Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Январӗн 27 — февралӗн 2

ПСАЛОМ 139—142

Январӗн 27 — февралӗн 2

44-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Хӑвӑра кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн тытӑр

(10 мин.)

Канаш йышӑнма хатӗр пулӑр (Пс 140:5; w22.02 12 с., 13, 14 абз.).

Иегова хӑвӑршӑн тата авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр (Пс 142:5; w23.05 27 с., 5 абз.).

Япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр (Пс 142:10; w15 3/15 32 с., 2 абз.).

139—142 псаломсенчен ҫакна курма пулать: Давид кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ кӑна мар, вӑл хӑйне кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн тытнӑ.

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 139:4. Мӗншӗн Давид усал ҫынсен чӗлхине ҫӗлен чӗлхипе танлаштарнӑ? (it-2-U 1277 с., 3 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 140:1—10 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна пулӑшу кирлине курсан, малтан ӑна пулӑш, унтан Библи ҫинчен калаҫу пуҫла (lmd 3 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын манӑн халӗ вӑхӑт ҫук тесе калать (lmd 7 урок, 3 пункт).

6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(5 мин.) Диалог. ijwfq 21 статья. Тема: «Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн юн ямаҫҫӗ?» (th 7 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

141-мӗш юрӑ

7. Медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултаракан лару-тӑрӑва маларах хатӗрленӗр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Эпир инкеке лексен Иегова пире яланах пулӑшма хатӗр (Пс 45:2). Пирӗн сипленмелле пулсан е пире операци тумалла пулсан, эпир питӗ хытӑ пӑшӑрханма пултаратпӑр. Анчах Иегова пире ҫакӑн пек лару-тӑрусене хатӗрленме пулӑшать. Сӑмахран, унӑн организацийӗ пире валли «Волеизъявление и доверенность относительно медицинского вмешательства», «Удостоверение личности» a тата медицинӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан урӑх документсем те b хатӗрлесе парать. Унсӑр пуҫне, пире пулӑшма больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитет ӗҫлесе тӑрать. Ҫаксем пурте Иегова юн пирки панӑ закона тытса тӑма пулӑшаҫҫӗ (Ап 15:28, 29).

ВИДЕО кӑтарт: «Медицина пулӑшӑвӗ. Маларах мӗнле хатӗрленмелле?» Унтан ыйтусем пар:

  • «Волеизъявление» документа ҫырса тултарни хӑш-пӗр тӑвансене мӗнле пулӑшнӑ?

  • «Информация для беременных» (S-401) документ хӑш-пӗр тӑвансене мӗнле пулӑшнӑ?

  • Сирӗн больницӑна выртмалла, е сире операци тумалла, е сипленмелле пулсан (сӑмахран, рак чирӗнчен), юн ямалла пулмасть тесе шутлатӑр пулсан та, мӗншӗн ҫакӑн ҫинчен май килнӗ таран хӑвӑртрах больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетри тӑвансене пӗлтермелле?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 103-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

a Шыва кӗнӗ хыпарҫӑсем ҫак документсене литературӑшӑн яваплӑ тӑванран илме пултараҫҫӗ. Сирӗн ҫула ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсем валли «Удостоверение личности» илме пултаратӑр.

b «Информация для беременных» (S-401), «Информация для пациентов, которым требуется хирургическое вмешательство или химиотерапия» (S-407) тата «Информация для родителей, чей ребёнок нуждается в медицинской помощи» (S-55) документсем кирлӗ пулсан, вӗсене старейшинӑсенчен ыйтма пулать.