Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-мӗш юрӑ

Тав туса кӗлӗ туни

Тав туса кӗлӗ туни

(Псалом 94:2)

1. Ырӑ Иегова, эсӗ мухтавлӑ,

Сан патна, Турӑҫӑм, пирӗн кӗлӗ.

Кӗл тунине эс итлетӗн ялан,

Сан аллуна паратпӑр хамӑра.

Халсӑр эпир, йӑнӑшатпӑр часах,

Ҫылӑхсене ыйтатпӑр каҫарма.

Ывӑлу юн тӑкса ҫӑлчӗ пире.

Халӗ эпир вӗренесшӗн санран.

2. Сан ҫуртунта пурӑнма пит лайӑх,

Унта санӑн иксӗлми ырӑлӑх.

Сан Сӑмаху вӗрентет пурӑнма,

Ертсе пырать чӑн-чӑн пурнӑҫ патне.

Сан аллун вӑйӗ хӑватлӑ епле,

Вӑл парать чӑн-чӑн хӑюлӑх пире.

Ҫӑлакан Турӑ, Патшалӑху сан —

Ӗмӗрех ӑнӑҫлӑ, пӗтмӗ нихҫан.

3. Йӑваш ҫынсем ҫине, Туррӑм, пӑхсам,

Ҫӗр ҫинче пурте пуҫҫапчӑр сана.

Санӑн Патшалӑху ҫирӗп тӑрать,

Вилӗм, чир-чӗр, хӗн-асап пӗтерет.

Ывӑлу тӗп тӑвӗ пур усала,

Пурте хавассӑн кӑшкӑрӗҫ вара.

Юрӑ юрласа мухтӑпӑр сана:

«Пурсӑр та мухтӑр Турра, Патшана».

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 64:3, 5, 12; Флп. 4:6.)