Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТӐВАТТӐМӖШ СЫПӐК

Кил хуҫалӑха епле тытмалла?

Кил хуҫалӑха епле тытмалла?

1. Кил хуҫалӑха тытасси паян мӗншӗн ҫав тери йывӑр пулма пултарать?

 «КУ ТӖНЧЕРИ лару-тӑру улшӑнать» (1 Коринф 7:31, ҪТ). Ҫак сӑмахсене 1 900 ҫул каяллах ҫырнӑ, вӗсем вара паян та тӗрӗс! Уйрӑмах ҫемье пурнӑҫӗнче чӑннипех те пурте улшӑнса пырать. 40—50 ҫул каялла мӗн йӗркеллӗ тата йӑлана кӗни пулнӑ, ҫавӑ халӗ час-часах юрӑхлӑ мар. Ҫавӑнпа кил хуҫалӑха ӑнӑҫлӑ тытасси йывӑр ӗҫ пулса тӑма пултарать. Анчах Библи канашӗсене тытса пырсан ҫакна ӑнӑҫлӑн тума пулать.

УКҪА-ТЕНКЕ КУРА ПУРӐННИ

2. Экономикӑри мӗнле лару-тӑру ҫемьене йывӑрлӑхсем кӳрет?

2 Ҫемьешӗн тӑрӑшса ансат пурӑннипе паян чылай ҫын ҫырлахмасть ӗнтӗ. Коммерци тӗнчи тавара ытларах кӑларса тӑрать тата вӗсене илтерес тесе рекламӑпа усӑ курса ҫынсене илӗртме тӑрӑшать, ҫавӑнпа миллион-миллион ашшӗпе амӑшӗ ҫавсене илес тесе нумайрах ӗҫлеме тӑрӑшать. Миллионшар ытти ҫынна хӑйсен сӗтелӗ ҫинче мӗнле те пулин ҫимелли пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма тивет. Вӗсене малтанхинчен темӗн чухлӗ нумайрах ӗҫлеме, тепӗр чухне чи кирлишӗн тӳлеме ҫиттӗр тесе тӳрех икӗ ӗҫе вырнаҫма тивет. Ҫав хушӑрах ӗҫ тупма ӗмӗтленекеннисем те пур, вӗт ӗҫ ҫукки — питӗ анлӑ сарӑлнӑ проблема. Ҫапла, паянхи ҫемьесене пур чухне те ҫӑмӑл мар, анчах Библи принципӗсем вӗсене хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче мӗн тусан лайӑхрах пулнине кӑтартаҫҫӗ.

3. Павел апостол мӗнле принципа ӑнлантарса панӑ тата ҫак принциппа усӑ курни кил хуҫалӑха ӑнӑҫлӑ тытма мӗнле пулӑшӗ?

3 Павел апостол экономика йывӑрлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсене ҫӗнтерсе питӗ кирлӗ пӗтӗмлетӳ тунӑ, ҫавна ҫамрӑк Тимофей тусӗ патне ҫырнӑ чух ӑнлантарса панӑ. Павел ҫырать: «Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук. Тӑранса пурӑнмаллипе тумтир пулсан ҫитӗ пире» (1 Тимофей 6:7, 8). Паллах, ҫемьене апат-ҫимӗҫпе тумтир кӑна мар кирлӗ. Унӑн ӑҫта та пулин пурӑнмалла. Ачасене пӗлӳ памалла. Медицина счечӗсемшӗн тата ытти тӑкаксемшӗн тӳлемелле. Ҫапах та Павел сӑмахӗсенчи принциппа усӑ курма пулать. Эпир кӑмӑл еккипе каймасӑр хамӑра чи кирлишӗн тӑрӑшсан, пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

4, 5. Шухӑшласа пӑхма пӗлни тата планлани кил хуҫалӑха тытма мӗнле пулӑшать?

4 Тепӗр усӑллӑ канаша Иисус каланӑ ытарӑшсенчен пӗринче тупма пулать. Вӑл каланӑ: «Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?» (Лука 14:28.) Кунта Иисус шухӑшласа пӑхма пӗлни тата план тӑвасси пирки калать. Умӗнхи сыпӑксенчен пӗринче эпир ҫак принцип ҫамрӑксене, вӗсем пӗрлешме шухӑшласан, мӗнле пулӑшнине куртӑмӑр. Анчах туй хыҫҫӑн та ҫак принцип усӑллӑ — кил хуҫалӑха тытассинче. Ҫак енпе шухӑшласа пӑхма пӗлни тупӑшсемпе тӑкаксем епле пулассине палӑртмаллине пӗлтерет, урӑхла каласан, пур укҫа-тенкӗпе мӗнле чи лайӑх майпа усӑ курмалли пирки план тумалла. Ҫапла ҫемье кашни кун е эрнелӗх мӗн чухлӗ кирлине палӑртса, хӑйсен пурринчен ытларах тӑккаламасӑр, тӑкаксене йӗркене кӗртме пултарӗ.

5 Хӑш-пӗр ҫӗршывра, палӑртнӑ ҫакӑн пек плана тытса тӑрас тесен, мӗне те пулин кирлех маррине илме пысӑк процентпа кивҫен илес килнине пусарма тивӗ, тен. Тепӗр ҫӗршывсенче кредит карточкисемпе мӗнле усӑ курнине тӗрӗслесе тӑни кирлӗ пулма пултарать (Ытарӑшсем 22:7). Тен, «кӑмӑл» пулнӑ вӑхӑтра туянас килнине — вӑл мӗн таран кирли тата ҫакӑ мӗн патне ҫитерни пирки шухӑшламасӑр, самантрах туянассине — хирӗҫ тӑма тивет. Унсӑр пуҫне, тупӑшсемпе тӑкаксене палӑртни уҫҫӑн кӑтартӗ: укҫа-тенке азартлӑ вӑйӑсем, сигаретсем тата нумай сӑра-эрех ҫине яни Библи принципӗсене хирӗҫлет кӑна мар, экономика енӗпе ҫемьене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерет (Ытарӑшсем 23:20, 21, 29—35; Рим 6:19; Эфес 5:3—5).

6. Чухӑнлӑхра пурӑнма тивекенсене Библири мӗнле чӑнлӑхсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?

6 Ирӗксӗрех чухӑнлӑхра пурӑнма тивекенсен вара мӗн тумалла-ха? Чи малтанах, пур ҫӗрте те чухӑнлӑх проблеми пурри вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулни вӗсене йӑпатма пултарӗ. Иегова чухӑнлӑха кӑна мар, этемлӗхе асаплантаракан мӗнпур усаллӑха та пӗтерӗ (Псалом 71:1, 12—16). Ҫав хушӑрах чӑн христиансем, хӑйсем питӗ чухӑн пулсан та, хуйха ӳкмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иегова сӑмах панине шанаҫҫӗ: «Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп». Ҫавӑнпа ӗненекен ҫын иккӗленсе тӑмасӑр калама пултарать: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп» (Еврейсем 13:5, 6). Ҫак йывӑр вӑхӑтсенче Иегова хӑйӗн принципӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнакан, Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хуракан хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшма нумай май тупать (Матфей 6:33). Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пысӑк хисепӗ ҫакна ҫирӗплетме пултарать, вӗсем Павел апостол пекех калаҫҫӗ: «Эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ. Хама тӗрек паракан Иисус Христос пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп» (Филиппӑ 4:12, 13).

КИЛТИ ТИВӖҪЛӖХСЕНЕ ПАЙЛАНИ

7. Иисусӑн мӗнле сӑмахӗсем, вӗсемпе усӑ курсан, кил хуҫалӑха ӑнӑҫлӑ тытма пулӑшӗҫ?

7 Иисус хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫӗн вӗҫӗнче каланӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (Матфей 22:39). Кил хуҫалӑха ӑнӑҫлӑ тытас тесен, ҫемьере ҫак канашпа усӑ курни усӑллӑ. Вӗт эпир чи юратнисем тата пирӗншӗн чи хаклӑ ҫывӑх ҫынсем камсем-ха? Пӗрле пурӑнакансем — упӑшкасем, арӑмсем, атте-анне, ачасем — мар-и вара? Ҫемьерисем пӗр-пӗрне юрату мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

8. Ҫемьере юрату мӗнле кӑтартма пулать?

8 Пӗрремӗш меслечӗ — ҫемьере кашнин килти ӗҫсене, хӑйӗн пайне, тумалла. Ҫавӑнпа ачасене япаласемпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн, тумтир-и вӑл е тетте, вӗсене хӑй вырӑнне хума вӗрентмелле. Ирсерен хамӑрӑн кравате пуҫтарма, тен, вӑй тата вӑхӑт кирлӗ, анчах ҫакӑ ҫемьешӗн пысӑк пулӑшу пулать. Пысӑках мар йӗркесӗрлӗх пӗр вӑхӑт, паллах, пулать, анчах кашниех киле тирпейлӗ тӑвас тесе тӑрӑшма, ҫинӗ хыҫҫӑн сӗтеле пуҫтарма пулӑшма пултарать. Наянлӑх, кӑмӑла чарманни, ӳпкелешни, ӗҫлес теменни кашниншӗнех сиенлӗ (Ытарӑшсем 26:14—16). Тепӗр енчен, кӑмӑл туса тата хатӗр пулса пулӑшни ҫемье пурнӑҫне телейлӗ тӑвать. «Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Коринф 9:7).

9, 10. а) Килте хӗрарӑмӑн хулпуҫҫийӗ ҫине час-часах мӗнле ҫӗклем тиенет тата ҫак ҫӗклеме мӗнле ҫӑмӑллатма пулать? ӑ) Килти ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхни тӗрӗс?

9 Тимлӗхпе юрату пулсан, хӑш-пӗр килте пысӑк йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ситуацисем пулмӗҫ. Ытларах чухне киле амӑшӗ тытса тӑрать. Амӑшӗ ачисемшӗн тӑрӑшать, кил-ҫурта тирпейлет, кӗпе-йӗм ҫӑвать, апат-ҫимӗҫ илме ҫӳрет тата пӗҫерет. Хӑш-пӗр ҫӗршывра хӗрарӑмсем уйра та ӗҫлеҫҫӗ, мӗн туса илнине пасарта сутаҫҫӗ е урӑх мӗнле те пулин майпа ҫемье тупӑшне ӳстереҫҫӗ. Качча кайнӑ миллион-миллион хӗрарӑмӑн ҫитмен пурнӑҫа пула ӗҫе вырнаҫма тивет — малтан ҫакӑ йӑлара пулман ҫӗршывсенче те халӗ ҫакӑн пекки пулса иртет. Тӑрӑшса ӗҫлекен арӑм тата амӑшӗ темиҫе ӗҫе тунӑран хӑйне мухтанине тивӗҫлӗ. Вӑл Библире асӑннӑ «ырӑ арӑм» евӗрлех ырми-канми ӗҫлет. «Ӗҫлемесӗр ҫӑкӑр ҫимест вӑл» (Ытарӑшсем 31:10, 27). Анчах ҫакӑ килти ӗҫсене хӗрарӑмӑн кӑна тумаллине пӗлтермест. Арӑмӗпе упӑшки иккӗшӗ те ӗҫре яра кун ӗҫленӗ хыҫҫӑн арӑмӗ килти ӗҫсене пӗччен туни, упӑшки тата ҫемьере ыттисем канни тӗрӗс-и вара? Паллах, ҫук. (2 Коринф 8:13, 14 танлаштарӑр.) Калӑпӑр, амӑшӗ апат пӗҫерме хатӗрленет, ҫавӑн чухне сӗтел ҫине лартма хӑйне пулӑшсан, лавккана кайса килсен е киле кӑшт тирпей кӳрсен вӑл, паллах, питӗ пархатарлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла, ҫемьере пурин те пӗр-пӗр ӗҫе тӑвассине хӑй ҫине илмелле. (Галати 6:2 танлаштарӑр.)

10 «Пирӗн вырӑнта арҫын ҫакӑн пек ӗҫсене тумасть»,— тесе хӑшӗсем хирӗҫлеме пултараҫҫӗ. Ҫапла та пулӗ, анчах ҫакӑн пирки кӑштах шухӑшласа пӑхмалла мар-и? Иегова Турӑ ҫемье никӗсленӗ чухне хӑш-пӗр ӗҫсене хӗрарӑмӑн кӑна тумалла тесе кӑтартман. Пӗррехинче, Авраам ятлӑ шанчӑклӑ ҫын патне Иегова ӗҫпе янисем (посланниксем) килсен, Авраам апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ тата хӑнасене пӑхнӑ (Пултарни 18:1—8). Библире сӗннӗ: «Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать» (Эфес 5:28). Кун вӗҫнелле упӑшки ывӑнчӗ пулсан, арӑмӗ те ывӑнни пирки тавҫӑрса илме йывӑр мар, тен, вӑл ытларах та ывӑннӑ (1 Петр 3:7). Апла пулсан, упӑшка килти ӗҫсене тума пулӑшса хӑй юратнине кӑтартсан, ҫакӑ вырӑнлӑ пулмӗ-и вара?

11. Ҫемьерисене пурне те Иисус хӑш тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх панӑ?

11 Турра юрас тата туссене телейлӗ тӑвас тӗлӗшрен Иисус чи чаплӑ тӗслӗх панӑ. Иисус нихӑҫан та авланман пулин те упӑшкасене, ҫавӑн пекех арӑмсемпе ачасене лайӑх тӗслӗх панӑ. Иисус хӑй пирки каланӑ: «Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма... килнӗ» (Матфей 20:28). Ҫакӑн пек шухӑшлассине аталантаракан ҫемьесем мӗн тери илемлӗ!

ТАСАЛӐХ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ?

12. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн тума ыйтать?

12 Кил хуҫалӑха тытма пулӑшакан тепӗр принципа 2 Коринф 7:1-мӗшӗнче тупма пулать. Унта эпир вулатпӑр: «Ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар». Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫак сӑмахсене тытса тӑракансене Иегова питӗ кӑмӑллать, вӗт вӑл «таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ» пурӑнма ыйтать (Иаков 1:27). Ҫакӑ вӗсен кил хуҫалӑхне те усӑ парать.

13. Кил хуҫалӑха мӗншӗн таса тытмалла?

13 Сӑмахран, Библи пире чир-чӗр пулман вӑхӑт пулассси пирки шантарать. Ун чухне «пӗри те: „эпӗ чирлӗ“,— тесе каламӗ» (Исаия 33:24; Ӳлӗмхине 21:4, 5). Хальлӗхе вара вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кашни ҫемьенех чир-чӗрпе кӗрешме тивӗ. Павелпа Тимофей та чирленӗ (Галати 4:13; 1 Тимофей 5:23). Анчах медик-специалистсем нумай чиртен сыхланма пулать теҫҫӗ. Ӳт-пӳпе тата Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ тасамарлӑхран хӑйсене упракан ӑслӑ ҫемьесем ҫавӑн йышши чирсемпе чирлемеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем мӗнле тунине айтӑр пӑхса тухар. (Ытарӑшсем 22:3 танлаштарӑр.)

14. Нравственность енӗпе таса пулни мӗнле майпа ҫемьене чирсенчен сыхланма пулӑшать?

14 Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен таса пулни нравственность енчен таса пулмаллине пӗлтерет. Библи нравственность енӗпе пысӑк нормӑсем ҫирӗплетнине, мӑшӑрсем хушшинче пулман кирек епле ар хутшӑнӑвне те сивленине нумайӑшӗ пӗлет. «Аскӑнчӑксем те... ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те... Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Коринф 6:9, 10). Паянхи йӗркесӗр тӗнчере пурӑнакан христиансене Библири пысӑк нормӑсене тытса тӑни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ Турра юрӑхлӑ, ҫавӑн пекех ар хутшӑнӑвӗ урлӑ куҫакан чирсенчен, сӑмахран, СПИД, сифилис, гонорея, хламидиоз пеккисенчен, ҫемьене упрама пулӑшать (Ытарӑшсем 7:10—23).

15. Ӳт-пӳ тасамарлӑхӗ сыхланма пулнӑ чирсемпе чирлеттерни пирки тӗслӗх каласа парӑр.

15 «Ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасат[ни]» ҫемьене ытти чирсенчен те сыхлама пулӑшать. Нумай чир ӳт-пӗве таса тытманран пулать. Ҫакна уҫҫӑн кӑтартса паракан тӗслӗх — пирус туртни. Пирус туртни ӳпкене, тумтире, сывлӑша кӑна мар варалать, ҫынсене те чирлеттерет. Кашни ҫул табак туртнине пула миллион-миллион ҫын вилет. Шухӑшласа пӑхӑр: ҫак «ӳт... ирсӗрлӗхӗнчен» пӑрӑннӑ пулсан, кашни ҫулах миллионшар ҫын чирлемен тата вӑхӑтсӑр вилмен пулӗччӗ!

16, 17. а) Иегова палӑртнӑ мӗнле правило израильтянсене хӑш-пӗр чиртен хӳтӗленӗ? ӑ) Саккуна астутарни 23:12, 13-мӗшӗсенчи правилӑран тухакан принциппа пур кил-ҫуртра та мӗнле усӑ курма пулать?

16 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Турӑ израильтянсем пуҫҫапнине, ытларах вӗсен кулленхи пурнӑҫне, йӗркене кӗртес тесе 3 500 ҫула яхӑн каялла Израиль халӑхне хӑйӗн Законне панӑ. Законра хӑш-пӗр гигиена правилисене палӑртнӑ пулнӑ, ҫакӑ халӑха чирсенчен сыхланма пулӑшнӑ. Пӗр правили этем каяшӗсем пирки пулнӑ, ҫынсем пурӑннӑ вырӑна варалас мар тесе вӗсене тапӑр тулашӗнче чавса пытармалла пулнӑ (Саккуна астутарни 23:12, 13). Ҫак авалхи правило паянхи кун та усӑллӑ. Паян та ҫынсем ҫак правилӑна тытса тӑманран чирлеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ *.

17 Израильтянсене панӑ правилӑран тухакан ҫак принциппа килӗшӳллӗн, ҫемье усӑ куракан ваннӑйпа туалета, ҫуртра-и вӗсем е урамра, таса упрамалла, дезинфекци тумалла. Туалета таса тата хупӑ тытмасан унта пӗрмаях шӑнасем пулӗҫ, вӗсем вара микробсене эпир ҫиекен апат-ҫимӗҫ ҫине те хӑварӗҫ, пӗтӗм кил-ҫурчӗпех сарӗҫ! Унсӑр пуҫне, ачасен те, аслисен те туалета кайса килнӗ хыҫҫӑн аллисене ҫумалла. Ҫапла тумасан вӗсен ӳчӗ ҫинче микробсем юлӗҫ. Пӗр француз тухтӑрӗ каланӑ тӑрӑх, алӑ ҫуни «апата ирӗлтерекен органсенчи инфекцисенчен, респираторлӑ е ӳт-пӳ инфекцийӗсенчен сыхланма паракан чи шанчӑклӑ май шутланать».

Киле таса тытни эмелсем илессинчен йӳнӗрех

18, 19. Чухӑн районта пурӑнакансене киле таса тытмашкӑн мӗн-мӗн сӗнеҫҫӗ?

18 Чӑн та, чухӑн районсенче тасалӑха упрасси — питех те ҫӑмӑл мар ӗҫ. Ҫакӑн пек районсенчи пурнӑҫа питӗ лайӑх пӗлекен пӗр ҫын ӑнлантарнӑ: «Чӑтма ҫук шӑрӑх климата пула кил-ҫурта тирпейлесси икӗ хут йывӑртарах пулса тухать. Тусанлӑ ҫил-тӑвӑл кил-ҫуртӑн кашни шӑтӑк-хушӑкне хӑмӑр порошокпа хупласа лартать. [...] Хуласенче тата хӑш-пӗр ялсенче пурӑнакансен шучӗ хӑвӑрт ӳсет, ҫакӑ сывлӑхшӑн тепӗр хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Канализаци пӑрӑхӗсем уҫӑ тӑни, пуҫтарман ҫӳп-ҫап куписем, обществӑлла вырӑнти туалетсем таса мар пулни, инфекци куҫаракан йӗке хӳресем, таракансем, шӑнасем никама та тӗлӗнтермеҫҫӗ ӗнтӗ».

19 Ҫакӑн пек лару-тӑрура тасалӑха тытса тӑма йывӑр. Ҫапах тасалӑхшӑн тӑрӑшни кирлӗ. Супӑнь, шыв тата кӑшт ытларах тӑрӑшни медикаментсенчен тата больницӑра сипленнинчен йӳнӗрех лараҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пек районта пурӑнатӑр пулсан, май килнӗ таран хӑвӑрӑн кил-ҫурта, кил хушшине таса тытма тата выльӑх-чӗрлӗх каяшӗсене пуҫтарма тӑрӑшӑр. Ҫумӑрсем вӑхӑтӗнче сирӗн ҫурт патне пымалли ҫулсем пылчӑклӑ пулаҫҫӗ пулсан, киле пылчӑк илсе кӗрес мар тесе ҫул ҫине вак чул сапма е чулсем хурса тухма пулмасть-ши? Киле кӗрес умӗн атӑ-пушмака хывма юрамасть-ши? Килти шыв сапасне те сирӗн вараланасран хӳтӗлемелле. Шутласа пӑхнисем тӑрӑх, чир-чӗртен сыхланмалли меслетсене тытса тӑманнипе тата таса мар шывпа ҫыхӑннӑ чирсене пула ҫулсерен сахалтан та икӗ миллион ҫын вилет.

20. Килти тасалӑхшӑн кам яваплӑ?

20 Кил таса пуласси пуринчен те килет: амӑшӗ-и вӑл, ашшӗ-и, ачисем е хӑнасем. Кенире пурӑнакан сакӑр ачаллӑ пӗр амӑшӗ каланӑ: «Кашниех мӗнпе те пулин пулӑшма вӗренсе ҫитрӗҫ». Кил таса та тирпейлӗ пулни пӗтӗм ҫемьене чыс тӑвать. «Чухӑн пуласси тирпейсӗр пулмаллине пӗлтермест»,— тет Испани халӑхӗн ваттисен сӑмахӗ. Эсир пысӑк чаплӑ ҫуртра, хваттерте, пӗчӗк ҫуртра е питӗ начар ҫуртра пурӑнсан та, тасалӑх ҫемье сывлӑхӗн никӗсӗ тӑрса юлать.

МУХТАНИ КӐМӐЛА ҪӖКЛЕТ

21. Ытарӑшсем 31:28-мӗшӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене телейлӗ тума мӗн пулӑшать?

21 Ырӑ арӑм пирки Ытарӑшсем кӗнекере ҫакӑн пек каланӑ: «Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать» (Ытарӑшсем 31:28). Эсир килтисенчен хӑшне те пулин юлашки хут хӑҫан мухтанӑ? Эпир, чӑн та, ҫуркуннехи ӳсентӑрансем пекех, вӗсем хӗвел кӑшт ӑшӑтсан, ҫумӑр ҫусан аталанса чечеке ларма хатӗр. Пире те ӑшшӑн мухтани кирлӗ. Мухтани арӑмне хӑй тимлесе ӗҫленине, чӗререн тӑрӑшнине упӑшки хакланине тата пархатарлӑ пулнине курма пулӑшать (Ытарӑшсем 15:23; 25:11). Упӑшкине ӗҫре тата килте мӗн тунишӗн мухтани вара мӗн тери кӑмӑллӑ. Ачасене килте, шкулта е христиансен пухӑвӗнче тӑрӑшнӑшӑн мухтасан, вӗсен кӑмӑлӗ ҫӗкленет. Темиҫе мухтав сӑмахӗнче те мӗн тери пысӑк вӑй! «Тавтапуҫ» теме йывӑр-и вара? Пачах ҫук, анчах ҫакӑ мораль тӗлӗшӗнчен ҫемьене мӗнлерех ҫирӗплетет.

22. Кил хуҫалӑха «тӗреклӗлентерес» тесен мӗн кирлӗ тата ҫакна мӗнле пурнӑҫлама пулать?

22 Кил хуҫалӑха тытассине йывӑрлатакан сӑлтав нумай. Ҫапах та вӗсене ӑнӑҫлӑ татса пама пулать. Библири ытарӑш калать: «Кил-ҫурт ӑслӑлӑхпа ҫӗкленет, ӑс-хакӑлпа тӗреклӗленет» (Ытарӑшсем 24:3). Пӗтӗм ҫемйипех Турӑ ирӗкне пӗлме тата пурнӑҫлама ӑнтӑлсан, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл тупма пулать. Ҫемье телейӗ ҫакӑн пек тӑрӑшнине тивӗҫлӗ!

^ Варвитти — анлӑ сарӑлнӑ чир, ӑна пула нумай пӗчӗк ача вилет, унтан мӗнле сыхланмалли пирки пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ панӑ сӗнӳсенче каланӑ: «Туалет ҫук пулсан: кил-ҫуртран тата ачасем вылякан вырӑнтан аякка тула каймалла; шыв вырӑнӗсенчен сахалтан та 10 метр аяккарах; этем каяшӗсене ҫӗре чавса пытармалла».