Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

Ӗмӗр-ӗмӗрех Иеговӑн тусӗ пулӑр!

Ӗмӗр-ӗмӗрех Иеговӑн тусӗ пулӑр!

«Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ҫуртунта [«чатӑрунта», ҪТ] кам тӑма пултарайӗ?» (ПС. 14:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Малалла та Иеговӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла тата унӑн тусӗсемпе хамӑра мӗнле тытмалла?

1. 14-мӗш Псалома пӑхса тухни мӗнле усӑ парӗ?

 УНЧЧЕНХИ статьяра эпир Иегова хӑйӗн чатӑрне кама чӗннине пӗлтӗмӗр. Унта хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ тата унпа ҫывӑхланма тӑрӑшакан ҫынсем кӗме пултараҫҫӗ. Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантарас тата упраса хӑварас тесен мӗн тумалла-ши? Ҫак тӗлӗшрен пире 14-мӗш Псаломра мӗн ҫырни пулӑшӗ. (Псалом 14:1—5 вуласа парӑр.) Айтӑр унти сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар та Иегова хӑйӗн тусӗсенчен мӗн кӗтнине пӗлер.

2. Иеговӑн чатӑрӗ ҫинчен каланӑ чухне Давид мӗн пирки шутланӑ пулас?

2 14-мӗш Псалом ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ҫуртунта [«чатӑрунта», ҪТ] кам тӑма пултарайӗ? Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине кам вырӑнаҫма пултарайӗ?» (Пс. 14:1). Иеговӑн чатӑрӗ пирки каланӑ чухне Давид пӗр вӑхӑт хушши Гаваонра пулнӑ сӑваплӑ чатӑр пирки шутланӑ пулас. Унсӑр пуҫне, Давид сӑваплӑ ту ҫинчен асӑннӑ. Тен, вӑл Иерусалимри Сион тӑвӗ ҫинчен каланӑ. Гаваонран темиҫе ҫухрӑм кӑнтӑралла вырнаҫнӑ ҫав ту ҫинче Давид чатӑр лартнӑ та унта саккун арчине илсе килме хушнӑ (2 Пат. 6:17). Храма туса лартиччен саккун арчи унта пулнӑ.

3. 14-мӗш Псалом хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха упраса хӑварма мӗнле пулӑшӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

3 Паллах ӗнтӗ, израильтянсенчен ытларахӑшӗ сӑваплӑ чатӑрта нихӑҫан та ӗҫлемен. Саккун арчи тӑнӑ вырӑна вара темиҫе ҫын кӑна кӗме пултарнӑ. Ҫапах та Иеговӑн пур шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ те унӑн тусӗ — унӑн сӑнарлӑ чатӑрӗнче хӑна — пулма пултарнӑ. Пирӗн те унӑн хӑнисем пулас килет. Хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха упраса хӑварас тесен мӗн тумаллине 14-мӗш Псаломра ҫырса панӑ.

Давид вӑхӑтӗнче пурӑннӑ израильтянсем Иеговӑн чатӑрӗнче хӑнара пуласси мӗне пӗлтернине ҫӑмӑллӑнах куҫ умне кӑларса тӑратма пултарнӑ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)


АЙӐПСӐР ҪӲРӖР ТАТА ТӖРӖССИНЕ ТӐВӐР

4. Иеговӑн тусӗ пулас тесен шыва кӗни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Исаия 48:1).

4 Псалом 14:2-мӗшӗнче Иеговӑн тусӗ «айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать» тенӗ. Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынсем айӑпсӑр пулма пултараяҫҫӗ-и? Пултараяҫҫӗ. Эпир Иеговӑна итлес тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр пулсан тата ҫавна хутран-ситрен мар, яланах туса тӑратпӑр пулсан, вӑл пирӗн пирки айӑпсӑр тесе шутлӗ. Хамӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗни ҫул пуҫламӑшӗ кӑна. Иеговӑна шанчӑклӑ юлас тесен пирӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех вӑй хумалла. Сӑмахран, Израиль — Турра халалланӑ халӑх пулнӑ. Анчах та ҫакӑ израильтянсем пурте Иеговӑн хӑнисем пулнине пӗлтермен. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Хӑш-пӗрисем кӗлтӑвасса та «тӳррипе, чӑннипе» кӗлтуман. (Исаия 48:1 вуласа парӑр.) Иегова патӗнче хӑнара юлас текен израильтянсен вӑл хӑйсенчен мӗн кӗтнине пӗлмелле тата ҫавӑнпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн «ӗҫе тӳррипе» тумалла, урӑхла каласан, тӗрӗссине тумалла. Ҫавӑн шутне мӗн кӗрет-ха?

5. Иеговӑна яланах итлени мӗне пӗлтерет?

5 Айӑпсӑр ҫӳрес тата тӗрӗссине тӑвас тесен тӗлпулусене тӑтӑшах ҫӳрени ҫеҫ ҫителӗксӗр (1 Пат. 15:22). Пирӗн яланах, хамӑра никам та курман чухне те, Иеговӑна итлемелле (Ытар. 3:6; Еккл. 12:13, 14). Пӗлтерӗшлех мар ӗҫсенче те Турра итлемелле. Ҫапла тунипе эпир ӑна юратнине кӑтартӑпӑр, вара вӑл та пире хытӑрах юратӗ (Иоанн 14:23; 1 Иоанн 5:3).

6. Еврейсем 6:10—12 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн эпир унччен тунӑ ӗҫсене пула кӑна Иеговӑн чатӑрӗнче тӑрса юлаймӑпӑр?

6 Иегова эпир уншӑн унччен мӗн-мӗн тунине хаклать. Анчах та унччен тунӑ ӗҫсене пула кӑна эпир унӑн чатӑрӗнче хӑнасем тӑрса юлаймӑпӑр. Ҫакӑ Еврейсем 6:10—12 сӑвӑ йӗркисенчен (вуласа парӑр) курӑнать. Вӑл пирӗнтен хӑйӗншӗн чун-чӗререн «вӗҫне ҫитичченех» ӗҫлесе тӑрасса кӗтет. Парӑнмасан эпир награда илӗпӗр — хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑх ӗмӗр-ӗмӗрех тӑсӑлӗ (Гал. 6:9).

ХӐВӐР ӐШӐРТА ЧӐННИНЕ КАЛӐР

7. Хамӑр ӑшра чӑннине каламалла тени мӗне пӗлтерет?

7 Иеговӑн чатӑрӗнче хӑна пулас текен ҫыннӑн «хӑй ӑшӗнче чӑннине» каламалла (Пс. 14:2). Ҫакӑ суймалла маррине ҫеҫ пӗлтермест. Иегова пирӗнтен пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнасса кӗтет (Евр. 13:18). Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать» (Ытар. 3:32).

8. Пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла мар?

8 Хӑй ӑшӗнче чӑннине калакан ҫын иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнмасть. Иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнакан ҫынсем ыттисем умӗнче хӑйсене Турра итленӗ пек кӑтартаҫҫӗ, юнашар никам та ҫук чухне вара унӑн законӗсене пӑсаҫҫӗ (Ис. 29:13). Ҫакӑ икӗпитлӗ хӑтланни пулать. Ҫын мӗнле майпа икӗпитлӗ пулса тӑрать? Малтан вӑл Туррӑн хӑш-пӗр нормисем тӗрӗс пулни пирки иккӗленме пуҫлать (Иак. 1:5—8). Кайран, хӑй шучӗпе пӗлтерӗшлех мар ӗҫсенче, Турра итлеме пӑрахать. Ӑна ҫакӑ ним япӑххи патне те илсе пымасть пек туйӑнма пултарать. Вара вӑл хӑйне тата япӑхрах тытма пуҫлать (Еккл. 8:11). Ҫапла майпа вӑл Турра пуҫҫапни усӑсӑр пулса тӑрать. Эпир вара пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнасшӑн.

9. Иисус Нафанаила пӗрремӗш хут курсан мӗн каланӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Хамӑр ӑшра чӑннине калани питӗ кирлӗ. Ҫакна пӗр тӗслӗх кӑтартса парать. Пӗррехинче Филипп Иисус патне хӑйӗн тусне, Нафанаила, илсе пынӑ. Иисус ӑна унччен палламан пулин те, ун пирки: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук», — тенӗ (Иоанн 1:47). Паллах, Иисус хӑйӗн пур вӗренекенӗ пирки те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнакан ҫынсем тесе шутланӑ, анчах та Нафанаилӑн ҫак лайӑх ен уйрӑмах палӑрнӑ. Нафанаил пирӗн пекех ҫылӑхлӑ ҫын пулнӑ пулин те, унра чеелӗх пӗртте пулман. Ҫакӑ Иисуса тӗлӗнтернӗ те вӑл ӑна мухтаса илнӗ. Эпир Иисус пирӗн пирки те ҫавнах калатӑр тетпӗр.

Филипп Иисус патне хӑйӗн тусне, Нафанаила, илсе пынӑ. Нафанаилра чеелӗх пулман. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать-и? (9-мӗш абзаца пӑхӑр)


10. Мӗншӗн пирӗн хамӑр чӗлхепе тӗрӗс усӑ курмалла? (Иаков 1:26).

10 14-мӗш Псаломра ҫырса панӑ требованисенчен ытларахӑшӗ эпир хамӑра ыттисемпе мӗнле тытнипе ҫыхӑннӑ. Псалом 14:3-мӗшӗнче Иеговӑн хӑни «чӗлхипе элеклемест... ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть [«тусӗ ҫинчен хурласа калаҫмасть», ҪТ]», — тенӗ. Хамӑр чӗлхене тытса чармасан эпир ыттисене сиен кӳме пултаратпӑр. Вара Иеговӑн чатӑрӗнче тӑрса юлаймӑпӑр. (Иаков 1:26 вуласа парӑр.)

11. Мӗн вӑл элек тата ӳкӗнмен элекҫӗсене мӗн кӗтет?

11 Псалом юрлакан каланӑ тӑрӑх, Иеговӑн тусӗ пулас текен ҫын «чӗлхипе элеклемест». Мӗн вӑл элек? Ҫакӑ вӑл ҫыннӑн ырӑ ятне яма пултаракан суя информаци. Ҫын элек сарать пулсан тата ҫавӑншӑн ӳкӗнмест пулсан, ӑна христиансен пухӑвӗнчен кӑларса яраҫҫӗ (Иер. 17:10).

12, 13. Мӗнле майпа эпир хамӑр асӑрхамасӑрах туссен ятне яма пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Псалом 14:3-мӗшӗнче Иеговӑн хӑни ҫывӑх ҫыннине усал тумасть тата тусӗ ҫинчен хурласа калаҫмасть тесе те каланӑ. Хамӑр туссем пирки эпир мӗнле хурласа калаҫма пултаратпӑр?

13 Эпир хамӑр асӑрхамасӑрах камӑн та пулин ятне яма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, ҫакӑн пекки пулса тухма пултарать: 1) хӗрарӑм тӑван пионер пулма пӑрахать; 2) пӗр-пӗр мӑшӑр Вефильте ӗҫлеме пӑрахать; 3) арҫын тӑван тек старейшина е пухура пулӑшакан пулса ӗҫлемест. Ҫакӑ мӗншӗн-ха пулса тухрӗ тесе шутлани тата ҫавӑн пирки ыттисемпе калаҫни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Эпир тӑвансем мӗнле сӑлтавсене пула ҫавӑн пек йышӑну тунине пӗлмесен те пултаратпӑр. Астӑватпӑр ӗнтӗ, Иеговӑн хӑни ҫывӑх ҫыннине усал тумасть тата тусӗ ҫинчен хурласа калаҫмасть.

Ыттисем пирки сӑмах сарса ҫӳресен элекҫӗ пулса тӑма пулать (12, 13 абзацсене пӑхӑр)


ИЕГОВӐРАН ХӐРАКАНСЕНЕ ЧЫС ТӐВӐР

14. Ҫын пирки вӑл пӑрахӑҫа юлнӑ тесе кам калама пултарать? Ӑнлантарса парӑр.

14 Псалом 14:4-мӗшӗнче Иеговӑн тусӗ «пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет» тенӗ. Ҫын пирки вӑл пӑрахӑҫа юлнӑ тесе кам калама пултарать? Хамӑр туйӑмсене тата хамӑра мӗн килӗшнине шута илсе эпир ҫынна хак пама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен эпир ҫылӑхлӑ. Ҫавӑнпа та пире кампа хутшӑнма ҫӑмӑл, ҫав ҫынсем пире килӗшме пултараҫҫӗ, кам пире тарӑхтарать вара, ҫавсене юратмастпӑр. Иегова анчах ҫын пирки вӑл пӑрахӑҫа юлнӑ тата унпа хутшӑнмалла мар тесе калама пултарать (1 Кор. 5:11). Ҫавӑн пек ҫынсем шутне ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен, унсӑр пуҫне, пирӗн тӗне хисеплемен е хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха аркатма хӑтланакан ҫынсем кӗреҫҫӗ (Ытар. 13:21).

15. «Ҫӳлхуҫаран хӑракансене» эпир мӗнле майпа чыс тума пултаратпӑр?

15 Малалла, Псалом 14:4-мӗшӗнче, Иеговӑн хӑни «Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать [«чыс тӑвать», ҪТ]» тенӗ. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑн тусӗсене хисеплеме тата вӗсемпе ырӑ пулма тӑрӑшатпӑр (Рим 12:10). Ҫакӑ мӗнрен курӑнать? Псалом 14:4-мӗшӗнче Иеговӑн хӑни «ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть» тенӗ. Хамӑр панӑ сӑмаха тытмасан эпир ыттисен чунне ыраттарма пултаратпӑр (Матф. 5:37). Сӑмахран, Иегова хӑйӗн тусӗсенчен вӗсем мӑшӑрне шанчӑклӑ пулма сӑмах панине тытасса кӗтет. Унсӑр пуҫне, ашшӗ-амӑшӗ ачисене панӑ сӑмаха тытсан, Иегова савӑнать. Эпир Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр пулсан хамӑр сӑмах панисем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр.

16. Эпир Иеговӑн тусӗсене тата мӗнле майпа чыс тума пултаратпӑр?

16 Эпир Иеговӑн тусӗсене хапӑл тунипе тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулнипе те вӗсене чыс тӑватпӑр (Рим 12:13). Тӑвансемпе тӗлпулу умӗн е хыҫҫӑн тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫеҫ хутшӑнни ҫителӗксӗр. Ытти чухне те вӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерсен, эпир вӗсемпе тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ыттисене хӑналанипе эпир Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр.

УКҪАНА ЮРАТАСРАН АСӐРХАНӐР

17. Мӗншӗн 14-мӗш Псаломра укҫа пирки асӑннӑ?

17 Иеговӑн хӑни «хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест» (Пс. 14:5). Мӗншӗн ҫак кӗске псаломра укҫа пирки те асӑннӑ? Мӗншӗн тесен укҫа ҫинчен ытлашши нумай шухӑшласан, вӑл ҫынсенчен, унтан та ытларах, хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑхран та, пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑма пултарать (1 Тим. 6:10). Ӗлӗк-авал хӑш-пӗрисем хӑйсен чухӑн ентешӗсене усламла укҫа парса пуйнӑ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр судьясем сӗрев, е взятка, илсе айӑпсӑррисене айӑпланӑ. Иегова ҫакӑн пек ӗҫсене кураймасть (Иез. 22:12).

18. Укҫа ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине тӗрӗслеме мӗнле ыйтусем пулӑшӗҫ? (Еврейсем 13:5).

18 Укҫа ҫине хамӑр мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхсан, лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Укҫа пирки тата унпа мӗн илме пултарни пирки эпӗ час-часах шухӑшлатӑп-и? Парӑма вӑхӑтра татса паратӑп-и? Е, ҫын кивҫен укҫа пачӗ пулсан, вӑл ӑна кирлех мар тесе шутласа, парӑма татса пама васкамастӑп? Укҫа пуртан эпӗ мӑнкӑмӑлланса каймарӑм-и, хыт кукар пулса тӑмарӑм-и? Пӗр-пӗр тӑван укҫа лайӑх ӗҫлесе илет пулсан, эпӗ вӑл укҫашӑн ҫунать тесе шутламастӑп-и? Эпӗ чухӑнсенчен пӑрӑнса ҫӳресе пуянсемпе ҫеҫ туслашма тӑрӑшмастӑп-и?» Иегова пире хӑнана чӗнсе чыс тунӑ. Вӑл пире нихӑҫан та хӑвармӑп тесе сӑмах панӑ. Анчах та унӑн тусӗ пулма пӑрахас мар тесен, пирӗн укҫана юратасран сыхланмалла. (Еврейсем 13:5 вуласа парӑр.)

ИЕГОВА ХӐЙӖН ТУСӖСЕНЕ ЮРАТАТЬ

19. Мӗншӗн Иегова пире 14-мӗш Псаломра ҫырнине туччӑр тет?

19 14-мӗш Псалом вӗҫӗнче: «Ҫавӑн пек пурӑнакан ҫын ӗмӗрне те аптӑрамӗ», — тенӗ (Пс. 14:5). Кунта псалом юрлакан мӗншӗн Иегова ҫак псаломра каланӑ пек тутарасшӑн пулнине ӑнлантарса парать. Иеговӑна итлесен вӑл пире пиллесе, хӳтӗлесе тӑрӗ тата эпир телейлӗ пулӑпӑр (Ис. 48:17).

20. Иеговӑн хӑнисене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

20 Иеговӑн хӑнисене чаплӑ пуласлӑх кӗтет. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ унӑн ӗҫлекенӗсем тӳпере пурӑнӗҫ. Иисус унта вӗсем валли «пурӑнмалли вырӑн нумай» хатӗрленӗ (Иоанн 14:2). Ҫӗр ҫинче пурӑнас текен ҫынсем вара Ӳлӗмхи 21:3-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Иегова пире пысӑк чыс тунӑ — эпир ӗмӗр-ӗмӗрех унӑн тусӗсем тата унӑн чатӑрӗнче хӑнасем пулма пултаратпӑр.

39-МӖШ ЮРӐ Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулар