25-мӗш юрӑ
Пире юрату тӑрӑх пӗлччӗр
1. Пирӗн Христос пек пулас тесен,
Пӗр закон тытса тӑмалла.
Ӑна «патша законӗ» теҫҫӗ —
Чӑн-чӑн юрату законӗ.
Шӑп ҫавӑн пек Христос юратнӑ —
Пурнӑҫне парнелӗх панӑ.
Хӑй хыҫҫӑн пыракансем тумашкӑн
Тӗслӗх вӑл пире кӑтартнӑ.
2. Чӑн юрату нихӑҫан пӗтмест,
Халсӑр ҫынна вӑл пулӑшать.
Пӗр-пӗрне юраса пурӑнар,
Юрату парӑмне парар.
Урӑх ниҫта та тупма май ҫук
Юратакан чӑн туссене.
Христианла юрату пит ҫирӗп.
Юратса пурӑнар эппин.
(Ҫаксене те пӑх: Рим 13:8; 1 Кор. 13:8; Иак. 2:8; 1 Иоан. 4:10, 11.)