ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2015 июль
Ҫак кӑларӑмра 2015 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 27-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.
Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Раҫҫейре
Мӑшӑрланман тата мӑшӑрланнӑ христиансем ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта сӑваплӑ ӗҫе тӑвас тесе Раҫҫее куҫса килни ҫинчен вулӑр. Вӗсем Иеговӑна тата ытларах шанма вӗреннӗ!
Сӑнарлӑ рая илемлӗ тума тӑрӑшӑр
Сӑнарлӑ райпа сӑнарлӑ храм пӗр япалах-ши? Павел виҫҫӗмӗш тӳпере мӗнле рай курнӑ?
«Йывӑр кунсем» килсен, Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑмалла?
Ҫирӗп ӗненсе пурӑнас тата Иеговӑшӑн ӗҫлесех тӑрас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Библире каланӑ вӑхӑтра Турӑшӑн савӑнса ӗҫленӗ ватӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
«Сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать»!
Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн мӗнле хыпар пӗлтерсе тӑрӗҫ? Ҫавӑн чухне святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе мӗн пулӗ?
Вӑл пирӗн ӗҫе яланах асӑрхаса тӑрать
Веселеилпа Аголиавӑн тӗслӗхӗ пире питӗ кирлӗ чӑнлӑха вӗрентет: пирӗн ӗҫе никам та асӑрхамасан та, Иегова яланах асӑрхать.
Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнӑр
Иеговӑна тата Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнма вӗренес тесе христиансем мӗн тума пултараҫҫӗ?
Пирӗн Патшалӑх залӗ — Турра пуҫҫапмалли вырӑн
Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Мӗне пула ҫӗнӗ Патшалӑх залӗсене туса лартаҫҫӗ тата вӗсене тирпейлӗ те юсавлӑ тытса тӑраҫҫӗ?
Эсир пӗлетӗр-и?
Библире каланӑ тӑрӑх, Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче нумай вӑрман пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫав вырӑнсенче нумайӑшӗнче йывӑҫсем ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа та ҫакӑ чӑнах та тӗрӗс-ши?