Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентӗр

Ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентӗр

«Турӑ ҫынни пирӗн пата тепре килинччӗ, пире ҫуралас ачана мӗнле пӑхмаллине вӗрентинччӗ» (ТӲР. 13:8).

ЮРӐСЕМ: 41, 6

1. Маной хӑй кӗҫех ашшӗ пулса тӑрасси ҫинчен илтсен мӗн тунӑ?

МАНОЯ хӑйӗн арӑмӗ пӗлтернӗ хыпар шалтах тӗлӗнтернӗ пулмалла. Ҫав ҫулсем хушшинче унӑн арӑмӗ хӗсӗр пулнӑ, ача ҫуратман. Анчах та Иеговӑн ангелӗ унӑн арӑмне курӑннӑ та ӗненмелле мар пек туйӑнакан япала ҫинчен пӗлтернӗ: Манойпа унӑн арӑмӗн ывӑл ҫуралӗ! Паллах ӗнтӗ, Маноя ҫакӑ питӗ савӑнтарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫакӑ мӗнле пысӑк яваплӑх пулнине те ӑнланнӑ. Израильте нумайӑшӗ усал ӗҫсем туса пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл арӑмӗпе пӗрле ывӑлне Иеговӑна юратма тата уншӑн ӗҫлеме вӗрентме пултарӗ-ши? Маной Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтуса ҫапла ыйтнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ янӑ... [ангел] пирӗн пата тепре килинччӗ, пире ҫуралас ачана мӗнле пӑхмаллине вӗрентинччӗ» (Тӳр. 13:1—8).

2. Ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисене мӗнле вӗрентмелле? («Кампа сирӗн пуринчен ытла Библи вӗренмелле» рамкӑна пӑхӑр.)

2 Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир Манойӑн туйӑмӗсене, паллах ӗнтӗ, ӑнланатӑр. Сирӗн те пысӑк яваплӑх пур — хӑвӑр ачӑра Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшасси тата ӑна юратма вӗрентесси (Ытар. 1:8). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иеговӑшӑн ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗсем ҫемьепе пӗрле пуҫҫапасси интереслӗ те тарӑн шухӑшлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та Библири чӑнлӑха ачан чӗри ӑшне хурас тесен ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине ирттерни ҫеҫ ҫителӗклӗ мар. (Саккуна астутарни 6:6—9 вуласа пар.) Ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма тата уншӑн ӗҫлеме вӗрентмешкӗн тата мӗн пулӑшма пултарать? Ҫак тата тепӗр статьяра эпир Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр. Унӑн ача пулман пулин те, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле вӗрентнинчен ашшӗ-амӑшӗ нумай усӑ илме пултарать. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнӑ тата хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑнкаруллӑ пулнӑ, урӑхла каласан, вӗсен туйӑмӗсене ӑнланнӑ тата вӗсене мӗнле пулӑшмаллине пӗлнӗ. Айтӑр ҫак лайӑх енсене кашнине уйрӑммӑн пӑхса тухар.

АЧӐРСЕНЕ ЮРАТӐР

3. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

3 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратни ҫинчен калама вӑтанман. (Иоанн 15:9 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн юратӑвне вӗсемпе ҫывӑххӑн хутшӑннипе тата час-часах вӑхӑта пӗрле ирттернипе кӑтартнӑ (Марк 6:31, 32; Иоанн 2:2; 21:12, 13). Иисус вӗсен вӗрентекенӗ кӑна мар, вӗсен тусӗ те пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем Иисус хӑйсене чунтан юратни пирки пӗртте иккӗленмен. Эсир Иисусран мӗне вӗренме пултаратӑр?

4. Эсир хӑвӑр ачӑрсене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Хӑвӑр ачӑрсене юратни ҫинчен каласах тӑрӑр тата вӗсем сирӗншӗн хаклӑ пулнине кӑтартӑр (Ытар. 4:3; Тит 2:4). Австралире пурӑнакан Самьюэл каласа парать: «Пӗчӗк чухне мана атте кашни каҫ Библи калавӗсене вуласа паратчӗ. Вӑл манӑн ыйтусем ҫине хуравлатчӗ, мана ыталатчӗ тата ҫыврас умӗн чуптӑватчӗ. Атте ӳснӗ ҫемьере туйӑмсене чуптуса е ыталаса кӑтартас йӑла пулманнине пӗлсен, эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм! Апла пулсан, унӑн мана юратнине кӑтартма самаях вӑй хумалла пулнӑ. Ҫавна пула эпир пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑхлантӑмӑр тата эпӗ хама телейлӗ те канӑҫлӑ туйрӑм». Сирӗн ачӑрсем те ҫавна туйса тӑччӑр. Час-часах вӗсене: «Эпӗ сана юрататӑп»,— тейӗр. Ыталӑр тата чуптӑвӑр вӗсене. Вӗсемпе калаҫӑр, апат ҫийӗр тата выльӑр.

5, 6. а) Иисус кама юратать, ҫавсемпе хӑйне мӗнле тытать? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗс наказани пани ачисене мӗнле усӑ панине ӑнлантарса парӑр.

5 Иисус каланӑ: «Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп» (Ӳлӗм. 3:19) *. Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑрах тесе час-часах тавлашнӑ пулин те, вӑл вӗсенчен нимӗн те пулмасть тесе шутламан. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем унӑн канашӗсене тытса тӑман чухне вӑл курмӑш пулман. Ун вырӑнне вӑл вӗсене кирлӗ вӑхӑтра тата майлӑ вырӑнта тӳрлетнӗ, анчах та вӑл ҫавна яланах ыррӑн тунӑ (Марк 9:33—37).

6 Хӑвӑр ачӑрсене наказани панипе эсир вӗсене юратнине кӑтартатӑр. Хӑш-пӗр чухне мӗншӗн капла юрать, апла юрамасть тесе ӑнлантарса пани ҫителӗклӗ. Анчах та хутран-ситрен ачасем сире итлесшӗн мар пулма пултараҫҫӗ (Ытар. 22:15). Ҫавӑн пек чухне Иисусран тӗслӗх илӗр. Кирлӗ вӑхӑтра тата майлӑ вырӑнта хӑвӑр ачӑра ыррӑн та тӳсӗмлӗн ӑса кӗртӗр, вӗрентӗр тата тӳрлетӗр. «Мана наказани памалла пулнӑ чухне манӑн аттепе анне яланах ҫавна тунӑ,— каласа парать ЮАРта пурӑнакан Элейн ятлӑ хӗрарӑм тӑван.— Хӑвна япӑх тытсан, сана наказани паратпӑр тесе вӗсем мана асӑрхаттарчӗҫ пулсан, вӗсем яланах хӑйсен сӑмахне тытатчӗҫ. Вӗсем мана нихӑҫан та тарӑхнӑран е мӗншӗн наказани панине ӑнлантарса памасӑр наказани паман. Ҫакӑ мана канӑҫлӑх пачӗ. Эпӗ мӗн тума юранипе мӗн тума юраманнине пӗлнӗ тата хамран мӗн кӗтнине ӑнланнӑ».

ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР

7, 8. а) Иисус хӑйӗн кӗллисенче хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Сирӗн кӗлӗсем ачӑрсене Турра шанма мӗнле вӗрентеҫҫӗ?

7 Хӑй вилес умӗн кӑшт маларах Иисус кӗлтунӑ: «Эй Авва, эй Аттемӗм! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн; ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тени мар, Эсӗ тӑвас тени пултӑр» (Марк 14:36) *. Ҫак сӑмахсене илтнӗ е вӗсем ҫинчен каярахпа пӗлнӗ Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иисус йӑлӑнса ыйтнинчен вӗсем питӗ кирлӗ япалана вӗреннӗ: пӗр ҫитменлӗхсӗр Турӑ Ывӑлӗ хӑйне кӗҫӗне хурса Ашшӗнчен пулӑшу ыйтнӑ пулсан, вӗсен те ҫавнах тумалла.

8 Сирӗн ачӑрсем сирӗн кӗлӗсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Паллах ӗнтӗ, эсир Иеговӑна кӗлтӑвасса та хӑвӑр ачӑрсене вӗрентес тесе ҫеҫ кӗлтумастӑр. Анчах та вӗсем эсир хӑвӑра кӗҫӗне хурса кӗлтунине илтнӗ чухне Иеговӑна шанма вӗренеҫҫӗ. Бразилире пурӑнакан Ана каласа парать: «Пирӗн ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, сӑмахран, кукаҫи е куками чирлесе ӳксен, аттепе анне Иеговӑран ҫак йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӑй пама тата тӗрӗс йышӑнусем тума ӑслӑлӑх пама ыйтатчӗҫ. Хӑйсене питӗ йывӑр килнӗ чухне те вӗсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсене Иеговӑн аллине шанса паратчӗҫ. Ҫакна кура эпӗ те Иеговӑна шанма вӗрентӗм». Хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле кӗлтунӑ чухне вӗсемшӗн кӑна ан кӗлтӑвӑр. Иеговӑран хӑвӑра та пулӑшу пама ыйтӑр: сӑмахран, ӗҫ хуҫи конгреса ятӑр тесе ыйтма, кӳрше ырӑ хыпара каласа пама хӑюлӑх парсам тесе е ытти майсемпе пулӑшсам тесе ыйтма пултаратӑр. Эсир хӑвӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑна шанатӑр пулсан, сирӗн ачӑрсем те ҫавнах тума вӗренӗҫ.

9. а) Мӗнле майпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене кӗҫӗне хума тата хӑйсене шеллемесӗр пурӑнма вӗрентнӗ? ӑ) Эсир ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр пулсан, сирӗн ачӑрсем мӗне вӗренеҫҫӗ?

9 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене кӗҫӗне хума тата ыттисемшӗн тӑрӑшма сӑмахпа та, ӗҫпе те тӗслӗх кӑтартнӑ. (Лука 22:27 вуласа пар.) Вӑл хӑйӗн апостолӗсене Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне те, хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене пулӑшнӑ чухне те хӑвӑра шеллесе ан тӑрӑр тесе вӗрентнӗ. Эсир те хӑвӑра кӗҫӗне хунипе тата хӑвӑра шеллемесӗр пурӑннипе ачӑрсене тӗслӗх кӑтартма пултаратӑр. Дебби, икӗ ача амӑшӗ, каласа парать: «Манӑн упӑшка старейшина пулса ӗҫленӗ пирки пухури тӑвансем валли вӑхӑт уйӑрнӑшӑн эпӗ нихӑҫан та кӳренмен. Вӑл пирӗнпе пӗрле пулнине тата пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшасса эпӗ пӗлнӗ» (1 Тим. 3:4, 5). Деббипе унӑн упӑшкин, Пранасӑн, тӗслӗхӗ вӗсен ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Пранас каланӑ тӑрӑх, вӗсен ачисем конгрессенче пулӑшма яланах хатӗр пулнӑ. Вӗсем телейлӗ пулнӑ, лайӑх туссем тупнӑ тата вӗсене пухури тӑвансем хушшинче пулма килӗшнӗ. Халӗ вӗсен ҫемйинче пурте сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑраҫҫӗ. Эсир хӑвӑра кӗҫӗне хуратӑр тата хӑвӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшатӑр пулсан, сирӗн ачӑрсем те сире кура ыттисене пулӑшма вӗренӗҫ.

ӐНКАРУЛЛӐ ПУЛӐР

10. Иисус хӑйне Галилейӑри хӑш-пӗр ҫынсем курас тесе шыранӑ чухне ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

10 Иисус ӑнкаруллӑ пулнӑ: вӑл ҫынсем мӗн тунине кӑна мар, мӗншӗн вӗсем хӑйсене кун пек е ун пек тытнине те ӑнланнӑ. Вӑл ҫын чӗринче мӗн пуррине курма пултарнӑ. Сӑмахран, пӗррехинче Галилейӑри хӑш-пӗр ҫынсем Иисуса курас тесе шыранӑ (Иоанн 6:22—24). Анчах та Иисус вӗсем кунта хӑй мӗне вӗрентнине итлес тесе мар, апатшӑн килнине ӑнланнӑ (Иоанн 2:25). Иисус мӗншӗн ҫакӑ тӗрӗс мар пулнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене тӳсӗмлӗн тӳрлетнӗ те мӗнле улшӑнусем тума кирлине ӑнлантарса панӑ. (Иоанн 6:25—27 вуласа пар.)

Сирӗн ачӑра ырӑ хыпар сарма килӗшет-и? (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11. а) Сирӗн ачӑрсем сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнине эсир мӗнле пӗлме пултаратӑр? ӑ) Сирӗн ачӑрсене сӑваплӑ ӗҫ савӑнӑҫ патӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

11 Хӑвӑр ачӑрсен чӗринче мӗн пуррине пӗлме пултараймастӑр пулин те, эсир пурпӗр ӑнкаруллӑ пулма пултаратӑр. Сӑмахран, эсир хӑвӑр ачӑрсем сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнине пӗлме пултаратӑр. Ашшӗ-амӑшӗсем нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарнӑ чухне ачисем канма тата кӑштах ҫиме пултарччӑр тесе кӗске тӑхтавсем тӑваҫҫӗ. Анчах та эсир ҫакӑн ҫине тӗплӗнрех пӑхса хӑвӑртан ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Манӑн ачана мӗн килӗшет: сӑваплӑ ӗҫ-и е ҫав тӑхтавсем кӑна-и?» Сӑваплӑ ӗҫ сирӗн ачӑрсене савӑнӑҫ парсах каймасть пулсан, ҫак ӗҫ вӗсемшӗн тата интереслӗрех пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Хӑйсене усӑллӑ ҫынсем пек туйччӑр тесе ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсене хӑйсем тума пултаракан пӗчӗк ӗҫсем шанса парӑр.

12. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? ӑ) Мӗншӗн Иисус асӑрхаттарса калани вырӑнлӑ пулнӑ?

12 Иисус ӑнкаруллӑ пулнине тата мӗнле кӑтартнӑ? Вӑл пӗр йӑнӑш теприн патне, йывӑр ҫылӑх патне те илсе пыма пултарнине пӗлнӗ, ҫавӑн пирки хӑйӗн вӗренекенӗсене асӑрхаттарнӑ. Сӑмахран, ун хыҫҫӑн пыракансем аскӑн ӗҫ ҫылӑх пулнине пӗлнӗ. Анчах та Иисус вӗсене аскӑн ӗҫ патне мӗн илсе пыма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Вӑл каланӑ: «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать. Сана сылтӑм куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах» (Матф. 5:27—29). Рим империйӗнче пурӑннӑ христиансемшӗн ҫавӑн пек асӑрхаттарса калани питӗ вырӑнлӑ пулнӑ. Пӗр историк ҫырнӑ тӑрӑх, Рим театрӗнче «киревсӗр япаласене кирек хӑҫан та курма тата илтме май пулнӑ» тата «сцена ҫинче кӑтартакан япаласем мӗн чухлӗ ирсӗртерех пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ҫавӑншӑн алӑ ҫупнӑ». Ҫавӑнпа ӗнтӗ, юратни тата ӑнкаруллӑ пулни Иисуса хӑйӗн вӗренекенӗсене нравственность енчен таса тӑрса юлма чӑрмантаракан япаласем пирки асӑрхаттарма хавхалантарнӑ.

13, 14. Эсир хӑвӑр ачӑрсене ирсӗрлӗхрен мӗнле сыхлама пултаратӑр?

13 Ӑнкаруллӑ пулни сире хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна килӗшмен ӗҫсенчен сыхлама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ачасем пӗчӗк чухнех порнографи тата ытти ирсӗр япаласене курма пултараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑшӑн ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене аскӑн ӗҫсене кӑтартакан япаласене пӑхни тӗрӗс мар тесе вӗрентеҫҫӗ. Анчах та ӑнкаруллӑ пулни сире хӑвӑр ачӑр мӗншӗн порнографи пӑхас теме пултарнине те ӑнланса илме пулӑшӗ. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Манӑн ачана порнографи пӑхма мӗн илӗртме пултарать? Порнографи питӗ хӑрушӑ пулнине вӑл пӗлет-и? Хамӑн ачана манпа кирек мӗн ҫинчен те калаҫма ҫӑмӑл-и тата ачан порнографи пӑхас шухӑш ҫуралсан, вӑл ман пата ҫавӑн пирки пырса калаҫма хӑрамӗ-ши?» Сирӗн ачӑрсем пӗчӗк пулсан та, эсир вӗсене ҫапла калама пултаратӑр: «Интернетра мӗнле те пулин ирсӗр япала куҫ умне лекрӗ пулсан тата санӑн ӑна курас килсе кайрӗ пулсан, ман пата пыр та ҫавӑн пирки мана кала. Манран пулӑшу ыйтма ан вӑтан. Эпӗ сана ыррине кӑна сунатӑп».

14 Ӑнкаруллӑ пулни сире хӑвӑр валли вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тӗлӗшрен те асӑрхануллӑ пулма пулӑшӗ. «Мӗнле музыка итлес, мӗнле кӗнекесене вулас, мӗнле фильмсене пӑхас тенӗ чухне эпир, ашшӗ-амӑшӗсем, хамӑр ҫемьене тӗслӗх кӑтартатпӑр,— калать Пранас, унччентерех асӑннӑ арҫын тӑван.— Хамӑр ачасене кирек мӗн каласан та, вӗсем пире кура эпир мӗн пӑхнине пӑхӗҫ, эпир мӗн тунине тӑвӗҫ». Эсир мӗн итлес, мӗн вулас тата мӗн пӑхас тӗлӗшрен яланах асӑрхануллӑ пулнине сирӗн ачасем курса тӑраҫҫӗ пулсан, вара, тен, вӗсем те ҫавнах тӑвас тейӗҫ (Рим 2:21—24).

ЧӐН ТУРӐ СИРЕ ПУЛӐШӖ

15, 16. а) Мӗншӗн эсир Иегова сире хӑвӑр ачӑрсене пӑхса ӳстерме пулӑшасса шанма пултаратӑр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

15 Маной хӑйӗн ывӑлне пӑхса ӳстерме Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртнӗ? Библире каланӑ: «Турӑ Маной сассине илтнӗ» (Тӳр. 13:9). Ашшӗ-амӑшӗсем, Иегова сирӗн кӗлӗсене те илтӗ. Вӑл сире хӑвӑр ачӑрсене пӑхса ӳстерме пулӑшӗ. Эсир юратнине кӑтартсан, хӑвӑра кӗҫӗне хурсан тата ӑнкаруллӑ пулсан, ӑнӑҫлӑ пулма пултаратӑр.

16 Анчах та Иегова ашшӗ-амӑшне ачисене пӗчӗк пулнӑ чухне ҫеҫ мар, вӗсем яшсемпе хӗрсем пулса пынӑ чухне те пӑхса ӳстерме пулӑшӗ. Хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑра Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентнӗ чухне эсир юрату кӑтартас, хӑвӑра кӗҫӗне хурас тата ӑнкаруллӑ пулас тӗлӗшрен Иисусран мӗнле тӗслӗх илме пултарнине эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ 5 абз. Библире каланӑ тӑрӑх, хаса пани шутне юратса ӑса кӗртни, вӗрентни, тӳрлетни, хӑш-пӗр чухне наказани пани те кӗрет. Ашшӗ-амӑшӗн ҫилленсе мар, ыррӑн хаса памалла.

^ 7 абз. Пӗр энциклопедире ҫапла палӑртнӑ: «Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра калаҫура авва текен сӑмахпа ачасем ашшӗне ӑшшӑн та хисеплӗн чӗннӗ чухне усӑ курнӑ» (The International Standard Bible Encyclopedia).