Пирӗн Патшалӑх залӗ — Турра пуҫҫапмалли вырӑн
«Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни типӗтсе ячӗ Мана» (ИОАНН 2:17).
1, 2. а) Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ӗлӗк мӗнле пуҫҫапмалли вырӑнсем пулнӑ? ӑ) Иерусалимри храм ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ? б) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ТУРРӐН ӗҫлекенӗсен мӗн ӗлӗкренех Турра пуҫҫапмалли вырӑнсем пулнӑ. Авель парне вырӑнӗ туса лартнӑ пулмалла, вара ун ҫинче Турра парне кӳнӗ (Пулт. 4:3, 4). Ной, Авраам, Исаак, Иаков тата Моисей — ҫаксем пурте Турӑ валли парне вырӑнӗсем тунӑ (Пулт. 8:20; 12:7; 26:25; 35:1; Тух. 17:15). Иегова кӑтартнӑ тӑрӑх израильтянсем сӑваплӑ чатӑр туса лартнӑ (Тух. 25:8). Каярахпа, вӑл вӗсене храм тума хушнӑ (3 Патш. 8:27, 29). Вавилонри тыткӑнран таврӑннӑ хыҫҫӑн иудейсем синагогӑсенче пуҫтарӑнма пуҫланӑ (Марк 6:2; Иоанн 18:20; Ап. ӗҫ. 15:21). Малтанхи христиансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсен ҫурчӗсене пухӑннӑ (Ап. ӗҫ. 12:12; 1 Кор. 16:19). Хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ вуншар пин Патшалӑх залне пухӑнса Иегова ҫинчен вӗренет тата ӑна пуҫҫапать.
2 Иеговӑн Иерусалимри храмне Иисус питӗ хисепленӗ. Иисус храма юратни унӑн вӗренекенӗсене псалом юрлаканӑн ҫак сӑмахӗсене аса илтернӗ: «Санӑн ҫуртӑшӑн тӑрӑшни типӗтсе ячӗ мана» (Пс. 68:10, Мухтав юррисен кӗнеки; Иоанн 2:17). Паллах ӗнтӗ, Патшалӑх залӗсене пӗрне те Иерусалимри храм пек «Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ» теме май ҫук (2 Ҫулс. 5:13; 33:4). Ҫав-ҫавах Библире Турра пуҫҫапмалли вырӑнсемпе мӗнле усӑ курмаллине, вӗсене мӗнле хисеплемеллине кӑтартакан принципсем пур. Ҫак статьяра эпир хамӑра Патшалӑх залӗсенче мӗнле тытмаллине, ҫав залсене мӗнле пӑхса тӑмаллине тата вӗсем валли укҫа-тенкӗ мӗнле уйӑрса памаллине кӑтартакан ҫав принципсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухӑпӑр *.
ХАМӐРӐН ТӖЛПУЛУСЕНЕ ХИСЕПЛЕНИ
3—5. Мӗн вӑл Патшалӑх залӗ тата пирӗн хамӑр тӗлпулусем ҫине мӗнле пӑхмалла?
3 Патшалӑх залӗ вӑл — ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапма пуҫтарӑнакан вырӑн. Тӗлпулусем вӗсем — Турӑ панӑ парне, вӗсем пире унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Хамӑр тӗлпулусенче эпир Туррӑн организацийӗ парса тӑракан хавхаланупа канашсем илсе тӑратпӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫынсем Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ чӗннӗрен ҫӳреҫҫӗ теме пулать. Кашни эрнере пире «Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен» ҫиме чӗнеҫҫӗ пулин те, пирӗн нихӑҫан та ҫакӑн пирки пули-пулми япала тесе шутламалла мар (1 Кор. 10:21).
4 Иегова пире хӑйне пуҫҫапмашкӑн тата пӗр-пӗрне хавхалантармашкӑн пӗрле пухӑнма кирлине пӗлет, ҫавӑнпа та Павел апостол урлӑ вӑл пире пӗрле пуҫтарӑнма ан пӑрахӑр тесе ӳкӗтлет. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа пар.) Эпир витӗмлӗ сӑлтавсӑрах пухусене сиктеретпӗр пулсан, ҫакӑ Иеговӑна хисепленине кӑтартнӑ пулӗччӗ-и? Эпир тӗлпулусене хатӗрленнипе тата вӗсенче хутшӑннипе Иеговӑна юратнине, ҫавӑн пекех вӑл пирӗншӗн мӗн тунине питӗ хакланине кӑтартатпӑр (Пс. 21:23).
5 Тӗлпулусенче хамӑра мӗнле тытнинче тата хамӑр Патшалӑх залне мӗнле пӑхса тӑнинче эпир Иеговӑна мӗн таран хисеплени курӑнса тӑрать. Эпир хамӑра тӗрӗс тытнипе Иеговӑн ятне мухтава кӑларасшӑн, ҫав ята вара нумай Патшалӑх залӗ ҫине ҫакса хунӑ вывеска ҫинче курма пулать. (3 Патшасен 8:17 танлаштарӑр.)
6. Хӑш-пӗрисем пирӗн Патшалӑх залӗсем пирки тата пирӗн тӗлпулусене ҫӳрекенсем пирки мӗн калаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
6 Эпир хамӑр Патшалӑх залӗсене хисепленине Свидетель пулман ҫынсем те асӑрхаҫҫӗ. Сӑмахран, Турцири пӗр арҫын каланӑ: «Патшалӑх залӗнче мӗнле тасалӑх тата мӗнле йӗрке пулни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Тирпейлӗ тумланнӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫсе тӑратчӗ тата вӗсем мана ӑшшӑн саламларӗҫ. Ҫакӑ манӑн кӑмӑла хускатмаллипех хускатрӗ». Ҫав арҫын пур тӗлпулӑва та ҫӳреме пуҫланӑ, вара кӗҫех шыва кӗнӗ. Индонезире пӗр хулари хыпарҫӑсем хӑйсен ҫӗнӗ Патшалӑх залне курма хӑйсен кӳршисене, мэра тата ытти чиновниксене чӗннӗ. Мэра ҫурчӗ хӑй те, ӑна мӗнле меллӗ туни те, илемлӗ сад та питӗ килӗшнӗ. Вӑл каланӑ: «Ҫак залри тасалӑх эсир чӑннипех Турра ӗненекен ҫынсем пулнине кӑтартса парать».
7, 8. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрекенсен мӗне асра тытмалла?
7 Христиансен тӗлпулӑвӗсене пире Иегова чӗнет, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна хамӑр ҫи-пуҫпа, хамӑра тивӗҫлӗ тытнипе чысламалла. Турра хисеплени вӑл виҫерен тухса каймалла маррине те пӗлтерет. Тен, кам та пулин пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче кун пек туни вырӑнлӑ, ун пек туни вырӑнлӑ мар тесе татӑклӑн калама пултарать. Ҫав вӑхӑтрах теприсем хӑйсене Патшалӑх залӗнче ҫӑмӑлттайла тытма пултараҫҫӗ. Еккл. 3:1).
Паллах ӗнтӗ, Иегова тӗлпулусенче хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тата унта килнӗ хӑнасем хӑйсене канлӗ туйччӑр тет. Анчах та эпир пухусене тирпейсӗр тата ҫӑмӑлттайла тӑхӑнса ҫӳретпӗр, тӗлпулу вӑхӑтӗнче телефонпа пӗлтерӳсем яратпӑр, калаҫса е ӗҫсе-ҫисе ларатпӑр пулсан, вӗсене хисеплеменнине кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр. Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене Патшалӑх залӗ вӑл вӑйӑ вылямалли е чупса ҫӳремелли вырӑн мар тесе ӑнлантармалла (8 Турӑ храмӗнче суту-илӳ тунине курсан, ҫакӑ Иисуса ҫиллентернӗ, вара вӑл сутӑҫсене унтан хӑваласа кӑларса янӑ (Иоанн 2:13—17). Пирӗн Патшалӑх залӗнче эпир Иеговӑна пуҫҫапатпӑр, ун ҫинчен пӗлӳ илетпӗр. Ҫавӑнпа та Туррӑн ӗҫӗпе ҫыхӑнман ӗҫсене унта туни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. (Неемия 13:7, 8 танлаштарӑр.)
ПАТШАЛӐХ ЗАЛӖСЕНЕ ТУМА ПУЛӐШНИ
9, 10. а) Патшалӑх залӗсене мӗнле тӑваҫҫӗ тата ҫакӑ мӗн панӑ? ӑ) Укҫа-тенкӗ ҫитменнипе Патшалӑх залне туса лартма пултарайман пухусене мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?
9 Пухусен вырӑнлӑ Патшалӑх залӗсем пулччӑр тесе Иеговӑн организацийӗ нумайӑшне тӑвать. Доброволецсем тӳлевсӗрех залсен проекчӗсене тӑваҫҫӗ тата вӗсене туса лартаҫҫӗ е юсаҫҫӗ. Ҫакӑ вара мӗн панӑ? 1999 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турра пуҫҫапмалли 28 000 ытла хитре ҫурт туса лартнӑ. Ҫакӑ вӑл юлашки 15 ҫул хушшинче кашни кун вӑтамран пилӗк ҫӗнӗ Патшалӑх залӗ туса лартнине пӗлтерет.
10 Патшалӑх залӗсене туса лартас тесе укҫа-тенкӗ тата ытти енчен пулӑшу парас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Ҫапла Библи принципӗ пурнӑҫланать, ҫав принцип тӑрӑх «пӗр тикӗс [«танлӑх», ҪХ] пултӑр» тесе пӗрисен ытлашшийӗ теприсен ҫитменнине ҫитерет. (2 Коринф 8:13—15 вуласа пар.) Ҫавна пула укҫа-тенкӗ ҫитменнипе Патшалӑх залне туса лартма пултарайман пухусен халӗ Турра пуҫҫапмалли хитре ҫуртсем пур.
11. Хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсен ҫӗнӗ Патшалӑх залӗ ҫинчен мӗн калаҫҫӗ тата ҫакӑ сирӗн ӑшра мӗнле туйӑмсем ҫуратать?
11 Коста-Рикӑри ҫавӑн пек пулӑшу илнӗ пухури пӗр тӑван ак ҫапла ҫырса янӑ: «Хамӑр Патшалӑх залӗ ҫине пӑха эпир хамӑра тӗлӗкри пек туятпӑр! Ҫакӑ пӗртте ӗненмелле мар пек. Пирӗн илемлӗ зала сакӑр кун хушшинчех туса лартрӗҫ! Иегова пилленине, унӑн организацийӗ ӗҫсене йӗркелесе тӑнине тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен хаклӑ тӑвансем пулӑшнине пула ҫаксем пурте пулма пултарчӗҫ. Ҫак пуҫҫапмалли вырӑн — Иегова пире панӑ чаплӑ парне. Ҫакӑ пире калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать». Ҫавӑн пек тав туса каланӑ сӑмахсене илтме тата тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан пирӗн тӑвансем ҫавӑн Пс. 126:1).
пек савӑннине пӗлме питӗ кӑмӑллӑ. Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе Иегова пиллени питӗ лайӑх курӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен залсене туса лартсанах Иегова ҫинчен пӗлес тесе вӗсене тата нумайрах ҫын ҫӳреме пуҫлать (12. Патшалӑх залӗсене тума эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
12 Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем нумайӑшӗ Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннипе пысӑк савӑнӑҫ илнӗ. Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнма пирӗн май пур-и е ҫук, эпир пурте ҫав ӗҫе тума хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе пулӑшма пултаратпӑр. Авалхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем тӗрӗс пуҫҫапассишӗн ҫуннине-тӑрӑшнине пула Турра пуҫҫапмалли ҫуртсем тума ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ пухма пултарнӑ. Ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулни хальхи вӑхӑтра та Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрать (Тух. 25:2; 2 Кор. 9:7).
ПАТШАЛӐХ ЗАЛӖСЕНЕ ТАСА ТА ТИРПЕЙЛӖ ТЫТСА ТӐРАССИ
13, 14. Пирӗн Патшалӑх залӗсене таса та тирпейлӗ тытса тӑмаллине Библири мӗнле принципсем кӑтартса параҫҫӗ?
13 Эпир таса та сӑваплӑ Турра, йӗркелӗх Туррине, пуҫҫапса пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн хамӑрӑн Патшалӑх залне таса та тирпейлӗ тытса тӑмалла. (1 Коринф 14:33, 40 вуласа пар.) Апла пулсан, Иегова пек таса та сӑваплӑ пулас тесен пирӗн пуҫҫапни, шухӑшсем тата ӗҫсем кӑна мар, ӳт-пӳ те таса пулмалла (Ӳлӗм. 19:8).
14 Хамӑрӑн Патшалӑх залне таса та тирпейлӗ тытса тӑратпӑр пулсан, эпир ҫынсене хамӑр тӗлпулусене хаваспах чӗнетпӗр. Ҫапла вара ҫынсем эпир хамӑр пӗлтерсе ҫӳрекен Ис. 6:1—3; Ӳлӗм. 11:18).
ырӑ хыпарпа — таса ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен калакан хыпарпа — килӗшӳллӗ пурӑннине курӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем эпир таса та сӑваплӑ Турӑшӑн, ҫӗре кӗҫех илемлӗ рай туса хуракан Турӑшӑн, ӗҫленине те асӑрхӗҫ (15, 16. а) Мӗне пула хӑш-пӗр чухне Патшалӑх залне таса тытса тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать, анчах та мӗншӗн ҫавна тумалла? ӑ) Патшалӑх залне тасатас ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ тата пирӗн кашнин мӗнле май пур?
15 Тасалӑх мӗн иккенне кашни хӑйне майлӑ ӑнланма пултарать. Мӗншӗн? Ҫакӑ час-часах ҫынна мӗнле пӑхса ӳстернинчен, урамсем тата ҫулсем мӗн таран таса мар е тусанлӑ пулнинчен, ҫумалли япаласемпе шыв ҫителӗклӗ пулнипе пулманнинчен килет. Эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, ҫынсем тасалӑх ҫине кирек мӗнле пӑхсан та, пирӗн Патшалӑх залӗ тирпейлӗ те таса пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑн (Сак. аст. 23:14).
16 Патшалӑх залне пирӗн хутран-ситрен кӑна мар тасатса тӑмалла. Старейшинӑсен совечӗсен пурин те тасатса-тирпейлесе тӑмалли график тумалла тата пуҫҫапмалли вырӑна кирлӗ пек тытса тӑрас тесе тасатмалли япаласемпе хатӗрсем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе тӑрӑшмалла. Тасатас ӗҫсенчен хӑш-пӗрисене кашни тӗлпулу хыҫҫӑнах тумалла, теприсене вара ун пекех час-часах тумалла мар. Ҫавӑнпа та пӗр ӗҫе те тумасӑр хӑварас мар тесен пурне те лайӑх йӗркелемелле. Патшалӑх залне тасатса-тирпейлесе тӑрасси вӑл — чыслӑ ӗҫ, ҫак ӗҫе вара пухури кашни тӑван хутшӑнма пултарать.
ПАТШАЛӐХ ЗАЛНЕ ПӐХСА ТӐНИ
17, 18. а) Иеговӑн авалхи халӑхӗ пуҫҫапмалли вырӑнӗсене мӗнле пӑхса тӑнӑ? ӑ) Мӗншӗн Патшалӑх залӗсене йӗркеллӗ те юсавлӑ тытса тӑмалла?
17 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен пуҫҫапмалли вырӑнӗсем йӗркеллӗ те юсавлӑ пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, иудейсен патши Иоас патшара ларнӑ чухне ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе Иеговӑн храмӗ валли укҫа-тенкӗ парса тӑнӑ. Патша вара священниксене ҫав укҫапа усӑ курса «Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене, ӑҫта ваннӑ-ҫӗмӗрӗлнӗ — ҫавна пӗтӗмпех» юсама хушнӑ (4 Патш. 12:4, 5). Ҫавӑнтанпа 200 ытла ҫул иртсен Иосия патша ҫынсем хӑйсем ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенке храма юсама уйӑрса панӑ. (2 Ҫулсеренхи 34:9—11 вуласа пар.)
18 Филиалсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫуртсене е хатӗрсене тирпейлесе тата юсаса тӑрас йӑла ҫук. Тен, ҫав вырӑнсенче ҫавна мӗнле тумаллине ҫынсем пӗлсех каймаҫҫӗ е ҫав ӗҫсене тума вӗсен укҫа ҫитмест. Анчах та Патшалӑх залне юсаса тӑмасан вӑл хӑвӑртах юрӑхсӑра тухма пултарать. Ҫавна пула ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсем умӗнче ырӑ ята яма пулать. Тепӗр енчен илес пулсан, пухури тӑвансем Патшалӑх залне йӗркеллӗ те юсавлӑ тытса тӑрас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ пулсан, ҫакӑ Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрать тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗне перекетлеме пулӑшать.
19. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
19 Патшалӑх залӗ вӑл — Иеговӑна халалланӑ ҫурт. Ҫавӑнпа та унӑн саккунлӑ хуҫи кирек кам пулсан та, ҫав зал пӗр ҫыннӑн е пухӑвӑн тесе шутламалла мар. Ҫак статьяра эпир Библи принципӗсем пире Турра пуҫҫапмалли вырӑнсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнине сӳтсе яврӑмӑр. Эпир пурте Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене хисепленине ҫӗнӗ залсем тума хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ панипе тата Патшалӑх залӗсене таса та юсавлӑ тытса тӑрас тесе хамӑр вӑйпа вӑхӑта шеллесе тӑманнипе кӑтартма пултаратпӑр. Ҫапла эпир Иисус пекех Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑншӑн ҫуннине кӑтартатпӑр (Иоанн 2:17).
^ 2 абз. Ҫак статьяра, тӗпрен илсен, Патшалӑх залӗсем ҫинчен каланӑ, анчах та ҫав принципсемпех Конгресс залӗсенче те, Иеговӑна пуҫҫапмалли ытти вырӑнсенче те усӑ курма пулать.