Иеговӑна мухтаса юрлар. Ҫӗнӗ юрӑсем
Христиансен пухӑвӗсенче Иегова Турра ҫӗнӗ юрӑсемпе аслӑласа мухтани сире савӑнӑҫ патӑр. Кӗввипе юррисене уҫласа илӗр те вара ҫак илемлӗ юрӑсене юрлама вӗренӗр.
136-МӖШ ЮРӐ
Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!
Турӑ Патшалӑхӗн чаплӑ юрри Иегова Турра Патшалӑх йӗркеленӗшӗн, Иисус Христоса унӑн патши тунӑшӑн аслӑласа мухтать.
139-МӖШ ЮРӐ
Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр
Чӑнлӑх ҫулӗпе пынӑ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иеговӑран хӳтлӗх тата пулӑшу ыйтни.
140-МӖШ ЮРӐ
Пионер пурнӑҫӗ
Иеговӑна чӗререн юратни, уншӑн хаваспах ӗҫлени тата суйласа илнӗ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнни ҫинчен юрлӑр. Кӗввине тата сӑмахӗсене уҫласа илӗр.
141-МӖШ ЮРӐ
Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр
Эпир ҫынсене юратни ҫинчен тата Турӑпа мирлешес текенсене тупма вӑй хуни ҫинчен кӑмӑла ҫӗклекен юрӑ.
142-МӖШ ЮРӐ
Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр
Иеговӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен тата эпир пур ҫынна та унӑн тусӗсем пулса тӑма чӗнни ҫинчен юрлӑр.
144-МӖШ ЮРӐ
Пурнӑҫа ҫӑлакан хыпар
Пирӗн Туррӑн хыпарне пӗлтермелле, мӗншӗн тесен вӑхӑт кӗскелсе юлнӑ.
145-МӖШ ЮРӐ
Ырӑ хыпар сарма хатӗрленетпӗр
Ӑшӑ пӳртре юлсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, анчах та эпир хамӑра хушнӑ ӗҫе тума вӑй тупма пултаратпӑр.
146-МӖШ ЮРӐ
Ку «маншӑн туниех пулчӗ»
Хӑйӗн тӑванӗсемшӗн юратса тунӑ кирек мӗнле ӗҫе Иисус хӑйӗншӗн тунӑ тесе шутлать.
147-МӖШ ЮРӐ
Турӑ хӑй валли суйласа илнӗ ҫынсем
Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе суйласа илнӗ ывӑлсемшӗн тӑрӑшать, вӗсене вара вӑл мӗн каланине тума килӗшет.
148-МӖШ ЮРӐ
Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна патӑн
Кашнине шанчӑк паракан чи хаклӑ парнешӗн Иеговӑна тав тӑвӑр.
149-МӖШ ЮРӐ
Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
Тӳлесе илме панӑ парнепе Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Ҫав парнешӗн эпир ӗмӗрӗпех пархатарлӑ пулӑпӑр.
150-МӖШ ЮРӐ
Пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлер
Ҫак юрра юрланипе ӑҫта пулӑшу кирлӗрех, ҫавӑнта Турӑшӑн ӗҫлес тенине кӑтартӑр.
151-МӖШ ЮРӐ
Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрӗҫ
Иегова Иисусӑн тӑванӗсене пӗлӗте ҫӗклессе, вӗсем Христоспа пӗрле тӑшмансене ҫӗнтерессе тата пама пулнӑ наградӑна илессе эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
152-МӖШ ЮРӐ
Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
Йывӑрлӑхсем килсе тухсан, хӑраса ӳксен Иегова пирӗн тӗрек, шанчӑк тата хӳтлӗх пулса тӑма пултарать.
154-МӖШ ЮРӐ
Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
Ҫак юрӑ пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата яланах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ.