Иегова Свидетелӗсем ҫӑлӑнса юлас тесе-и килтен киле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ?
Ҫук, уншӑн мар. Эпир ырӑ хыпара килтен киле кулленех пӗлтерсе ҫӳретпӗр, анчах та ҫавна тунипех ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ пулатпӑр тесе шутламастпӑр (Эфес 2:8). Мӗншӗн?
Тӗслӗх пӑхса тухар. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫын палӑртса хунӑ кун палӑртнӑ вырӑна килекен кашни ҫынна хаклӑ парне парасси пирки сӑмах парать. Ҫав ҫын сӑмахне ӗненсен эсир унта кайнӑ пулӑттӑр-и? Паллах кайнӑ пулӑттӑр! Тата эсир хӑвӑрӑн тӑвансемпе туссем те парне илме пултарччӑр тесе ҫакӑн ҫинчен вӗсене каласа панӑ пулӑттӑр. Анчах та эсир ҫав ҫын каланисене пурне те тӗп-тӗрӗс тусан та, ҫав парнене тивӗҫлӗ пулаймӑр. Парне вӑл парнех.
Ҫавӑн пекех, Иегова Свидетелӗсем Туррӑн сӑмахӗсене ӗненеҫҫӗ, вӑл хӑйне итлекенсене пурне те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасси пирки шантарса калать (Рим 6:23). Эпир ыттисем Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланса пынине курччӑр тесе вӗсене хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама тӑрӑшатпӑр. Апла пулин те эпир ырӑ хыпар сарнипех ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ пулатпӑр тесе шутламастпӑр (Рим 1:17; 3:28). Чӑннипе вара, пӗр ҫын та нимӗнле ӗҫпе те Туррӑн ҫак тӗлӗнмелле парнине тивӗҫлӗ пулма пултараймасть. «Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе... ҫӑлчӗ» (Тит 3:5).