Эсир пӗлетӗр-и?
Ниневипе мӗн пулса тухнӑ?
ПИРӖН эрӑчченхи VII ӗмӗр тӗлнелле Ассири пӗтӗм тӗнчери импери пулса тӑнӑ. Британи музейӗн сайтӗнче каланӑ тӑрӑх, унӑн территори хӗвеланӑҫра Кипртан пуҫласа хӗвелтухӑҫра Иран таран пулнӑ. Пӗр вӑхӑт хушши унӑн территорине Египет та кӗнӗ. Ассирин тӗп хули Ниневи вара тӗнчери чи пысӑк хула пулнӑ. Унта питӗ пысӑк статуйӑсем, илемлӗ садсем, капӑр керменсем тата пысӑк библиотекӑсем пулнӑ. Ниневи стенисем ҫинче ҫырнисем тӑрӑх, Ашшурбанипал, ытти Ассири патшисем пекех, хӑйне «тӗнче патши» тенӗ. Вӑл ертсе пынӑ чухне Ассирипе Ниневине никам та ҫӗнсе илме пултараймасть пек туйӑннӑ.
Анчах та Ассири чи хӑватлӑ импери пулнӑ вӑхӑтра Иеговӑн пророкӗ Софония ҫапла каланӑ: «[Иегова] Ассура пӗтерсе пӑрахӗ, Ниневи хулинчен ишӗлчӗк, пушхир пек типӗ вырӑн туса хӑварӗ» (Соф. 2:13). Наум вара ҫапла пророкла каланӑ: «Кӗмӗле ҫаратӑр, ылтӑна ҫаратӑр... Ҫаратнӑ, пушатнӑ, йӑлт тустарнӑ ӑна»; «Кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайӗ те калӗ: „Ниневи ҫука юлчӗ!“» (Наум 2:9, 10; 3:7). Ҫак пророкла сӑмахсене илтсен ҫынсем питӗ тӗлӗннӗ пулӗ. Тен, вӗсем ҫапла та шутланӑ: «Нивушлӗ ҫакӑ пулатех? Хӑватлӑ Ассирие ҫӗнсе илме пулать-и вара?»
Ҫапах та веҫех Иегова каланӑ пек пулса тухнӑ. Пирӗн эрӑчченхи VII ӗмӗр вӗҫнелле Ассирие вавилонянсемпе мидянсем ҫӗнсе илнӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ниневире ҫынсем пурӑнма пӑрахнӑ та ун ҫинчен манса кайма та пуҫланӑ. Метрополитен искусствӑсен музейӗн сайтӗнче пӗр статьяра ҫапла ҫырнӑ: «Вӑтам ӗмӗрсем тӗлнелле ҫав вырӑнта хула пулнине нимӗн те кӑтартса паман. Ниневи ҫинчен Библи вуласа ҫеҫ пӗлме пулнӑ» (Michael Seymour. Nineveh). Библипе археологи обществин онлайн-архивӗнчи пӗр публикацинче ҫырнӑ тӑрӑх, XIX ӗмер тӗлнелле «Ассирин аслӑ тӗп хули хӑҫан та пулин пулнӑ тесе никам та ҫирӗппӗн калама пултарайман» (Deborah A. Thomas. Uncovering Nineveh). Анчах та 1845 ҫулта Остин Лейард археолог Ниневи пулнӑ вырӑнта хула ишӗлчӗкӗсене тупас тесе чавма пуҫланӑ. Вӑл тупнӑ ишӗлчӗксем вара Ниневи чаплӑ та аслӑ хула пулнине ҫирӗплетсе панӑ.
Ниневи ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем вак-тӗвек таранах пурнӑҫланнӑ. Апла пулсан, хальхи вӑхӑтри патшалӑхсем пирки калакан пророкла сӑмахсем те пурнӑҫланаҫҫех (Дан. 2:44; Ӳлӗм. 19:15, 19—21).