6-МӖШ УРОК
Вилнӗ ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
1. Вилнисене мӗн кӗтет?
Иисусӑн Лазарь ятлӑ тусӗ пулнӑ, вӑл Иерусалим ҫывӑхӗнчи Вифани ялӗнче пурӑннӑ. Пӗррехинче Лазарь чирлесе ӳкнӗ те вилнӗ. Иисус килнӗ чухне вӑл вилни тӑватӑ кун ҫитнӗ. Иисус Марфӑпа тата Марийӑпа пӗрле Лазарӗн тупӑклӑхӗ патне кайнӑ. Кӗҫех ҫав вырӑна нумай ҫын пуҫтарӑннӑ. Пурин умӗнче Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Шутласа пӑхӑр-ха, чӗрӗлсе тӑнӑ Лазаре курсан Марфӑпа Мария мӗн тери савӑннӑ! (Иоанн 11:21—24, 38—44 вулӑр.)
Марфа вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненнӗ. Иегова вӗсене ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратассине вӑл пӗлнӗ. (Иов 14:14, 15 вулӑр.)
2. Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
Ҫынна «ҫӗрти тӑпраран» тунӑ пулнӑ (Пултарни 2:7; 3:19). Ҫыннӑн вилӗмсӗр чун ҫук. Вилнӗ хыҫҫӑн унӑн нимӗнле пайӗ те малалла пурӑнмасть. Ҫын вилсен унӑн пуҫ мимийӗ ӗҫлеме пӑрахать те унӑн пӗтӗм шухӑшӗ пӗтет. Лазарь, чӗрӗлсе тӑрсан, вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ пурри пирки нимӗн те каласа паман, мӗншӗн тесен вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ ҫук. (Екклесиаст 9:5, 6, 10 вулӑр.)
Турӑ ҫынсене тамӑкра асаплантарать-и? Библире вилнӗ ҫынсем нимӗн те туймаҫҫӗ тенӗ. Апла пулсан, вутлӑ тамӑк пирки вӗрентни — суя вӗрентӳ. Вӑл Турӑ ҫинчен Иеремия 7:31 вулӑр.)
тӗрӗс маррине вӗрентет. Ҫынсене асаплантарас шухӑш Турра йӗрӗнтерет. («Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?» видеоролика пӑхӑр.
3. Вилнӗ ҫынсем пирӗнпе калаҫма пултараҫҫӗ-и?
Вилнисем калаҫма та, илтме те пултараймаҫҫӗ (Псалом 113:25). Анчах та усал ангелсем пур, вӗсем вара, хӑйсене вилнӗ ҫынсем пек кӑтартса, ҫынсемпе калаҫма пултараҫҫӗ (Иуда 6). Ҫавӑнпа Иегова вилнисене чӗнсе илме чарать. (Саккуна астутарни 18:10, 11 вулӑр.)
4. Кам чӗрӗлсе тӑрӗ?
Миллион-миллион ҫын чӗрӗлсе тӑрӗ. Турра пӗлменнисем тата хӑйсене тӗрӗс мар тытнисем те чӗрӗлӗҫ. (Лука 23:43; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вулӑр.)
Чӗрӗлсе тӑнисене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлме тата Иисуса ӗненнине кӑтартма май парӗҫ (Ӳлӗмхине 20:11, 12). Хӑйсене тӗрӗс тытаканнисем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. (Иоанн 5:28, 29 вулӑр.)
5. Иеговӑн вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратас кӑмӑл пурри ун ҫинчен мӗн пӗлтерет?
Турӑ ҫӗр ҫине хӑйӗн Ывӑлне янине тата унӑн ывӑлӗ пирӗншӗн вилнине пула вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ. Иеговӑн вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратас кӑмӑл пурри унӑн пысӑк юратӑвне тата ырӑ кӑмӑлне кӑтартать. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан сирӗн чи малтан кампа тӗл пулас килет? (Иоанн 3:16; Рим 6:23 вулӑр.)