5-мӗш юрӑ
Христос — пирӗн тӗслӗх
(Рим 5:8)
1. Ҫылӑхран хӑтарма
Хӑй Ывӑлне парса
Турӑ юрату пире кӑтартрӗ.
Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ
Христос пулса тӑчӗ,
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне ҫул уҫрӗ.
2. Христос акӑ ҫапла
Вӗрентнӗ кӗл тума:
Сӑваплӑ пултӑр Иеговӑн ячӗ,
Патшалӑх килтӗр те
Тутӑр рай ҫӗр ҫинче,
Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр парсам.
3. Христос чӑнлӑх ҫинчен
Вӗрентнипе ялан
Ҫынсене канлӗх панӑ, йӑпатнӑ.
Патшалӑх вӑрлӑхне
Айтӑр ялан акар,
Вара савӑнӑҫ вырса илӗпӗр.
(Ҫаксене те пӑх: Матф. 6:9 —11; Иоан. 3:16; 6:31— 51; Еф. 5:2.)