52-мӗш юрӑ
Хӑвӑн чӗрӳне упра
(Ытарлӑх 4:23)
1. Чӗре вӑл пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ,
Эсӗ ӑна упра.
Вӗт Турӑ ҫыннӑн чӗрине
Витӗр курса тӑрать.
Чӗре чее те пулкалать,
Аташтарса ярать.
Тӗрӗс енне яр чӗрӳне,
Туррӑн ҫулӗпе пыр.
2. Эсӗ Турра кӗлӗ туса
Уҫса пар чӗрӳне.
Турра ялан тав ту, мухта,
Шанса пар хуйхуна.
Иегова мӗн вӗрентнине
Пирӗн итлемелле.
Чӗрӳ тӗпне ҫырса эс хур
Унӑн пур законне.
3. Чӗрӳне чӑнлӑхпа тултар,
Ырӑ шухӑшсемпе.
Эс Турӑ Сӑмахне тӗпче,
Ҫӗнет хӑвӑн ӑсна.
Иегова шанчӑклисене —
Пӗлсе тӑр — юратать.
Эппин Турра шанчӑклӑ пул,
Туслӑ пурӑн унпа.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 33:2; Флп. 4:8; 1 Пет. 3:4.)