Иисус вилӗмне аса илмелли уяв
Иисус Христос хушнине тытса тӑрса Иегова Свидетелӗсем кашни ҫулах вӑл вилнӗ куна паллӑ тӑваҫҫӗ (Лука 22:19, 20). Эпир сире ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява чун-чӗререн чӗнетпӗр. Унта эсир Иисус Христосӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ сире мӗнле усӑ пама пултарнине пӗлетӗр.