Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ ЮРӐ

Иеговӑна кунсерен кӗлту

Иеговӑна кунсерен кӗлту

(1 Фессалоника 5:17)

  1. 1. Чун-чӗререн кӗлӗ ту кунсерен;

    Пирӗн Аттемӗр — Кӗлле Итлекен.

    Ҫывӑх тусна шаннӑ пек шан ӑна,

    Йӑлт каласа пар, уҫса пар чунна.

    Эс кулленех кӗлӗ ту.

  2. 2. Пурнӑҫшӑн тав ту Иегова Турра.

    Йӑнӑш тусан каҫару ыйт унран,

    Ҫылӑхшӑн ӳкӗн эс ун умӗнче.

    Вӑл астӑвать ҫын тӑпра иккенне.

    Эс кулленех кӗлӗ ту.

  3. 3. Йывӑр килсен чарӑнмасӑр кӗлту —

    Пирӗн Атте парӗ чӑн йӑпату.

    Шанчӑклӑ хӳтлӗх эс тупӑн унра,

    Туррӑмӑр пулӑшӗ, тек ан хӑра.

    Эс кулленех кӗлӗ ту.

(Ҫавӑн пекех Пс. 64:6; Матф. 6:9—13; 26:41; Лука 18:1 пӑхӑр.)