Тӗп матералсем патне куҫӑр

Туррӑн мӗн чухлӗ ят?

Туррӑн мӗн чухлӗ ят?

Библире мӗн каланӑ?

 Туррӑн пӗр ят кӑна. Еврейла ӑна акӑ ҫапла ҫыраҫҫӗ: יהוה. Чӑвашла ӑна, ялан тенӗ пекех, «Иегова» теҫҫӗ a. Турӑ хӑйӗн Исаия ятлӑ пророкӗ урлӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ — Иегова. Ку — манӑн ятӑм» (Исаия 42:8, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Библин авалхи алҫырӑвӗсенче ҫак ят 7 000 хута яхӑн тӗл пулать, урӑхла каласан, Турӑпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле сӑмахран та ытларах тӗл пулать. Унсӑр пуҫне, Библире нимле ята та ҫавӑн чухлӗ асӑнман b.

Иеговӑн урӑх ятсем пур-и?

 Библире Туррӑн пӗртен-пӗр ят ҫеҫ пур тенӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта Иегова тӗлӗшӗнчен нумай титулсемпе тата эпитетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсенчен кашни Иегова мӗнле Турӑ пулнине тӗрлӗ енчен уҫса парать. Акӑ вӗсенчен хӑш-пӗрисем.

Титул

Библири сӑвӑ йӗркисем

Пӗлтерӗш

Аллах

 

«Аллах» текен сӑмаха араб чӗлхинчен илнӗ, ҫакӑ — ят мар, титул. Ҫак титул «Турӑ» тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та араб чӗлхи ҫине тата ытти хӑш-пӗр чӗлхесем ҫине куҫарнӑ Библисенче «Турӑ» текен сӑмах вырӑнне «Аллах» сӑмахпа усӑ курнӑ.

Альфа тата Омега

Ӳлӗмхине 1:8; 21:6; 22:13

«Малтанхи тата Кайранхи» е «Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ», урӑхла каласан, Иегова Турӑран маларах Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулман, ун хыҫҫӑн та пулмасть (Исаия 43:10). «Альфа» тата «омега» — вӗсем грек алфавитӗнчи пӗрремӗшпе юлашки саспаллисем.

Аслӑ Пултаракан

Псалом 149:2, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ

Пурте ӑна пула пулса кайнӑ (Ӳлӗмхине 4:11).

Атте

Матфей 6:9

Пурнӑҫ паракан.

Вӗрентекен

Исаия 30:20, 21

Усӑллине вӗрентет тата чӑнлӑх ҫулӗ ҫине ертсе пырать (Исаия 48:17, 18).

Ӗмӗрсенӗн Патши

1 Тимофей 1:17

Вӑл яланах чи аслӑ влаҫа тытса тӑнӑ тата яланах ӑна тытса тӑрӗ.

Кӗвӗҫекен

Тухни 34:14

Пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ыйтусенче хӑйӗнпе тупӑшнине чӑтса тӑмасть. Ҫак сӑмаха «хӑйӗнпе тупӑшакансене чӑтса тӑмасть» е «чунтан парӑнса пурӑнасса кӗтет» тесе куҫарма пулать.

Кӗлӗсене итлекен

Псалом 65:2, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ

Хӑйне ӗненсе каланӑ кашни кӗлле вӑл хӑй итлет.

Кӗтӳҫӗ

Псалом 22:1

Хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшать.

Кунӗсемпе Авалхискерӗ

Даниил 7:9, 13, 21, 22

Пуҫламӑшӗ пулман, кам та пулин е мӗн те пулин пулса кайиччен калама ҫук нумай пурӑннӑ (Псалом 89:2).

Патша Турӑ

Апостолсен ӗҫӗсем 4:24

Унӑн влаҫӗ — чи аслӑ власть; еврейла Адона́й.

Пултаракан

Екклесиаст 12:1

Пурте ӑна пула пулса кайнӑ.

Пурне те Тума Пултаракан Турӑ

Пултарни 17:1

Унӑн никам та ҫӗнтерме пултарайман вӑй пур. Эл Шадда́й, «Пурне те Тума Пултаракан Турӑ», текен еврейла сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Библире ҫичӗ хутчен тӗл пулать.

Саваоф Ҫӳлхуҫа

Исаия 1:9; Рим 9:29

Ангелсен пысӑк ҫарне ертсе пырать. «Саваоф Ҫӳлхуҫа» титул «Иегова, ҫӳлти ҫарсен Пуҫлӑхӗ» тенине те пӗлтерет (Рим 9:29, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

Святой

Ытарӑшсем 9:10

Сӑваплӑ пулас тӗлӗшрен (нравственность енчен таса пулас тӗлӗшрен) унпа никам та танлашма пултараймасть.

Ҫӑлакан

Исаия 45:21

Хӑрушлӑхран тата вилӗмрен ҫӑлать.

Ҫӳлти Турӑ

Псалом 46:3; Даниил 7:18, 27

Чи пысӑк вырӑн йышӑнать; Чи Аслӑ Пуҫлӑх.

Ҫӳлхуҫа

Псалом 134:5

Хуҫа; еврейла Адо́н е Адони́м.

Телейлӗ Турӑ

1 Тимофей 1:11, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ

Вӑл савӑнӑҫлӑ тата телейлӗ (Псалом 103:31).

Турӑ

Пултарни 1:1

Кама пуҫҫапаҫҫӗ, ҫавӑ; хӑватлӑскер. Элохи́м текен еврей сӑмахӗ нумайлӑ хисепре тӑрать, ҫакӑ вара аслӑлӑха, пысӑк вырӑн йышӑннине тата калама ҫук чаплӑ паха енсене кӑтартса парать.

Турӑсенӗн Турри

Саккуна астутарни 10:17

Ҫынсем пуҫҫапакан «усӑсӑр турӑсемпе» танлаштарсан вӑл чи аслӑ Турӑ (Исаия 2:8, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

Хӑтаракан, Тӳлесе Илекен

Исаия 41:14

Вӑл Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне пани урлӑ ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарать (Иоанн 3:16).

Чул хысакӗ

Псалом 17:3

Унра хӳтлӗх тата ҫӑлӑнӑҫ тупма пулать.

Чӳлмекҫӗ

Исаия 64:8, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ

Чӳлмекҫӗ тӑмпа хуҫаланма пултарнӑ пекех, унӑн ҫынсене тата халӑхсене тытса тӑма власть пур (Рим 9:20, 21).

Эпӗ Ӗмӗрех Пурри

Тухни 3:14

Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама кам пулма кирлӗ, ҫавӑ пулса тӑрать. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне ҫакӑн пек куҫарма пулать: «Эпӗ кам пулас тетӗп, ҫавӑ пулса тӑрӑп». Ҫакӑн пек калани Тухни 3:15-мӗшӗнче каланӑ Иегова текен ятӑн пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшать.

Еврей Ҫырӑвӗсенче каланӑ вырӑнсен ячӗсем

 Библире асӑннӑ хӑш-пӗр вырӑнсен ячӗсенче Туррӑн ячӗ пур, анчах та вӗсем Туррӑн ытти ячӗсем мар.

Вырӑнӑн ячӗ

Библири сӑвӑ йӗркисем

Пӗлтерӗш

Иегова-Шамма

Иезекииль 48:35

«Иегова ҫавӑнта».

Яхве-ире

Пултарни 22:13, 14

«Иегова парӗ».

Яхве Нисси

Тухни 17:15

«Иегова — манӑн ялавӑм». Иегова вӑл — Турӑ, ун тавра хӑйӗнчен пулӑшу тата хӳтлӗх илес тесе хӑйӗн халӑхӗ пухӑнать (Тухни 17:13—16).

Яхве Шалом

Тӳресен 6:23, 24

«Иегова — мир».

Мӗншӗн Туррӑн ятне пӗлмелле тата унпа усӑ курмалла?

  •   Иеговӑшӑн хӑйӗн ячӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулас, мӗншӗн тесен ҫак ят Библире пин-пин хут тӗл пулать (Малахия 1:11).

  •   Туррӑн ячӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине Туррӑн Ывӑлӗ, Иисус, пӗрре анчах мар палӑртнӑ. Сӑмахран, вӑл Иеговӑна ҫапла кӗлтунӑ: «Санӑн яту хисеплентӗр» (Матфей 6:9; Иоанн 17:6).

  •   Туррӑн ятне пӗлме тата унпа усӑ курма пуҫласси вӑл — Турӑпа туслӑ пулма пулӑшакан пӗрремӗш утӑм (Псалом 9:11; Малахия 3:16). Иеговӑпа ҫывӑхланса пыракансем ҫинче ҫакӑн пек сӑмах пани пурнӑҫланӗ: «Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна» (Псалом 90:14).

  •   Библире ҫапла каланӑ: «Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ „турӑ“ тенӗскерсем [пур]... (чӑнах, „турӑ“ тенӗскерсем те, „хуҫа“ тенӗскерсем те нумай)» (1 Коринф 8:5, 6). Анчах та унта пӗртен-пӗр чӑн Турӑ ҫеҫ пур, унӑн ячӗ Иегова тенӗ (Псалом 83:18, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

a Хӑш-пӗр гебраистсем Туррӑн ячӗ пирки «Яхве» теме сӗнеҫҫӗ.

b Туррӑн «Иаг» текен кӗске ячӗ Библире 50 хута яхӑн тӗл пулать, ҫав шутрах, «Аллилуия» текен сӑмахра та. «Аллилуия» тени «Иаг Турра мухтӑр» тенине пӗлтерет (Ӳлӗмхине 19:1).