Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи вӗренни интереслӗ те усӑллӑ пултӑр

Библи вӗренни интереслӗ те усӑллӑ пултӑр

ИИСУС НАВИНӐН пысӑк та ҫӑмӑл мар ӗҫ тумалла пулнӑ — Израиль халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре ертсе кӗмелле пулнӑ. Иегова Иисуса тӗреклетес, хавхалантарас шутпа: «Ҫирӗп те питӗ хастар пул»,— тенӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ ӑна ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн, пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ тумашкӑн Саккуна кунӗн-ҫӗрӗн вулама тата унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑма хушнӑ (Иис. Н. 1:7, 8).

Эпир «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн те пысӑк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивет (2 Тим. 3:1). Вӗсене ҫӗнтермешкӗн пирӗн Иисус Навина панӑ канаша тытса тӑмалла: тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесен кашни кун Библи вуламалла тата мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курмалла.

Хӑш-пӗрисене Библи вӗренни кичем ӗҫ пек туйӑнать, теприсем вара Библие мӗнле тӗпчемеллине пӗлмеҫҫӗ. Апла пулин те хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни питӗ кирлӗ. Вӗренме интереслӗ пултӑр тесен тата ҫавӑнтан усӑ илес тесен, «Усӑллӑ канашсем» рамкӑна пӑхса тухӑр та унти канашсене пурнӑҫра тытса тӑма тӑрӑшӑр.

Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесем тӳрӗ — чуна савӑнтараҫҫӗ» (Пс. 18:9). Сире те Туррӑн Сӑмахне вӗренни нумай савӑнӑҫ пама пултарать. Библи тӗпченӗ май эсир чуна пырса тивекен хаклӑ шухӑшсене нумай тупма пултаратӑр.

Сирӗн Иисус Навин пек Туррӑн халӑхне ертсе пымалла мар пулин те, урӑх йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тивет. Ҫавӑнпа та Иисус Навинран тӗслӗх илсе Туррӑн Сӑмахне вӗренӗр те мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр. Вара эсир тӗрӗс йышӑнусем тума пултарайӑр тата ӑнӑҫлӑ пулатӑр.