Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

САККӐРМӖШ СЫПӐК

Ҫемйӗре япӑх витӗмрен хӳтӗлӗр

Ҫемйӗре япӑх витӗмрен хӳтӗлӗр

1—3. а) Ҫемьешӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япӑх витӗм ӑҫтан тухать? ӑ) Ҫемйисене хӳтӗлес тесен ашшӗ-амӑшӗн хӑш тӗлӗшрен виҫине пӗлмелле?

 СИРӖН ачӑра шкула ямалла, урамра вара чашлаттарса ҫумӑр ҫӑвать. Мӗн тумалла? Ҫумӑртан хӳтӗленме нимӗн памасӑрах ывӑлӑра алӑкран кӑларса ярӑр-и? Е эсир ӑна питӗ хулӑн тумлантарӑр, ӑна вара хускалма та йывӑр пулӗ? Паллах, эсир ӑна та, кӑна та тумӑр. Эсир ывӑлӑра йӗпенесрен мӗн кирлине ҫеҫ парӑр.

2 Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн ачисене пур енчен те тухса тӑракан япӑх витӗмрен хӳтӗлеме кирлӗ меслет тупмалла: вӑйӑ-кулӑсем, массӑллӑ хыпарсем, пӗр ҫулхисем япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне — шкул та. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫемйине хӳтӗлес енпе питӗ сахал тӑвать, нимӗн туманни те пулкалать. Теприсем кил тулашӗнчи кирек епле витӗме сиенлӗ тесе шутлаҫҫӗ, вара ачисене нимӗн те тенӗ пекех тума ирӗк памасӑр вӗсен кӑмӑлӗсене пусараҫҫӗ. Ҫак тӗлӗшрен виҫине тупма пулать-и?

3 Ҫапла, пулать. Виҫерен тухни усӑсӑр, ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерме пултарать (Екклесиаст 7:16, 17). Анчах та христиан ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ҫемйине хӳтӗлемешкӗн виҫене тӗрӗс мӗнле палӑртмалла? Пурнӑҫри виҫӗ ене айтӑр пӑхса тухар: пӗлӳ илесси, пӗр-пӗринпе хутшӑнасси тата вӑйӑ-кулӑ.

АЧӐРСЕНЕ КАМ ВӖРЕНТӖ?

4. Пӗлӳ илесси ҫине ашшӗ-амӑшӗн мӗнле пӑхмалла?

4 Христиан ашшӗ-амӑшӗсем пӗлӳ илессине питӗ хаклаҫҫӗ. Вӗсем ача шкулта вулама, ҫырма, ыттисемпе килӗштерме тата йывӑрлӑхсене татса пама вӗреннине ӑнланаҫҫӗ. Вӗренни мӗне пӗлтернине те ачасем шкулта пӗлеҫҫӗ. Шкулта илнӗ пултарулӑхсем ачана паянхи тӗнчере тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне, лайӑх пӗлӳ илни ачасене каярахпа лайӑх ӗҫлекен пулса тӑма пулӑшӗ (Ытарӑшсем 22:29).

5, 6. Ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе тӗрӗс мар информаци ачасем шкулта мӗнле илме пултараҫҫӗ?

5 Анчах ачасем шкулта пӗр ҫулхисемпе те хутшӑнаҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗн вара тӗрӗс мар шухӑшласси пур. Сӑмахран, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассипе нравственность нормисем ҫине мӗнле пӑхнине пӑхса тухар. Нигерири пӗр вӑтам шкулта мораль енӗпе пӑсӑлнӑ хӗрача пӗр класра вӗренекенсене ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе канашсем панӑ. Вӑл ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхни порнографи литературинчен илнӗ пуш сӑмах кӑна пулнӑ пулин те, пӗрле вӗренекенсем вӑл каланине ҫӑвар карса итленӗ. Хӑш-пӗр хӗрачасем унӑн канашӗпе усӑ курнӑ. Ҫакна пула вӗсенчен пӗрин качча каймасӑрах ҫие юлнӑ тата варти ачинчен хӑй тӗллӗн хӑтӑлма хӑтланнине пула вӑл вилнӗ.

6 Ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе хӑш-пӗр тӗрӗс мар информаци шкулта ачасенчен мар, учительсенчен тухса тӑни пирки калама та йывӑр. Нравственность нормисемпе яваплӑх пирки пӗлтермесӗр шкулта ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе пӗлӳ панӑ чухне нумай ашшӗ-амӑшӗ аптрасах ӳкет. Пӗр 12 ҫулхи хӗрача амӑшӗ каланӑ: «Эпир пурӑнакан вырӑнта тӗнпе ҫыхӑнни тата ҫӗннине йышӑнманни йӑлана кӗнӗ, апла пулин те вырӑнти шкултах ачасене презервативсем параҫҫӗ!» Пӗр ҫулхисем хӑйсен хӗрачине ар ҫыхӑнӑвне кӗме сӗнни ҫинчен пӗлсен вӗсем упӑшкипе пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ҫакӑн пек сиенлӗ витӗмрен мӗнле хӳтӗлеме пултарать?

7. Ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе илтнӗ йӑнӑш инфомаци витӗм ан кӳтӗр тесен мӗн тума пулать?

7 Ачасене ар ҫыхӑнӑвӗ пирки кирек мӗнле асӑннинчен те яланах хӳтӗлени аванрах-ши? Ҫук. Ачасене ҫакӑн пирки пӗлӳ эсир хӑвӑр пани тӗрӗсрех пулать (Ытарӑшсем 5:1—2). Чӑн та, Европӑри тата Ҫӳрҫӗр Америкӑри хӑш-пӗр вырӑнсенче нумай ашшӗ-амӑшӗ ҫак тема пирки калаҫассинчен пӑрӑнать. Африкӑри хӑш-пӗр ҫӗршывра та ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе ар ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сайра-хутра сӳтсе явать. «Африкӑра ҫакӑ йӑлана кӗмен»,— тет Сьерра-Леонери пӗр ашшӗ. Ачисене ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе пӗлӳ парсан вӗсен тӳрех аскӑн ӗҫ патне илсе каякан шухӑшсем ҫуралӗҫ тесе шутлать ашшӗ-амӑшӗ хӑш-пӗр чухне! Анчах та ҫакӑн пирки Турӑ мӗн шутлать-ха?

АР ҪЫХӐНӐВӖ ПИРКИ ТУРӐ МӖН ШУТЛАТЬ

8, 9. Библире ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе мӗнле уҫӑмлӑ информаци пур?

8 Ар ҫыхӑнӑвӗ пирки вырӑнлӑ вӑхӑтра калаҫнинче нимӗн намӑсси те пулманнине Библи уҫҫӑн кӑтартать. Израильте Туррӑн халӑхне, ҫав шутра ачасене те, Моисей законне саспа вуланине итлеме пуҫтарӑнма хушнӑ пулнӑ (Саккуна астутарни 31:10—12; Иисус Навин 8:35). Законра ар ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки, сӑмахран, хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем, арҫыннӑн вӑрлӑхӗ юхса тухни, аскӑнлӑх, мӑшӑра улталани, гомосексуализм, хурӑнташпа ар хутшӑнӑвне кӗни тата выльӑхпа пӗтӗҫни пирки уҫҫӑнах асӑннӑ пулнӑ (Левит 15:16, 19; 18:6, 22, 23; Саккуна астутарни 22:22). Вӗсене вуласа панӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пӗлме юратакан ачисене, паллах, нумай япалана ӑнлантарса пама тивнӗ.

9 Ытарӑшсем кӗнекен пиллӗкмӗш, улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш сыпӑкӗсенчи сӑвӑ йӗркисенче намӑссӑр ӗҫсем туни мӗнле хӑрушлӑхсемпе ҫыхӑнни пирки ашшӗ-амӑшӗ юратса канаш пани пур. Ҫав сӑвӑ йӗркисем аскӑн ӗҫсем хӑш-пӗр чухне илӗртӳллӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ (Ытарӑшсем 5:3; 6:24, 25; 7:14—21). Анчах вӗсем аскӑн ӗҫсем тӗрӗс мар пулни тата сиен кӳни пирки вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем ҫамрӑксене намӑссӑр ӗҫсенчен мӗнле пӑрӑнма пулни пирки сӗнӳсем параҫҫӗ (Ытарӑшсем 5:1—14, 21—23; 6:27—35; 7:22—27). Унтан та ытларах, аскӑн ӗҫсене ар туртӑмне тӗрӗс майпа мӑшӑрлӑ пурнӑҫра тивӗҫтерме май пулнипе танлаштарса уйрӑмлӑхне кӑтартнӑ (Ытарӑшсем 5:15—20). Ачасене вӗрентме мӗн тери лайӑх тӗслӗх!

10. Библи нормисемпе килӗшсе тӑракан ар ҫыхӑнӑвӗ ҫинчен пӗлни ачасене мӗншӗн аскӑн ӗҫсем тума хистемӗ?

10 Ачасене ҫак тӗлӗшрен вӗрентсен вӗсем аскӑн ӗҫсем тума пуҫлӗҫ-ши? Пачах урӑхла, Библире каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсем вара пурне те витӗр курса тӑнипе ҫӑлӑнаҫҫӗ» (Ытарӑшсем 11:9). Эсир ачӑрсене ҫак тӗнче витӗмӗнчен хӳтӗлесшӗн мар-и вара? Пӗр ашшӗ каланӑ: «Пирӗн ачасем питӗ пӗчӗк пулнӑ чухнех эпир вӗсемпе ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшӗпе уҫҫӑнах калаҫма тӑрӑшаттӑмӑр. Ҫавӑнпа ытти ачасем ҫакӑн пирки калаҫнӑ чухне вӗсем пӗлесшӗн ҫунма ӑнтӑлмаҫҫӗ. Кунта пысӑк вӑрттӑнлӑх ҫук».

11. Ачасене арлӑх пирки пӗлӳ пӗчӗккӗн мӗнле пама пулать?

11 Умӗнхи сыпӑксенче асӑннӑччӗ ӗнтӗ, арлӑх енӗпе вӗрентме мӗн пӗчӗкренех пуҫламалла. Кӗлетке пайӗн ячӗсене ачӑрсене каланӑ чухне, темӗнле намӑс япала пулнӑ пек, арлӑх органӗсене асӑнмасӑр ан хӑварӑр. Ачӑрсене вӗсен тӗрӗс ячӗсене калӑр. Вӑхӑт иртсен ачасене хӑш-пӗр нормӑсене тытса тӑма вӗрентмелле. Ашшӗ те, амӑшӗ те ачисене арлӑх органӗсене ытти ҫынсен тӗкӗнмелле маррине е пӑхмалла маррине, ҫак органсем пирки нихӑҫан та япӑх каламалла маррине ӑнлантарса парсан лайӑхчӗ. Ачасем пысӑклансан вӗсене арҫынпа хӗрарӑмӑн ача епле пулнине каласа памалла. Аталанса ҫитес умӗн ачасен хӑйсен организмӗнче мӗнле улшӑнусем кӗтмеллине питӗ лайӑх пӗлмелле. 5-мӗш сыпӑкра каланӑччӗ, ҫакӑн пек вӗрентни ачасене тӗрӗс ҫултан пӑракансенчен хӳтӗленме пулӑшӗ (Ытарӑшсем 2:10—14).

АШШӖ-АМӐШӖ ВАЛЛИ КИЛТИ ӖҪ

12. Шкулта час-часах мӗн пирки тӗрӗс мар вӗрентеҫҫӗ?

12 Ашшӗ-амӑшӗн ытти тӗрӗс мар вӗрентнисене те, шкулта вӗрентме пултарнисене — тӗнче философийӗсене, сӑмахран, эволюци теорине, национализма е пӗртен-пӗр тӗрӗслӗх ҫук тенине — хирӗҫ тӑма хатӗр пулмалла (1 Коринф 3:19; танлаштарӑр: Пултарни 1:27; Левит 26:1; Иоанн 4:24; 17:17). Шкулти ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫлекенсенчен чылайӑшӗ малалла вӗренни питӗ кирлӗ тесе шутлать. Хушма пӗлӳ илесси ҫын хӑй тӗллӗн тумалли йышӑну пулсан та, хӑш-пӗр учитель ҫакӑ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулмалли пӗртен-пӗр меслет тесе шутлать * (Псалом 145:3—6).

13. Шкула ҫӳрекен ачасене тӗрӗс мар шухӑшсенчен мӗнле хӳтӗлеме пулать?

13 Тӗрӗс мар е пӑсса кӑтартнӑ шухӑшсене хирӗҫ тӑрас тесен ашшӗ-амӑшӗн ачисене мӗне вӗрентнине питӗ лайӑх пӗлмелле. Апла пулсан, ашшӗ-амӑшӗ, сирӗн те киле панӑ ӗҫ пур! Ачӑрсен вӗренӗвӗпе чӗререн интересленӗр. Вӗсемпе шкул хыҫҫӑн калаҫӑр. Вӗсем мӗн вӗреннине, мӗнле предметсене ытларах кӑмӑлланине, вӗсен мӗн пулсах кайманнине ыйтӑр. Килти ӗҫсене, ҫырса пынисене тата тӗрӗслев ӗҫӗсене мӗнле тунине пӑхӑр. Учительсемпе паллашма тӑрӑшӑр. Эсир вӗсен ӗҫне хакланине те, вӗсене пултарнӑ таран пулӑшма хатӗр пулнине те вӗсем ӑнланса илччӗр.

АЧӐРСЕН ТУСӖСЕМ

14. Турра юрӑхлӑ пурӑнас шутлӑ ачасен мӗншӗн лайӑх туссем суйласа илмелле?

14 «Кӑна сана кам вӗрентрӗ?» Мӗн чухлӗ ашшӗ-амӑшӗ ачинчен пач кӗтмен сӑмахсем илтсе е ӗҫӗсене курса аптраса ӳкнипе ҫак ыйтӑва парать? Тата вӗсем час-часах шкулти е кӳршӗри пӗр-пӗр ҫӗнӗ тусӗ ҫапла тӑвать тесе хуравланине мӗн таран илтеҫҫӗ? Ҫапла, ҫамрӑк-и эпир е ватӑ, пирӗн туссем пире вӑйлӑ витӗм кӳреҫҫӗ. Павел апостол асӑрхаттарнӑ: «Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать» (1 Коринф 15:33; Ытарӑшсем 13:21). Пӗр ҫулхисем хӗсӗрленин витӗмне уйрӑмах яш ачасем хӑвӑрт лекеҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех яш ачасем хӑйсене хакламаҫҫӗ, вара вӗсен хӑш-пӗр чухне тусӗсене хӑйсене питӗ ырлаттарас килет, мӗнпе те пулин тӗлӗнтерес килет. Ҫавӑнпа та вӗсене лайӑх туссем суйласа илни питӗ кирлӗ!

15. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене лайӑх туссем суйласа илме мӗнле пулӑшма пултарать?

15 Ачасем тӗрӗс суйласа илме пур чухне те пӗлменнине пур ашшӗ-амӑшӗ те пӗлет; вӗсене хӑш-пӗр тӗлӗшрен канаш пани кирлӗ. Вӗсем валли туссем хӑвӑрӑн суйласа илме кирлӗ мар. Ачасем ӳссе пынӑ май вӗсене уйӑрса илме хӑнӑхтарса пырӑр тата туссенче мӗнле паха енсем хакламаллине ӑнланма пулӑшӑр. Ҫакӑн пек паха енсенчен чи кирли — Иеговӑна юратни тата унӑн куҫӗ умӗнче мӗн тӗрӗс пулнине тума хатӗр пулни (Марк 12:28—30). Ачӑрсене тӳрӗ, ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, тӑрӑшуллӑ ҫынсене хисеплеме тата юратма вӗрентӗр. Ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ вӑхӑтра ачӑрсене Библири сӑнарсенче ҫакӑн пек паха енсене асӑрхама, унтан вара пухури тӑвансенче ҫавӑн пек енсенех тупма пулӑшӑр. Хӑвӑр валли туссем суйласа илнӗ чухне те ҫав принципсенех тытса пырса ачӑрсене тӗслӗх парӑр.

16. Ачисем епле туссем суйласа илнине ашшӗ-амӑшӗ мӗнле пӗлме пултарать?

16 Ачӑрсем кампа туслӑ пулнине эсир пӗлетӗр-и? Вӗсен тусӗсене лайӑхрах пӗлме май пултӑр тесе ачӑрсене хӑйсен тусӗсене киле чӗнме мӗншӗн ирӗк парас мар-ха? Ытти ачасем вӗсен тусӗсем пирки мӗн каланине те эсир ачӑрсенчен ыйтма пултаратӑр. Вӗсем тӳрӗ пулнипе е иккӗлле пурнӑҫпа пурӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ? Юлашки тӗрӗс пулсан, ачӑрсене ҫакӑн пек хутшӑну вӗсене сиен кӳме пултарнине ӑнланма пулӑшӑр (Псалом 25:4, 5, 9—12). Эсир ачӑр хӑйне тыткалас енпе, тумтирӗпе, шухӑшлас е калаҫас енпе япӑх еннелле улшӑнса пынине асӑрхатӑр пулсан, унӑн тусӗсем пирки, тен, унпа калаҫса илмелле. Ача вӑхӑта хӑйне япӑх витӗм кӳрекен тусӗпе ирттерме пултарать. (Пултарни 34:1, 2 танлаштарӑр.)

17, 18. Туссем суйланӑ чухне ачисене япӑххисенчен пӑрӑнма вӗрентнисӗр пуҫне ашшӗ-амӑшӗ ӗҫпе мӗнле пулӑшма пултарать?

17 Ачӑрсене япӑх туссенчен пӑрӑнма кӑна вӗрентни сахал. Вӗсене лайӑххисене тупма пулӑшӑр. Пӗр ашшӗ каласа парать: «Эпир яланах мӗнпе улӑштарма пулнине шутласа кӑларма тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, шкулта пирӗн ачана футбол командине ҫырӑнтарас тенӗ чухне эпир арӑмпа лартӑмӑр та ҫакӑ мӗншӗн лайӑхах пулманни — вӑл унта ҫӗнӗ туссем тупма пултарни — пирки шухӑшлама пуҫларӑмӑр. Унтан вара эпир ӑна пухури темиҫе ачана чӗнме тата пурте пӗрле парка футболла выляма ҫӳреме сӗнтӗмӗр. Ыйтӑва ҫапла татса патӑмӑр».

18 Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем ачисене лайӑх туссем тупма, унтан вара вӗсемпе вӑхӑта лайӑх ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫапах та нумай ашшӗ-амӑшне вӑйӑ-кулӑ суйласа илме йывӑр.

МӖНЛЕ ВӐЙӐ-КУЛӐ СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛЕ?

19. Ҫемьере савӑнни ҫылӑх пулманнине Библири мӗнле тӗслӗхсем кӑтартаҫҫӗ?

19 Библи савӑннине сивлет-и? Паллах, ҫук! Библире «кулмалли вӑхӑт... ташламалли вӑхӑт» пур тенӗ * (Екклесиаст 3:4). Ӗлӗк-авал Израильте Туррӑн халӑхӗ юрӑ-кӗвӗ, ташӑсем, вӑйӑсем, тупмалли юмахсем юратнӑ. Иисус Христос туйра тата Матфей Левий тунӑ «пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗре» пулнӑ (Лука 5:29; Иоанн 2:1, 2). Иисус ыттисен савӑнӑҫне пӗтерсе хуракан ҫын пулманни курӑнать. Савӑнасси тата куласси сирӗн килӗрте нихӑҫан та ҫылӑх ан шутлантӑр!

Ҫемьепе канассине лайӑх шухӑшласа йӗркелени, сӑмахран, палаткӑпа похода кайни, ачасене вӗренме тата Турӑ патне ҫывхарма пулӑшӗ

20. Ҫемье валли вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне ашшӗ-амӑшӗн мӗн асра тытмалла?

20 Иегова — «мухтавлӑ [«телейлӗ», ҪТ] Турӑ» (1 Тимофей 1:11). Эппин, Иеговӑна пуҫҫапни кӑмӑла тултармалла, ҫын савӑнӑҫне пӗтермелле мар. (Саккуна астутарни 16:15 танлаштарӑр.) Ачасем савӑнма юратаҫҫӗ, вӗсен вӑй нумай, ӑна вӗсем выляса-савӑнса кӑлараҫҫӗ. Лайӑх шухӑшласа йӗркеленӗ вӑйӑ-кулӑ — савӑннинчен ытларах. Вӑйӑ-кулӑ вӑхӑтӗнче ача вӗренет тата аталанать. Ҫемье пуҫӗ кил-йышрисене мӗн кирлине пурне те парас, ҫав шутра канӑва йӗркелес, енчен те яваплӑ. Ҫапах та виҫине пӗлмелле.

21. Паянхи вӑйӑ-кулӑра мӗнле танатасем пур?

21 Библире малтанах каласа хунӑ пекех, ҫак канӑҫсӑр «юлашки кунсенче» обществӑра «Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юрат[акан]» ҫын питӗ нумай (2 Тимофей 3:1—5). Нумайӑшӗшӗн вӑйӑ-кулӑ — пурнӑҫра чи кирли. Вӑйӑ-кулӑ питӗ нумай, вӑл ҫӑмӑллӑнах кирлӗрех ӗҫсене хӗссе кӑларма пултарать. Унсӑр пуҫне, паянхи вӑйӑ-кулӑра аскӑнлӑх, хаярлӑх, наркотиксемпе иртӗхни тата ытти калама ҫук сиенлӗ ӗҫсем ҫине питӗ нумай тимлеттереҫҫӗ (Ытарӑшсем 3:31). Ачасене ҫакӑн йышши сиенлӗ вӑйӑ-кулӑран хӳтӗлес тесен мӗн тумалла?

22. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тӗлӗшрен ӑслӑ йышӑну тума мӗнле вӗрентме пултарать?

22 Мӗн тума юранипе юраманнине ашшӗ-амӑшӗн ҫирӗп палӑртмалла. Анчах тата кирлӗреххи — ачасене хӑш вӑйӑ-кулӑ усӑллӑ, хӑшӗ сиенлӗ пулнине уйӑрса илме тата виҫине пӗлме вӗрентмелле. Ҫакна вӗрентме вӑхӑт та, вӑй та кирлӗ. Тӗслӗх пӑхса тухар. Икӗ ывӑл ашшӗ хӑйӗн аслӑ ачи час-часах тенӗ пекех ҫӗнӗ радиостанци программисене итленине асӑрханӑ. Ҫавӑнпа пӗррехинче, ӗҫе грузовикпа кайнӑ вӑхӑтра, вӑл приемнике ҫак радиостанци ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт-вӑхӑтран вӑл чарӑнса тӑнӑ та хӑш-пӗр юррӑн сӑмахӗсене ҫырса хунӑ. Каярахпа мӗн илтнине ывӑлӗсемпе сӳтсе явнӑ. Вӑл ыйтусем панӑ, ыйтӑвӗсене «эсир мӗнле шутлатӑр?» тесе ыйтнипе пуҫланӑ, ҫакӑ ывӑлӗсем мӗнле шухӑшланине ӑнланма май панӑ, унтан вӑл ачисен хуравӗсене тимлӗн итленӗ. Ҫак ыйтӑва Библи тӑрӑх тӗпчесен арҫын ачасем ҫак радиостанцие итлеме пӑрахма килӗшнӗ.

23. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене сиенлӗ вӑйӑ-кулӑран мӗнле хӳтӗлеме пултарать?

23 Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнле юрӑ-кӗвӗ, мӗнле телепрограммӑсем, видеофильмсем, кулӑшсем, видеовӑйӑсем тата кинофильмсем интереслентернине тӗрӗслет. Ҫакӑн пек ашшӗ-амӑшӗ хуплашкине, упаковкине тимлӗн пӑхать, юрӑсен сӑмахӗсене итлесе пӑхать, хаҫатсенче мӗн ҫырнисене вулать тата фильмсен сыпӑкӗсене пӑхать. Ачасене паян сӗнекен хӑш-пӗр «вӑйӑ-кулӑ» нумайӑшне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Ачисене япӑх витӗмрен хӳтӗлес текенсем вӑл е ку вӑйӑ-кулӑ хӑш тӗлӗшрен япӑх пулнине Библипе тата ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисемпе, ҫавӑн пекех «Хурал башнипе» «Пробудитесь!» журналсенчи статьясемпе усӑ курса сӳтсе яваҫҫӗ *. Ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗккӗн тата лайӑх шухӑшласа уҫӑмлӑ чикӗсем лартса пырать пулсан, ҫакӑ ытларах чухне усӑ парать (Матфей 5:37; Филиппӑ 4:5, ҪТ).

24, 25. Ҫемьепе мӗнле усӑллӑ канма пулать?

24 Паллах, сиенлӗ вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗпе чарни ҫур ӗҫ кӑна. Усаллине ыррипе улӑштармалла, унсӑрӑн ачасем йӑнӑш ҫулпа кайма пултараҫҫӗ. Чылай христиан ҫемйи пӗрле каннӑ вӑхӑт панӑ ӑшӑ та телейлӗ шутсӑр нумай асаилӗве асра тытать: пикник, уҫӑлса ҫӳрени, вӑйӑсем, спорт, похода тата тӑвансем е туссем патне кайни. Пӗрисем кил-йышпа пӗрле вуласа питӗ лайӑх канма пулнине тата ҫакӑ кӑмӑла тултарнине асӑрханӑ. Теприсем кулӑшла, интереслӗ историсем каласа пама юратаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсен килӗшекен пӗр пек ӗҫ пур, сӑмахран, йывӑҫпа ӗҫлеме юратни тата ытти занятисем, ҫавӑн пекех музыка инструменчӗсемпе выляни, ӳкерни е Турӑ пултарнисене тӗпчени. Ҫакӑн пек ӗҫсене юратма вӗренекен ачасем тӗрлӗ нумай япӑх вӑйӑ-кулӑран хӳтӗленеҫҫӗ тата ним тумасӑрах ларса ыттисем хӑйсен кӑмӑлне тултарнине пӑхассинчен темӗн чухлӗ интереслӗрех канма пулнине ӑнланаҫҫӗ. Хӑв хутшӑнни пӑхса ларнинчен темӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑрах.

25 Туссемпе тӗл пулнисем те усӑллӑ кану пулма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗлпулура лайӑх ертсе пыни пулсан, ытлашши нумай хӑна пулмасан тата вӑл вӑраха тӑсӑлмасан, сирӗн ачӑрсем савӑнӑҫ кӑна мар илӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу пухури юратӑвӑн ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетме пултарать. (Лука 14:13, 14; Иуда 12 танлаштарӑр.)

СИРӖН ҪЕМЬЕ ТӖНЧЕНЕ ҪӖНТЕРМЕ ПУЛТАРАТЬ

26. Ҫемьене начар витӗмрен хӳтӗлесси пирки сӑмах пынӑ чухне мӗнле паха ен чи кирли шутланать?

26 Паллах, ҫемьене тӗнчен сиенлӗ витӗмӗнчен хӳтӗлес тесен, нумай тӑрӑшмалла тата вӑй хумалла. Анчах пуринчен ытларах ӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшакан пӗр лайӑх ен пур. Ку юрату! Ҫемьери ҫывӑх, юратуллӑ хутшӑнусене пула сирӗн кил хӑрушлӑх пулман хӳтӗ вырӑн пулса тӑрӗ, пӗр-пӗринпе хутшӑнасси вӑй илсе пырӗ, ҫакӑ япӑх витӗмрен сыхлакан чаплӑ хӳтлӗх пулса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне, юратӑвӑн тепӗр тӗсне аталантарни тата та кирлӗрех — Иеговӑна юратнине. Ҫемьере пурин те ҫакӑн пек юрату пулсан, ачасем ҫак тӗнче витӗмӗ хыҫҫӑн кайса Турра кулянтаракан ӗҫсене тӑвассине кӑна мар, шухӑшне те курайми пулса ӳсӗҫ. Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратакан ашшӗ-амӑшӗ вара, ун пекех, юрату, ӑслӑлӑх тата виҫине пӗлнине кӑтартма ӑнтӑлӗ (Эфес 5:1; Иаков 3:17). Ашшӗ-амӑшӗ ҫапла тӑвать пулсан, ачисен Иеговӑна пуҫҫапасси ҫине вӑл чарусен списокӗ е савӑнӑҫпа кулӑсӑр хӑварнӑ пурнӑҫ ҫулӗ пулнӑ пек пӑхма, ҫав ҫултан май килсен тӳрех пӑрӑнма сӑлтав пулмӗ. Ун вырӑнне вӗсем Турра пуҫҫапни пур пулма пултарнисенчен чи телейлӗ те чи пуян пурнӑҫ ҫулӗ пулнине ӑнланӗҫ.

27. Ҫемье тӗнчене ҫӗнтерме мӗнле пултарать?

27 Телейлӗ, виҫине пӗлсе ӗҫлени пӗрлештернӗ тата ҫак тӗнчен пӑсӑк витӗмӗнчен сыхланса «ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн» юлма ӑнтӑлакан ҫемьесем Иеговӑна савӑнтараҫҫӗ (2 Петр 3:14; Ытарӑшсем 27:11). Ҫакӑн пек ҫемьесем Иисус Христосран тӗслӗх илеҫҫӗ, Сатана тӗрӗс ҫултан пӑрса ярас тесе мӗн тунисене Иисус пурне те сирсе яма пултарнӑ. Ҫӗр ҫинче ҫын пек пурӑнни вӗҫленнӗ чухне Иисус: «Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм»,— теме пултарнӑ (Иоанн 16:33). Сирӗн ҫемье те тӗнчене ҫӗнтерсе, ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнтӑр!

^ Хушма пӗлӳ пирки Хурал башнин, Библисен тата трактатсен обществи пичетлесе кӑларнӑ «Свидетели Иеговы и образование» брошюрӑра, 4—7-мӗш страницӑсенче сӳтсе явнӑ.

^ Ҫакӑнта «кулмалли» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗн ытти формисене «выля», «мӗнле те пулин вӑйӑ-кулӑ сӗн», «уяв ту» тата «савӑн» сӑмахсемпе куҫарма юрать.

^ Хурал башнин, Библисен тата трактатсен обществи пичетлесе кӑларать.