Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

62-МӖШ СЫПӐК

Кӗҫӗне хума вӗрентни

Кӗҫӗне хума вӗрентни

МАТФЕЙ 17:22—18:5 МАРК 9:30—37 ЛУКА 9:43—48

  • ИИСУС КАЛЛЕХ ХӐЙӖН ПУЛАС ВИЛӖМӖ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ

  • ПУЛӐ ҪӐВАРӖНЧЕН ИЛНӖ УКҪАПА НАЛУК ТӲЛЕТ

  • ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖНЧЕ КАМ ЧИ АСЛИ ПУЛӖ?

Иисус хӑйӗн пулас мухтавне кӑтартнӑ хыҫҫӑн тата демон ярса илнӗ ҫамрӑка сыватнӑ хыҫҫӑн Филипп Кесарийӗ таврашӗнчен Капернаума ҫул тытать. Вӑл унта хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кӑна каять тата ҫавӑн ҫинчен «никама та пӗлтересшӗн» мар (Марк 9:30). Ҫакӑ Иисуса вӗренекенӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫма май парать, ҫапла вӑл вӗсене хӑйӗн вилӗмне тата пуласлӑхра тумалли ӗҫе хатӗрленме пулӑшать. «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,— ӑнлантарать Иисус,— Ӑна вӗлерӗҫ, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ» (Матфей 17:22, 23).

Унӑн вӗренекенӗсен ҫак сӑмахсенчен тӗлӗнме кирлӗ пулман. Иисус унччен те хӑйне вӗлересси пирки каланӑ, анчах Петрӑн ҫакна ӗненес килмен (Матфей 16:21, 22). Ҫитменнине тата, виҫӗ апостол Иисус улшӑннине курнӑ тата «Унӑн пурӑнӑҫӗ... вӗҫленмелли ҫинчен» калаҫнине илтнӗ (Лука 9:31). Иисусӑн сӑмахӗсене илтсен, вӗренекенӗсем — вӑл мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнланса пӗтереймен пулин те — хуйха ӳкеҫҫӗ (Матфей 17:23). Анчах вӗсем Иисусран ҫавӑн ҫинчен ыйтса пӗлме хӑраҫҫӗ.

Пӗр вӑхӑт иртсен, вӗсем Капернаума — Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗн тӗп вырӑнне тата хӑш-пӗр апостолсен тӑван хулине ҫитеҫҫӗ. Унта Петр патне храм валли налук пухакан ҫынсем пыраҫҫӗ. Тен, вӗсем Иисуса налук тӳлесшӗн мар тесе айӑпласшӑн, ҫавӑнпа ҫакӑн пек ыйту параҫҫӗ:

— Сирӗн Вӗрентекенӗр хырҫӑ памӗ-ши [«икӗ драхма налук тӳлемӗ-ши», ҪТ]? (Матфей 17:24.)

— Парӗ [«Ҫапла», ҪТ],— тесе хуравлать Петр.

Вӑл киле килнӗ ҫӗре Иисус мӗн пулса иртнине пӗлет ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӑл Петр мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен ыйтать:

— Симон, сана епле пек туйӑнать? ҫӗр ҫинчи патшасем хырҫӑ е куланай камран илеҫҫӗ? хӑйсен ывӑлӗсенчен-и е ют ҫынсенчен-и?

— Ют ҫынсенчен,— хуравлать Петр.

— Эппин, ывӑлӗсен памалла мар,— пӗтӗмлетӳ тӑвать Иисус (Матфей 17:25, 26).

Иисусӑн Ашшӗ — Ҫут тӗнче Патши, ҫавӑн пекех Ӑна храмра пуҫҫапаҫҫӗ. Апла пулсан, саккун тӑрӑх Турӑ Ывӑлӗн храм валли налук тӳлемелле мар. «Анчах пирӗн вӗсене тарӑхтарас мар,— тет Иисус,— тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла ил; ун ҫӑварне уҫса пӑхсан, унта статир [е тетрадрахма, кӗмӗл укҫа] тупӑн; ҫавна ил те Маншӑн та, хӑвӑншӑн та пар вӗсене» (Матфей 17:27).

Кӗҫех вӗренекенӗсем пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ те Иисусран Турӑ Патшалӑхӗнче кам чи асли пулӗ тесе ыйтаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Иисусран унӑн пулас вилӗмӗ ҫинчен ыйтма хӑратчӗҫ, халӗ вара вӗсем хӑйсен пуласлӑхӗ ҫинчен унран ыйтма хӑрамаҫҫӗ. Иисус вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлет. Капернаума каякан ҫул ҫинче вӗсем Иисус хыҫӑнче шӑп ҫавӑн ҫинчен хӗрӳллӗн тавлашса пынӑ. Ҫавӑнпа Иисус ыйтать: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑр [«тавлашрӑр», ҪТ]?» (Марк 9:33.) Вӗренекенӗсем вӑтаннипе нимӗн те чӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫул ҫинче вӗсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ. Юлашкинчен апостолсем Иисуса хӑйсене хумхантаракан ыйтӑва параҫҫӗ: «Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам?» (Матфей 18:1.)

Вӗренекенӗсем Иисус мӗн тунипе мӗн каланине виҫӗ ҫул хушши ӗнтӗ курса тӑраҫҫӗ, ҫав-ҫавах вӗсем ҫавӑн пирки тавлашма пӑрахмаҫҫӗ. Ҫакӑ вара чӑннипех те тӗлӗнтерет. Анчах ҫакна та манмалла мар: вӗсен те ҫитменлӗхсем пур. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗрте тытса тӑракан тӗн витӗм кӳнине пула ҫынна обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни тӑрӑх хисеплеҫҫӗ. Ҫитменнине тата, нумаях пулмасть Иисус Петра Патшалӑх «уҫҫисене» пама сӑмах панӑ. Тен, ҫавӑншӑн мар-ши Петр хӑйне чи асли тесе шутлать? Иаковпа Иоанӑн та ҫавӑн пек шухӑшсем пулма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус улшӑннине хӑйсен куҫӗпе курнӑ.

Кирек мӗнле сӑлтав пулсан та, Иисус вӗсен шухӑш-кӑмӑлне тӳрлетесшӗн пулать. Вӑл пӗчӗк ачана чӗнсе илет те вӗсен варрине тӑратать, вара вӗсене калать: «Улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр; ҫавӑнпа та кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ. Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать» (Матфей 18:3—5).

Мӗн тери чаплӑ вӗрентмелли меслет! Иисус вӗренекенӗсем ҫине ҫилленмест тата вӗсене эсир ҫӑткӑнсем е чапшӑн ҫунакансем тесе каламасть. Ун вырӑнне вӑл витӗмлӗ тӗслӗхпе усӑ курса вӗрентет. Ачасем пӗчӗк пулнӑран пысӑк вырӑн йышӑнма пултараймаҫҫӗ. Ҫапла Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ачасем пек пулма кирлине кӑтартса парать. Юлашкинчен Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансен тытса тӑмалли принципа палӑртса ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ» (Лука 9:48).