, уйрӑмах ҫамрӑксем, Давид тӗслӗхӗнчен нумайӑшне вӗренме пултаратпӑр. Вӑл пушӑ вӑхӑта Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсем валли уйӑрнине асӑрхӑр-ха. Унсӑр пуҫне вӑл малашне пурнӑҫра ӗҫ тупма пулӑшакан ӑсталӑха алла илес тесе тӳсӗмлӗн вӗреннӗ. Пуринчен ытла вӑл Иеговӑн сывлӑшӗ мӗн тума хушнине тимленӗ. Ҫакӑ пирӗншӗн пуриншӗн те питӗ лайӑх тӗслӗх (Екклесиаст 12:1).

«НИКАМ ТА ХАВШАСА АН ӲКТӖР»

Давид Саул патӗнче ӗҫленӗ пулин те, вӑл час-часах киле таврӑннӑ, хӑш-пӗр чухне чылайлӑхах. Ҫавӑн пек тапхӑрсенчен пӗринче Иессей Давида виҫӗ пиччӗшне, Саул ҫарӗнчи салтаксене, кайса курса вӗсен ӗҫӗсем мӗнле пынине пӗлсе килме ыйтнӑ. Ҫакна пӑхӑнса Давид хӑйӗн пиччӗшӗсем валли апат-ҫимӗҫ илнӗ те Юман ятлӑ айлӑма кайнӑ. Унта ҫитсен ӑна пӗр-пӗрне хирӗҫ хатӗрленсе тӑнӑ икӗ ҫар, статья пуҫламӑшӗнче каланӑ пек, ним тумасӑр тӑнине курни тӗлӗнтернӗ. Вӗсенчен пӗри анлӑ та авкаланса выртакан айлӑмӑн пӗр енче тӑнӑ, тепри тепӗр енче (1 Патшасен 17:1—3, 15—19).

Давида ҫакӑн ҫине пӑхса тӑма хӗн пулнӑ. Чӗрӗ Туррӑн, Иеговӑн, ҫарӗ ахаль ҫынтан, ҫитменнине суя тӗне тытса тӑраканран, мӗнле-ха тарма пултартӑр? Голиаф мӑшкӑлласа калаҫни Иеговӑна хурласа калани пулнӑ Давидшӑн. Ҫавӑнпа вӑл Голиафа ҫапса ҫӗмӗрмелли ҫинчен салтаксемпе калаҫма пуҫланӑ. Ҫакна унӑн пиччӗшӗ, Елиав, илтнӗ. Вӑл Давида ятлама пуҫланӑ та вӑрҫӑ хирне вӑйӑ выляма ҫеҫ килтӗн тесе айӑпланӑ. Анчах та Давид ӑна хирӗҫ каланӑ: «Мӗн турӑм-ха эпӗ? калаҫрӑм ҫеҫ мар-и?» Вара вӑл каллех ҫынсемпе Голиафа тӗп тумалли ҫинчен калаҫма пуҫланӑ. Ҫакӑн ҫинчен Саула пӗлтернӗ, вара вӑл ӑна хӑйӗн патне чӗнтернӗ (1 Патшасен 17:23—31).

Давид акӑ мӗнле кӑмӑла ҫӗклекен сӑмахсем каланӑ патшана: «Никам та хавшаса ан ӳктӗр». Тӗрӗссипе каласан, Саулпа унӑн ҫыннисем хавшаса, урӑхла каласан, хӑраса ӳкнӗ. Вӗсем ҫынсем тӑвакан яланхи йӑнӑша тунӑ: ҫав ҫыннӑн пилӗкӗ таран та пулманнине курса хӑйсене унпа танлаштарнӑ. Вӗсем хӑйсене ҫак хӗҫ-пӑшаллӑ улӑп ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтернине хӑйсен куҫӗ умне кӑларса тӑратнӑ. Анчах та Давид урӑхла шухӑшланӑ. Вӑл ҫак йывӑрлӑх ҫине урӑх майлӑ пӑхнӑ, ҫавӑнпа Голиафпа ҫапӑҫма тухнӑ (1 Патшасен 17:32).

Саул Давида каланӑ: «Эсӗ ҫав филистима хирӗҫ тухма пултараймастӑн, унпа ҫапӑҫаймастӑн: эсӗ яш ача ҫеҫ-ха, вӑл вара ҫамрӑкранпах ҫар ҫынни». Давид чӑнах та ача ҫеҫ пулнӑ-и? Ҫук. Салтака кайма унӑн ҫул ҫитмен пулнӑ тата вӑл хӑйӗн ҫулӗсенчен те ҫамрӑкрах курӑнма пултарнӑ. Анчах та ҫав вӑхӑт тӗлнелле Давида хӑюллӑ салтак пек пӗлнӗ тата вӑл ҫирӗмсенче пулнӑ пулмалла (1 Патшасен 16:18; 17:33).

Давид арӑсланпа упана мӗнле вӗлерни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар тесе шантарнӑ Саула. Ҫапла каланипе вӑл вӗҫкӗнленнӗ-и? Ҫук. Давид кама пула ҫӗнтернине пӗлнӗ. Вӑл каланӑ: «Мана арӑсланпа упаран хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мана ҫак филистимран та хӑтарӗ». Ҫак сӑмахсем Саула ӳкӗте кӗртнӗ, вара вӑл каланӑ: «Кай, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр» (1 Патшасен 17:37).

Давид пекех сирӗн хытӑ ӗненес килет-и? Апла пулсан, Давидӑн ӗненӗвӗ пушӑ ӗмӗт пулманнине асӑрхӑр-ха. Пӗлӳпе опыт пухса пынӑ май вӑл Турра хытӑрах та хытӑрах ӗненме пуҫланӑ. Иегова шанчӑклӑ Хӳтӗлевҫӗ тата хӑйӗн сӑмахне Тытакан пулнине Давид пӗлнӗ. Эпир ҫавӑн пек хытӑ ӗненме вӗренесшӗн пулсан, Библире каланӑ Турӑ ҫинчен пирӗн нумайрах пӗлме тӑрӑшмалла. Ҫав пӗлӳсемпе килӗшӳллӗ пурӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ пире мӗнле усӑ парса тӑнине курӑпӑр, ку вара пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ (Еврейсем 11:1).

«ҪӲЛХУҪА САНА МАНӐН АЛЛӐМА ПАРӖ»

Саул хӑйӗн ҫар хатӗрӗсене Давида пама шутланӑ. Вӗсене пӑхӑртан тунӑ тата вӗсем Голиафӑн ҫар хатӗрӗсем евӗрлӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Давида пысӑк кольчуга, урӑхла каласан, тимӗр пластинкӑсенчен тӑракан кӗпе панӑ. Давид ҫак пысӑк ҫар хатӗрӗсемпе утма хӑтланса пӑхнӑ, анчах ҫакӑ нимле усӑ та парас ҫуккине хӑвӑрт ӑнланса илнӗ. Вӑл ҫапӑҫма вӗреннӗ салтак пулман, ҫавӑнпа та ҫав ҫар хатӗрӗсене тӑхӑнса ҫӳреме хӑнӑхман пулнӑ. Унсӑр пуҫне Саулӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсем Давида пысӑк пулнӑ, мӗншӗн тесен Саул Израильте чи ҫӳллӗ ҫын пулнӑ! (1 Патшасен 9:2.) Давид вӑрҫӑ хатӗрӗсене хывса пӑрахнӑ та кӗтӳ пӑхнӑ чухнехи тумтирне тӑхӑннӑ (1 Патшасен 17:38—40).

Давид туя, кӗтӳҫ хутаҫҫине тата чулрав илнӗ. Паян чулравпа, тен, никама та хӑратаймӑн, анчах авалхи вӑхӑтра вӑл хӑрушӑ ҫар хатӗрӗ шутланнӑ. Чулрав вӑл — пиҫиххи евӗрлӗ вӑрӑм чӗн. Ҫав чӗн варринче пӗчӗк хутаҫ пекки пулнӑ. Чулрав кӗтӳҫшӗн питӗ чаплӑ вӑрҫӑ хатӗрӗ пулнӑ. Кӗтӳҫ пӗчӗк хутаҫ ӑшне чул хунӑ та чулрава пуҫ тӑрринче хытӑ ҫавӑрттарнӑ. Унтан пӗр вӗҫне вӗҫертсе янӑ, вара чул кирлӗ ҫӗре тӗл лекмелле вӗҫсе тухса кайнӑ. Чулрав ӑнӑҫлӑ вӑрҫӑ хатӗрӗ пулнӑран хӑш-пӗр ҫарсенче чулравпа перекенсен ушкӑнӗсем пулнӑ.

Пур хатӗре те илнӗ хыҫҫӑн Давид тӑшмана хирӗҫ тухма хатӗр пулнӑ. Вӑл айлӑмри типсе ларнӑ юханшыв вырӑнӗпе утса пынӑ май хӑйне валли пилӗк яка чул суйланӑ чухне мӗн тери хӗрӳллӗ кӗлтунӑ пулас. Унтан вӑл ҫапӑҫу хирне тухнӑ, тӗрӗсрех каласан, чупса тухнӑ!

Голиаф хӑйне хирӗҫ килекене курсан мӗн тунӑ? Вӑл «ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ». Голиаф мӗкӗрсе янӑ: «Мӗн эсӗ мана хирӗҫ патакпа... килетӗн? эпӗ йытӑ-им?» Вӑл Давидӑн туйине кӑна курнӑ, унӑн чулравне асӑрхаман пулмалла. Вӑл Давида хӑйӗн туррисен ячӗпе ылханнӑ тата унӑн вилӗ ӳтне вӗҫен кайӑксемпе хирти тискер чӗрчунсене тӑрантарма пӑрахса парӑп тесе тупа тунӑ (1 Патшасен 17:41—44).

Давид мӗнле хуравлани пирки паянхи кун та ӗненӗве кӑтартакан чаплӑ сӑмахсем теме пулать. Голиафа хирӗҫ ҫамрӑк Давид: «Эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп»,— тесе кӑшкӑрни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Кирек мӗнле ҫыннӑн вӑйӗ те, нимле хӗҫ-пӑшал та ниме те тӑманнине Давид пӗлнӗ. Голиаф Иегова Турра хурласа калаҫнӑ, Иегова вара ҫакӑн ҫине хуравлатех. Давид каланӑ тӑрӑх, «ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи» (1 Патшасен 17:45—47).

Паллах ӗнтӗ, Давид Голиафӑн ҫӳллӗшне те, хӗҫ-пӑшалне те курнӑ. Анчах та вӑл хӑйне хӑратса ӳкерме паман. Вӑл Саулпа унӑн салтакӗсем тунӑ йӑнӑша туман. Давид хӑйне Голиафпа танлаштарман. Ун вырӑнне вӑл Голиафа Иеговӑпа танлаштарнӑ. Ҫӳллӗшӗпе виҫӗ метра яхӑн пулнӑскер, Голиаф ыттисенчен чылай ҫӳллӗрех пулнӑ. Анчах та Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканпа танлаштарсан, вӑл мӗнлерех курӑнса тӑнӑ-ши? Хурт-кӑпшанкӑна ҫӑмӑллӑнах пусса вӗлерме пулнӑ пекех, Голиаф та, ытти ҫынсем пекех, Иеговӑшӑн хурт-кӑпшанкӑ пек ҫеҫ пулнӑ!

Давид хӑйӗн тӑшманӗ патнелле чупнӑ май хутаҫҫинчен чул туртса кӑларнӑ. Ӑна чулрава хунӑ, чулравне вара хӑйӗн пуҫӗ тӑрринче шӑхӑрма пуҫличчен хӑвӑрт ҫавӑрттарса чупнӑ. Голиаф хӑйӗн хӗҫ-пӑшалне йӑтса ҫӳрекен салтак тытса пыракан щит хӳттипе Давида хирӗҫ уттарнӑ. Питӗ ҫӳллӗ пулни Голиафа усӑ парас вырӑнне сиен кӳнӗ: унӑн хӗҫ-пӑшалне йӑтса ҫӳрекен ҫӳллӗшӗпе ахаль ҫын пек ҫеҫ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Голиафӑн пуҫне хӳтӗлес тесе щита ҫӳлерех ҫӗклеймен ӗнтӗ. Давид вара шӑп пуҫран тӗлленӗ те (1 Патшасен 17:41).

Иегова умӗнче улӑп та ҫӳп пек ҫеҫ пулнине Давид пӗлнӗ

Давид чулравпа пенӗ. Чул тӗп-тӗл лексен, тавралла мӗнле шӑплӑх тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Паллах ӗнтӗ, Иеговӑна пула Давидӑн тепӗр чул туртса кӑларма тивмен. Чул шӑп та лӑп Голиафӑн ҫамкинчен лекнӗ! Улӑп вара пичӗпе ҫӗре ӳкнӗ. Хӗҫ-пӑшалне йӑтса ҫӳрекенӗ тарнӑ пулас. Давид Голиаф патне чупса пынӑ та улӑпӑн хӗҫне илсе унӑн пуҫне касса татнӑ (1 Патшасен 17:48—51).

Юлашкинчен Саулпа унӑн салтакӗсем хӑюлланнӑ. Хытӑ кӑшкӑрса вӗсем филистимсем ҫине ыткӑннӑ. Ҫапӑҫу Давид Голиафа каланӑ пек вӗҫленнӗ: «Ҫӳлхуҫа... сире пирӗн алла тытса парӗ» (1 Патшасен 17:47, 52, 53).

Туррӑн хальхи ӗҫлекенӗсем вӑрҫа хутшӑнмаҫҫӗ. Ун пек вӑхӑтсем иртсе кайнӑ (Матфей 26:52). Ҫав-ҫавах эпир Давид ӗненнӗ пек ӗненме пултаратпӑр. Давид пекех, пирӗншӗн те Иегова чӑн-чӑн Турӑ пулмалла — пирӗн уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑмалла тата унран кӑна хӑраса пурӑнмалла. Хутран-ситрен эпир хамӑр пирки питӗ пӗчӗк, йывӑрлӑхсем вара питӗ пысӑк тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та Иеговӑн виҫесӗр вӑйӗпе танлаштарсан, пирӗн йывӑрлӑхсем ниме те тӑмаҫҫӗ. Иегова пирӗн Турӑ тата эпир ӑна Давид ӗненнӗ пек ӗненетпӗр пулсан, пире нимле йывӑрлӑх та хӑратса ӳкереймӗ. Вӗт Иеговӑран вӑйли ҫук!