Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

111-МӖШ ЮРӐ

Савӑнмалли сӑлтавсем

Савӑнмалли сӑлтавсем

(Матфей 5:12)

  1. 1. Эпир халь чӑнах та телейлӗ,

    Чӗре савнӑҫпа туп-тулли.

    Пӗрле чӑн Турра пуҫҫапмашкӑн

    Килет тӗрлӗ халӑх ҫынни.

    Чунтан савӑнса пурӑнатпӑр

    Эпир чӑнлӑха пӗлнӗрен.

    Куллен Библие вӗренетпӗр,

    Иртместпӗр унта ҫырнинчен.

    Нихҫан пирӗн савӑнӑҫ сӳнмӗ,

    Вӑл ҫулӑм пекех ялкӑшать.

    Халь пурнӑҫ хӗн-хурлӑ пулин те,

    Иегова чӑтма вӑй парать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Чӗре Турӑпа хӗпӗртет,

    Ун ырлӑхӗ савнӑҫ кӳрет.

    Епле вӑй-хӑватлӑ ун ӗҫӗсем!

    Епле ӑслӑ ун ҫулӗсем!

  2. 2. Эпир тӗлӗнсе хӗпӗртетпӗр

    Ҫӗрпе тӳпене сӑнаса.

    Турра ун аллин ӗҫӗсемшӗн

    Мухтатпӑр чунтан ал ҫупса.

    Патшалӑх ҫинчен хыпарлатпӑр

    Тӗнче хӗррине ҫитиччен,

    Пурне те хавассӑн калатпӑр

    Телейлӗ пуласлӑх ҫинчен.

    Каҫ хыҫҫӑн ҫӗн кун килнӗ евӗр,

    Чӑн савӑнӑҫ ҫитӗ кӗҫех —

    Телей ҫӗр ҫинче ӗмӗр пулӗ

    Иегова каланӑ пекех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Чӗре Турӑпа хӗпӗртет,

    Ун ырлӑхӗ савнӑҫ кӳрет.

    Епле вӑй-хӑватлӑ ун ӗҫӗсем!

    Епле ӑслӑ ун ҫулӗсем!

(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 16:15; Ис. 12:6; Иоанн 15:11 пӑхӑр.)