104-МӖШ ЮРӐ
Святой сывлӑш — Турӑ парни
-
1. Эй хӗрхенӳллӗ ырӑ Аттемӗр,
Эс аслӑрах пирӗн чӗререн.
Пирӗн хуйха эс ҫӑмӑллатсамччӗ,
Сывлӑшупа йӑпатсамччӗ пире.
-
2. Пурте эпир пӗрмай йӑнӑшатпӑр,
Тивӗҫлӗ мар сан мухтавлӑхна.
Чун-чӗререн сана йӑлӑнатпӑр:
Тӗрӗс утмашкӑн парсам сывлӑшна.
-
3. Хуйхӑ пуссассӑн, ал усӑнсассӑн,
Пирӗн чӗремӗр шанать сана.
Кайӑк пекех вӗҫсе ҫӗкленмешкӗн
Эсӗ парсамччӗ святой сывлӑшна.
(Ҫавӑн пекех Пс. 50:13; Иоанн 14:26; Ап. ӗҫ. 9:31 пӑхӑр.)