Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Ҫамрӑк чухне тунӑ йышӑну пирки вӑл пӗртте ӳкӗнмен

Ҫамрӑк чухне тунӑ йышӑну пирки вӑл пӗртте ӳкӗнмен

ПУРНӐҪӖН юлашки ҫулӗсенче Николай Дубовинский, манӑн асаннен пиччӗшӗ, Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттернӗ пурнӑҫӗнчи савӑнӑҫлӑ та канӑҫсӑр вӑхӑтсем ҫинчен хӑйӗн асаилӗвӗсене ҫырса пынӑ. Вӗсенче нумайӑшӗнче Совет Союзӗнче пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ тапхӑр ҫинчен каланӑ. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вӑл хӑйӗн ӗненӗвне упраса хӑварма пултарнӑ тата яланах питӗ хавас кӑмӑллӑ пулнӑ. Николай кукка хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫамрӑксене каласа парас килни пирки пӗрре анчах мар каланӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ унӑн асаилӗвӗсенчи хӑш-пӗр шухӑшсене каласа парас терӗм. Вӑл 1926 ҫулта Подворьевкӑра, хальхи Украинӑри Черновцы облаҫӗнчи ялта, хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

НИКОЛАЙ ЧӐНЛӐХА ТУПАТЬ

Николай кукка каласа парать: «Пӗррехинче 1941 ҫулта ман пичче „Арфа Божия“ тата „Божий план веков“ кӗнекесене, „Хурал башни“ журналсене тата тӗрлӗ брошюрӑсене киле илсе килчӗ. Эпӗ вӗсене пурне те вуласа тухрӑм. Эпӗ ҫак тӗнчери пӗтӗм хӗн-асап Турра пула мар, Шуйттана пула пулса пынине пӗлтӗм, ҫакӑ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Ҫак публикацисемсӗр пуҫне эпӗ Евангелисене те вуласа тухрӑм, вара чӑнлӑха тупнине ӑнланса илтӗм. Ҫакӑнпа питӗ хавхаланнӑран эпӗ Турӑ Патшалӑхӗ парас шанчӑк ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫларӑм. Ҫак публикацисене тӗпченӗ май эпӗ чӑнлӑха тарӑнрах та тарӑнрах ӑнланма тытӑнтӑм, вара манӑн питӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулас килсе кайрӗ.

Хам мӗне ӗненнишӗн манӑн хӗн курма тивессе эпӗ пӗлнӗ. Ун чухне вӑрҫӑ пыратчӗ, манӑн вара ҫынсене вӗлерес килместчӗ. Пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленес тесе эпӗ Библири сӑвӑ йӗркисене, сӑмахран, Матфей 10:28 тата 26:52, пӑхмасӑр вӗренме пуҫларӑм. Эпӗ Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытрӑм — ҫавӑншӑн вилмелле пулсан та!

Эпӗ 18 тултарсан, мана 1944 ҫулта ҫара кайма чӗнчӗҫ. Призыв пунктӗнче эпӗ хампа пӗр пек ӗненекен тӑвансем хушшине пӗрремӗш хут лекрӗм. Эпӗ тата ҫав салтака каймалли ҫулсенчи ҫамрӑк тӑвансем влаҫсене вӑрҫа хутшӑнмастпӑр тесе татӑклӑн каларӑмӑр. Ҫар ҫыннисем тарӑхса кайрӗҫ те апат ҫитермӗпӗр, траншейӑсем чавма ярӑпӑр е персе пӑрахӑпӑр тесе хӑратма пуҫларӗҫ. Анчах та ку пире хӑратса ӳкермерӗ, ҫавӑнпа эпир вӗсене ҫапла каларӑмӑр: „Эпир сирӗн алӑра. Эсир пире кирек мӗн тусан та, эпир пурпӗр Туррӑн „ан вӗлер“ текен ӳкӗтне хирӗҫ каймӑпӑр“ (Тух. 20:13).

Юлашкинчен мана тата икӗ арҫын тӑвана уй-хир ӗҫӗсене тума, арканнӑ ҫуртсене ҫӗнӗрен туса лартма Белоруссине ячӗҫ. Минск патӗнчи тавралӑха вӑрҫӑ мӗнле сиен кӳнине эпӗ паянхи кун та астӑватӑп. Ҫул хӗррипе ҫуннӑ йывӑҫсем тӑратчӗҫ. Кюветсемпе вӑрманта ҫын виллисем тата кӳпчесе-шыҫӑнса кайнӑ лаша виллисем, пӑрахса хӑварнӑ лавсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем тата пӗрсе антарнӑ самолетсен ванчӑкӗсем выртатчӗҫ. Туррӑн саккунӗсене пӑсни мӗн патне илсе ҫитернине эпӗ хам куҫпа куртӑм.

Вӑрҫӑ 1945 ҫулта вӗҫленчӗ. Вӑрҫа кайма килӗшменшӗн пире 10 ҫуллӑха тӗрмене хупрӗҫ. Малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче, хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансемпе ҫыру урлӑ ҫыхӑну тытма пуҫличчен, пирӗн пухусем те, литература та пулман. Анчах кӗҫех вӗсене те арестленӗ те 25 ҫуллӑха лагере янӑ.

Пире 1950 ҫулта срок ҫитичченех ирӗке кӑларчӗҫ, вара эпир киле таврӑнтӑмӑр. Эпӗ тӗрмере ларнӑ вӑхӑтра манӑн аннепе Мария йӑмӑк Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑчӗҫ! Манӑн пиччесем ун чухне Свидетельсем пулман пулин те, Библи вӗренетчӗҫ. Ырӑ хыпара хастарлӑ сарнӑшӑн мана вырӑнти КГБ органӗсем каллех тӗрмене лартасшӑн пулчӗҫ. Ҫавӑнпа яваплӑ арҫын тӑвансем мана пытанса ларса литературӑна вӑрттӑн хатӗрлеме сӗнчӗҫ. Эпӗ ун чухне 24 ҫултаччӗ.

ЛИТЕРАТУРА ХАТӖРЛЕНИ

Свидетельсем калатчӗҫ: „Патшалӑх ӗҫне ҫӗр ҫинче чарса лартрӗҫ пулсан, ӑна ҫӗр айӗнче тӑвӗҫ“ (Ытар. 28:28). Ҫавӑнпа та пирӗн типографисем нумайӑшӗ ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑччӗ. Манӑн пӗрремӗш „ӗҫ кабинечӗ“ — Дмитрий пиччен килӗн картишӗнчи бункертаччӗ. Хӑш-пӗр чухне эпӗ бункертан икӗ эрне хушши тухмастӑмччӗ. Кислород ҫитменнипе керосин лампи сӳнсе ларсан, эпӗ выртаттӑмччӗ те таса сывлӑш кӗрсе туличчен кӗтеттӗмччӗ.

Ҫурт айӗнче вырнаҫнӑ вӑрттӑн бункерӑн ӳкерчӗкӗ. Унта Николай литература хатӗрленӗ

Пӗррехинче хампа пӗрле ӗҫлекен арҫын тӑван манран ҫапла ыйтрӗ: „Николай, эсӗ шыва кӗнӗ-и?“ Эпӗ Иеговӑшӑн 11 ҫул хушши ӗҫленӗ пулин те, шыва кӗмен пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл манпа кирлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗ, вара эпӗ, 26 ҫул тултарнӑскер, ҫав каҫ кӳлӗре шыва кӗтӗм. Тепӗр виҫӗ ҫултан мана тата пысӑкрах тивӗҫ шанса пачӗҫ: эпӗ ҫӗршыв комитечӗн членӗ пулса тӑтӑм. Вӑл вӑхӑтра арестленӗ арҫын тӑвансем вырӑнне ирӗкре тӑрса юлнисене суйласа лартнӑ пулнӑ, ҫапла вара Патшалӑх ӗҫне чарӑнма паман.

ПЫТАНСА ВӐРТТӐН ӖҪЛЕНӖ ЧУХНЕХИ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ

Ҫӗр айӗнчи типографире ӗҫлесси тӗрмере ларнинчен те йывӑртарахчӗ! КГБ куҫӗ умне лекес мар тесе эпӗ ҫичӗ ҫул хушши пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пултараймарӑм, ҫавӑнпа та Библири чӑнлӑха манӑн хам тӗллӗн вӗренме тиврӗ. Эпӗ хамӑн ҫемьери ҫынсене вӗсем патне кайсан ҫеҫ кураттӑмччӗ, ҫакӑ вара манӑн час-часах пулмастчӗ. Вӗсем ӑнланни мана хавхалантаратчӗ. Яланах сыхӑ тӑма нумай вӑй каятчӗ. Пирӗн кирек мӗнле кӗтменлӗхе те хатӗр пулмалла пулнӑ. Сӑмахран, пӗррехинче каҫхине эпӗ чарӑнса тӑнӑ ҫурт патне икӗ милиционер пырса тӑчӗ, эпӗ ҫуртӑн тепӗр енчи чӳречерен сикрӗм те вӑрманалла чупрӑм. Вӑрмантан уя чупса тухсан, эпӗ темӗнле шиклетекен сасӑ илтрӗм. Пӑшал сассисене илтсен, кусем шӑхӑрса иртсе каякан пульӑсен сассисем пулнине ӑнланса илтӗм! Хӑвалакансенчен пӗри лаша ҫине утланчӗ те мана хуса ҫитме пуҫларӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл патронӗсем пӗтиччен печӗ. Пӗр пулли алла амантрӗ. Мана пилӗк километр хӑваланӑ хыҫҫӑн манӑн вӑрмана тарса пытанма май килчӗ. Каярахпа судра мана 32 хутчен пенӗ тесе пӗлтерчӗҫ!

Ҫӗр айӗнче нумай вӑхӑт ӗҫленӗрен манӑн сӑн-пит шуранкаччӗ. Ҫакӑ вара эпӗ мӗн тунине тӳрех кӑтартса паратчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ май пулсанах хӗвел ҫинче пулма тӑрӑшаттӑмччӗ. Ҫӗр айӗнчи пурнӑҫ сывлӑха та хавшатрӗ. Пӗррехинче арҫын тӑвансемпе тӗл пулмаллаччӗ, анчах та эпӗ каяймарӑм, мӗншӗн тесен сӑмсаран та, ҫӑвартан та юн кайрӗ.

АРЕСТЛЕНИ

Мордовири лагерьте, 1963 ҫул

Мана 1957 ҫулхи январӗн 26-мӗшӗнче арестлерӗҫ. Тепӗр ҫур ҫултан Украинӑн Аслӑ сучӗ мана персе вӗлерме приговор йышӑнчӗ. Анчах та ҫӗршывра вилӗм приговорӗсене пӑрахӑҫланӑ пирки мана 25 ҫуллӑха тӗрмене хупрӗҫ. Суд йышӑнӑвӗ тӑрӑх, пирӗн, сакӑр ҫыннӑн, пӗтӗмӗшле илсен, ӗҫпе юсамалли лагерьсенче 130 ҫул хушши лармалла пулнӑ. Пире Мордовири лагерьсене ячӗҫ, унта вара 500 яхӑн Свидетель пулнӑ. Эпир „Хурал башнине“ вӗренме пӗчӗк ушкӑнсем ҫине пайланса вӑрттӑн пухӑнаттӑмӑрччӗ. Пирӗнтен туртса илнӗ хӑш-пӗр журналсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пӗр хуралҫӑ хытӑ сасӑпа каларӗ: „Эсир вӗсене вуласах тӑрсан, сире нимпе те парӑнтараймӑн!“ Эпир яланах тӑрӑшса ӗҫленӗ тата час-часах плана ирттерсе тултарнӑ, ҫав-ҫавах лагерь пуҫлӑхӗсем ҫапла ӳпкелешетчӗҫ: „Пире сирӗн ӗҫӳ мар, эсир пирӗн майлӑ тӑни кирлӗ“».

«Эпир яланах тӑрӑшса ӗҫленӗ тата час-часах плана ирттерсе тултарнӑ»

УНӐН ХАСТАРЛӐХӖ СӲНМЕН

Великие Луки хулари Патшалӑх залӗ

Манӑн кукка 1967 ҫулта лагерьтен тухсан Эстонири, унтан Санкт-Петербургри пухусене йӗркелесе яма пулӑшнӑ. 1991 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче 1957 ҫулхи суд йышӑнӑвне айӑп ҫук пирки пӑрахӑҫланӑ пулнӑ. Влаҫсем пуҫтахланнине пула хӗн курнӑ Иегова Свидетелӗсене нумайӑшне ҫав вӑхӑтра тӳрре кӑларнӑ. Николай 1996 ҫулта Псков облаҫӗнчи Великие Луки хулана, Санкт-Петербургран 500 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хулана, куҫса килнӗ. Унта вӑл пӗчӗк ҫурт туяннӑ, 2003 ҫулта вара унӑн ҫӗр лаптакӗ ҫинче Патшалӑх залне туса лартнӑ. Халӗ унта ӳссе-аталанса пыракан икӗ пуху пухӑнать.

Эпир упӑшкапа пӗрле Раҫҫейри Вефильте ӗҫлетпӗр. Николай пирӗн пата 2011 ҫулхи мартра, хӑй вилес умӗн темиҫе уйӑх маларах, килсе кайрӗ. «Халӗ пулса пыракан событисем тӑрӑх, эпӗ, сӑнарлӑ каласан, Иерихон тавра утса ҫаврӑнмалли ҫиччӗмӗш кун пуҫланнине куратӑп»,— тенӗ чухне унӑн куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ (Иис. Н. 6:15). Ҫак сӑмахсем пирӗн чӗрене пырса тиврӗҫ. Ун чухне вӑл 85 ҫултаччӗ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл мар пулнӑ пулин те, вӑл ун пирки ҫапла каланӑ: «Ҫамрӑк чухнех Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Эпӗ ҫавӑншӑн пӗртте ӳкӗнмен!»