Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПӖРРЕМӖШ СЫПӐК

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур-и?

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур-и?

1. Ҫемье тӗреклӗ пулни этемлӗх обществишӗн мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

 ҪЕМЬЕ — ҫӗр ҫинчи мӗн авалтан пыракан тытӑм, вӑл этемлӗх обществинче пысӑк вырӑн йышӑнать. Истори тӑршшӗпех тӗреклӗ ҫемьесем ҫирӗп общество никӗсӗ пулнӑ. Ҫемье — ачасене яваплӑха туякан ҫын туса ӳстермешкӗн чи лайӑх вырӑн.

2—5. а) Телейлӗ ҫемьере ача хӑй хӑрушсӑрлӑхра пулнине мӗн таран туять? ӑ) Хӑш-пӗр ҫемьере мӗнле йывӑрлӑхсем пур?

2 Телейлӗ ҫемье — шанчӑклӑ, лӑпкӑ хӳтӗ вырӑн. Самантлӑха ҫакӑн пек ҫемьене куҫ умне тӑратар. Ҫемьешӗн тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗ каҫхи апат вӑхӑтӗнче кун мӗнле иртнине ачисемпе сӳтсе явать. Ачисем пӗр-пӗрне пӳлсе ашшӗпе амӑшне шкулта мӗн пулса иртнине каласа параҫҫӗ. Пӗрле каннӑ май ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те тепӗр кун валли вӑй-хал илеҫҫӗ.

3 Телейлӗ ҫемьере ача чирлерӗ пулсан, ашшӗпе амӑшӗ хӑйне пӑхасса пӗлет, вӗсем, тен, ҫӗрӗпех унӑн кравачӗ патӗнче пӗр-пӗринпе ылмашӑнӗҫ. Хӑйӗн кирек епле хуйхипе те ашшӗ е амӑшӗ патне пырсан, ача хӑйне канаш парасса та, пулӑшасса та ӑнланать. Ҫурт тулашӗнчи тӗнче питӗ канӑҫсӑр пулсан та, ача хӑйне хӳтлӗхре туять.

4 Ӳссе ҫитсен ачасем ялан тенӗ пекех мӑшӑрланаҫҫӗ: вӗсем хӑйсен ҫемйине ҫавӑраҫҫӗ. «Ашшӗ-амӑшӗ умӗнче хӑйсен мӗнле парӑм пулнине ачасем хӑйсем ашшӗ-амӑшӗ пулсан кӑна ӑнланӗҫ» тет хӗвелтухӑҫ халӑх сӑмахӗ. Питӗ пархатарлӑ пулнӑран тата юратнӑран, ҫитӗнсе ҫитнӗ ачасем хӑйсен ҫемйине телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ тата мӑнукӗсемпе хутшӑнса савӑнӑҫ илекен халӗ ӗнтӗ ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхаҫҫӗ.

5 Тен, эсӗ халӗ шухӑшлатӑн: «Эпӗ хамӑн ҫемьене юрататӑп, анчах вӑл кунта ҫырса панинчен уйрӑлса тӑрать. Мӑшӑрпа иксӗмӗрӗн ӗҫ графикӗсем тӗрлӗрен, эпир пӗр-пӗрне курманпа пӗрех. Ытларах вара эпир укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен калаҫатпӑр». Эсӗ, тен, ҫакӑн пек те калатӑн: «Ачасемпе мӑнуксем урӑх хулара пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа манӑн вӗсене курма ниепле те май ҫук». Ҫапла, час-часах пирӗнтен килмен сӑлтавсене пула ҫемье пурнӑҫӗнче тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Ҫапах та хӑш-пӗрисене ҫемьеллӗ пурнӑҫ телей кӳрет. Вӗсене мӗн пулӑшать-ха? Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур-и? Ҫапла, пур. Анчах ӑна пӗлес умӗн пирӗн пӗр питӗ кирлӗ ыйту ҫине хуравламалла.

МӖН ВӐЛ ҪЕМЬЕ?

6. Ҫак кӗнекере мӗнле ҫемьесем пирки сӑмах пырӗ?

6 Хӗвеланӑҫри ҫӗршывсенче ҫемье ытларах чухне ашшӗпе амӑшӗнчен тата ачасенчен тӑрать. Аслашшӗпе асламӑшӗ, кукашшӗпе кукамӑшӗ вӑйӗ ҫитнӗ чухне уйрӑм пурӑнаҫҫӗ. Ҫемье аякри тӑванӗсемпе ҫыхӑну тытма пултарать пулин те, ҫемьен вӗсен умӗнче яваплӑх сахал. Ҫак кӗнекере ытларах ҫавӑн пек ҫемьесем пирки сӑмах пырӗ. Анчах юлашки ҫулсенче урӑх ҫемьесем — тулли мар ҫемьесем, тепӗр хут мӑшӑрланнипе йӗркеленнӗ ҫемьесем, ашшӗпе амӑшӗ тӗрлӗрен сӑлтава пула пӗрле пурӑнман ҫемьесем — нумайланса пыраҫҫӗ.

7. Мӗн вӑл пысӑк ҫемье?

7 Хӑш-пӗр халӑхра пысӑк ҫемьесем анлӑ сарӑлнӑ. Ун пек ҫемьесенче ачасем аслашшӗпе асламӑшне, кукашшӗпе кукамӑшне, май пулсан, кулленех пӑхаҫҫӗ, вӗсем аякри хурӑнташӗсемпе те ҫыхӑну тытаҫҫӗ, вӗсене пулӑшасси те вӗсен тивӗҫӗ шутланать. Сӑмахран, ҫемьерисем тӑван пиччӗш-шӑллӗн, аппӑш-йӑмӑкӗн е аякри хурӑнташӗсен ачисене тӑрантарма-тумлантарма, вӗрентме пулӑшаҫҫӗ, вӗсем илекен пӗлӳшӗн те тӳлеҫҫӗ. Ҫак публикацире сӳтсе явнӑ принципсемпе пысӑк ҫемьесенче те усӑ курма пулать.

ҪЕМЬЕ ЙЫВӐР ЛАРУ-ТӐРУ ВИТӖМӖНЧЕ

8, 9. Хӑш-пӗр ҫӗршыври мӗнле йывӑрлӑхсем ҫемье пурнӑҫӗ улшӑнса пынине кӑтартаҫҫӗ?

8 Хурлантарать пулин те, паян ҫемье пурнӑҫӗ лайӑх еннелле улшӑнмасть. Ҫакна Индири тӗслӗх кӑтартать: арӑм упӑшка килӗнче пурӑнать, вӑл килти ӗҫсене епле тунине упӑшкин тӑванӗсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Анчах паян Инди хӗрарӑмӗсем кил тулашӗнче ӗҫ шырани никама та тӗлӗнтермест. Апла пулин те вӗсенчен хӑйсен яланхи тивӗҫлӗхӗсене туса тӑрасса та кӗтеҫҫӗ пулас. Хӗрарӑм тата ӑҫта та пулин ӗҫлет пулсан, ҫемьере ыттисемпе танлаштарсан унӑн килте мӗн чухлӗ ӗҫ тумалли пирки ыйту нумай ҫӗршывра тухса тӑрать.

9 Хӗвелтухӑҫри ҫӗршывсенче ытларах чухне пысӑк ҫемьесен ҫыхӑнӑвӗсем ҫирӗп. Анчах яланхи ҫемьесем хӗвеланӑҫри харпӑрлӑх туртӑмӗпе экономикӑри йывӑрлӑхсене пула хӑйсен вӑйне ҫухатаҫҫӗ. Ҫавӑнпа нумайӑшӗ ватӑлнӑ хурӑнташӗсене пӑхассине хӑйсен тивӗҫӗ тата чыс тесе шутламасть, вӗсемшӗн вӑл — йывӑр ҫӗклем. Хӑшӗ-пӗри ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе хӑйне хаяррӑн тытать. Паллах, ваттисемпе хаяррӑн тытнине, вӗсене ним вырӑнне хуманнине нумай ҫӗршывра асӑрхама пулать.

10, 11. Европӑри ҫӗршывсенче ҫемье пурнӑҫӗ улшӑнса пынине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартаҫҫӗ?

10 Уйрӑласси йӗркене кӗрсе пырать. Испанире паян 100 ҫемьерен 12-шӗ уйрӑлать, темиҫе ҫул каялла вара 1 ҫеҫ уйрӑлнӑ. Отчетсем кӑтартнӑ тӑрӑх, Европӑри уйрӑлусен чи пысӑк хисепӗ Великобританире (10 ҫемьерен 4 уйрӑлать), унта тулли мар ҫемьесен шучӗ питӗ хӑвӑрт ӳссе пыни курӑнать.

11 Германире нумайӑшӗ ҫырӑнса ҫемье ҫавӑрма шутламасть те пулас. 1990-мӗш ҫултан пуҫласа унта пӗччен пурӑнакан ҫынсен шучӗ ӳссе пырать. Францире те ҫемье ҫавӑракансем сахаллансах пыраҫҫӗ, мӑшӑрсем вара малтанхинчен ытларах тата хӑвӑртрах уйрӑлаҫҫӗ. Ытларах та ытларах ҫын ҫырӑнса мӑшӑрланнипе ҫыхӑннӑ яваплӑхсене хӑйсем ҫине илмесӗр пӗрле пурӑнма шутлать. Ҫакӑн пек улшӑнусене пӗтӗм тӗнчипех курма пулать.

12. Паянхи ҫемьесенче пулса иртекен улшӑнусене пула ачасем мӗнле асапланаҫҫӗ?

12 Ачасене ҫакӑ мӗнле витӗм кӳрет? Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата ытти нумай ҫӗршывра качча каймасӑр ҫуратнӑ ачасен шучӗ ӳссе пырать, хӑш-пӗр амӑшӗ вара хӑй те ача кӑна. Ҫакӑн пек амӑшӗсен тӗрлӗрен арҫынтан темиҫешер ача пур. Пӗтӗм тӗнчери пӗлтерӳсем кӑтартнӑ тӑрӑх, килсӗр ачасем миллионӗ-миллионӗпех урамра ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ; вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсемпе хаяррӑн тытнӑран килтен тухса тарнӑ, е ҫемье урӑх тӑрантарса пурӑнма пултарайман пирки вӗсене хӑваласа кӑларса янӑ.

13. Анлӑ сарӑлнӑ мӗнле йывӑрлӑхсем ҫемьене телейлӗ пулма памаҫҫӗ?

13 Ҫапла, ҫемьесемшӗн йывӑр вӑхӑт пуҫланнӑ. Маларах асӑннисемсӗр пуҫне ҫамрӑк ачасем ашшӗ-амӑшне итлеменнине, е ачасемпе хаяррӑн тытнине, ҫемьери пусмӑра, ӗҫке ернине тата ытти пысӑк йывӑрлӑхсене пула нумай ҫемье телейсӗр. Шутсӑр нумай ачашӑн та, аслисемшӗн те ҫемье лӑпкӑ хӳтӗ вырӑн мар ӗнтӗ.

14. а) Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, ҫемьесене мӗнле сӑлтавсене пула йывӑр килет? ӑ) Пӗрремӗш ӗмӗрти ҫын, закона лайӑх пӗлекен, пирӗн вӑхӑта мӗнле сӑнласа панӑ тата унӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланса пыни ҫемье пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳрет?

14 Ҫемьесене мӗншӗн питӗ йывӑр килет? Хӑшӗ-пӗри шутланӑ тӑрӑх, сӑлтавӗ хӗрарӑмсем производствӑра ӗҫлеме тытӑннинче. Теприсем мораль тӗлӗшӗнчен ирсӗрленнине, пирӗн вӑхӑтри палӑрса тӑракан уйрӑмлӑха, пула теҫҫӗ. Ытти сӑлтавсене те асӑнаҫҫӗ. Закона лайӑх пӗлекен пӗр паллӑ ҫын икӗ пин ҫула яхӑн каяллах ҫемьесене нумай йывӑрлӑх витӗм кӳресси пирки малтанах каласа хунӑ, вӑл ҫырнӑ: «Юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ» (2 Тимофей 3:1—4). Ҫак сӑмахсем пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланса пыни пирки кам та пулин иккӗленӗ-ши? Тӗнчере ҫакӑн пек условисем хуҫаланнӑ чухне нумай ҫемьешӗн йывӑр вӑхӑт пуҫланнинчен тӗлӗнме кирлӗ-ши?

ҪЕМЬЕ ТЕЛЕЙӖН ВӐРТТӐНЛӐХӖ

15—17. Ҫак публикаци ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса паракан мӗнле шанчӑклӑ кӗнеке ҫине тимлеттерӗ?

15 Ҫемьере телей епле тупмалли пирки канашсем пур енчен те илтӗнеҫҫӗ. Хӗвеланӑҫри ҫӗршывсенче тӗрлӗрен кӗнекесемпе журналсенче канашсем пӗр вӗҫӗмсӗр сӗнеҫҫӗ. Анчах канаш паракансем те ҫынсемех пулни, вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫлени йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, ҫавӑнпа та паян паха шутланакан канаша ыран юрӑхсӑр тесе йышӑнма пултараҫҫӗ.

16 Ҫемье пурнӑҫӗ валли шанчӑклӑ канашсем ӑҫта шырамалла-ха? 1900 ҫула яхӑн каяллах ҫырнӑ кӗнекене эсир вуланӑ пулӑттӑр-и? Тен, сире ҫакӑн пек кӗнеке пӗр шанчӑксӑр кивелнӗ пек туйӑнать? Анчах шӑпах ҫак кӗнекере ҫемье телейӗн чӑн-чӑн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.

17 Ҫак кӗнеке — Библи. Ӑна Турӑ хӑй хавхалантарнипе ҫырнине кӑтартакан ҫирӗплетӳ нумай. Библире эпир ҫапла ҫирӗплетсе каланине вулатпӑр: «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет» (2 Тимофей 3:16). Эсир халӗ вулакан публикаци сире пурнӑҫра йывӑр килнӗ чухне тата ҫемьесенче паян сиксе тухакан йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Библи епле пурне те «тӳрлетме» пулӑшма пултарни пирки шухӑшлама хавхалантарӗ.

18. Библи ҫемье пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене чӑннипех те татса пама пултарать тесе шутлани мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ?

18 Библи ҫемьесене телейлӗ пулма пулӑшасси пирки иккӗленетӗр пулсан, акӑ ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхӑр: Библие ҫырма Хавхалантараканӗ — ҫемьене Никӗслекенӗ (Пултарни 2:18—25). Библире унӑн ячӗ Иегова тенӗ (Псалом 83:18, ҪТ). Вӑл Пултаракан тата «кирек епле йӑх-ӑрӑва та ят параканӗ» (Эфес 3:14, ҪХ). Иегова этемлӗх пуҫламӑшӗнченех ҫемье пурнӑҫне сӑнать. Вӑл ҫемьере епле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултарассине пӗлет, ҫавӑнпа вӗсене мӗнле татса памаллине сӗнет. Истори тӑршшӗпех хӑйӗн ҫемье пурнӑҫӗнче Библи принципӗсемпе туллин усӑ куракансем ыттисенчен телейлӗрех пулнӑ.

19—21. Ҫемьере сиксе тухакан проблемӑсене Библипе усӑ курса татса пама пулнине пирӗн вӑхӑтри мӗнле тӗслӗхсем кӑтартаҫҫӗ?

19 Сӑмахран, Индонезире пӗр кил хуҫи хӗрарӑмӗ азартлӑ вӑйӑсем выляма хӑнӑхса кайнӑ. Темиҫе ҫул хушши вӑл хӑйӗн виҫӗ ачине пӑхман тата упӑшкипе пӗрмаях хирӗҫнӗ. Кайран ҫак хӗрарӑм Библи вӗренме пуҫланӑ. Майӗпен вӑл Сӑваплӑ Ҫырура каланисене шанма тытӑннӑ. Библи канашӗсемпе усӑ курса вӑл лайӑх арӑм пулса тӑнӑ. Вӑл Библи принципӗсене тытса тӑма тӑрӑшни унӑн ҫемйинчисене пурне те телей кӳнӗ.

20 Испанири пӗр кил хуҫи хӗрарӑмӗ калать: «Пирӗн ҫемьере пысӑк йывӑрлӑхсем пуҫланнӑ чухне эпир пӗрлешни ҫулталӑк кӑначчӗ». Унӑн упӑшкипе пӗр пекки сахал пулнӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫман тенӗ пекех, хирӗҫнӗ кӑна. Хӑйсен пӗчӗк хӗрача пулнӑ пулсан та, вӗсем уйрӑммӑн пурӑнма шут тытнӑ. Анчах ҫакӑ пулса тухиччен вӗсене Библи вулама сӗннӗ. Вӗсем Библи упӑшкасене тата арӑмсене епле канашсем панине пӗлнӗ те вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курма тытӑннӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсенех вӗсем харкашмасӑр калаҫма пултарнӑ, вӗсен пӗчӗк ҫемйине вара телей килнӗ.

21 Библи ватӑла пуҫланисене те пулӑшать. Тӗслӗхшӗн Японири пӗр мӑшӑра илӗпӗр. Упӑшки час ҫилленсе каякан ҫын, хушӑран хаяр та пулнӑ. Ҫак мӑшӑрӑн хӗрӗсем, ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ пулнине пӑхмасӑр, Библи вӗренме пуҫланӑ. Каярах ашшӗ те хӗрӗсемпе вӗренме тытӑннӑ, амӑшӗ вара унчченхи пекех хирӗҫ пулнӑ. Ҫулсем иртнӗ, вӑл кил-йышӗнчисене Библи принципӗсем лайӑх витӗм кӳнине асӑрханӑ. Хӗрӗсем ӑна лайӑх пӑхнӑ, упӑшки вара темӗн чухлӗ ырӑрах тытнӑ. Ҫакӑн пек улшӑнусем хӗрарӑма Библи вулама хавхалантарнӑ, Библи вара ӑна ҫав тери пысӑк усӑ панӑ. Ҫак ватӑла пуҫланӑ хӗрарӑм нумай хутчен каланӑ: «Эпир чӑннипех те арӑмпа упӑшка пулса тӑтӑмӑр».

22, 23. Библи тӗрлӗ халӑхри ҫынсене ҫемье пурнӑҫӗнче телейлӗ пулма мӗнле пулӑшать?

22 Ҫак ҫынсем пурте ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлекен шутсӑр нумай ҫын шутне кӗреҫҫӗ. Вӗсем Библи канашӗсене йышӑнаҫҫӗ, вӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Чӑн та, вӗсем ытти ҫынсем пекех, экономика енӗпе йывӑр килекен усал та йӗркесӗр тӗнчере пурӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫак ҫынсем ҫитменлӗхлӗ, ҫапах вӗсем ҫемье Никӗслекенӗн ирӗкне тума тӑрӑшнинче телей тупаҫҫӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова — Турӑ, «сана усӑллине вӗрентекен, санӑн мӗнле ҫулпа каймалла, ҫавӑн тӑрӑх ертсе пыракан» (Исаия 48:17).

23 Библие ҫырасси икӗ пин ҫула яхӑн каяллах вӗҫленнӗ пулин те унти канашсем халӗ те усӑллӑ. Ҫавӑн пекех ӑна пур ҫын валли те ҫырнӑ. Библи — Америкӑпа Хӗвеланӑҫ кӗнеки мар. Иегова «мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран ӗрчетсе янӑ», ҫынсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, вӑл вӗсен характерӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлет (Апостолсен ӗҫӗсем 17:26). Библи принципӗсем кашни ҫыннах пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курсан эсир те ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлӗр.