Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Иегова сире Францие чӑнлӑха пӗлме илсе килнӗ»

«Иегова сире Францие чӑнлӑха пӗлме илсе килнӗ»

АЧА чухне Антуан Скалецкий ҫумӗнче яланах е ӗҫ лаши, е пони пулнӑ. Вӗсем пӗрле кӑштах ҫутӑ ӳкекен тоннельсем тӑрӑх ҫур ҫухрӑм ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑ шахтӑран уголь турттарнӑ. Шахта йӑтӑнса аннине пула унӑн ашшӗ уксах-чӑлах тӑрса юлнӑ, ҫемьен вара Антуана ӗҫе яма тивнӗ. Вӑл кашни кун 9 сехет ӗҫленӗ. Пӗррехинче вӑл шахта йӑтӑнса аннӑ чухне чутах вилмен.

Поляк шахтерӗсен ӗҫ хатӗрӗсем тата Сен-ле-Нобль ҫумӗнчи Дешири шахта, унта Антуан Скалецкий ӗҫленӗ

Антуан Францире 1920—1930 ҫулсенче поляксен ҫемйисенче ҫуралнӑ ачасенчен пӗри пулнӑ. Мӗншӗн поляксем Францие куҫса килнӗ? Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Польша ирӗклӗх илсен пысӑк йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ — унӑн хӑш-пӗр пайӗсенче шутсӑр нумай ҫын пурӑннӑ. Францие илес пулсан, вӑл вӑрҫӑра миллион ытла арҫын ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та шахтӑсенче ӗҫлеме пултаракан ҫынсем ҫукпа пӗрех пулнӑ. Ҫавна пула 1919 ҫулта Франципе Польша миграци килӗшӗвне тунӑ. Вара 1931 ҫул тӗлнелле Францире пурӑнакан поляксен шучӗ 507 800 ҫынна ҫитнӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗршывӑн ҫурҫӗр пайӗнче уголь кӑларакан вырӑнсенче пурӑннӑ.

Ӗҫчен поляксем хӑйсемпе пӗрле хӑйсен культурине, ҫав шутрах тӗне хытӑ тытса тӑрас йӑлана та илсе килнӗ. Антуан, халӗ 90 ҫула ҫитнӗскер, аса илет: «Манӑн кукаҫи Юзеф Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ хисеплетчӗ, ҫакна тума ӑна ашшӗ вӗрентнӗ». Поляк шахтерӗсем, тӑван ҫӗршывӗнче тунӑ пекех, кашни вырсарникун хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле чи хитре тум тӑхӑнса чиркӗве ҫӳренӗ. Ҫакӑ вара ҫав вырӑнта пурӑнакан Турра ӗненмен хӑш-пӗр французсене питӗ килӗшмен.

Нор — Па-де-Кале таврашӗнче Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара 1904 ҫултанпа хастарлӑ сарнӑ, поляксем вара вӗсемпе ҫав вырӑнта пӗрремӗш хут паллашнӑ. 1915 ҫул тӗлнелле «Хурал башни» поляк чӗлхипе кашни уйӑхра тухса тӑма пуҫланӑ, «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ ҫав чӗлхепе 1925 ҫулта кун ҫути курнӑ. Нумай ҫемье Библи тӑрӑх хатӗрленӗ ҫак журналсене, ҫавӑн пекех хӑйсен чӗлхипе кӑларнӑ «Туррӑн арфи» кӗнекене, хаваспах вуланӑ.

Антуанӑн ҫемйи Библи Тӗпчекенсем ҫинчен унӑн куккӑшӗ урлӑ пӗлнӗ. Куккӑшӗ вара пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнче пӗрремӗш хут 1924 ҫулта пулнӑ. Ҫав ҫулах Брюэ-ан-Артуара поляк чӗлхипе пӗрремӗш конгресс иртнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр уйӑх та иртмен, ҫав хуланах Джозеф Рутерфорд, пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗн представителӗ, килнӗ. Вӑл сӑмах тухса каланине 2 000 ҫын итлеме пуҫтарӑннӑ. Поляксем йышлӑ килнипе тӗлӗннӗрен Рутерфорд тӑван вӗсене каланӑ: «Иегова сире Францие чӑнлӑха пӗлме илсе килнӗ. Халӗ вара сирӗн тата сирӗн ачӑрсен французсене пулӑшмалла! Ырӑ хыпар сарас ӗҫре тата нумайӑшне тумалла-ха, анчах Иегова ҫак ӗҫ валли хыпарҫӑсем тупатех».

Иегова Турӑ шӑп ҫапла тунӑ та! Ҫав поляк христианӗсем шахтӑра тӑрӑшса ӗҫленӗ пекех, ырӑ хыпара та пикенсе сарнӑ! Вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен тӑван ҫӗршывне, Польшӑна, хӑйсем пӗлнӗ чӑнлӑха ыттисене каласа пама таврӑннӑ. Вӗсем хушшинче Теофиль Пясковский, Щепан Косяк тата Ян Забуда пулнӑ.

Анчах поляк хыпарҫисем нумайӑшӗ Францирех тӑрса юлнӑ та француз Свидетелӗсемпе пӗрле ырӑ хыпара малалла хастарлӑ сарнӑ. 1926 ҫулта Сен-ле-Нобль хулинче конгресс иртнӗ. Унта поляксем ларакан вырӑнта 1 000 ҫын пулнӑ, французсем ларакан вырӑнта — 300. 1929 ҫулхи «Ежегодник» кӑларӑмӗнче ҫапла палӑртнӑ: «Ҫак ҫул 332 поляк хыпарҫи хӑйсене Турра халалланине кӑтартса шыва кӗнӗ». Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланиччен Францире 84 пуху пулнӑ, вӗсенчен 32-шне поляк чӗлхипе ирттернӗ.

Францири поляк тӑвансем конгреса каяҫҫӗ. Автобус ҫинчи плакат ҫине «Иегова Свидетелӗсем» тесе ҫырса хунӑ

1947 ҫулта Польша правительстви поляксене хӑйсен тӑван ҫӗршывне каялла килме чӗнсен, Иегова Свидетелӗсем нумайӑшӗ таврӑннӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем тата вӗсемпе пӗр пек ӗненекен француз тӑванӗсем вӑй хуни хӑйӗн ӗҫне тунӑ-тунах: ҫав ҫул Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ 10 процент нумайланнӑ. Унтан, 1948 ҫултан пуҫласа 1950 ҫулччен, вӗсен йышӗ 20, 23 процент, 40 процент та ӳснӗ! Ҫав ҫӗнӗ хыпарҫӑсене вӗрентес тесе 1948 ҫулта Францири филиал пӗрремӗш хут район надзирателӗсене суйласа лартнӑ. Ҫак пилӗк тӑванран тӑваттӑшӗ поляксем пулнӑ, вӗсенчен пӗри — Антуан Скалецкий.

Хальхи вӑхӑтра та Францири Иегова Свидетельсенчен нумайӑшӗн полякла хушаматсем. Ҫав хушаматсене вӗсем шахтӑра та, ырӑ хыпар сарас ӗҫре те тӑрӑшса ӗҫленӗ аслашшӗсенчен илнӗ. Халӗ те Францие куҫса килнӗ нумай ҫын чӑнлӑхпа паллашать. Ҫав хыпарҫӑсем хӑйсен тӑван ҫӗршывне таврӑнӗҫ-и е ҫӗнӗ вырӑнта тӑрса юлӗҫ-и, вӗсем хӑйсем умӗнхи поляксем пекех Патшалӑх хыпарне хастарлӑ сараҫҫӗ. (Францири пирӗн архивсенчен.)