Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йӗркесӗр тӗнчере «ютран килнӗ ҫынсем»

Йӗркесӗр тӗнчере «ютран килнӗ ҫынсем»

Йӗркесӗр тӗнчере «ютран килнӗ ҫынсем»

«Ҫав ҫынсем пурте... хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ» (ЕВР. 11:13).

1. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем тата ҫак тӗнче ҫинчен мӗн каланӑ?

 «ВӖСЕМ вара тӗнчере»,— тенӗ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки. Анчах та вӑл малалла ӑнлантарнӑ: «Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар» (Иоанн 17:11, 14). Ҫапла Иисус хӑйӗн чӑн-чӑн вӗренекенӗсен ҫак тӗнче ҫине мӗнле пӑхмалли ҫинчен тӳррӗн каланӑ. «Ҫак тӗнченӗн» турри — Сатана (2 Кор. 4:4). Вӗсем йӗркесӗр тӗнчере пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен унӑн пайӗ пулмалла мар. Ҫак тӗнчере вӗсем «ют ҫӗртен килнӗ... ҫул ҫӳрекен ҫынсем» евӗрлӗ (1 Петр 2:11).

Вӗсем «ютран килнӗ ҫынсем» пулнӑ

2, 3. Мӗншӗн Енох, Ной, Авраам тата Сарра пирки «ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем» теме пулать?

2 Мӗн ӗлӗкренпех Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнчери ҫынсенчен яланах уйрӑлса тӑнӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн Енохпа Ной «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ» (Пулт. 5:22—24; 6:9). Вӗсем иккӗшӗ те Сатанан йӗркесӗр тӗнчине Иегова суд тӑвӗ тесе хӑюллӑ пӗлтерсе тӑнӑ. (2 Петр 2:5; Иуда 14, 15 вуласа пар.) Йӗркесӗр ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулин те, вӗсем тӗрӗссине туса тӑнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир Енох «Турра юранӑ», Ной вара «хӑйӗн ӑрӑвӗнче... айӑпсӑр ҫын пулнӑ» тесе вулатпӑр (Евр. 11:5; Пулт. 6:9).

3 Турӑ хушнине итлесе, Авраампа Сарра Халдеяри Ур хулинчи хӑтлӑ ҫуртне хӑварнӑ та ют ҫӗрте пӗр вырӑнтан теприне куҫса ҫӳресе килсӗр-мӗнсӗр пурӑнма хатӗр пулнӑ (Пулт. 11:27, 28; 12:1). Павел апостол ҫырнӑ: «Хӑйне пулас ҫӗре кайма хушнине Авраам ӗненнипе итленӗ, вара хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗрех тухса кайнӑ. Ӗненнипех вӑл, ют ҫӗртен пырса, хӑйне пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланӑ, унта Исаакпа тата Иаковпа — пама асӑннине илесскерсемпе — чатӑрта пурӑннӑ» (Евр. 11:8, 9). Иеговӑн ҫавӑн пек шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки Павел каланӑ: «Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ» (Евр. 11:13).

Израильсемшӗн асӑрхаттару

4. Иегова израильсене ҫӗр париччен мӗн тесе асӑрхаттарнӑ?

4 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Авраамӑн ӑрӑвӗ йышлӑланса кайнӑ. Иегова вӗсенчен Израиль халӑхне йӗркеленӗ те вӗсене саккунсемпе ҫӗр панӑ (Пулт. 48:4; Сак. аст. 6:1). Израиль халӑхӗн хӑйсен ҫӗрӗн чӑн-чӑн Хуҫи Иегова пулнине нихӑҫан та манмалла пулман (Лев. 25:23). Вӗсем ҫӗрпе усӑ курнӑ пулин те, вӗсен Иегова мӗн хушнине итлесе тӑмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне «этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине» тата пур ырӑ япала та Иеговӑран пулнине вӗсен асра тытмалла пулнӑ (Сак. аст. 8:1—3). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иегова израильсене ҫӗр париччен вӗсене ак ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре хули-мӗнӗпех сана пама хӑвӑн аҫусене — Авраама, Исаака тата Иакова — тупа тунӑччӗ, Турӑ сана ҫак ҫӗре илсе кӗрсессӗн, ан ман: унти пысӑк, лайӑх хуласене эсӗ туман, унти кил-ҫуртсенчи пурлӑха эсӗ пухман, унти чул касса алтнӑ пусӑсене те эсӗ алтман, унти иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫисене те эсӗ лартса ӳстермен, ҫапла ӗнтӗ ҫавӑнта ҫисе-тӑранса пурӑнма пуҫласассӑн сыхлан... Ҫӳлхуҫана манмалла ан пултӑр» (Сак. аст. 6:10—12).

5. Мӗншӗн Иегова израильсене хӑйӗн халӑхӗ ан пулччӑр тенӗ? Мӗнле ҫӗнӗ халӑх вӑл суйласа илнӗ?

5 Ҫавӑн пек асӑрхаттарса калама сӑлтав пулнӑ паллах. Неемия вӑхӑтӗнчи левитсен ушкӑнӗ израильсем Пама пулнӑ ҫӗре хӑйсен аллине илсен мӗн пулса тухни ҫинчен намӑсланса аса илнӗ. Хӑтлӑ ҫуртсене вырнаҫнӑ хыҫҫӑн, апат-ҫимӗҫпе эрех вӗсен ҫителӗклех пулса кайсан, «вӗсем тӑраниччен ҫинӗ, самӑрланнӑ, киленнӗ». Вӗсем Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, ҫитменнине тата вӑл вӗсене асӑрхаттарма янӑ пророксене те вӗлернӗ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене тӑшман аллине панӑ. (Неемия 9:25—27 вуласа пар; Ос. 13:6—9.) Каярахпа, Рим импери влаҫа тытса тӑнӑ чухне, шанчӑкран тухнӑ иудейсем питӗ тискер ӗҫ тунӑ — пама пулнӑ Мессийӑна вӗлернӗ! Ҫавӑнпа Иегова вӗсене хӑйӗн халӑхӗ ан пулччӑр тенӗ. Вӑл ҫӗнӗ халӑх суйласа илнӗ — «Турӑ Израильне» (Гал. 6:16; Матф. 21:43; Ап. ӗҫ. 7:51, 52).

«Тӗнченӗн мар»

6, 7. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ҫак тӗнче тӗлӗшӗнчен хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен мӗн каланине эсир епле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр? ӑ) Мӗншӗн чӑн христиансен Сатанан тӗнчин пайӗ пулса тӑмалла пулман?

6 Ҫак статьян пуҫламӑшӗнче Иисус Христос, христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ, хӑйӗн вӗренекенӗсен Сатанан тӗнчин пайӗ пулмалла мар тесе каланине палӑртнӑччӗ. Хӑй вилес умӗн кӑшт маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар, сире Эпӗ тӗнчерен суйласа илтӗм, тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть» (Иоанн 15:19).

7 Христианство сарӑлса пынӑҫемӗн христиансен ҫак тӗнченӗн ӗҫӗсене туса, унӑн пайӗ пулса тӑрса ҫак тӗнчери пек пурӑнмалла пулнӑ-ши? Ҫук. Кирек ӑҫта пурӑнсан та Сатанан тӗнчинчен вӗсен уйрӑм тӑмалла пулнӑ. Христос вилнӗ хыҫҫӑн пӗр 30 ҫул иртсен, Рим империйӗнче тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан христиансем патне Петр апостол ҫырнӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр, суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр» (1 Петр 1:1, 2; 2:11, 12).

8. Малтанхи христиансем тӗнче ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен пӗр историк мӗн каланӑ?

8 Малтанхи христиансем хӑйсене «ют ҫӗртен килнӗ... ҫул ҫӳрекен ҫынсем» пек тытнине палӑртса, Кеннет Латуретт историк ҫырать: «Христиансене малтанхи виҫӗ ӗмӗр хушшинче пӗр вӗҫӗмсӗр, хӑш-пӗр чухне вара хаяррӑн хӗсӗрлени ҫинчен историре сахал мар палӑртнӑ... [Вӗсене] тӗрлӗрен айӑпланӑ. Суя тӗн йӑли-йӗркисене хутшӑнманран христиансене атеистсем тенӗ. Обществӑра тӑвакан нумай ӗҫрен вӗсем пӑрӑннӑ — суя тӗн уявӗсенчен, халӑх вӑйӑ-куллисенчен пӑрӑннӑ, вӗсенче вара, христиансем шутланӑ тӑрӑх, суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑли-йӗркисем тата ирсӗрлӗхсем шутсӑр нумай пулнӑ — тата вӗсенчен этеме курайманскерсем тесе мӑшкӑлласа кулнӑ».

Тӗнчепе туллин усӑ курмастпӑр

9. Эпир, чӑн христиансем пулнӑ май, «этеме курайманскерсем» пулманни мӗнрен курӑнса тӑрать?

9 Паянхи кунсем пирки мӗн калама пулать? «Ҫак ултавлӑ тӗнче» тӗлӗшӗнчен эпир хамӑра малтанхи христиансем пекех тытатпӑр (Гал. 1:3, 4). Ҫавӑншӑн пире нумайӑшӗ ӑнланмасть, хӑш-пӗрисем вара кураймаҫҫӗ те. Ҫапах та эпир «этеме курайманскерсем» мар. Ҫывӑх ҫынна юратнӑран эпир килтен киле ҫӳретпӗр те кашнине Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерес тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр (Матф. 22:39; 24:14). Эпир ҫавна Христос ертсе пыракан Иеговӑн Патшалӑхӗ, е правительстви, ҫитменлӗхлӗ ҫынсен влаҫне тӗп туса ӑна тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнчепе улӑштарасса ҫирӗп ӗненнӗрен тӑватпӑр (Дан. 2:44; 2 Петр 3:13).

10, 11. а) Эпир тӗнчепе мӗнле усӑ куратпӑр? ӑ) Сыхӑ тӑракан христиансем мӗнле майпа тӗнчепе туллин усӑ курассинчен пӑрӑнаҫҫӗ?

10 Сатанан тӗнчи кӗҫех пурпӗр пӗтессине пӗлнӗрен, эпир, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, ҫак пӗтекен тӗнчере канлӗ вырнаҫса лармалли вӑхӑт маррине ӑнланатпӑр. Павел апостол каланӑ: «Эй тӑвансем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та... туянакансенӗн япала туянман пек, ку тӗнче уссине куракансенӗн [«туллин», ҪТ] усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать» (1 Кор. 7:29—31). Анчах та хальхи христиансем тӗнчепе мӗнле усӑ кураҫҫӗ? Вӗсем Библири пӗлӗве ҫӗр-ҫӗр чӗлхе ҫине куҫарса пӗтӗм тӗнчипе сарас тесе хальхи саманари технологисемпе тата ҫыхӑну хатӗрӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илес тесе тӗнчепе туллин усӑ курмаҫҫӗ. Вӗсем кирлӗ таварсем туянаҫҫӗ тата ҫак тӗнчере паракан хӑш-пӗр пулӑшупа усӑ кураҫҫӗ. Анчах та вӗсем ҫак тӗнчепе туллин усӑ курманни тени вӑл пурлӑха, укҫа-тенке тата ҫак тӗнчери ӗҫе хӑйсемшӗн чи кирли тесе шутламаннине пӗлтерет. (1 Тимофей 6:9, 10 вуласа пар.)

11 Сыхӑ тӑракан христиансем аслӑ пӗлӳ илес тӗлӗшрен те тӗнчепе туллин усӑ курмаҫҫӗ. Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ аслӑ пӗлӳ илни ятлӑ-сумлӑ пулма тата ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма паракан май тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та эпир ҫак тӗнчере ютран килнӗ ҫынсем пек пурӑнатпӑр, тӗллевсем те пирӗн урӑхла. Эпир «мӑнаҫланасшӑн» мар (Рим 12:16; Иер. 45:5). Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май эпир вӑл асӑрхаттарса каланине тимлетпӗр: «Астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест» (Лука 12:15). Ҫавӑнпа та ҫамрӑк христиансене хӑйсен умне Иеговӑшӑн ӗҫлес тӗллев лартма, хӑйсене тӗп япаласемпе тивӗҫтерме пулӑшакан, ҫавӑн пекех Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм хӑватпа тата пӗтӗм ӑспа ӗҫлеме май паракан пӗлӳ илме хавхалантараҫҫӗ (Лука 10:27). Ҫапла тунипе вӗсем «Турӑ умӗнче» пуян пулма пултарӗҫ (Лука 12:21; Матфей 6:19—21 вуласа пар).

Пурнӑҫри пӑшӑрханусене хӑвӑра пусса тӑма ан парӑр

12, 13. Матфей 6:31—33-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене тытса пыни пире ҫак тӗнчери ҫынсенчен мӗнле уйӑрса тӑрать?

12 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурлӑхпа укҫа-тенкӗ ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пек пӑхмаҫҫӗ. Ҫав тӗлӗшрен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене акӑ ҫапла каланӑ: «„Пирӗн мӗн ӗҫес?“ е „мӗн ҫиес?“, е „мӗн тӑхӑнас?“ тесе ан пӑшӑрханӑр — ҫакна пурне те суя тӗнлӗ ҫынсем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать. Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти вара пурте пулӗ сире» (Матф. 6:31—33). Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире мӗн кирлине парса тӑнине пирӗнпе пӗрле ӗненекенсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫӗнче курнӑ.

13 «Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх» (1 Тим. 6:6, ҪХ). Хальхи тӗнчери ҫынсем пачах урӑхла шухӑшлаҫҫӗ. Сӑмахран, ҫамрӑксем мӑшӑрлансан, нумайӑшӗ вӗсен пурте халех пултӑр теҫҫӗ — сӗтел-пуканпа, тӗрлӗ техникӑпа майлаштарса лартнӑ ҫурт е хваттер, лайӑх автомобиль тата электроникӑн юлашки ҫӗнӗлӗхӗсем. Анчах та христиансем, ҫак тӗнчере ютран килнӗ ҫынсем пек пурӑнакансем, хӑйсем шухӑш-ӗмӗтне виҫерен тухма памаҫҫӗ тата май ҫук ҫӗртенех япаласем туянмаҫҫӗ. Нумайӑшӗ Иеговӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тумашкӑн вӑйӗпе вӑхӑтне чылайрах уйӑрас тата Турӑ Патшалӑхӗн хастарлӑ хыпарҫисем пулас тесе хӑйсене укҫа-тенкӗ енчен хӗсме хатӗр пулнине курма хавас. Теприсем пионер, вефилец, ҫулҫӳрекен надзиратель тата миссионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗрле ӗненекенсем Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫленине эпир питӗ хаклатпӑр!

14. Иисус тырӑ акакан ҫинчен каланӑ ытарлӑхран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

14 Тырӑ акакан ҫинчен каланӑ ытарлӑхра Иисус «ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни» пирӗн чӗрери Турӑ сӑмахне хупласа илме тата пире Турӑ ӗҫӗнче ӑнӑҫсӑр тума пултарать тенӗ (Матф. 13:22). Эпир ҫак тӗнчере ютран килнӗ ҫынсем пек пурӑнса, мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлетпӗр пулсан, пирӗнпе ҫавӑн пекки пулмӗ. Ҫавна пула эпир Турӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен шухӑшланипе, Унӑн Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра мала хунипе хамӑр куҫа «таса» упрӑпӑр (Матф. 6:22).

«Тӗнче пӗтет»

15. Чӑн христиансен ҫак тӗнче тӗлӗшӗнчен хӑйсене мӗнле тытмалли ҫине Иоанн апостол каланӑ мӗнле сӑмахсем витӗм кӳреҫҫӗ?

15 Эпир, чӑн христиансем пулнӑ май, мӗншӗн хамӑра «ют ҫӗртен килнӗ... ҫул ҫӳрекен ҫынсем» тесе шутланин тӗп сӑлтавӗ вӑл — Сатанан тӗнчи кӗҫех пӗтессине хытӑ ӗненни (1 Петр 2:11; 2 Петр 3:7). Ҫавна эпир хамӑр мӗнле йышӑнусем тунипе, мӗне кӑмӑлланипе тата пирӗн мӗнле тӗллевсем пуррипе кӑтартатпӑр. Иоанн апостол христиансене тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр тенӗ, мӗншӗн тесен «тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:15—17).

16. Эпир Иегова ҫак тӗнчерен суйласа илнӗ «халӑх» шутне кӗнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

16 Иегова израильсене мана итлесе пурӑнсассӑн «ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр» тенӗ (Тух. 19:5). Израильсем Иеговӑна итлесе пурӑннӑ чухне Турра пуҫҫапас тата мӗнле пурӑнас енчен ытти халӑхсенчен уйрӑлса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑй валли Сатана тӗнчинчен палӑрмаллах уйӑрӑлса тӑракан халӑх суйласа илнӗ. Пире ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет, телейлӗ пулас ӗмӗте [«шанчӑка», ҪТ] тытса, хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Иисус Христос Туррӑмӑр мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑма вӗрентет. Пире пур йӗркесӗрлӗхрен те хӑтарасшӑн, пире тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан Хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тӑвасшӑн Христос Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ» (Тит 2:11—14). Ҫав «халӑх» шутне святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе вӗсене пулӑшса тӑракан миллионшар «урӑх сурӑхсем» кӗреҫҫӗ (Иоанн 10:16).

17. Мӗншӗн святой сылӑшпа суйласа лартнӑ христиансем те, ытти сурӑхсем те ҫак йӗркесӗр тӗнчере ютран килнӗ ҫынсем пулнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗҫ?

17 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен «телейлӗ шанчӑкӗ» вӑл — Христоспа пӗрле пӗлӗтре патша пулса ертсе пырасси (Ӳлӗм. 5:10). Ытти сурӑхсен ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнас шанчӑк пурнӑҫлансан, вӗсем йӗркесӗр тӗнчери ютран килнӗ ҫынсем урӑх пулмӗҫ. Вӗсен капӑр ҫуртсемпе ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ пулӗ (Пс. 36:10, 11; Ис. 25:6; 65:21, 22). Вӗсем Иеговӑна израильсем манса кайнӑ пек манса каймӗҫ. Вӗсен мӗн пурри пурте Иеговӑран, «пӗтӗм тӗнче Турринчен», пулнине ялан асра тытӗҫ (Ис. 54:5). Святой сылӑшпа суйласа лартнӑ христиансем те, ытти сурӑхсем те ҫак йӗркесӗр тӗнчере ютран килнӗ ҫынсем пулнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗҫ.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Авалхи шанчӑклӑ ҫынсем ютран килнӗ ҫынсем пулнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

• Тӗнче тӗлӗшӗнчен малтанхи христиансем хӑйсене мӗнле тытнӑ?

• Мӗнле майпа христиансем тӗнчепе туллин усӑ курмаҫҫӗ?

• Мӗншӗн эпир ҫак йӗркесӗр тӗнчере ютран килнӗ ҫынсем пулнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗпӗр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]