Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сирӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр

Сирӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр

«Сирӗн „ҫапла“ текен сӑмах „ҫапла“ тенине, сирӗн „ҫук“ тени „ҫук“ тенине пӗлтертӗр» (МАТФ. 5:37, ҪТ).

1. Тупа тӑвасси ҫинчен Иисус мӗн каланӑ тата мӗншӗн?

 ХРИСТИАНСЕНЕ тупа тума кирлех мар, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус: «Сирӗн „ҫапла“ текен сӑмах „ҫапла“ тенине... пӗлтертӗр» (ҪТ),— тесе каланине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑнпа Иисус ҫыннӑн хӑйӗн сӑмахне тытмалла тесе каласшӑн пулнӑ. Кӑшт маларах вӑл «пачах та тупа ан ту» тесе те каланӑ. Тупа тума хӑнӑхнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсем мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлама шутламан ҫынсене сивленӗ Иисус. Ҫавӑн пек ҫынсем сӑмах панӑ чухне «ҫапла» е «ҫук» тенинчен «ытлашшине» калаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ, тӗрӗссипе каласан, вӗсем шанӑҫа тивӗҫлӗ маррине кӑтартса парать, ҫавӑнпа вӗсене «усал» витӗм кӳрсе тӑрать. (Матфей 5:33—37 вуласа пар.)

2. Нихӑҫан та тупа тума юрамасть тени мӗншӗн тӗрӗс маррине ӑнлантарса парӑр.

2 Иисусӑн сӑмахӗсем пачах тупа тума юраманнине пӗлтереҫҫӗ-и? Ҫук. Унчченхи статьяран пӗлнӗ тӑрӑх, Иегова тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, Авраам, питӗ кирлӗ ыйтусенче тупа тунӑ. Турӑ Саккунӗнче те хӑш-пӗр тавлашуллӑ самантсене татса парас тесе тупа тумалла тенӗ (Тух. 22:10, 11; Йыша шутл. 5:21, 22). Судра свидетель пулнӑ чухне христианинран, тӗрӗссине калатӑр тесе, тупа ту тесе ыйтма пултараҫҫӗ. Е христианин, сайра-хутра, ыттисене мӗн те пулин тума хатӗр пулни ҫинчен шантарса калас тесе е пӗр-пӗр ыйтӑва татса пама пулӑшас тесе тупа тӑвас теме пултарать. Аслӑ священник Иисуса тупа тума ыйтсан, вӑл хирӗҫлемен, иудейсен Синедрионне тӗрӗссине каланӑ (Матф. 26:63, 64). Иисусӑн никам умӗнче тупа тума кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен вӑл яланах чӑннине каланӑ. Ҫапах та, хӑйӗн сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине палӑртас тесе, вӑл час-часах хӑй мӗн калас тенине ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире» (Иоанн 1:51; 13:16, 20, 21, 38). Иисусӑн, Павелӑн тата ытти ҫынсен — камӑн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтернӗ, ҫавсен — тӗслӗхӗсенчен тата мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

ИИСУС — ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХ

3. Иисус кӗлӗре Турра мӗн тума сӑмах панӑ тата хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗнчен вӑл мӗнле хурав илнӗ?

3 «Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ!.. Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм» (Евр. 10:7, ҪХ). Иисус ҫак тарӑн пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене каланипе Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама сӑмах панӑ. Ҫакӑ Иисусшӑн пама пулнӑ Вӑрлӑх ҫинчен малтанах мӗн каласа хунине пурне те, ҫав шутрах Сатана ӑна «ури тупанӗнчен сӑхӗ» тенине те, пурнӑҫламаллине пӗлтернӗ (Пулт. 3:15). Нимле ҫын та ҫавӑн пек пысӑк яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗп тесе калани нихӑҫан та пулман. Иегова пӗлӗтрен хӑйӗн Ывӑлне пӗтӗмпех шанатӑп тесе каланӑ, анчах та, Иисус хӑйӗн сӑмахне тыттӑр тесе, унран тупа тума ыйтман (Лука 3:21, 22).

4. Хӑй «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр тесе Иисус мӗн тунӑ?

4 Иисусӑн хӑйӗн сӑмахне тытманни нихӑҫан та пулман, унӑн «ҫапла» тени яланах «ҫапла» тенине пӗлтернӗ. Иисус хӑйӗн Ашшӗ хушнӑ ӗҫе — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрес тата хӑйӗн патне Турӑ кама ертсе пынӑ, ҫавсенчен вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе — тума ниме те чӑрмантарма паман (Иоанн 6:44). Туррӑн ирӗкне тума сӑмах панине Иисус пурнӑҫласа тӑнине Библи ҫакӑн пек сӑмахсемпе ҫирӗплетсе парать: «Турӑ мӗн пама пулни пӗтӗмпе Христос урлӑ пурӑнӑҫланса пырать, ҫавӑнпа ӗнтӗ „ҫапла“ пулнӑ» (2 Кор. 1:20). Чӑнах та Иисус чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Ашшӗне мӗн тума сӑмах панӑ, шӑп ҫавӑн пек туса тӑнӑ. Халӗ вара Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ пӗр ҫыннӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

ПАВЕЛ — СӐМАХА ТЫТАКАН ҪЫН

5. Павел апостол пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

5 «Эй Ҫӳлхуҫамӑм! манӑн мӗн тӑвас?» (Ап. ӗҫ. 22:10.) Ҫак чӗререн каланӑ сӑмахсемпе Павел, унччен Савл ятпа паллӑ пулнӑскер, хӑйне курӑнура курӑннӑ мухтава тухнӑ Иисус Ҫӳлхуҫана хуравланӑ. Вӑл Савла христиансене хӗсӗрлеме чарӑн тенӗ. Ҫавна пула Савл хӑйне кӗҫӗне хурса хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн ӳкӗннӗ, шыва кӗнӗ тата ятарлӑ ӗҫ илнӗ — халӑхсене Иисус ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерес ӗҫ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Павел Иисуса «Ҫӳлхуҫамӑм» тесе чӗннӗ. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех вӑл ӑна итлесе пурӑннӑ (Ап. ӗҫ. 22:6—16; 2 Кор. 4:5; 2 Тим. 4:8). Ыттисен, Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе чӗнекенсен, «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтермен. Иисус вӗсем пирки каланӑ: «Мӗншӗн эсир Мана: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Ҫӳлхуҫамӑр! тесе чӗнетӗр, хӑвӑр Эпӗ каланине тумастӑр?» (Лука 6:46.) Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа вырӑнне хурса йышӑнакансенчен пуринчен те, Павел апостол хӑйӗн сӑмахне тытнӑ пекех, хӑйсен сӑмахне тытасса кӗтет.

6, 7. а) Мӗншӗн Павел Коринфа хальлӗхе каймӑп тенӗ тата мӗншӗн вӑл шанӑҫа тивӗҫлӗ мар текенсене тӳрре кӑларма ҫук? ӑ) Пирӗн хушӑмӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ тӑвансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

6 Павел Патшалӑх хыпарне Кӗҫӗн Азире пур ҫӗрте те, ҫавӑн пекех Европӑра та, хастарлӑ пӗлтерсе ҫӳрнӗ. Вӑл пухусем йӗркеленӗ те кайран вӗсенче пӗрре кӑна мар пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне вӑл, хӑй мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парас тесе, тупа тумалла тесе шутланӑ (Гал. 1:20). Коринфрисенчен хӑш-пӗрисем Павел шанӑҫа тивӗҫлӗ мар тесе каланӑ чухне вӑл хӑйне хӳтӗлесе ҫапла хуравланӑ: «Эпир сире пӗрре апла, тепре капла темен. Турӑ епле шанчӑклӑ, пирӗн сӑмахӑмӑр та ҫапла шанчӑклӑ» (2 Кор. 1:18, ҪХ). Ҫак сӑмахсене ҫырнӑ вӑхӑт тӗлнелле Павел Эфесран тухса кайнӑ та Мекедони урлӑ Коринфа ҫул тытнӑ. Чи малтан вӑл Коринфа кӗрсе тухасшӑн, унтан вара Македоние каясшӑн пулнӑ (2 Кор. 1:15, 16). Анчах та хӑш-пӗр чухне плансене улӑштарма сӑлтавсем пур. Сӑмахран, хальхи ҫулҫӳрекен надзирательсем пухусене килмелли датӑсене улӑштарма пултараҫҫӗ. Ҫавна кирлӗ-кирлӗ мар, эгоистла сӑлтавсене пула мар, питех те кирлӗ чухне кӑна тӑваҫҫӗ. Пухӑва усӑллӑ пултӑр тесе Павелӑн Коринфа кӑшт тӑхтаса кайма витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек тунӑ?

7 Павел хӑйӗн маршрутне палӑртса хунӑ чухне Коринфри пухура йывӑрлӑхсем пурри ҫинчен илтнӗ. Унти тӑвансем хушшинче пӗрлӗх пулман тата вӗсем пухура хӑш-пӗрисене аскӑн ӗҫ туса пурӑнма чарман (1 Кор. 1:11; 5:1). Ҫав лару-тӑрӑва тӳрлетес тесе вӑл Коринфсем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗнче тӑвансене хыттӑн ӳкӗтленӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл Эфесран Коринфа караппа ишсе каяс вырӑнне вӗсене канаша пурнӑҫа кӗртме вӑхӑт пама шутланӑ. Ҫапла вара вӑл унта каярахпа ҫитсен, вӑл килни ытларах хавхалантарнӑ пулӗччӗ. Хӑйӗн планне улӑштарма витӗмлӗ сӑлтав пулнине тӑвансене кӑтартас тесе Павел иккӗмӗш ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: «Турӑ курса тӑрать: эпӗ Коринфа сире хӗрхеннипе халиччен пымасӑр тӑтӑм» (2 Кор. 1:23). Нихӑҫан та Павела критиклекенсем пек пулар мар. Ун вырӑнне пирӗн хушӑмӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ арҫынсене тарӑннӑн хисеплер. Павел Христос пек пулма тӑрӑшнӑ пекех, пирӗн те ун пек пулма тӑрӑшмалла (1 Кор. 11:1; Евр. 13:7).

ЫТТИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХСЕМ

8. Ревекка пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

8 «Кайӑп» (Пулт. 24:58). Ревекка ҫак сӑмахсемпе, амӑшӗпе пиччӗшӗ унран хӑвӑн кил-ҫуртна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр хӑварса, Авраам ывӑлне, Исаака, качча тухмашкӑн, палламан ҫынпа 800 километр аякка кайма хатӗр-и тесе ыйтсан хуравланӑ (Пулт. 24:50—58). Ревеккӑн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтернӗ, вӑл вара Исаакӑн Турӑран хӑракан, шанчӑклӑ арӑмӗ пулса тӑнӑ. Мӗн виличченех вӑл Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, ютран килнӗ ҫын пек, чатӑрсенче пурӑннӑ. Шанчӑклӑ пулнӑшӑн Турӑ Ревеккӑна, унӑн ӑрӑвӗнчен пама пулнӑ Вӑрлӑха, Иисус Христоса, тухма панипе пилленӗ (Евр. 11:9, 13).

9. Руфь хӑйӗн сӑмахне мӗнле тытнӑ?

9 «Ҫук, эпир хупа пӗрлех сан халӑху хушшине пыратпӑр» (Руфь 1:10). Ҫапла хуравланӑ Моавӑн тӑлӑх арӑмӗсем, Руфьпе Орфа, Моавран Вифлеема таврӑнакан хунямӗшне, упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ Ноемине. Юлашкинчен Ноеминь темиҫе хутчен ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн Орфа тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ. Анчах та Руфьшӗн «ҫук» тени «ҫук» тенинех пӗлтернӗ. (Руфь 1:16, 17 вуласа пар.) Вӑл хӑйӗн ҫемйине тата Моаври суя тӗне яланлӑхах хӑварса Ноеминьпе тӑрса юлнӑ. Руфь Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ, Иегова вара ӑна пилленӗ. Библире Матфей Христосӑн йӑх-кӑкне кӗрекен пиллӗк хӗрарӑм ҫинчен каласа тухнӑ чухне Руфе те асӑннӑ (Матф. 1:1, 3, 5, 6, 16).

10. Мӗншӗн Исаия пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх?

10 «Кунтах эпӗ, мана яр» (Ис. 6:8). Ҫак сӑмахсене калас умӗн Исаия курӑнура Израильти храм тӗлӗнче ҫӳлерех престол ҫинче ларакан Иеговӑн мухтавне курнӑ. Ҫак курӑну вӑхӑтӗнче тӗлӗнсе тӑракан пророк Иеговӑн сӑмахӗсене илтнӗ: «Манӑн кама ямалла? кам кайӗ Пирӗншӗн?» Иегова хӑйӗн хыпарне хӑйӗн итлемен халӑхне пӗлтерме кам кайӗ-ши тесе ыйтнӑ. Исаия «кунтах эпӗ, мана яр» тени «эпӗ эсӗ хушнӑ ӗҫе кайса тума хатӗр» тенипе пӗрех пулнӑ. Исаиян «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтернӗ — вӑл хӑй мӗн тӑватӑп тенӗ, ҫавна тӗп-тӗрӗс тунӑ. Вӑл 46 ҫул ытла пророк пулса шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ, ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл Турӑ хӑйӗн итлемен халӑхне наказани парать тесе, унтан вӗсене каялла хӑйне пуҫҫапмалли вырӑна тавӑрать тесе пророкла каласа тӑнӑ.

11. а) Хамӑр сӑмаха тытни мӗншӗн питӗ кирлӗ? ӑ) Библире мӗнле шанчӑксӑр ҫынсен асӑрхаттаракан тӗслӗхӗсене ҫырса хунӑ?

11 Мӗншӗн Иегова ҫак тӗслӗхсене хӑйӗн Сӑмахне ҫырса хума хушнӑ? Пирӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтерни чӑнах та пысӑк пӗлтерӗшлӗ-и? Кам «шанчӑксӑр», ҫавсем «вилӗме тивӗҫлӗ» тесе Библире тӳррӗн каланӑ (Рим 1:31, 32). Египет фараонне, Иудей патши Седекияна, ҫавӑн пекех Ананияпа Сапфирӑна «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтерменнисен хушшинче асӑннӑ Библире. Вӗсен пурин те пурнӑҫӗ питӗ начар вӗҫленнӗ, вӗсем вара пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗхсем пулса тӑчӗҫ (Тух. 9:27, 28, 34, 35; Иез. 17:13—15, 19, 20; Ап. ӗҫ. 5:1—10).

12. Хамӑр сӑмаха тытма пире мӗн пулӑшӗ?

12 Эпир «юлашки кунсенче», «шанчӑксӑр» (ҪТ), «Турра хисепленҫи тӑвакан, анчах та ӑшра хисеплемен» ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1—5, ҪХ). Ҫавӑн пек ҫынсемпе хутшӑнассинчен пирӗн май ҫитнӗ таран пӑрӑнас пулать. Ун вырӑнне пирӗн кам хӑйӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр тесе тӑрӑшать, ҫавсемпе ялан хутшӑнмалла (Евр. 10:24, 25).

ЭСӖ «ҪАПЛА» ТЕНИСЕНЧЕН ЧИ КИРЛИ

13. Иисус Христос хыҫҫӑн пыраканшӑн «ҫапла» тенисенчен чи кирли хӑшӗ?

13 Ҫын сӑмах пама пултарнисенчен чи кирли вӑл хӑйне Турра халалланипе ҫыхӑннӑ. Кам Иисусӑн вӗренекенӗ пулас тесе хӑйӗн ирӗкне пӑрахасшӑн, ҫав ҫыннӑн, хӑй ҫирӗп шут тытнине ҫирӗплетсе памашкӑн, виҫӗ хутчен «ҫапла» тесе калама май пур (Матф. 16:24). Икӗ старейшина шыва кӗмен хыпарҫӑ пулас текенпе калаҫнӑ чухне унран ҫапла ыйтаҫҫӗ: «Эсӗ чӑнах та Иегова Свидетелӗ пуласшӑн-и?» Каярахпа ҫын ҫитӗнӳсем тунӑ хыҫҫӑн шыва кӗрес тет пулсан, старейшинӑсем унпа тӗл пулаҫҫӗ те ҫакӑн пек ыйту параҫҫӗ: «Эсӗ уйрӑм кӗлӗре хӑвна Иеговӑна халалларӑн-и?» Юлашкинчен, шыва кӗнӗ кун шыва кӗрес текенсенчен кашни ҫакӑн пек ыйту ҫине хурав парать: «Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине йышӑнса хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн эсӗ ӳкӗнтӗн-и тата Турӑ ирӗкне тӑвас тесе хӑвна Иегова Турра халалларӑн-и?» Ҫапла вара шыва кӗрекенсем Турӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр тесе сӑмах парса свидетельсем умӗнче «ҫапла» тесе калаҫҫӗ.

14. Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑра мӗнле тӗрӗслесе пӑхмалла?

14 Эсӗ нумаях пулмасть шыва кӗнӗ-и е Турӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫлетӗн-и, санӑн хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем парса тӗрӗслемелле: «Эпӗ Иисус Христос пек пулма тӑрӑшатӑп-и тата манӑн „ҫапла“ тенисенчен чи кирлийӗ халӗ те „ҫапла“ тенинех пӗлтерет-и? Иисус хушса хӑварнӑ пек, ырӑ хыпар каласа ҫӳресси тата вӗренекенсем хатӗрлесси манӑн пурнӑҫра халӗ те чи кирлӗ ӗҫ-и?» (2 Коринф 13:5 вуласа пар.)

15. Пурнӑҫра хӑҫан-хӑҫан пирӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтерни питӗ кирлӗ?

15 Хамӑра Турра халалланӑ чухне сӑмах панине пурнӑҫласа тӑрасси вӑл пирӗн ытти кирлӗ ӗҫсенче те шанчӑклӑ пулмаллине пӗлтерет. Авланнӑ-и эсир е качча кайнӑ-и? Ку ҫапла пулсан, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшма тата пӗр-пӗрне юратма сӑмах панине малалла та пурнӑҫласа тӑрӑр. Эсир ӗҫ договорне турӑр-и е пӗр-пӗр теократи ӗҫне тумашкӑн заявлени ҫыртӑр-и? Ҫавӑн пек чухне хӑвӑр ҫине илнӗ тивӗҫе тӑвас тата мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлас тӗлӗшрен шанчӑклӑ пулӑр. Тен, сире пӗр-пӗр чухӑн ҫын хӑнана чӗнсен, эсир ун патне кайма килӗшсен, каярахпа сире урӑх ҫӗре хӑнана чӗнсен те, унта кайни сире лайӑхрах пек туйӑнсан та малтан чӗннӗ ҫӗре каймӑп тесе ан шутлӑр. Е килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне эсир пӗр-пӗр ҫын патне тепӗр хут пыма сӑмах патӑр. Сирӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр тесе ун патне пурпӗр кайса килме тӑрӑшӑр, вара Иегова сирӗн сӑваплӑ ӗҫе пиллӗ. (Лука 16:10 вуласа пар.)

АСЛӐ СВЯЩЕННИК ТАТА ПАТША ПИРЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ

16. Сӑмаха тытаймарӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

16 Библире каланӑ тӑрӑх, ҫитменлӗхсем пур пирки «эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр», уйрӑмах хамӑр чӗлхепе (Иак. 3:2). Хамӑр сӑмаха тытаймарӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? Израиле панӑ Туррӑн Саккунӗ тӑрӑх, «пӗр шухӑшламасӑр [«чӗлхи-ҫӑварӗпе», ҪТ]... тупа тӑвакан ҫыннӑн» хӗрхенӳ илме май пулнӑ (Лев. 5:4—7, 11). Ҫавӑн пек ҫылӑх тӑвакан христиансене те каҫарма пултараҫҫӗ. Эпир ҫав ҫылӑха Иеговӑна каласа патӑмӑр пулсан, вӑл пире хӗрхенсе Аслӑ Священник, Иисус Христос, урлӑ каҫарӗ (1 Иоанн 2:1, 2). Турӑ пире малалла та ырлатӑр тесен пирӗн ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тумалла, ҫавӑн пек ҫылӑха йӑлана кӗме памалла мар тата пӗр шухӑшламасӑр каланӑ сӑмахсемпе тунӑ сиене саплаштарас тесе мӗн кирлине пурне те тумалла (Ытар. 6:2, 3). Паллах ӗнтӗ, пурнӑҫлама пултарайман ӗҫ пирки сӑмах париччен питӗ тӗплӗ шухӑшламалла. (Екклесиаст 5:1 вуласа пар.)

17, 18. Хӑйсен «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр тесе тӑрӑшакансене пурне те мӗнле чаплӑ пуласлӑх кӗтет?

17 Иеговӑн пур ӗҫлекенне те, хӑйсен «ҫапла» тени «ҫапла» тенине пӗлтертӗр тесе тӑрӑшакансене, питӗ чаплӑ пуласлӑх кӗтсе тӑрать! Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000 христианиншӑн ҫакӑ пӗлӗтре Иисуспа пӗрле унӑн Патшалӑхӗнче вилӗмсӗр пурнӑҫпа пурӑнассине пӗлтерет, унта вӗсем «пин ҫул патшара ларӗҫ» (Ӳлӗм. 20:6). Шутласа кӑларайми миллион-миллион ҫыншӑн ҫакӑ Христосӑн Патшалӑхӗ тытса тӑракан ҫӗр ҫинчи райра пурӑнассине пӗлтерет. Унта вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр ӑс-тӑнпа сывлӑх илӗҫ (Ӳлӗм. 21:3—5).

18 Христосӑн Пин ҫуллӑх Патшалӑхӗ ертсе пыни вӗҫленсен, эпир юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шанчӑклӑ тӑрса юлсан, пирӗн никамӑн сӑмахӗ пирки иккӗленме нимӗнле сӑлтав та пулмӗ (Ӳлӗм. 20:7—10). «Ҫапла» тени «ҫапла» тенине, «ҫук» тени «ҫук» тенине яланах пӗлтерӗ, мӗншӗн тесен ун чухне кашнийӗ пур енчен те пирӗн юратнӑ ҫӳлти Аттемӗр, Иегова — «чӑнлӑх Турри» — пек пулӗ (Пс. 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫ.).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]