Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ИККӖМӖШ СЫПӐК

Вӑл «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ»

Вӑл «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ»

1, 2. Ной хӑйӗн ҫемйипе пӗрле мӗн тунӑ тата мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

НОЙ нумай ӗҫленине пула хытса ларнӑ шӑм-шакне ҫемҫетес тесе ҫурӑмне тӳрлетет те карӑнса илет. Вӑл йӑпӑртлӑха сарлака кашта ҫине канма ларать, унтан пулас ковчегӑн тӗлӗнмелле пысӑк кӑшкарӗ еннелле пӑхать. Таврана вӗри сӑмала шӑрши сарӑлнӑ; пуртӑ-пӑчкӑ сасси татӑлмасӑр илтӗнсе тӑрать. Хӑй ларнӑ вырӑнтан Ной пулас ковчегӑн кӑшкарӗ патӗнче ӗҫлекен ывӑлӗсене курать. Вӑл хӑйӗн юратнӑ арӑмӗпе, ывӑлӗсемпе тата кинӗсемпе пӗрле пӗр теҫетке ҫул ҫеҫ мар ӗнтӗ ырми-канми ӗҫлет. Вӗсем ковчегӑн пысӑк пайне тунӑ ӗнтӗ, анчах ӗҫӗ тата та нумай-ха!

2 Таврари ҫынсем вӗсем пирки ӑссӑрскерсем тесе шутланӑ. Ковчег тӑвас ӗҫ хӗрсе пынӑҫемӗн кӳршисем хытӑрах кулнӑ — шыв пӗтӗм ҫӗре хупласа хурассине ӗненмен вӗсем. Ной инкек пуласси пирки сӳпӗлтетет ҫеҫ, ун пекки пулма пултараймасть тесе шухӑшланӑ ҫав ҫынсем! Ҫын ҫавнашкал ӑссӑрла шухӑша пурнӑҫлассишӗн хӑйӗн пурнӑҫне те, килӗнчисен пурнӑҫне те ахалех сая янӑ пек туйӑннӑ вӗсене. Анчах та Иегова, Нойӑн Турри, ун пирки ӑссӑр ҫын тесе шутламан.

3. Ной Турӑпа ҫӳренӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?

3 Турӑ Сӑмахӗнче ҫырнӑ: «Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ». (Пултарни 6:9 вулӑр.) Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ Турӑ ҫӗр ҫине аннине е Ной пӗлӗте ҫӗкленнине пӗлтермест. Ной Турӑ хушнисене пурне те питӗ ҫирӗп тытса тӑнӑ тата ӑна питӗ хытӑ юратнӑ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑпа пӗрле туспа ҫӳренӗ пек ҫӳренӗ теме пулать. Ной вилнӗ хыҫҫӑн пин-пин ҫул иртсен Библире ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ» (Евр. 11:7). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла тата Ной ҫирӗп ӗненнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Йӗркесӗр тӗнчере пурӑннӑ айӑпсӑр ҫын

4, 5. Мӗншӗн Ной вӑхӑтӗнче тӗнче япӑхлансах пынӑ теме пулать?

4 Ной усаллӑх питӗ хӑвӑрт сарӑлса пынӑ вӑхӑтра ӳссе ҫитӗннӗ. Лару-тӑру унӑн мӑн аслашшӗ Енох вӑхӑтӗнчех япӑхланса пыма пуҫланӑ, апла пулин те тӳрӗ кӑмӑллӑ Енох Турӑпа ҫӳренӗ. Турӑ йӗркесӗр тӗнчене кӗҫех суд тӑвасси пирки Енох малтанах каласа хунӑ. Ной вӑхӑтӗнче усал ӗҫсем нумайлансах кайнӑ. Ҫӗр пусмӑрпа тулнӑран вӑл Иегова куҫӗ умӗнче юрӑхсӑра тухнӑ (Пулт. 5:22; 6:11; Иуда 14, 15). Анчах та мӗнле майпа йӗркесӗр ӗҫсем хӑрушла нумай пулса кайнӑ-ха?

5 Пӗтӗмпех питӗ хӑрушӑ инкекрен пуҫланнӑ, ҫавӑ пӗлӗтре Турӑ ывӑлӗсем, ангелсем, хушшинче пулса иртнӗ. Вӗсенчен пӗри Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ те Сатана Дьявол пулса тӑнӑ, вӑл Турӑ ҫинчен элекленӗ тата Адампа Евӑна ҫылӑх тума хӗтӗртнӗ. Ной вӑхӑтӗнче ытти ангелсем те Иеговӑн тӳрӗ влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Пӗлӗтри тивӗҫлӗхӗсене тума пӑрахса вӗсем ҫӗр ҫине аннӑ, этем кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ тата хитре хӗрарӑмсене качча илнӗ. Ҫав мӑнкӑмӑллӑ, хӑйсене ҫеҫ юратакан пӑлхавҫӑ ангелсем ҫынсене питӗ япӑх витӗм кӳнӗ (Пулт. 6:1, 2; Иуда 6, 7).

6. Улӑпсем тӗнчери лару-тӑру ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ тата Иегова мӗн тума шут тытнӑ?

6 Этем кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ ангелсем хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, ҫакӑ Турра хирӗҫле ӗҫ пулнӑ. Вӗсен ҫуралнӑ ачисем питӗ ҫӳллӗ те тӗлӗнмелле вӑйлӑ пулнӑ. Никама хӗрхенмен чӑрсӑр улӑпсем Турӑран писнӗ йӗркесӗр тӗнчене пӑссах янӑ. Турӑ Сӑмахӗнче «этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннӑ... вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ» тенӗ. Ҫавӑнпа Иегова 120 ҫултан ҫак йӗркесӗр халӑха ҫӗр питӗнчен тасатма шут тытнӑ. (Пултарни 6:3—5 вулӑр.)

7. Нойпа унӑн арӑмне таврара сарӑлнӑ усаллӑхран ачисене хӳтӗлеме ҫӑмӑл пулнӑ-ши?

7 Ҫавнашкал хаяр тӗнчере лайӑх ҫемье ҫавӑрма мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ! Апла пулин те Ной йӗркеллӗ ҫемье ҫавӑрма пултарнӑ. Вӑл хӑйне валли лайӑх арӑм тупнӑ. Ной 500 ҫулта чухне арӑмӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса панӑ — Сим, Хам тата Иафет *. Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ачисене пур ҫӗрте те тӗл пулакан усаллӑхран хӳтӗлес тесе пӗрле вӑй хунӑ. Час-часах пӗчӗк арҫын ачасем вӑйлӑ та чаплӑ ҫынсене тӗслӗх вырӑнне хураҫҫӗ. Улӑпсем вара шӑп ҫавнашкал ҫынсем пулнӑ. Нойпа арӑмне хӑйсен ачисене ҫав улӑпсен тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен илтессинчен хӳтӗлеме йывӑр пулнӑ паллах, ҫапах та вӗсем кирек епле усаллӑха та курайман Иегова Турӑ ҫинчен калакан илемлӗ чӑнлӑха ачисене вӗрентме пултарнӑ. Вӗсен хӑйсен ывӑлӗсене тӗнче хаярлӑхпа тата пусмӑрпа тулни Иеговӑна питӗ кулянтарнине ӑнлантарса памалла пулнӑ (Пулт. 6:6).

Нойпа унӑн арӑмӗн хӑйсен ачисене япӑх витӗмрен хӳтӗлемелле пулнӑ

8. Нойпа унӑн арӑмӗ пек пулас тесен, ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсен паян мӗн тумалла?

8 Паян нумай ашшӗ-амӑшӗ Нойпа унӑн арӑмӗ тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпех тӗл пулать. Хальхи вӑхӑтра та пусмӑрлӑхпа пӑхӑнманлӑх туллиех. Хуласенче час-часах усал шухӑшлӑ ҫамрӑксен ушкӑнӗсем ашкӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча вӑййисем те усал ӗҫсем тума вӗрентеҫҫӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем япӑх витӗме хирӗҫ тӑма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен ачисене Иегова ҫинчен — мӗнпур пусмӑра тӗп тума шутласа хунӑ канӑҫлӑх Турри ҫинчен — каласа параҫҫӗ (Пс. 10:5; 36:10, 11). Ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пулать! Нойпа унӑн арӑмӗ те ҫӗнтернӗ. Вӗсен ывӑлӗсем лайӑх ҫынсем пулса ӳснӗ тата чӑн Туррӑн, Иеговӑн, ӗҫне малти вырӑна хуракан хӗрсене качча илнӗ.

«Карап ту»

9, 10. а) Иегова хушнӑ мӗнле ӗҫ Нойӑн пурнӑҫне улӑштарнӑ? ӑ) Иегова Ноя мӗншӗн ковчег тума хушнӑ тата ӑна мӗнле тумалла тенӗ?

9 Пӗррехинче Нойӑн пурнӑҫӗ яланлӑхах улшӑннӑ. Иегова хӑйӗн хаклӑ ӗҫлекенне ҫав тӗнчене пӗтерме хатӗрленни пирки каланӑ. Турӑ Ноя хушнӑ: «Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту» (Пулт. 6:14).

10 Ҫав карап (е ковчег), хӑш-пӗр ҫынсем шутланӑ пек, паянхи карапсем евӗр пулман. Унӑн рулӗ те, сӑмси те, хӳри те тата ун тӗпӗнче пӑрӑс та — нимӗнле авӑнчӑксем те, ҫавракалатнӑ вырӑнсем те — пулман. Кӗскенрех каласан, вӑл пысӑк ещӗк пек пулнӑ. Иегова Ноя ковчег мӗн тӑршшӗ, мӗн сарлакӑш тата мӗн ҫӳллӗш пулмаллине каланӑ, ҫавӑн пекех ытти хушусем те панӑ тата ӑна тул енчен те, шал енчен те сӑмалапа сӗрме хушнӑ. Унтан Турӑ мӗншӗн ковчег тумаллине ӑнлантарса панӑ: «Эпӗ... ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ». Анчах та Иегова Нойпа халал хывнӑ: «Эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ». Унсӑр пуҫне, Нойӑн пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр ковчега илсе кӗмелле пулнӑ. Ковчега кӗнисем ҫеҫ пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ! (Пулт. 6:17—20.)

Нойпа унӑн ҫемйи Турӑ хушнине пурнӑҫланӑ чухне ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ

11, 12. Нойӑн мӗнле питӗ пысӑк ӗҫе тытӑнмалла пулнӑ тата ҫав ӗҫ ҫине вӑл мӗнле пӑхнӑ?

11 Нойӑн шутсӑр пысӑк ӗҫ пуҫламалла пулнӑ — 133 метр тӑршшӗ, 22 метр сарлакӑш тата 13 метр ҫӳллӗш капмар ковчег тумалла пулнӑ. Ҫав ковчег паянхи кунччен йывӑҫран тунӑ чи пысӑк карапран та темӗн чухлӗ пысӑкрах пулнӑ. Ку ӗҫ ытла та йывӑр тесе Ной ҫав ӗҫрен пӑрӑнма хӑтланнӑ-ши? Вӑл хӑйӗн ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе ковчег ӗлкине улшӑнусем кӗртнӗ-и? Библире каланӑ: «Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ» (Пулт. 6:22).

12 Ковчега, тен, пӗр 40—50 ҫул хушши тунӑ. Вӑрман касмалла, йывӑҫсене ковчег тунӑ ҫӗре илсе ҫитермелле, пӗренесене чутласа якатмалла тата пураламалла пулнӑ. Ковчег виҫӗ хутлӑ пулнӑ, унта темиҫе уйрӑм тата пӗр енче алӑк пулнӑ. Ҫӳлте чӳречесем тунӑ пулас. Шыв пуҫтарӑнасран ковчег тӑррине тайлӑк тунӑ пулӗ (Пулт. 6:14—16).

13. Ковчег тӑвассипе танлаштарсан, мӗнле ӗҫ Нойшӑн йывӑртарах пулма пултарнӑ тата таврари ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнӑ?

13 Ковчег тунӑ ҫулсенче Нойпа пӗрле унӑн ҫемйи ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ. Ҫакӑ Ноя питӗ савӑнтарнӑ паллах! Анчах та унӑн тепӗр питӗ кирлӗ ӗҫ те тумалла пулнӑ, ҫав ӗҫ вара ковчег тӑвассинчен те йывӑртарах пулнӑ, тен. Библире Ной пирки «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» тенӗ. (2 Петр 2:5 вулӑр.) Вӑл Турӑран сивӗннӗ йӗркесӗр ҫынсене пӗтес вӑхӑт ҫитесси ҫинчен хастарлӑн пӗлтернӗ. Ҫынсем вара асӑрхаттарса каланине илтсессӗн мӗн тунӑ? Иисус Христос, ҫав вӑхӑт ҫинчен каланӑ чухне, вӗсем ун ҫинчен шухӑшламан тенӗ. Вӗсен пуҫӗнче кулленхи ӗҫсем — ҫиесси-ӗҫесси тата мӑшӑрланасси — ҫеҫ пулнӑран вӗсем Ной асӑрхаттарса каланине ним вырӑнне те хуман (Матф. 24:37—39). Нумайӑшӗ Нойпа унӑн ҫемйинчен кулнӑ, хӑшӗ-пӗрисем вара ӑна хӑратнӑ тата хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ пулӗ.

Турӑ Ноя пилленине курнӑ пулсан та, ҫынсем унран кулнӑ тата унӑн хыпарне шута илмен

14. Христиансен ҫемйисем паян Нойпа унӑн кил-йышӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

14 Апла пулин те ҫак йывӑрлӑхсенчен пӗри те Нойпа унӑн ҫемйине хӑратса ӳкермен. Таврари ҫынсем ковчег туни вӑхӑта сая яни ҫеҫ, усӑсӑр та ӑссӑрла ӗҫ тесе шутланӑ пулин те, Нойӑн ҫемйи Турӑ хушнӑ ӗҫе тума пӑрахман. Христиансен ҫемйисем Нойпа унӑн килӗнчисен ӗненӗвӗ ҫинчен шухӑшласа нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Библире эпир ҫак йӗркесӗр тӗнчен «юлашки кунӗсенче» пурӑнатпӑр тенӗ (2 Тим. 3:1). Иисус ҫав тапхӑр Ной ковчег тунӑ чухнехи вӑхӑт пекех пулать тенӗ. Христиансем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем итлеменнипе, тӑрӑхлани-кулнипе тата хӗсӗрленипе тӗл пулсан Ной ҫинчен аса илме пултараҫҫӗ. Ҫакнашкал йывӑрлӑхсем унччен те пулнӑ, халӗ те тӗл пулаҫҫӗ.

«Карап ӑшне кӗрӗр»

15. 600 ҫулалла ҫитсен Ной мӗнле хуйхӑ тӳссе ирттернӗ?

15 Ковчега туса пӗтериччен темиҫе теҫетке ҫул иртнӗ. Ной 600 ҫулалла ҫитсен ӑна пысӑк хуйхӑ тӳссе ирттерме тивнӗ. Малтан унӑн ашшӗ, Ламех *, вилнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан вара Ламех ашшӗ, Ной аслашшӗ (Мафусал), вилсе кайнӑ. Мафусал Библире асӑннӑ ҫынсенчен пуринчен те ытларах пурӑннӑ — 969 ҫул (Пулт. 5:27). Мафусал та, Ламех та пӗрремӗш ҫынпа, Адампа, пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ.

16, 17. а) Ной 600 ҫулта чухне ӑна мӗн тума хушнӑ? ӑ) Нойпа унӑн ҫемйи куҫӗ умӗнче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ?

16 Ной патриарх 600 ҫулта чухне Иегова Турӑ ӑна акӑ мӗн каланӑ: «Эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр». Турӑ ҫавӑн пекех Ноя ковчега пур тӗрлӗ чӗрчуна илсе кӗме хушнӑ: парне пама юрӑхлӑ пур таса выльӑхран ҫичшер, ыттисенчен вара — икшер (Пулт. 7:1—3).

17 Ҫакӑ чӑнах та асран кайми ӗҫ пулнӑ! Ҫӗр хӗрринченех ковчег патне ҫӗр-ҫӗр чӗрчун — пӗчӗккисемпе пысӑккисем те, йӑвашшисемпе йӑвашах маррисем те пынӑ: утаканнисем те, вӗҫекеннисем те, шӑваканнисем те, йӑпӑртатса тата йывӑррӑн пусса утаканнисем те. Нойӑн тискер чӗрчунсене пӗр ҫӗре пуҫтарса, хӑваласа е астарса ковчега кӗртмелле пулнӑ тесе шутламалла мар. Библире вӗсем хӑйсемех «Ной патне карап ӑшне... кӗнӗ» тесе ҫырнӑ (Пулт. 7:9).

18, 19. а) Ной ҫинчен ҫырса пани чӑн пулни пирки иккӗленекен ҫынсене мӗн калама пулать? ӑ) Чӗрчунсене мӗнле майпа ҫӑлса хӑварма шут тытнинчен Туррӑн ӑслӑлӑхӗ мӗнле курӑнать?

18 Хӑш-пӗр иккӗленчӗк ҫынсем: «Ун пек пулма пултараймасть. Ҫав чӗрчунсем пурте пӗрле пысӑках мар вырӑнта килӗштерсе пурӑнма мӗнле пултарнӑ-ха?» — тесе хирӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах та шухӑшласа пӑхӑр-ха: Ҫут тӗнчене Пултаракан хӑй пултарнӑ чӗрчунсемпе хуҫаланма пултараймасть-и-ха? Тата, кирлӗ пулсан, вӗсене алла хӑнӑхтарма тата итлекен тума пултараймасть-и вара? Пирӗн Иегова мӗнле Турӑ пулнине манмалла мар, вӑл Хӗрлӗ тинӗсе пайланӑ тата хӗвеле чарса тӑратнӑ. Апла пулсан, нивушлӗ вӑл Ной ҫинчен ҫырса панине тума пултарайман? Паллах, пултарнӑ, унӑн вӑй-хӑвачӗ иксӗлми вӗт!

19 Турӑ чӗрчунсене урӑхла майпа та ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Анчах вӑл ҫавӑн чухне мӗн туни унӑн ӑслӑлӑхне кӑтартать, этеме ҫӗр ҫинчи чӗрӗ пултарнисене пӑхма хушни вара вӑл ҫынсене чи пуҫламӑшӗнченех шанни ҫинчен аса илтерет (Пулт. 1:28). Ной тӗслӗхӗ ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшне ачисене Иегова хӑй пултарнӑ ҫынсемпе чӗрчунсене хаклани ҫинчен вӗрентме пулӑшать.

20. Нойпа унӑн ҫемйи пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗнхи эрнере мӗнле ӗҫсем тума пултарнӑ?

20 Иегова Ноя тепӗр эрнерен ҫӗре шыв илме пуҫлать тенӗ. Нойпа унӑн ҫемйишӗн хӗрӳ вӑхӑт ҫитнӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗсен мӗн-мӗн кӑна тумалла пулман-ши: чӗрчунсене пурне те ковчега кӗртсе вырнаҫтармалла, вӗсем валли те, ҫемйи валли те апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелле тата хӑйсен япалисене шала йӑтса кӗртсе хумалла. Ной арӑмӗн тата Сим, Хам, Иафет арӑмӗсен пурӑнмалли ҫӗнӗ вырӑна тирпей-илем кӗртес тесе пайтах тӑрмашмалла пулнӑ пулӗ.

21, 22. а) Ной вӑхӑтӗнчи ҫынсем хулӑн тирлӗ пулни пире мӗншӗн тӗлӗнтермелле мар? ӑ) Нойпа унӑн ҫемйинчен хӑҫан кулма пӑрахнӑ?

21 Ытти ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем Иегова Ноя пилленине тата унӑн ӗҫӗ ӑнса пынине курнӑ пулсан та, унчченхи пекех ним ҫинчен те шухӑшламан. Вӗсем чӗрчунсем ковчега кӗнине асӑрханӑ паллах. Анчах та Ной вӑхӑтӗнчи ҫынсем хулӑн тирлӗ пулни пире тӗлӗнтермелле мар. Паян та ҫынсем эпир ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсенче пурӑннине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. Петр апостол ҫав вӑхӑтра «намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ» те Турӑ асӑрхаттарнине итлекен ҫынсенчен кулӗҫ тесе малтанах каланӑ. (2 Петр 3:3—6 вулӑр.) Ҫынсем Нойпа унӑн ҫемйинчен ҫавнашкалах кулнӑ.

22 Куласси-тӑрӑхласси хӑҫан пӗтнӗ? Ной хӑйӗн ҫемйине тата чӗрчунсене ковчега илсе кӗртсен, Иегова «карапа хупса лартнӑ» тенӗ Библире. Ҫав вӑхӑтра мӑшкӑлҫӑсем ҫывӑхра пулнӑ пулсан, ҫакӑ вӗсене шӑплантарнӑ паллах. Иегова алӑка хупни пулӑшман пулсан, ҫакна вара ҫумӑр тунӑ — ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек тӑкма пуҫланӑ! Ҫумӑр пӗр чарӑнми ҫунӑ, Иегова малтанах каланӑ пек, шыв пӗтӗм ҫӗре хупласа хунӑ (Пулт. 7:16—21).

23. а) Нойпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ йӗркесӗр ҫынсем вилни Иеговӑна савӑнтарманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Паян Ной пекех ӗненме тӑрӑшни мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ?

23 Иегова ҫав йӗркесӗр ҫынсем вилнӗшӗн савӑннӑ-ши? Ҫук, савӑнман! (Иез. 33:11.) Вӑл вӗсене улшӑнмашкӑн, тӗрӗс ҫул ҫине тӑмашкӑн вӑхӑт ҫителӗклех панӑ пулнӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма пултарнӑ-ши? Ҫак ыйтӑвӑн хуравӗ — Нойӑн пурнӑҫӗ. Турра итленипе, Вӑл мӗн каланине пӗтӗмпех туса тӑнипе Ной пур ҫыннӑн та ҫӑлӑнма май пулнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Унӑн ӗненӗвӗ ҫав вӑхӑтри тӗнчене айӑпланӑ — ҫынсен йӗркесӗрлӗхне ал тупанӗ ҫинчи пекех кӑтартнӑ. Нойӑн ӗненӗвӗ ӑна хӑйне те, унӑн ҫемйине те ҫӑлса хӑварнӑ. Вӑл ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшсан, эсир хӑвӑра та, хӑвӑршӑн хаклӑ ҫынсене те ҫӑлса хӑварма пултарӑр. Ной пекех, эсир Иегова Турӑпа хӑвӑрӑн туспа ҫӳренӗ пекех ҫӳреме пултаратӑр. Сирӗн туслӑх вара ӗмӗр-ӗмӗре пырӗ!

^ 7 абз. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем паянхинчен нумайрах пурӑннӑ. Мӗншӗн тесен Адампа Ева ҫылӑха кӗрсе ҫитменлӗхе ҫухатнӑранпа нумай вӑхӑт иртмен, ҫавӑнпа вӗсен вӑй-халӗ ытларах пулнӑ, ӗмӗрӗ те вӑрӑм пулнӑ.

^ 15 абз. Ламех хӑйӗн ывӑлне Ной ятлӑ хунӑ (ҫак ят «кану; йӑпату» тенине пӗлтерет пулас) тата ывӑлӗ — хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗ — этемлӗхе ылханнӑ ҫӗр ҫинчи йывӑр ӗҫрен хӑтарасси пирки пророкла каланӑ (Пулт. 5:28, 29). Ламех ҫак пророкла калани пурнӑҫланнине кураймасӑрах вилнӗ. Нойӑн амӑшӗ, пиччӗш-шӑллӗ, аппӑш-йӑмӑкӗ ҫӗре шыв илнӗ чухне вилме пултарнӑ.