Иегова Свидетелӗсем христиансем-и?
Ҫапла, эпир христиансем. Акӑ мӗншӗн ҫапла калама пулать:
Эпир Иисус Христос вӗрентӗвӗсене тытса тӑратпӑр тата унран тӗслӗх илетпӗр (1 Петр 2:21).
Эпир Иисуса пула кӑна ҫӑлӑнма пултарнине тата «тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят» ҫуккине ӗненетпӗр (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12).
Иегова Свидетелӗ пулмашкӑн ҫынсем Иисус ячӗпе шыва кӗреҫҫӗ (Матфей 28:18, 19).
Эпир Иисус ячӗпе кӗлтӑватпӑр (Иоанн 15:16).
Христос Пуҫлӑх пулнине тата ӑна этемлӗхпе хуҫа пулма власть панине эпир ӗненетпӗр (1 Коринф 11:3).
Анчах та эпир ытти тӗн ушкӑнӗсенчен, хӑйсем пирки христиансем текеннисенчен, нумай енчен уйрӑлса тӑратпӑр. Сӑмахран, Библи тӑрӑх, Иисус Троица пайӗ мар, вӑл — Турӑ Ывӑлӗ, эпир ҫакна ӗненетпӗр (Матфей 16:16; Марк 12:29). Чун вилӗмсӗр тенине вара, Турӑ ҫынсене ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмра асаплантарать тесе вӗрентнине, ҫавна Библи тӑрӑх ҫирӗплетсе пама пулать тенине е тӗн ертӳҫисене асла хуракан титулсем пулмаллине ӗненместпӗр (Екклесиаст 9:5; Иезекииль 18:4; Матфей 23:8—10).