Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Раҫҫейре

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Раҫҫейре

ИЕГОВА Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чылай вӑхӑт хушши чарса тӑнӑ хыҫҫӑн 1991 ҫулта официаллӑ майпа тума ирӗк парсан, Совет Союзӗнчи тӑвансем питӗ хытӑ савӑннӑ. Ҫавӑн чухне Раҫҫейре Иегова Свидетелӗсен шучӗ вун хут таран ӳссе 170 000 яхӑн ҫитессе никам та ӗмӗтленме пултарайман! Ҫав хастарлӑ Патшалӑх хыпарҫисем хушшинче ырӑ хыпар сарма пулӑшас тесе Раҫҫее урӑх ҫӗршывсенчен куҫса килнӗ Свидетельсем те пур (Матф. 9:37, 38). Айтӑр вӗсенчен хӑш-пӗрисемпе паллашар.

АРҪЫН ТӐВАНСЕМ ПУХУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ ХАСТАРЛӐН ПУЛӐШАҪҪӖ

Раҫҫейре ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума ирӗк панӑ чухне Великобританире пурӑннӑ Мэттью 28 ҫулта пулнӑ. Ҫав ҫул область конгресӗнче Хӗвелтухӑҫ Европӑри пухусене пулӑшу кирлӗ текен доклад тунӑ пулнӑ. Докладчик тӗслӗхшӗн Санкт-Петербургри пухӑва илсе панӑ та унта пӗр пулӑшакан ӗҫчен кӑна, пӗр старейшина та ҫук тесе каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах хыпарҫӑсем ҫӗр-ҫӗр Библи вӗрентӗвӗсем ирттернӗ! Мэттью аса илет: «Ҫав доклад хыҫҫӑн эпӗ Раҫҫей ҫинчен пӗрмай шухӑшларӑм, ҫавӑнпа та кӗлӗре Иеговӑна унта куҫса каяс килни ҫинчен калама пуҫларӑм». Вӑл кӑштах укҫа пухнӑ, хӑйӗн нумай япалине сутса янӑ, унтан вара 1992 ҫулта Раҫҫее куҫса килнӗ. Малалла унпа мӗн пулнӑ?

Мэттью

«Урӑх чӗлхепе калаҫма вӗренме питӗ йывӑр пулчӗ,— каласа парать Мэттью.— Эпӗ ҫынсемпе Библи ҫинчен йӗркеллӗ те калаҫма пултараймастӑмччӗ». Унсӑр пуҫне пурӑнмалли вырӑн тупма та йывӑр пулнӑ: «Манӑн пӗр хваттертен теприне миҫе хутчен хӑвӑрт куҫса кайма тивнине шутласа кӑларма та ҫук». Ҫав-ҫавах Мэттью калать: «Раҫҫее куҫса кайма шут тытни хамӑн пурнӑҫра тунӑ йышӑнусенчен чи лайӑххи пулчӗ». Вӑл ӑнлантарса парать: «Сӑваплӑ ӗҫе кунта туса тӑнӑ май эпӗ Иеговӑна тата хытӑрах шанма вӗрентӗм, ҫавӑн пекех вӑл мана мӗнле ертсе пынине пӗрре анчах мар куртӑм». Каярахпа Мэттью тӑвана старейшина тата ятарлӑ пионер пулма суйласа лартнӑ. Халӗ вӑл Санкт-Петербургра Иегова Свидетелӗсен филиалӗнче ӗҫлет.

1999 ҫулта Хироо, ҫавӑн чухне 25 ҫулта пулнӑскер, Японире иртнӗ Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкула пӗтернӗ. Вӗрентекенсенчен пӗри ӑна урӑх ҫӗршывра ырӑ хыпар сарасси пирки шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Хироо Раҫҫейре пулӑшу питӗ кирлӗ пулни ҫинчен илтнӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑс чӗлхине вӗренме пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл тепӗр утӑм та тунӑ. «Эпӗ ҫур ҫуллӑха Раҫҫее кайса килме шут тытрӑм,— каласа парать Хироо.— Ҫав ҫӗршывра хаяр хӗлсем пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа хам сивве чӑтма пултарнипе пултарайманнине пӗлес тесе эпӗ ноябрьте кайрӑм». Хӗле лайӑх пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн Хироо Японие таврӑннӑ. Вӑл Раҫҫее каллех кайма — хальхинче вара яланлӑхах куҫса кайма — ҫителӗклӗ укҫа пултӑр тесе ансат пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннӑ.

Хироопа Светлана

Хироо Раҫҫейре 12 ҫул пурӑнать ӗнтӗ. Вӑл сӑваплӑ ӗҫе тӗрлӗ пухусенче туса тӑнӑ. Хӑш-пӗр чухне вӑл 100 ытла хыпарҫӑшӑн тӑрӑшакан пӗртен-пӗр старейшина пулнӑ. Пӗр пухура вӑл кашни эрнере Теократи ӗҫӗн шкулне, сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗн чылай пайне, вӗренмелли статьяна пӑхса тухмалли тӗлпулӑва тата пухӑвӑн пилӗк кӗнеке вӗренӗвне ирттернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл кӗтӳҫ ӗҫне тунӑ чухне нумайӑшӗ патне кайса ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтсене аса илнӗ май Хироо калать: «Хампа пӗр пек ӗненекен тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшни мана пысӑк савӑнӑҫ пачӗ». Ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Хироо каласа парать: «Раҫҫее киличченех эпӗ старейшина тата пионер пулса ӗҫленӗ, анчах куҫса килнӗ хыҫҫӑн Иеговӑпа манӑн тӗпрен ҫӗнӗ хутшӑнусем йӗркеленсе кайрӗҫ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫра пур енчен те Иеговӑна шанма вӗрентӗм». 2005 ҫулта Хироо Светланӑна качча илнӗ. Халӗ вӗсем иккӗшӗ те пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ.

Майклпа Ольга тата Маринӑпа Мэттью

Мэттью 34 ҫулта, унӑн шӑллӗ Майкл 28 ҫулта. Вӗсем Канадӑран. Раҫҫее килсен вӗсем питӗ нумай ҫын Библипе интересленни тата пухусене ҫӳрени, тӗлпулусене ирттерме пултаракан арҫын тӑвансем сахал пулни вӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ. Мэттью каласа парать: «Эпӗ пулнӑ пухӑва 200 яхӑн ҫын ҫӳретчӗ, анчах та тӗлпулусене пӗр ватӑ старейшинӑпа пӗр ҫамрӑк пулӑшакан ӗҫчен ирттеретчӗҫ. Ҫакна курсан манӑн ҫавӑнта куҫса килсе ҫав тӑвансене пулӑшас килчӗ». Мэттью 2002 ҫулта Раҫҫее куҫса килнӗ.

Тӑватӑ ҫул иртсен Майкл та Раҫҫее куҫса килнӗ. Унта унчченхи пекех арҫын тӑвансем ҫителӗклӗ пулман. Вӑл пулӑшакан ӗҫчен пулнӑ, ӑна вара счетсене, литературӑна пӑхса тӑма хушнӑ тата пухӑвӑн территорийӗшӗн яваплӑ тунӑ. Унсӑр пуҫне вӑл секретарь туса тӑракан ӗҫсене тунӑ, пухура докладсем тухса каланӑ, конгрессене йӗркелес тата Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра та пухусенче арҫын тӑвансен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн чухлӗ нумай ӗҫе туса тӑма ҫӑмӑлах мар. Анчах Майкл, халӗ вара вӑл старейшина пулса ӗҫлет, калать: «Пухури тӑвансене пулӑшасси маншӑн пысӑк савӑнӑҫ. Ҫакӑ эпӗ хамӑн пурнӑҫа мӗне халаллама пултарнинчен чи лайӑххи!»

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Мэттью Маринӑна качча илнӗ, Майкл — Ольгӑна. Ҫак икӗ мӑшӑр ытти хастарлӑ хыпарҫӑсемпе пӗрле йышлӑланса пыракан пухусене пулӑшса тӑраҫҫӗ.

ХАСТАРЛӐ ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕМ ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪРЕ ПУЛӐШАҪҪӖ

Татьяна

1994 ҫулта, ун чухне Татьяна 16 ҫулта пулнӑ, Чехирен, Польшӑран тата Словакирен килнӗ ултӑ ятарлӑ пионер Украинӑри унӑн пухӑвӗнче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пуҫланӑ. Вӑл вӗсене ӑшшӑн аса илсе ҫапла калать: «Вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ, Библие лайӑх пӗлекен хастарлӑ пионерсемччӗ, вӗсем патне пырса калаҫма та ҫӑмӑлччӗ». Иегова вӗсене хӑйсене шеллесе тӑманшӑн мӗнле пилленине Татьяна курса тӑнӑ, ҫавӑнпа унӑн та вӗсем пек пулас килнӗ.

Ҫав пионерсен тӗслӗхӗпе хавхаланнипе Татьяна каникул вӑхӑтӗнче Украинӑра, Беларусь Республикинче ӑҫта Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сарман, ҫав вырӑнсене кайса ҫӳренӗ. Ҫак ҫулҫӳревсем ӑна питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл сӑваплӑ ӗҫе тата ытларах тӑвас тесе Раҫҫее куҫса кайма шут тытнӑ. Чи малтан вӑл пӗр хӗрарӑм тӑван, унта чикӗ леш енчен куҫса килнӗскер, патне кӗске вӑхӑтлӑха кайса килнӗ. Ҫавӑнта пулнӑ чухне Татьяна пионер пулса ӗҫлеме май паракан ӗҫ шыранӑ. 2000 ҫулта вӑл Раҫҫее куҫса килнӗ. Мӗнле йывӑрлӑхсемпе унӑн тӗл пулма тивнӗ?

Татьяна аса илет: «Хваттершӗн тӳлесси маншӑн питӗ хаклӑччӗ, ҫавӑнпа тӗрлӗ ҫынсен килӗнче пӳлӗм кӑна тара илме тиветчӗ манӑн. Пурнӑҫ условийӗсем ҫӑмӑлах марччӗ. Киле каяс шухӑшсем те пулкалатчӗҫ, анчах та хамӑн сӑваплӑ ӗҫе малалла туса тӑнинчен эпӗ усӑ илме пултарнине Иегова мана кӑтартсах тӑчӗ». Халӗ Татьяна Раҫҫейре миссионер пулса ӗҫлет. Вӑл ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Килтен аякра пурӑннӑ ҫулсем хушшинче эпӗ пысӑк опыт пухрӑм тата нумай тус тупрӑм. Анчах та пуринчен ытла ҫакӑ манӑн ӗненӗве ҫирӗплетрӗ».

Масако

Масако 50 ҫулсенчен иртнӗ хӗрарӑм тӑван. Вӑл Японирен килнӗ. Масако мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе миссионер пуласшӑн пулнӑ, анчах сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула ҫакна тума пултарайман. Сывлӑхӗ кӑштах самайлансан вӑл Раҫҫее куҫса кайса унта ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма шут тытнӑ. Ӑна пурӑнма меллӗ вырӑн тата майлӑ ӗҫ тупма йывӑр пулнӑ пулин те, вӑл япон чӗлхине вӗрентнипе тата тирпей кӳрес ӗҫе туса тӑнипе пионер пулса ӗҫлеме пултарнӑ. Сӑваплӑ ӗҫе малалла та туса тӑма ӑна мӗн пулӑшнӑ?

Раҫҫейре 14 ҫул хушши сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнине аса илнӗ май Масако калать: «Сӑваплӑ ӗҫре илсе тӑракан савӑнӑҫ эпӗ тӗл пулакан кирек мӗнле йывӑрлӑха та ирттерет. Ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне интереслӗ те кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫпа пурӑнатӑн». Ҫакӑн ҫумне вӑл ҫапла хушса калать: «Ҫак ҫулсем хушшинче эпӗ Иегова мана мӗнле пулӑшса тӑнине курса тӑтӑм, мӗншӗн тесен манӑн яланах ҫимелли, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн пулнӑ. Ҫакӑ чӑнах та тӗлӗнмелле». Раҫҫейре сӑваплӑ ӗҫе тунисӗр пуҫне Масако Киргизире те ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл акӑлчан, китай тата уйгур ушкӑнӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Санкт-Петербургра пионер пулса ӗҫлет.

ЧУНТАН ТӐРӐШАКАН ҪЕМЬЕСЕНЕ ИЕГОВА ПИЛЛЕТ

Ингӑпа Михаил

Экономика начар пулнӑран ҫемьесем нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатас тесе чикӗ леш енне куҫса каяҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр ҫемьесем, Авраампа Сарра пекех, ют ҫӗршыва Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе куҫса каяҫҫӗ (Пулт. 12:1—9). Сӑмахран, Михаилпа Инга 2003 ҫулта Украинӑран Раҫҫее куҫса килнӗ. Кӗҫех вӗсем Библири чӑнлӑха пӗлес текен ҫынсене тупнӑ.

Михаил каласа парать: «Пӗррехинче эпир Свидетельсем нихӑҫан та пулман вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне алӑка пӗр ватӑ арҫын уҫрӗ те ҫапла ыйтрӗ: „Эсир ырӑ хыпар саракансем-и?“ „Ҫавсем“,— терӗмӗр эпир. Унтан вӑл каларӗ: „Эсир хӑҫан та пулин килессе эпӗ пӗлнӗ. Иисусӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланмасӑр тӑрса юлма пултараймаҫҫӗ“. Унтан вӑл Матфей 24:14-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхмасӑр каласа пачӗ». Михаил ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса калать: «Ҫав вырӑнта эпир вунна яхӑн хӗрарӑмран тӑракан ушкӑна тӗл пултӑмӑр. Вӗсем баптистсемччӗ, чӑнлӑхшӑн питӗ ҫунатчӗҫ. Вӗсен „Ӗмӗр пурӑн“ кӗнеке пулнӑ, канмалли кунсенче кашнинче вӗсем ҫак кӗнеке тӑрӑх Библи вӗреннӗ. Нумай сехет хушши эпир вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӑмӑр, Патшалӑх юррисене пӗрле юрларӑмӑр тата пӗрле каҫхи апат ҫирӗмӗр. Ҫак ҫулҫӳрев пирӗн чӗрере ӑшӑ асаилӳсем хӑварчӗ». Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарни Михаилпа Инга ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӗсем ҫакӑ хӑйсене Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшрӗ, ҫынсене хытӑрах юратма вӗрентрӗ тата пурнӑҫа телейлӗрех турӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ вӗсем ҫулҫӳрев ӗҫне туса тӑраҫҫӗ.

Оксана, Алексей тата Юрий

Юрийпе Оксана, Украинӑра пурӑннӑ мӑшӑр, халӗ вӗсем 35 ҫулсенче, тата вӗсен ывӑлӗ Алексей, халӗ 13 ҫултискер, 2007 ҫулта Раҫҫейри Иегова Свидетелӗсен филиалне килнӗ. Унта вӗсене Раҫҫей карттине кӑтартнӑ, ун ҫинче вӗсем нимле пухӑва та уйӑрса паман территори питӗ пысӑк пулнине асӑрханӑ. «Ҫав картта курсан,— каласа парать Оксана,— Патшалӑх хыпарҫисем питех те ҫитменнине эпир тата ытларах ӑнланса илтӗмӗр. Ҫакӑ пире Раҫҫее куҫса килмелли ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарчӗ». Мӗн тата вӗсене хӑюлӑх панӑ? Юрий калать: «Пирӗн публикацисенчи статьясене, сӑмахран, „Урӑх ҫӗршывра сӑваплӑ ӗҫе тума пултаратӑн-и?“ * евӗрлӗ статьясене вулани пире пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех эпир филиал сӗннӗ вырӑна кайрӑмӑр та ӗҫпе пурӑнмалли вырӑн мӗнле тупасси пирки пӗлсе килтӗмӗр». Юрий, Оксана тата Алексей 2008 ҫулта Раҫҫее куҫса кайнӑ.

Чи малтанах ӗҫ тупма йывӑр пулнӑ тата вӗсен пӗр хваттертен теприне темиҫе хут куҫма тивнӗ. Юрий калать: «Хуйха ӳкес мар тесе эпир нумай кӗлтурӑмӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иегова пире пулӑшасса шанса сӑваплӑ ӗҫе тусах тӑтӑмӑр. Патшалӑх ӗҫне хамӑр пурнӑҫра мала хунӑ чухне Иегова пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине эпир хамӑр ҫинче туйрӑмӑр. Ҫак сӑваплӑ ӗҫ пирӗн ҫемьене пӗрлештерсе ҫирӗплетрӗ» (Матф. 6:22, 33). Ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни ҫамрӑк Алексей ҫине вара мӗнле витӗм кӳнӗ? «Ҫакӑ ывӑла питӗ пысӑк усӑ пачӗ,— калать Оксана.— Вӑл хӑйне Иеговӑна халалларӗ те 9 ҫулта шыва кӗчӗ. Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайманнине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та шкул каникулӗсенче пулӑшакан пионер пулса ӗҫлет. Сӑваплӑ ӗҫри унӑн хастарлӑхӗпе юратӑвӗ пире пысӑк савӑнӑҫ парать». Халӗ Юрийпе Оксана ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ.

«ПӖР ЯПАЛАШӐН ҪЕҪ ӲКӖНЕТӖП»

Ҫак хастарлӑ хыпарҫӑсен сӑмахӗсем тӑрӑх, тепӗр вырӑна куҫса каяс тесен Иеговӑна пӗтӗмпех шанмалла. Чӑнах та, ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Анчах та куҫса кайнисене Патшалӑх хыпарне итлес текен ҫынсене ырӑ хыпар каласа пани пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Хыпарҫӑсем халӗ те ҫитсех кайман вырӑнсенче сӑваплӑ ӗҫе тума пултаратӑр-и эсир? Ҫавна тума хӑю ҫитерсен, тен, сирӗн туйӑмсем Юрий тӑванӑн туйӑмӗсем пекех пулӗҫ. Вӑл каланӑ: «Пӗр япалашӑн ҫеҫ ӳкӗнетӗп — маларах куҫса каймаллаччӗ».

^ 20 абз. 1999 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 23—27 страницӑсем.